Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
Малтан, Урасмет килсе кайнă кун, Эрнепи татăлса йĕчĕ, унăн куçĕсем шыçăнса, тăртанса кайрĕç, часах куççулĕ те тухми пулчĕ. Ирхине вăл пахчари тĕмсем хушшинчи кĕске сак çине тĕшĕрĕлчĕ те каçчен те пӳрте кĕмерĕ. Аппăшĕсем ăна тăвар сапса çăкăр чĕлли тухса пачĕç, хĕр ача ăна аллипе те тĕкĕнмерĕ.
Пăхма — этем этемех, хĕп-хĕрлĕ пите темле пысăк хуйхă та шуратайман-ха, анчах хĕр ача куçĕсем ним тĕлсĕр пăхаççĕ, ларасса та вăл, ухмаха ернĕ çын пек, пуçне пĕр майлăн сулкаласа ларать.
— Эрнепи, — терĕ ăна Северпи аппăшĕ. — Эсĕ унашкалах ан кулян-ха, ытлашши хуçăлса ан ӳк.
Йăмăкĕ сас-хура кăлармарĕ. Ăна кура Северпи ун хыçне пырса тăчĕ, йăмăкне хулпуççирен чăмăртарĕ. Эрнепи ыйхăран вăраннă пек пулчĕ.
— Мĕн, аслă аппа?
— Ним те мар. Пĕчĕк чĕреспе пыл ил те Сахвине патне кай. Тем тесен те сана киремет тытнă. Калатăр, мĕнле чӳклемелле.
— Каймастăп эпĕ ун патне, аппа, — терĕ Эрнепи. — Маншăн Сахвине карчăк киреметрен те усал.
— Ан ухмахлан, Эрнепи, чипер калаç. Усал-и, ырă-и, вăл — юмăç. Ирĕксĕрех кайма лекет.
Сахвине патĕнчен Эрнепи кăшт кăна пит-куçран чĕрĕлнĕ пек пулса таврăнчĕ.
— Пăтăпа та юсманпа чӳклеме хушрĕ, — пĕлтерчĕ вăл аппăшне.
— Чăнах-и? — савăнчĕ Северпи — Ун пек çеç-и? Эп сурăх пусса чӳклемелле пулать тенĕччĕ-ха.
Çавăнтах вăл çăварне аллипе хупларĕ, чарусăр чĕлхӳпе тем персе ярăн çав, турă каçартăрах.
Лаçри пĕчĕк хуранта пăри пăтти вĕрерĕ, мунча кăмакинче юсман пиçсе выртрĕ, Северпи хăйĕн йăмăкне чӳк чĕлхине вĕрентрĕ. Юлашкинчен вăл ăна киремет тĕлне çитичченех ăсатса ячĕ.
Эрнепи, пĕтĕм шăм-шакĕпе чĕтресе, кăвакарса кайнă тутисемпе тем пăшăлтатса, ватă юман кутне чĕркуçленсе ларчĕ. Малтан хăранипе чĕлхе вĕçне пĕр сăмах та килмерĕ, пăртак тăрсан вара аппăшĕ вĕрентсе каланинчен уйрăм татăк-сыпăксем аса килчĕç.
— Эй, пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуç çапатăп, çырлах, — терĕ вăл, — мана хĕнне-асапне ан пар. Хамăр айванлăха пуç çапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах. Çак сан таврашунта ытлашши сăмах каланă пулин те, вылянă-кулнă пулин те — çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕллĕ юсманăмпа асăнатăп…
Вăл виçĕ хут ӳксе пуç çапрĕ, укçа хучĕ, вара, киремет хăйне ярса тытасран шикленнĕ евĕр, çаврăнса пăхмасăр, васкавлăн сукмак çине тухрĕ.
— Сăмахĕсене тĕрĕс каларăн-и? — ун аллинчи хуранпа тирĕкне йышăнчĕ Северпи.
— Пĕлместĕп, — терĕ Эрнепи. — Сехре хăпса тухрĕ йăлтах. Тем каларăм, хам та астумастăп.
Ахтупая вăл тĕттĕм пулса çитес умĕн ăнсăртран тĕл пулчĕ. Хĕр ача çав-çавах хăйĕн шăпи çинчен шутласа пахчари вĕтлĕх хыçĕнче тăратчĕ, асламăшĕ хăйне парнеленĕ шурă путек курăк чĕпĕтсе çинине сăнатчĕ. Çав вăхăтра хыçалти касра палланă çын утти курăнса кайрĕ те, Эрнепи пĕтĕм вăйпа пахча вĕçнелле чупрĕ. Ахтупай та ăна асăрханă иккен, пĕр куç хупса иличчен карта урлă сикрĕ.
— Ахтупай, Ахтупай! — ун умне çитсе чыхăнса кайрĕ хĕрача.
— Мĕн пулнă, Эрнепи? — хыпăнса ӳкрĕ каччă. — Кала, мĕн пулнă? Эс темскер халичченхи евĕр мар…
Эрнепи пуçне Ахтупай кăкăрĕ çине хурса пĕчĕк ача пек макăрса ячĕ.
— Эх, Ахтупай, эс нимĕн те пĕлместĕн… Нимĕн те пĕлместĕн!
Вăл аран-аран хăйĕн инкекĕ-хуйхи пирки каласа пачĕ.
— Ку вăл нихçан та пулас çук! — хĕр ачана хăйĕн ытамне илчĕ Ахтупай. — Мана вĕлериччен ун пек туй пулма пултараймасть. Ан хăра, Эрнепи, эпир пĕр-пĕрне юратсан, пире пĕр-пĕринчен никам та уйăраймĕ. Кала, юрататăн-и эсĕ мана, чунăмçăм?
— Эх, Ахтупай, — терĕ Эрнепи, хăй каллех ĕсĕклесе макăрма тапратрĕ.
— У-у, тĕнче усалĕ! — такама юнарĕ каччă. — Кунта та ман телее туртса илесшĕн апла эсĕ. Ĕç тухаймĕ! Çак икĕ вăйлă аллăм пур чух эсĕ мана парăнтараймăн. Нимĕн чухлĕ те ан хăра, Эрнепи, — татах йăпатма тăчĕ вăл хĕр ачана. — Халĕ эпир унпа Хусана каятпăр, ясак леçме. Килсен куç курать унта, калаçса пăхăпăр.
— Ан кай эс унпа Хусана, Ахтупай! Çул çинче тем курасси пур. Темскер, ман саншăн та чун ыратать, санпа та темле инкек сиксе тухассăнах туйăнать.
— Маншăн пĕрре те ан кулян. Эп хамран мăшкăллама памăп. Каймасан юрамасть: эп Тукай хуралĕнче тăратăп. Мана унта кайма мăрса хушнă.
Сисет Эрнепи: каччă ку сăмахсене хăйĕн мăнкăмăллăхне пытармасăр калать. «Тукай хуралĕнче тăратăп. Мана унта кайма мăрса хушнă». Эрнепи те каччă çине савăнса та киленсе пăхать: Ахтупайăн мăрса хуралĕнче тĕкĕрçĕ пулма çул çитнĕ, вăл каччă шутне кĕнĕ.
— Эс киличчен эпир хĕрсемпе улах та ларма пуçлатпăр ĕнтĕ, — çемçен те ытарлăн каласа хурать Эрнепи.
— Эпир нумай çӳреместпĕр. Пĕр эрнерен таврăнатпăр та пулĕ.
— Каятăнах апла, Ахтупай?
— Каятăп, шĕкĕр хулара пулса куратăп.
Вăхăт çур çĕр еннелле çывхарать, хĕрпе каччă çаплипех калаçаççĕ те калаçаççĕ. Вăрман хыçĕнчен çурла евĕр уйăх шуса тухать, Ахтупайпа Эрнепи вăл ытла аякран курмалла çутатнине асăрхаççĕ те уйрăлас килмен çĕртен уйрăлса килĕсене кĕрсе çухалаççĕ.
Эрнепи чунĕпе лăпланнă ĕнтĕ, вăл хăйĕн хуйхи-суйхине маннă пек пулнă. Çапла-çке вăл савни сăмахĕ — кăмăла сар çу пек ирĕлтерет, мĕн пур усал-тĕселе мантарать, чĕрере вĕçĕмсĕр ырă туйăм çуратать; ĕнтĕ хĕр ачана нимле хăрушлăх та кĕтмест пек, пурте лайăх, пурте ырă Картишĕнче, вите тăрринчи кашта çинче, автан авăтать, авăттăрах, унăн яланах пĕр ĕç — çынсене вăхăт пĕлтересси; пӳртре, çĕр хута чупса çӳретĕн тесе ама çури çилленсе пăхать — пăхтăрах, ун пек пăхнине Эрнепи тахçанах хăнăхнă; хăлхара Ахтупайăн кăшт мухтанарах каланă сăмахĕ янраса тăрать: «Шĕкĕр хулара пулса куратăп». «Кайса кил, — тет Эрнепи ăшра, — часрах кайса часрах таврăн, хăвăн çинчен çĕрĕн-кунĕн шухăшлакан. хăвна шанса пурăнакан хĕр ачана çеç ан ман».
18. Туй
Урасметăн пӳрчĕ пысăк, темиçе пӳлĕмлĕ, çапах та паян халăх унта та шăнăçаймасть. Тĕрĕссипе, хăнасемпе туй çыннисем йышлах та мар, курма пынă çынсем вара — лăк тулли.
Алăк патĕнче, кăмака çумĕнче — хĕрупраçсем, вĕсем кунта мĕн пулса иртнине сăпайлăн, пăртак вăтанарах пăхса тăраççĕ; хĕрсен ик айккипе тата кăмака сакки çинче — каччăсем, вĕсем пĕр вăхăтрах туй курма та, хăйсем хушшинче шут тума та, хĕрсемпе ашкăнкаласа илме те ĕлкĕреççĕ; сентре çинче тата кăмака хыçĕнче — пĕве кĕменнисем е пачах вĕтĕр-шакăр ача-пăча.
Туй хĕрмеллипех хĕрсе çитеймен-ха, ташă-юрă пуçланман. Ӳсĕр çын кунта халлĕхе ушкăнĕпе те пĕрре çеç — Карамыш, Чалăм крепоçĕнчен килнĕ мăрса. Çуртапа хăйă çутинче унăн тӳпеттейсĕр шакла пуçĕ кĕлпе тасатнă йĕс тирĕк пек çуталса тăрать. Мăрса хăрах аллипе Урасмета хулран çатăртаттарса тытнă, тепĕр аллинче автан тукмакĕ. Урасмет ытларах Тукайпа калаçма тăрăшать, паçăртанпах ĕнтĕ ăна тем пирки хĕрӳллĕн те çине тăрса ӳкĕте кĕртет.
Ку таранччен вĕсем кĕрекере виççĕн çеç ларатчĕç, акă, тĕпелти алăк уçăлчĕ те, хĕрарăмсем унтан хĕп-хĕрлĕ пусма кĕпе тăхăннă Патиреке çавăтса тухрĕç. Пӳрт тулли халăх пуçтарăннине курсан Патирек малтан, хăранипе, шартах сикнĕ пек пулчĕ, унтан никам çине те пăхма хăяймасăр, шăппăн çеç кĕрекене кĕрсе вырнаçрĕ, аллисем чĕтренине сиссе вĕсене часрах сĕтел айнелле пытарчĕ. …
— Ахă, пит якши, хайхи авланакан джигит та тупăнчĕ, — асăрхарĕ ăна ӳсĕр Карамыш. — Мĕн, чирлерĕн-им эс, Батирек дустым?
— Хĕне кайрăм çав, — терĕ айăплă çын сассипе Патирек.
— Сан вырăнта чирлеме юрамасть. Сана паян хĕрпе, çамрăк арăмпа, хĕве хупаççĕ! Э-э, ун пек чух чирлеме юрать-и вара?
Патирек вăйсăррăн ал сулчĕ те пуçне пĕксе чалăшшăн тепĕр еннелле çаврăнса ларчĕ.
— Хĕрӳ хитре-и? — хăпма пĕлмерĕ унран мăрса. — Ма кăтартмастăн-ха ăна эсĕ? Е хăвăн пекех асат хуçнăскер-и, çавăнпа кăтартма та вăтанатăн-и? Эс ан вăтан, шăллу пек маттур пул. Сан шăллу — мăрса пулмалли çын. хăюллă, хастар. Çавăн пек пул, Батирек!
Карамыш яланхи йăлипе хыттăн тата вăкăр пек мĕкĕрсе калаçрĕ, çавăнпа ун сăмахĕсене туй курма килнисем те нумайăшĕ илтсе юлчĕç. Патирекĕ вара мăрса çумĕнче, йĕп çинче ларнă пек, ниçта кайса кĕме пĕлмерĕ. Ним тăвайман енне вăл ал айĕнчи черккине ярса илчĕ те мăрсана сăйлама пикенчĕ.
Паçăр, халăх куçĕ умне курăннă чух питне кăшт юн тапса тухнăран пулас, Патирек сăнран ытла начарах та марччĕ, ак халь, пăлханни иртсе кайсан, ун пичĕ шуратнă пир пек тăрса юлчĕ. Хăйĕн çине хĕрлĕ кĕпе тăхăнни ку шурă тĕсе тата та ытларах палăртса тăчĕ.
Карамыш сĕтел хушшинчен тухнă ĕнтĕ. «Ăçта унăн хĕрĕ, иптешсем? Эсир мана хĕрне кăтартăр!» тесе хĕрарăмсен ушкăнĕнче эрлешсе çӳрет. Тахăшĕ ăна кĕлете, хĕр туйĕ пынă çĕре, çул кăтартса ячĕ, пăртак тăрсан вăл унтан хушпу тăхăнса килсе кĕчĕ. Пĕр-пĕр инке-арăм ăна шӳт туса кĕлетре Эрнепи вырăнне темле хитре хĕре е туй арăмне кăтартнă пулас, Карамыш ăна мухтама пикенчĕ.
— Ай-ай, хĕрӳ якши сан, Батирек! — ун çине пырса таянса чирлĕ çынна кăштах йăвантарса ямарĕ вăл. — Çав тери якши хĕрача тупма пултарнă. Кала-ха, хăвах суйласа илтĕн-и ăна е Уразмат абзы тупса пачĕ-и?
Патирек ăна хăлхаран пăшăлтатса тем ăнлантарчĕ, татах эрех ĕçме сĕнчĕ, анчах виçерен тухнă мăрса нимпе те чарăнма пĕлмерĕ.
— Çук, эсĕ авланмастăн, дустым. Уразмат авланать. Ахаль пулсан, ахаль пулсан ку хĕр ача малтанхи каç Карамыш аллине çакланатчĕ. Ăнлантăн-и эс эпĕ мĕн каланине? Ай-ай, хĕр ачу хитре вара санăн, чăн-чăн бикем. Бичĕсем çырла пек, куçĕсем, куçĕсем вара — икĕ çут çăлтăр. Ай-ай, хитре хĕр тупса панă сана шăллу!
Пӳртре, пĕчĕк ача макăрнă евĕр, шăпăр сасси янăраса кайрĕ. Хĕрме ĕлкĕрнĕ туй каччисем юрă пуçларĕç.
Урасмет хуçа пулнă май чи малтан ташласа парас тесе урай варрине тухрĕ, кăтра çӳçне лăстăр! силлесе илчĕ, урай тавра йăпăр-япăр чупса çаврăнчĕ. Анчах вăл пĕччен ташлама майлă мар терĕ пулас, такама шырама тĕпелелле кĕчĕ. Çынсем ăна кам кирлĕ пулнине çийĕнчех сисрĕç — вăл хăйĕнпе пĕрле ташлама Тукай хĕрне Нухрата чĕнесшĕн ĕнтĕ. Чăнах та, паçăр Нухрат тĕпелте тăратчĕ, Урасмет кĕçĕр унпа хăйĕн туйĕ пирки калаçса татăлма ĕмĕтленетчĕ, ав мăрса хĕрĕ тухса тарма та ĕлкĕрнĕ иккен. Пулать те мăн кăмăллă хĕр ача! Ларасчĕ çакăнта, туй курасчĕ, ун тем тесен те пытанса çӳремелле, пуç çаптармалла, куçран пăхтармалла!
Хуçа нумай ташламарĕ, Нухрат хĕр туйне кайман-и тесе кĕлете тухрĕ. Кунта самаях сивĕ, хĕрарăмсем шупăрсемпе лараççĕ. Темиçе туй арăмĕ шупăр тăхăнман, анчах пăхсах паллă — вĕсен çийĕнче сахалтан та виçĕ хут кĕпе.
Хĕрарăмсем вара те чăнах та ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ, те Урасмет умĕнче çавăн пек кăтартасшăн — тайкалана-тайкалана, алри сĕлкисене сула-сула туй юрри мар, темле ĕçкĕ юрри юрлаççĕ.
Улăх, терĕç, хурăнăн ай тăррине
Ешĕл çулçисене суйлама.
Пачĕç тулли курка ан сим пылне
Пирĕн çамрăк пуçсене сăнама…
— Ăçта сирĕн çураçнă хĕрĕр, ăçта Эрнепи? — терĕ Урасмет çиллине шăнараймасăр. — Эсир, мĕн, туя пăсас тетĕр-и?
— Ан пăшăрхан, шăллăм, халех илсе килеççĕ, халех илсе килеççĕ, эпир кайса пĕлтĕмĕр ĕнтĕ, — чĕвĕлтетрĕ пĕр туй арăмĕ Урасмет хулĕнчен уртăнса. Çавăнтах вăл аллисене саркаласа юрласа ячĕ:
Хура вăрман хыçне шур юр çунă,
Хура сăсар тухса йĕр хывнă.
Хура сăсар йĕрне ай йĕрлес мар,
Атте-анне ятне ай ярас мар.
— Инке, эсир çапах та туй юрри юрлăр, — каламасăр тӳсеймерĕ Урасмет.
— Э-э, шăллăм, туй юрри юрлăпăр, туй юрри юрлăпăр. Эс каях, хĕр туйĕшĕн ан кулян. Пурне те йĕркеллĕ ирттерĕпĕр, — терĕ çамрăк арăм. Урасмет хыççăн алăк хупăнсанах хăй тепĕр курка симпыл ĕçсе ташша ячĕ.
Çынсен йыснăш çăмха пек,
Хĕве чиксен кĕрес пек,
Пирĕн йысна упа пек,
Çынна курсан çыртас пек. И-и-их!
Ăна хирĕç Урасметăн тепĕр инкĕшĕ шыв пек юхса тухрĕ, хăрах урипе кĕлет урайне тăрст! çеç тапрĕ.
Хоп, Сĕнтĕр Сентепи!
Варлă-варлă Эрнепи,
Халь те качча кайман-и,
Халь те ача туман-и?
Халех качча каять пуль,
Кайсан ача тăвать пуль,
Ачи мăрса пулать пуль,
Ӳссен хăйне хĕнет пуль…
Алăк хыçĕнче итлесе тăракан Урасмет лач! сурчĕ те айккинелле пăрăнчĕ.
Çук, ку инке-арăмсем ырра мар алхасаççĕ. Паянхи туй ăна пĕрре те килĕшмест. Пуçланасса та вăл пачах та чăваш туй йĕркисем хушнă пек пуçланмарĕ. Ĕмĕрхи йăлана пăхăнса ирттерес пулсан тем тесен те туя килте мар, тăвансем патĕнче е ют ялта тумаллаччĕ, çураçнă хĕре йышăнма картишĕнче шыльăк хатĕрлемеллеччĕ, хĕрĕн хăйĕн хунямăшне, пулас упăшкине, тăванĕсене кĕпе тăхăнтартмаллаччĕ. Ара, Патирекĕн хăйĕн те туя юлан утпа каймаллаччĕ, Эрнепие килтен пĕтĕм халăх умĕнче илсе тухмаллаччĕ.
Юрать-ха Альтук инке хăйĕн кутăн хĕрне ӳкĕте кĕртме пултарсан. Ăна илсе килеймесен е туй вăхăтĕнче вăл асар-писер хăтланма тытăнсан? Вара алманчăн Тукайпа Карамыш умĕнче намăс курасси çеç юлать. Каялла пӳрте кĕрсен Урасмет чи малтан çамрăксем хушшинче Ахтупая тата Эрнепие тăван тивекен Иливана шыраса пăхса çаврăнчĕ. Вĕсем курăнмаççĕ. «Шĕкĕр турра, апла пулсан килсе çитеймен-ха, — шухăшларĕ алманчă хăй ăшĕнче. — Кĕçĕр килсе тухмасан ыран вăл каччăсем маншăн пĕрре те хăрушă мар. Тепĕр тесен паян та ним шикленмелли те çук: икĕ мăрса куçĕ умĕнче туя пăсма хăтланмашкăн вĕсем ухмаха тухман пулĕ-ха. Çапах та кĕçĕр туя шăв-шавсăр ирттерсен аванрах пулĕ».
Хăйне кăшт та пулин лăплантарас тесе алманчă Элентее чĕнсе илчĕ.
— Мĕнле, лешсем таврăнман-и? Курмарăн-и эс вĕсене? — халичченхи пек мар йăвашшăн калаçма тăрăшрĕ вăл тарçипе.
— Таврăнман. Тин кăна кайса тĕрĕслерĕм.
— Апла кĕрсе ĕç. Пăртак тăрсан тепре çитсе кил вара.
Элентей хуçа хăй пӳрте чĕннишĕн савăнса умлă-хыçлă темиçе курка ĕçрĕ те хыçалти пӳртри вырăнĕ çине те аран-аран çеç çитсе выртрĕ.
— Эй, мĕн çӳремелли пур, таврăнмаççĕ вĕсем кĕçĕр, — мăкăртатрĕ вăл хăй тĕллĕн. — Таврăнас пулсан эпĕ иккĕшне те ла-айăх вĕрентнĕ пулăттăм! Ман алла лекчĕр кăна, эпĕ вĕсене кăтартăп! Çук, килмеççĕ çав вĕсем кĕçĕр, хăраççĕ Элентейрен!
Анчах Ахтупайпа Иливан таврăннă ĕнтĕ, вĕсем Урасмет улталаса пăрахса хăварнă виçĕ çынпа пĕрле Атăл хĕрринчен ялалла хăпараççĕ.
Хăйсем паян пиллĕкĕшĕ те ăша пĕр хĕлхем апат яман, кунĕпе кĕсменпе ишнĕрен ывăнса йăлтах халтан кайнă, çавăнпа пурте шăла çыртса, пĕр сăмах шарламасăр, çиллессĕн утаççĕ.
Каччăсем укăлча хапхинчен кĕрсенех пĕлчĕç — Турикасра туй пырать. Ку мĕнле туй иккенне кашни хăйĕн чу-нĕпе сисрĕ тейĕн, пĕри те ним çинчен те ыйтмарĕ. Урасмет пӳрчĕ умне шăппăн çитсе тăчĕç, туй шăй-шайне кăшт итлекеленĕ хыççăн çавăн пекех шăппăн килĕсене саланчĕç.
Пӳрте кĕнĕ-кĕменех амăшĕ Ахтупая апат антарса пачĕ, ывăлĕ Хусана мĕнле кайса килни пирки кăшт та пулин пĕлесшĕн пулчĕ. Ахтупай, хырăм выçнипе выçманнине те маннăскер, амăшне çиллентерес мар тесе пĕр-икĕ кашăк яшка сыпрĕ, вара ун ыйтăвĕсене илтмĕш пулса пӳртрен тухрĕ.
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...