Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
Çĕр сахаллипе аптраман е ăна сутăн илме вăй çитерекен йыш кĕркунне хăйне ирĕкрех тытать. Вăл вутă хатĕрлет, юманлăхра йĕкел пуçтарать, кунтăкĕ-кунтăкĕпе мăк çырли, кĕтмел, палан йăтать, хăмла татать. Кĕрхи вăрман вăл тулли кĕрекепе пĕрех, унта килте çитменнине çитерме тем те пур, йăтма çеç ан ӳркен.
Алăста ĕçĕпе пурăнакансем хĕлле валли чĕреслĕх, пичке-каткалăх, урапа туканĕпе çуна тупанĕлĕх йывăç хатĕрлеççĕ. Сунарçăсем çурăм хыçне укçу çакса тата вĕшле йыттисене ертсе йышлă çырма-çатра тăрăх сунара каяççĕ. Хăш-пĕрисен ялта пĕр саплăк çĕр те çук, вĕсем хăйсен кил-çурчĕпе выльăх-чĕрлĕхне сунара çӳренипе çеç тытса усраççĕ.
Иштерек кил-йышĕ виçĕ çул умлă-хыçлă вăрман хăртрĕ. Кăçал пĕр çуллăха канас терĕç. Куншăн пуринчен ытла Ахтупай савăнчĕ: ĕнтĕ вăрмана çӳреме вăхăт çителĕклĕ пулать.
Вăрман варринчи пĕчĕк анасем çинчен пуçтарса кĕртнĕ ырашпа сĕлле Пинеç лайăх алласа михĕсене тултарса лартрĕ, икĕ хутчен виçсе пăхрĕ. Тырă хĕл каçма çитмест пек.
— Капкăнсем ытларах хатĕрлĕр, унсăрăн кăçал выçă вилетпĕр, — терĕ Пинеç упăшкине.
— Ан хăра, вилместпĕр, — лăплантарчĕ ăна Иштерек. — Вăрманта упа пĕтмесĕр эпир какайсăр ларас çук. Какай пур чух çын выçă вилмест.
Пинеç упăшкипе тавлашмасть. Тырă вăл çулсеренех пӳлме тĕпне сармалăх çеç пулать. Çапах та ку таранччен выçă ларман-ха.
— Эппин, вăрман тăрантарасса шанăпăр.
— Вăрман вăл мăрса мар, ăна шанма пулать. Пире халиччен те мăрсасем тăрантман, эпир хамăр пайтана ялан упа варĕсенче шыранă…
Пинеç пĕлет: ун упăшкипе ывăлĕ начар сунарçăсем мар, халиччен килти тăкака вĕсем сунара çӳренипе сапласа тăнă. Анчах сунара çӳренин телейĕ иккĕллĕ-çке: ĕç ăннă чухне арçынсем хĕл каçиччен темĕн чухлĕ тир хатĕрлеççĕ, ĕç ăнман чухне упа ытамне е выçă кашкăр çăварне кĕрсе ӳкеççĕ. Сахал-и ялта урасăр-алсăр тăрса юлнă сунарçăсем?
Паян Ахтупай тул çутăлнă-çутăлманах пӳрте пĕр çĕклем ухă йĕппи йăтса кĕчĕ. Сисрĕ ашшĕ: ывăлĕ сунара каясшăн. Хăй вăл, каçхине Урасмет патĕнчен пушă алпах таврăннă хыççăн чирленĕ пек пулнăскер, унпа пĕрле пыраймасть ĕнтĕ, анчах ывăлĕ кайса çӳретĕрех: тихана илсе килме алманчăна хаклă тир нумай памалла пулать.
Амăшĕ Ахтупая çĕлен выртнă хурантан шыв ăсса ĕçтерчĕ (ун пек тусан çын çăткăн кайăк чĕлхине пĕлет имĕш), çăкăр сăмси касса илсе ăна тăвар сапрĕ, типĕтнĕ какай таткипе пĕрле ывăлĕ умне пырса хучĕ.
— Сыхланарах çӳре, ытла шала кĕрсе ан кай, — ăс пачĕ вăл яланхи йăлипе. — Упа таврашĕ тĕл пулсан ан çыхлан, унсăрăн тем курса лармалли пур. Ав ĕнер кӳршĕ ял ачине вăрман кушакĕ пăвса пăрахнă тет.
Ахтупай амăшĕн сăмахне пĕр шарламасăр итлерĕ, вăрмана çитнĕ-çитмен вара вăл мĕн каланине манса та кайрĕ.
Çук, Ахтупай вăрманта сыхланса çӳреме пĕлмест. Вăл кунта хăйне хуçа тесе шутлать, таçта çитет, темле чăтлăха пырса кĕрет, çапах та нимĕнрен те хăрамасть. Алра айпăлта, йĕнĕре вăрăм çĕçĕ пур чухне ăна мĕнле çăткăн кайăк пырса тапăнтăр?
Вăрман çамрăк сунарçа шалтан шала илĕртрĕ. Тĕрлĕ енчен килекен йышлă сукмаксем паçăрах хыçа юлчĕç. Путлăх вырăнсем, шăмакка лапписемпе хăяхлăхсем, пĕчĕк кӳлĕсемпе ятсăр çырмасем пуçланчĕç.
Ахтупай урине темиçе хутчен те лачакана чиксе кăларма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ, ун тумтирĕ çумне чăтлăхра темтепĕр çыпçăнса пĕтрĕ — сунарçă вĕçĕмсĕр малалла утать.
Вăл хăйне ăçтиçук вĕçен кайăкшăн ухă йĕппи пĕтерместĕп тесе сăмах пачĕ, анчах сăмах çине тăраймарĕ. Пĕр тунката çывăхĕнче лапсăркка хӳреллĕ пакша мăйăр катса ларнине асăрхасанах çурăм хыçĕнчи ухă пĕкечине алла илчĕ. Унтах тата темиçе утăмри тĕм айне пăсара çури тарса кĕчĕ. Ахтупай ăна та, кăна та алăран вĕçертесшĕн мар пулчĕ курăнать, пĕрре пĕр еннелле, тепре тепĕр еннелле çаврăнкаларĕ. Темиçе утăм тусан вара пакши те, пăсари те куçран çухалчĕ. Тĕрĕс каланă иккен ваттисем икĕ мулкача хăвалакан пĕрне те тытайман тесе!
Халĕ ĕнтĕ сунарçă шĕшкĕ тĕмĕсем хушшине тинкерсе пăхрĕ — унта сарăхнă çулçă вăйлăн силленсе илчĕ. Ахтупай пĕкечине майласа тытрĕ те хирле çине ухă йĕппи хучĕ. Тата кăшт вăхăт иртрĕ — шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче кăçалхи пăчăрăн шĕвĕр мăйĕ курăнса кайрĕ. Кайăк çывăхра такам пуррине туйса пуçне çĕклерĕ, анчах вĕçме ĕлкĕреймерĕ, унăн тулли пĕсехине тимĕр вĕçлĕ ухă йĕппи пырса та тăрăнчĕ.
Ахтупай кайăка хăйĕнпе илмерĕ, çӳреме кансĕрлет тесе пĕр юман туратĕнчен çакса ячĕ, килнĕ чухне шыраса тупма çул хĕррине паллă туса хăварчĕ.
«Анне валли пулчĕ ĕнтĕ, хам валли мĕн те пулин тытмалла», — терĕ вăл ăшра. Вĕçен кайăка персе ӳкернине Ахтупай нихçан та чăн-чăн сунарçă ĕçĕ тесе шутламасть. Сунара тухнă çын вăл хаклă тир паракан çăткăн кайăк тытса таврăнтăр! Çăткăн кайăк вĕçен кайăкран чеерех, вăл этеме улталама юратать, хăйĕн пурнăçĕшĕн юлашки вăйĕ пĕтиччен кĕрешет, çапах ăна тытсан савăнăçĕ те ытларах.
Ахтупая халь çу каçиччен тутлă апат çисе якалса кайнă тĕксĕм сарă тилĕ кирлĕччĕ — ун йĕрĕ çине ӳкме кансĕр. Тутă тилĕ çак вăхăтра шăтăкĕнче ырă тĕлĕк тĕлленсе çеç выртать, хăйĕн патне пĕр-пĕр ухмах кайăк пырса çаклансан тин чăтаймасăр ăна тытма тухать.
Тилĕ çинчен ĕмĕтленни ахалех пулассине пĕлнĕ пек, Ахтупай ашшĕ вĕрентнине асра тытса умра тĕл пулакан кашни хăвăл йывăçа — çĕрте выртаканнине те, тӳнес пек лараканнине те — тĕрĕслерĕ.
Тарăн вар хĕрринчи хăвăл йывăçсенчен пĕри ăна пуринчен ытла хăйĕн илемĕпе кăмăла кайрĕ. «Ку янкарлă япаларан чĕрес тума меллĕ пулмалла, — терĕ сунарçă. — Атте пулсан пăрахса хăварас çук ĕнтĕ».
Çапла шухăшласа тăнă вăхăтра Ахтупай шалта чăштăртатнă сасă пуррине илтрĕ. Вăл хăвăл йывăç вĕçне чупса пычĕ те ăна çирен хывса илнĕ сăхманĕпе хăвăрт питĕрсе лартрĕ. Тепĕр вĕçне çитсе пăхрĕ — унта шăтăк çук иккен.
Айпăлтапа каскаласа Ахтупай хăвăла икĕ çĕртен шăтарса пăхрĕ — нимле чĕр чун та курăнмасть. Шăтăксене шалалла курăк тултарса вăл йывăçа тата тепĕр тĕлтен вартарĕ. Алăпа сирнĕ турпас айĕнче кăш кайăкĕн йăлтăртатса тăракан илемлĕ çăмĕ курăнса кайрĕ. Тата пăртак айкашнă хыççăн сунарçă кăш кайăкне ним амантмасăрах мăйĕнчен çĕклесе кăларчĕ.
— Çаклантăн-и, хаклă тусăм? — терĕ вăл ăна енчен енне çавăркаласа. — Сана нумайранпа шыраттăм-ха эп. Шел çакăн пек чаплă кайăка тĕп тума, анчах Урасмет хĕсет-çке, сывлама май çук пирĕн, тăванăм. Юрĕ, киле çитиччен эп сана алпа та тĕкĕнмĕп…
Ахтупай кăш кайăкне лайăх çыхрĕ те хăйĕн мĕнпур япалине пуçтарса илсе килнĕ вырăнсемпех ялалла çул тытрĕ.
Паян унăн сунар ĕçĕ ăнăçлă пулмарĕ тесе ӳпкелешмелли çук. Кунашкал телей ватă сунарçăн та сайра хутра çеç пулать. Кайăкĕ мĕнле тата — ун тирне ниçтан та ухă йĕппипе чĕртермен!
Каç пуличчен киле çитес тесе Ахтупай Атăл хĕрринчи сукмакпа çăмăллăн, хăй ывăннине манса кайса анаталла анчĕ. Унăн хăйне ашшĕ хушса янă тепĕр ĕç çеç юлчĕ ĕнтĕ — сăртри пĕр уçланкă хĕрринче юри алтнă упа шăтăкне тĕрĕслемелле.
Вăрмантан тухиччен пĕр çухрăмран ытла юлманнине чухласа Ахтупай çултан пăрăнса чăтлăхалла кĕчĕ. Вĕсен упа шăтăкĕ кунтан темиçе чалăшра çеç пулмалла пек. Ав пĕр йывăç çумĕнче çĕлĕкрен пысăк ăвă кăмпи капланса тăрать, ун леш енче — çĕр çултан иртнĕ ватă юман, юманпа юнашар — ватă хурама. Миçе хут çӳремен пулĕ Ахтупай ку йывăçсен айккипе! Вăрманта, никам та çук çĕрте, çак паллакан япаласене курни темле тахçанхи тăвансене тĕл пулнă евĕр туйăнать. Çакăнтах тата пилеш йывăççи пулма тивĕç — иртнĕ кĕркунне, упа шăтăкĕ алтнă вăхăтра, Ахтупай унăн шултра пилешне çинĕччĕ.
Шăтăк патне çамрăк сунарçă питех те сыхланса утса пычĕ. Вăл аякранах асăрхарĕ — ун çине ултавлăн витнĕ çапă пĕтĕмпех ишĕлсе аннă. «Эх, чăнах та упа çакланнă пулсан!» — вĕçрĕ пуçра шухăш.
Çывăха çитсе пăхсан Ахтупай хăйĕн куçĕ курнине хăй ĕненмерĕ — тарăн шăтăк пĕр кĕтессинче палламан çын йынăшса выртать, тепĕр кĕтессинче тӳме евĕрлĕ куçĕсемпе ун çине тĕлĕнерех пăхкаласа пысăках мар упа çури ларать. Упа çури шăтăка ӳкнĕ чухне çапă айне пулнă пулмалла, мĕншĕн тесен ун çумне сарăхнă çулçăсем çыпçăнса пĕтнĕ, пĕчĕк çамкине, юри тирсе янă пек, куршанак вăрри тăрăннă.
— Сана упа çури туласа тăкмарĕ-и, ырă çыннăм? — чĕнчĕ Ахтупай йынăшакан этем вăл пырса тăнине те сисменнине кура.
— Çук, мухтав аллаха, — терĕ шăтăкри çын чылайччен тăхтасан. — Çав, пĕчĕкскер, мĕн туласа тăктăр? Вырăнтан та хускалмасть. Эпĕ ӳксе урана хуçрăм пулас. Тăраймастып. Кăшкăртым, кăшкăртым — никам та килмест. Хал пĕтсе çитрĕ. Хăтар эс мана, ĕмĕр аллаха кĕлтăвăп…
— Хăшĕ малтан сикнĕ сиртен кунта? — куларах ыйтрĕ çамрăк сунарçă.
— Эпĕ. Вăл ман йĕрпе килсе тухрĕ курăнать. Сехре хăпатчĕ çав. Пĕрре — шăтăка чăмнă чух хăранипе вилсе каяттым, тепре — çак усал упа çури месерле персе ансан. Ай, аллах çав…
Ахтупай çынна калаçнинченех уйăрса илчĕ: тутар. Тумтирĕнчен хăй иçник пек мар вара. Анчах вăл ăна-кăна тĕпчесе тăмарĕ, сунарçă япалисене пĕр çĕре пуçтарса хурса шăтăка антарма юрăхлă йывăç шырама кайрĕ. Чылай инçетре вăл тураттисене иртмен хыр тăрри тупрĕ, сĕтĕрсе пырса ăна майĕпен шăтăка вырнаçтарса хучĕ.
— Мĕнле, çакăн тăрăх хăпарма пултараймăн-и? — терĕ Ахтупай.
— Хытланса пыхам.
Тутар шăлне çыртса ура çине тăма пикенчĕ, анчах, суранĕ çав тери ыратнипе пулас, каялла персе анчĕ.
— Ура сикнĕ, хускалма памасть. Эс лартма пĕлместĕн-и, шăллăм?
— Çук, вăл ĕçе пĕлместĕп, — самай чĕнмесĕр тăнă хыççăн тавăрчĕ Ахтупай. — Эппин, эс кунтах вырт. Эпĕ яла çитетĕп те аннене илсе килетĕп. Унсăрăн сана асаплантарни те ахалех пулать.
— Улталамăн-и? — иккĕленчĕ курăнать тутар.
— Ан ухмахлан. Инкеке лекнĕ çынна мĕншĕн улталас? Эпĕ пĕчĕк ача мар пуль. Халех килетĕп. Ял кунтан инçе мар.
— Кĕтетĕп сана, иптешĕм, килмесен бĕтрĕм вара…
— Упаран хăрамастăн апла? — тепĕр хут ыйтрĕ Ахтуапай.
— Унтан хăрамастып, вăл тивес çук. Ун амăшĕ килсе тухсан — тем курасси пур ĕнтĕ.
— Амăшĕ хăй тĕллĕнех шăтăка сикмĕ-ха вăл, ан шиклен. Ак ку, айван, йывăç тăрăх тухса тарма пултарать. Эп хыр тăррине илсе хурас тетĕп. Мĕнле шутлан?
— Йилсем эппин.
Пăртак тăхтасан вăрмана, упа шăтăкĕ патне, Ахтупай пĕтĕм кил-йышне илсе пычĕ. Пинеç инке, çынсене нумай чиртен сыватма пĕлекенскер, сикнĕ ура шăммине наччасах хăйĕн вырăнне лартрĕ. Ахтупай йăмăкĕ Альпи аманнă çынна çывăхри çăлтан пĕр курка сивĕ шыв ăсса килсе ĕçтерчĕ. Иштерекпе ывăлĕ каштасем хурса пусма турĕç те упа çурине шăтăкран çӳлелле хăпартрĕç.
— Ĕнтĕ халь паллашсан та юрать. Кам пултăн-ха эс, упа çури тытма çапла çӳлтен сикнĕ ырă çыннăм? — терĕ Иштерек ĕçрен пушанса аллисене типĕ çулçăсемпе шăлнă май.
— Сĕве енчисем эп. Девлизер улусĕнчен. Пырса çӳремен-и вăл енне?
— Пыман. Анчах илтнĕ. Девлизерне хăйне те курнă. Çар сехметĕнче тăнă чух пĕрре çапăçăва илсе кайнăччĕ вăл пире. Калама çук усал çын. Пурăнать-и-ха?
— Пурăнать. Мĕн пултăр ăна? Çурт хыççăн çурт лартать те арăм хыççăн арăм туянать.
— Эсĕ ху ку енне мĕнле килсе çаклантăн-ха? Çар йĕкĕчĕ мар пулĕ те эс?
— Çук, — терĕ инкеке çакланнă çын. — Иçнике те, юзбашине те çитеймерĕм. Ахаль киши кăна эпĕ, юрлă халтык çынни теççĕ пире.
— Апла пирĕн таврана килсе тухмалла мар-çке? — ĕненесшĕн пулмарĕ Иштерек.
— Юзбаши хăйĕн тарçи вырăнне илсе килчĕ. Лаша пăхма.
— Лашу та курăнмасть сан…
— Ан та кала, иптеш, — ассăн сывларĕ лешĕ. — Лашана шыраса сирĕн ял патне килсе тухрăм та. Тăлласа янăскер, таçта кайса çухалчĕ вăл, амикке.
— Тен, тупăнĕ-ха, тăлланă пулсан ытла аякка каяс çук, — терĕ Иштерек.
— Телейĕм мĕнле çав ĕнтĕ. Тупаймасан юзбаши ман пуçа касать.
Вĕсем калаçнă хушăра Пинеç ун аманнă урипе аппаланчĕ — сăтăрчĕ; турткаларĕ, темле курăк хурса çыхрĕ, унтан ура çине тăма хушрĕ.
— Ыратать-и? — хулĕнчен тытса тăчĕ вăл ăна. — Пĕр утăм туса пăх-ха.
Çын хĕнпе те пулин çĕкленме тăчĕ.
— Ыратать, йинке…
— Халлĕхе ыратмасăр, — терĕ Пинеç. — Çапах та лартрăм уруна. Ыран чупса çӳретĕн ак… Яту мĕнлеччĕ сан?
— Нур-га-ли, — тăсарах каларĕ лешĕ.
— Эппин, кайрăмăр, Нургали.
— Ăçта каймалла, йинке?
— Ăçта пултăр — пирĕн пата. — Мĕн, вăрманта çĕр каçасшăн мар пулĕ те эс?
— Кĕçĕр вăрмантах çĕр каçрым. Калама та намыс. Аташса кайрым, амикке. Çаврăнтым, çаврăнтым юманлăхра, ниепле те тухма билместĕп. Тĕттĕм пулчĕ те, пĕр хăвăл йывăç ăшне кĕрсе лартым вара.
— Э-э, апла эс пирĕн вăрманта нумай асап курнă, — сăмах хушрĕ Иштерек. Çапла-çке вăл ют вăрманта, ниçта кайма пĕлмелле мар.
Яла вĕсем икĕ ушкăнпа таврăнчĕç. Нургали тата ăна икĕ енчен çавăтнă Пинеçпе Альпи — малта, упа çурине пăявласа тытнă Ахтупайпа ашшĕ — хыçалта.
Çывăрма вырăн Нургалие Ахтупайпа юнашар сарса пачĕç. Вара Ахтупай хăй вăрманта ăнсăртран тупнă çынпа тĕплĕнрех паллашрĕ.
Нургали çулпа Ахтупайран нумай аслă мар пулсан та авланма ĕлкĕрнĕ иккен, унăн ялта çамрăк арăмĕпе икĕ çулхи ывăл ачи пур. Чухăн киши пулнăран лаша туянайман вăл, хăй каланă тăрăх, лашана юзбаши пĕр-пĕр çула илсе кайнă чухне кăна утланса курать. Ĕне те тытаймасть-ун çемйи, картишĕнче ун пушмак пăру çеç çерем кăшласа çӳрет имĕш.
Нургали хăйĕн килти пурнăçĕ çинчен кулянса та пăшăрханса каласа кăтартни Ахтупая тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Вăл халиччен Сĕве тăрăхĕнчи чăвашсемпе тутарсене ăмсанса пурăннă-ха — вĕсен çĕр питĕ тулăх, улăх-çаран нумай, унта выльăх усрама меллĕ тенĕ.
Çук иккен, лайăх çĕр унта та княçсемпе сеидсен аллинчĕ, ялсенче мăрсасем, юзбашисем, суту-илӳ çыннисем нумай. Сĕве тăрăхĕнчи ялсем ханпа ун тăванĕсен улусĕсем шутланаççĕ.
— Хырçă-куланай тĕлĕшĕнчен мĕнле ĕнтĕ? Питĕ хĕсеççĕ-и? — ыйтрĕ Ахтупай.
— Хĕсеççĕ, амикке. Сывлама та памаççĕ.
— Сирĕн унта чурасем йышлă теççĕ. Чăнах-и вăл?
— Чăнах, чăнах. Тыткăна илсе пыраççĕ те çавсене пурне те чура туса хураççĕ.
— Пирĕн чурасем çукрах, — терĕ Ахтупай.
— Ун вырăнне эпир хамăр чура, — хушса хучĕ Иштерек. (Вăл çамрăксен калаçăвне итлесех выртнă иккен.)
— Пĕр тăван апла эпир санпа, Иштерек пичче! — терĕ Нургали. — Иксĕмĕрĕн те кĕсьесем çĕтĕк, пӳлмесенче пĕрре вĕрмелĕх çăнăх çук.
— Сирĕн çапах та алманчă ун пекех усал мар пуль, — май килнĕ чух хăйĕн мĕн пур инкекне каласа пама тăрăшрĕ кил хуçи. — Пирĕн алманчă ытла ĕмĕтсĕр этем. Нимле нисĕпе пĕлмест. Ак эпир тиха ӳстертĕмĕр те куланай тӳлемен тесе юлашки лаша чунне илсе тухса кайрĕ. Халиччен лашасăр пурăнманччĕ, çулталăк каялла картишĕнченех вăрларĕç те, илме вăй çитерейместпĕр ак. Пĕлетпĕр, ун чухне те хăех вăрлаттарчĕ пирĕн лашана алманчă, анчах тытман вăрă вăрă мар теççĕ те, ним тума та çук…
— Алманчăсем, хакимсем пирĕн те кунтисенчен йӳксе юлмаççĕ, — терĕ Нургали. — Вĕсем халăха çаратма лайăх пĕлеççĕ.
Иштерек пичче тек шарламарĕ, вăл калаçса выртнă çĕртех çывăрса кайрĕ пулас.
Ирхине Ахтупайпа Нургали тахçан паллашнă çывăх çынсем пекех алă тытса уйрăлчĕç. Нургали иртсе çӳренĕ чухне ку яла ӳлĕмрен те кĕрсе тухма пулчĕ, Ахтупай та унăн ял ятне лайăх астуса юлчĕ — тен, пурăнан пурнăçра унталла та çитсе курма тĕл килĕ.
17. Эрнепи
Питех те хаяр-тăр çав Юмансар киремечĕ, Эрнепие вăл таранах пысăк инкек кӳрес терĕ пулсассăн Ахтупай хыççăн киремет картине ура ярса пуснăшăн çапла шар кăтартрĕ-ши ĕнтĕ е мĕнле те пулин урăх йывăр айăп тупрĕ-ши? Анчах пĕве кĕрсе çитмен вун ултă çулхи хĕр ачан мĕнле айăп пултăр-ха? Мĕнпе кӳрентерме ĕлкĕрнĕ вăл Юмансар киреметне? Ку пек мăшкăл кăтартиччен ма аçа-çиçĕм ямарĕ-ши ун пуçĕ çине, ма уксах-чăлах туса хумарĕ-ши вăл ăна?
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...