Хĕвеллĕ çумăр


— Чим, кинеми, эпĕ ун пирки мар, — терĕ Микулай питĕ пусăрăнчăк сасăпа. — Нина, тем, чирлесе выртман-и? Питĕ пĕтсе кайнă. Паян ирхине тĕл пултăм та аран палларăм.

Кинеми сисрĕ: Микулая çаплах темĕнле питĕ йывăр шухăш канăç памасть, ахаль мар ĕнтĕ вăл çавнашкал тĕпчесе ыйтать. Ĕнтĕ кинеми ăна хăй пултарнă таран пулăшасшăн, Нина çинчен хăй мĕн пĕлнине йăлтах каласа кăтартма хатĕр.

— Нина вăл ырă çын ывăлнех качча тухнă-ха, — тет кинеми, хăй те шухăша кайса. — Эс те пĕлме кирлĕ. Ашшĕ — Иван Демьянчă Хадаров. Сан пекех, агроном. Сумлă çын. Ĕмĕр-ĕмĕр районта ĕçлет. Пĕр хушă яла килсе пурăнкаларĕ те унтан каллех района куçрĕ. Килне-çуртне арăмĕ тытса тăрать. Питĕ пуян пурăнаççĕ хăйсем!..

Ку сăмахсене илтсен, Микулай вăрт-вартах сиксе тăче.

— Ха! Пуян пурăнаççĕ иккен, — терĕ вăл, тĕм-хура куçĕсене ялкăштарса. — Апла мĕншĕн-ха вĕсен кинĕ çав териех мĕскĕн çӳрет? Мĕншĕн?

Çамрăк агроном кунашкал вĕриленнине Кĕтерук кинеми халиччен курманччĕ-ха. Кинеми хытах шикленчĕ, анчах хăйĕн тӳлек кăмăлĕ улшăнмарĕ.

— Çыннăнне ăçтан пĕлĕн?! — ассăн сывласа илчĕ кинеми. — Хам айван пуçăмпа шутлатăп та... Ара, килĕ-çурчĕ пысăк, выльăх-чĕрлĕхĕ картиш тулли. Пĕртен-пĕр ывăлĕ — эс пĕлетĕн пуль-ха, леш Кĕверки текенни — тӳр пилĕк ӳсрĕ... Ĕçлекен çук...

— Апла вĕсем Нинăна тарçă туса хунă! — алăкăн-тĕпелĕн уткаланă çĕртен тăпах чарăнчĕ Микулай. — Лаша вырăнне кӳлнĕ... Мăйне сӳсмен тăхăнтарнă... Хăр-хăм, чура...

— Ара, унашкал кил-çурта тытса тăрасси ахаль пулать-и?!. Хам айван пуçăмпа шутлатăп та...

Хăй сисмесĕрех Кĕтерук кинемин чĕлхи-çăварĕ уçăлчĕ. Хадаровсем (ялти пек чĕнсен, Хатарсем) пирки мĕн пĕлнине вăл тĕпĕ-йĕрĕпех каласа кăтартрĕ — васкамасăр, тӳлеккĕн, сассине пĕр хăпартмасăр.

Ĕнтĕ чăмăрла çĕрулми те пиçрĕ. Кинеми, уйран уçласа кăларса, ăшă çуне те пуçтарчĕ.

— Мул пухма хурчка чĕреллĕ çын кирлĕ, тенĕ ĕлĕк, — хушса хучĕ вăл, сĕтел çине пысăк тирĕкпе пăсланакан çĕрулми пырса лартса. — Иван Демьянчăн хăйĕн чĕри хурчканниех мар та, арăмĕн вара, ай-уй, çăхан чĕринчен те ирттерет. Чĕлхе çине килнĕ чух калам эппин. Эс, ачам, килти сăмаха кил хапхинчен кăлармăн-ха. Ял хушшинчи сăмах вăл — такана çинчи шыв. Пĕр чӳхенме тытăнсан, и-и-их, кайрĕ вара! Ман хамăн çынна тиркес йăла çук вăл. Юратмастăп... Хатар таврашĕсем те пире усал туни пулман. Анчах, ывăлăм, тĕрĕссине каламаллах. Иван Демьянчăн арăмне пурте Ăçтиçук-Таçук тесе чĕнеççĕ. Пирĕнтен тухнă сăмах мар та... ахальтен каламан-тăр?!.

 

8

«Мул пухма хурчка чĕреллĕ çын кирлĕ...»

Кĕтерук кинеми каласа кăтартнă хыççăн çак драмăри тĕксĕм чаршав Микулай куçĕ умĕнче кĕтесрен те пулин кăшт уçăлчĕ. Хадаров арăмĕн чĕри «çăхан чĕринчен те ирттерет» тени вара Микулая уйрăмах хытă тĕлĕнтерчĕ. Ĕнтĕ ытарайми ыра кăмăллă кинеми çын çинчен çавăн пек йывăр сăмах каларĕ пулсан, ку вăл чăннипех ахальтен мар, ăна ниепле шанмасăр ĕненмесĕр тăма çук.

Иван Демьянович Хадаров хăй питĕ чухăнра ӳснĕ иккен. Унăн аслашшĕ те, ашшĕ те колхоза кĕриччен лаша тытса курайман. Вĕсен «турă панă ĕни» пĕртен-пĕр качака пулнă. Çил хапха витĕр хĕлĕн-çăвĕн çил шăхăрса тăнă. Чалăш пӳртне хĕлсерен тӳпи таранах кĕрт хӳсе кайнă.

Çук, Иван Демьянович ытлашши авалхи çынах мар. Çĕршывра çĕнĕ самана пуçланнă чухне вăл — тăхăр çулхи ача. Çĕлĕкĕсем çине хĕрлĕ çăлтăр лартнă салтаксем яла тырă пухма килнине, чухăнсен комитетĕнче ĕçлекен ашшĕ хĕрлĕ салтаксене пулăшнине вăл питĕ лайăх астăвать. Вĕсен йăхĕ пирки ĕлĕкренех: «Хăйсем чухăн та чунĕсем хатар», — тенĕ. Ку мĕне пĕлтернине çамрăк Иван питех ăнланайман, çапах та «Хатар» ят ырă ят пек туйăннă ăна.

Асар-писер вăхăт... Ялти мĕнпур ватти-вĕтти алла хут-кăранташ, кĕнеке тытнă тĕлçитермĕш кунсем. Кĕнекисен ячĕсем те йăлтах малалла чĕнекеннисем: «Шурăмпуç», «Çутталла», «Сайра маяксем»... Хатар Тимьян Йăванĕ ялти шкултан самаях тăрнаккай кӳлепепе вĕренсе тухать. Унтан — комсомол, рабфак, ялхуçалăх институчĕ.

Хамăрăн Шупашкартах малтанхи аслă шкулсем уçăлаççĕ — педагогика институчĕпе ялхуçалăх институчĕ. Чăваш халăхĕн вăрăм кунçулĕнче малтанхи хут!.. Ун чухне, сăмахсене кĕскетсе калама юратнă май, институтсене те «Чĕппи», «Чăххи» тесе чĕнетчĕç. Педагогика институчĕ кăшт маларах уçăлнăччĕ, çавăнпа унта вĕренекен студентсем хайхи пулас агрономсенчен çапларах тăрăхласа кулатчĕç: «Ан тавлашăр, пурпĕрех чăххине чеппи вĕрентет!»

Ял пурнăçĕ те тĕпсĕр хуран пекех вĕресе тăратчĕ. Халиччен илтмен «колхоз» тенĕ сăмах тăван чĕлхене çирĕп кĕрсе вырнаçнăччĕ ĕнтĕ. Чухăнсемпе вăтаммисем, эртелĕн-эртелĕн пĕрлешсе, хăйсен уй-хирĕнчен ĕмĕрхи усал тункатасене тăпăлтара-тăпалтара ывăтнăччĕ. Таси паха! Анчах тепле майпа-çке, Таймас Варламĕ, хайхи Таçук ашшĕ, «тăпăлтармаллисен» шутне кĕреймесĕр юлнă...

Самана çилĕ ăçталла çавăрăнассине тилĕ сăмсаллă Варлам малтанах сиснĕ пулас çав. Вăл, пĕр харăсах икĕ ывăлне авлантарса, вĕсене тĕп килтен уйăрса кăларнă: çапла пĕр витери виçĕ лашаран виçĕ витере пĕрер лаша çеç тăрса юлнă. Ĕне «пуçĕ» те çавнашкалах «чакнă».

Анчах Таймас Варламĕн чăн-чăн чее кукрашки кунта мар. Урăм-сурăм пăтăрмах вăхăтра вăл чухăн Хатар Тимьянĕпе хурăнташланма васкать. Ара, Тимьян ывăлĕ Шупашкарта вĕренет-çке-ха. Кĕçех пысăк çын пулмалла. Мĕншĕн ăна кĕрӳ тăвас мар? Сăнĕ пур, пĕвĕ пур, ăсĕ те катăк мар.

Витĕр çил шăхăракан чалăш пӳрчĕ-и? Э-э, хальхи вăхăтра ку ниме те пĕлтермест. Çĕнĕ кĕрĕве пӳрт лартнă çĕрте кăшт-кашт пулăшма та пулать. «Мĕн тăвăн, — хăй ăссĕн шухăшлать Таймас Варламĕ. — Пуçа килсен — пушмак... Хатарĕ хатар-ха та, унтан та пулĕ пархатар?!»

Варлам хĕрне Таçука илсен, ăна никам та тиркеме хăяс çук. Сăн-сăпачĕ хитре, пичĕ-куçĕ таса, ӳчĕ-пĕвĕ патвар та тулли, кăмалĕ хăюллă, чĕлхи-çăварĕ çивĕч. Тупри-пурлăхĕ — çичĕ тарантас кашти авăнмалăх. Мĕн кирлĕ тата Хатарсене?

Хатар Тимьян Йăванĕ, хулара вĕреннĕ май, пайтах кĕнеке вуланă. Уйрăмах вăл «Нарспи» поэмăна юратать, час-часах хăйне Сетнерпе танлаштарса пăхать. Йăван та чухăн. Сентнер те чухăн. Анчах Нарспийĕ

вара кам-ши? Йăван хăйпе пĕрле вĕренекен хĕрсем хушшинче шыраса пăхать. Çук, курăнмасть.

Хайхи пĕррехинче, хĕллехи каникул вăхăтĕнче. Хатар Йăванĕ ялти çамрăксем ирттерекен «сурхури ĕçкине» лекет те, Таймас Варламĕн Таçукĕ ташланине курсан, çăварне карсах пăрахать: «Акă ăçта вăл Нарспи!»

Унтанпа вăтăр виçĕ çул иртсе кайрĕ. Çавал хĕрринчи «Сетнерпе Нарспи» пурĕ тăватă хĕр çитĕнтерсе качча пачĕç. Ывăл пуласса кĕтме те пăрахнăччĕ вĕсем. Тепле-çке, шăпах вăрçа пуçланнă çул, вĕсен телейне, ывăл çуралчĕ. Ниçта кайса кĕрейми савăннă ашшĕпе амăшĕ ун валли тем тĕрлĕ ят та шыраса пăхрĕç. Çемьере пĕртен-пĕр ывăл-çке-ха! Ячĕ те пĕртен-пĕр чаплă ят пултăр. Калăпăр, Ромэн, Максимилиан, Жак, Джек, (çук, юрамасть, ку йытă ячĕ!), Генрих, Алеко, Армстедт, Эдуард, Чарльз Фредерик, Жан, Поль, Пауль, Станислав, Владислав, Юрий, Валерий, Авраам, Иосиф, Джюрдж, Луидж, Луи, Георг...

Шырасан-шырасан, тавлашсан-тавлашсан, вĕсем пĕр ят çинче чарăнчĕç, тек малалла каймарĕç. Георгий!.. Кирлех пулсан, Георг е Жорж теме пулать.

Анчах Кĕтерук кинеми пеккисем ăна пурпĕрех хăйсем майлă чĕнеççĕ: нимле Жорж-морж та мар, Кĕверки кăна.

Иван Демьянович Хадаров — çĕр çинче шăв-шав кăлармасăр çӳреме юратакан çын. Çамрăк чухне те вăл ытлашши çӳлти вырăна кармашмарĕ. Тăтăшах районта ĕçлесе, ялта майĕпен кил-çурт çавăрчĕ. Тĕрĕссипе, кунта арăмĕн тивĕçĕ ытларах. Таймас йăхĕн сăпайлăхĕпе чеелĕхĕ малтан Таçукра палăрчĕ. Пĕтĕм кил-çуртне вăл хăй аллипе тытса тăрать тесен, пĕр йăнăш та пулмасть. Алли çирĕп вара унăн: мĕн лекнине вилсен те вĕçертес çук. Ахальтен мар ĕнтĕ ял çынннсем: Ăçтиçук-Таçукран хĕл варринче те пĕр кĕреçе юр ыйтса илеймĕн, теççĕ. Хăйĕн илмелле пулсан, мĕскĕн пăчăр чĕппинчен те пакартине пăтартаса кăларĕ.

Вĕсем колхозник хисепĕнче шутланса тăраççĕ. Çавна май хĕрĕх сотка кил вырăнĕ тытаççĕ. Вăйпитти-Таçук, унăн мăнттай ывăлĕ Георгий колхозра ĕмĕрне чĕрĕк ĕçкунĕ туман.

— Никам та ним шарламасть, — терĕ кун пирки Кĕтерук кинеми, чунтан тарăхса. — Тепринне пулсан, туххăмрах пахчине касса илеççĕ. Эп акă утмăлтан иртнĕ карчăк. Пĕлтĕр чирлекелесе ĕçе тухаймарăм та мана тӳрех курчĕç. «Пахчуна касатпăр», — теççĕ.

— Кам вара ăна? — вĕриленсе ыйтрĕ Микулай.

— Пур унта... хастаррисем...

Чăлханнă сăмах çăмхине сӳтет те сӳтет Кĕтерук кинеми. Ĕнтĕ никама та хĕрхенсе тăмасть.

Çапла, Ăçтиçук-Таçук тем пысăкăш пахчара çултан-çул çĕрулми лартса тăвать. Панулмипе чие садĕнче сакăр вĕлле таран хурт-хăмăр ĕрчетет. Картишĕнче — хăйне евĕр сысна ферми, хур ферми, чăх-чĕп ферми. Пур çĕре те çитсе ĕлкĕрет Ăçтиçук-Таçук. Ара, çитмесĕр! Колхоз ăна лаша та, машина та парать. Упăшки районта сумлă çын, арăмне ан пулăш-ха — кăтартĕ вăл сана!

Чăн çуркуннех, колхоз хĕрсе çураки тунă вăхăтра, Таçук Атăл тăрăх пăрахутпа кăнтăралла çĕрулми кайса леçет. Хула пасарĕнче е станцăра çăмартапа ваккăн сутă тума та именсе тăмасть. Çуллахи вĕри кунсенче колхоз машинипе Шупашкара çитиех çырла-çимĕç, панулми тиесе каять. Хĕлле хайхи ик-виçĕ сысна, пилĕк-улттă хур самăртса пусать. Вĕсем те тӳрех пасара ăсанаççĕ.

— Упăшки çурăмĕ сарлака, — малалла питлет Кĕтерук кинеми, — сăптăр та сăптăр услама... никам та курмасть, никам та илтмест... Хăйне кирлĕ пулсан, Ăçтиçук-Таçук упăшкине те хĕрхенсе тăмĕччĕ. Тирне сӳсе илĕччĕ те усламлăх пасара кайса сутĕччĕ. Ы-ых, çĕр çăтман!..

Çавă çав, Ăçтиçук-Таçукăн чĕлхи-çăварĕ пыл та çу. Вăл аслисене юрама пĕлет. Кирлĕ çĕре йăпăрт кăна çу сĕрет: типĕ кашăк çăвара çурать имĕш. Çавăн пекех, сĕрмен урапа та хытă çухăрать. Вĕсем ывăл ӳстерчĕç. Пĕртен-пĕр ывăл тесе, халĕ те-ха кĕç кăна алăра йăтса çӳремеççĕ. Ывăлĕ янккамас çитĕнчĕ, пĕр ĕçе те хăнăхаймарĕ.

«Çӳре, ачам, çӳре, — тет ăна çемçе кăмăллă ашшĕ яланах, — ырă курасси çамрăк чух кăна. Асапне-хурлăхне эпир сирĕншĕн те тӳснĕ, канăçне курман. Çӳрĕр, савăнăр, пирĕншĕн те ырă курăр».

Çапла вара, Георгий Хадаров мĕн ачаран хăй ырă курма кăна çуралнă тесе шутлать. Хăнăхмаллипех хăнăхать çак шухăша. Тĕнчери мĕнпур хитре япала — ун валли, мĕнпур тутли те пылакки — ун валли. Анчах йӳççине тутанмасăр тутине пĕлме çук, теççĕ. Георгий ăраскалĕ те çавнашкал пулса тухать: вăл пурнăç тутимасине лайăххăн астивсе пăхмасăрах ӳссе çитĕнет. Ытлашши пылакпа шăл ыратаканччĕ, ун шăпине ку инкек те пырса тĕкĕнмест. Турă çырлахтăр, шăлĕ питĕ çирĕп унăн.

Çук, ăстăнран та катăк çын мар вăл. Калăпăр, уроксене тĕплĕн вĕренсе хатĕрлеме тӳсĕм çитернĕ пулсан, вăтам шкултан вăл лайăхрах аттестат илсе тухатчĕ — виççĕ паллăсем те унта шăрçа пек ярапаланмĕччĕç. Çапах Георгий ăна-кăна уяса тăмарĕ, виçĕ çул хушшинче виçĕ института кайса, виçĕ хутчен экзамен тытса пăхрĕ. Хусанти педагогика институтĕнче ăна пĕрремĕш экзамен хыççăнах докуменчĕсене каялла тавăрса панă иккен. Мускавра ют çĕршыв чĕлхисен институчĕпе вăл иккĕмĕш экзамен хыççăн сывпуллашнă. Виççĕмĕш çулĕнче аран-аран Шупашкарти педагогика институтне хĕсĕнсе кĕнĕ вара.

Темшĕн-çке, вăл тата çине тăрсах акăлчан чĕлхине вĕренме шут тытнă. Тĕнчере нимĕн те кирлĕ мар имĕш, пар ăна акăлчан чĕлхи — ĕçĕ те пĕтнĕ! Сăнран та вăл хăйне акăлчан çынни пек туять: тăрăхларах пит-куç, кăшт малалла тухса тăракан çирĕп янах, хĕрлĕрех çырă çӳç, вăрăм та яштака пӳ-си. Ним каласси те çук, хитре каччă. Тумланасса та вăл, хăй шучĕпе, акăлчанларах тумланса çӳрет: куçлă-куçлă сăрă пуставран çĕлетнĕ костюм, çаврашка тӳпеллĕ шĕлепке, шĕп-шĕвĕр пуçлă пушмак. Хальхи модăран шит те юлмасть.

Анчах çак «акăлчан» Шупашкарта нумаях тытăнса тăраймарĕ. Иккĕмĕш çулах, хĕллехи экзаменсем хыççăн, Атăл хĕрринчен Çавал хĕрринелле таптарса килчĕ. «Заочнăйне куçрăм», — текелетчĕ хăй. Те тĕрĕс калать, те суять, — кам пĕлет ăна?! Вăхăт-вăхăт ялтан чылайлăха кая-кая çухалать. Сесси имĕш. Хайĕн «акăлчанлăхне» вара самантлăха та манмась. Вырăнла-и, вырăн-лă мар-и, тек-текех акăлчан сăмахĕсемпе перкелешет: «Гут бай», «Гут монинг», «мистер», «сэр», «сенкью»...

Кун пирки Кĕтерук кинеми Микулая пĕр кулăшла мыскара та каласа кăтартрĕ.

— Пĕркун çапла хĕрарăмсемпе пĕлтĕрхи кантăра тирпейлетпĕр, — терĕ кинеми. — Урампа хайхи çак шукăль Кĕверки иртсе пырать. Тем питĕ хаваслă хăй, те кăшт сыпнă, те ахалех. Аллине сывлăшра вылята-вылята, ют чĕлхепе, снай тем пакăлтатать. Çăварне вĕри çĕрулми хыпнă тейĕн. Пирĕн инкесем кулаççĕ: «Ай-уй, мĕн усал сăмах калать ку? — теççĕ. — Хĕвелтен те вăтанмасть!» Лешĕ, снай, хăйĕнне перет: «Гут бай! Гут бай!» Инкесем ăна сура-сурах ăсатаççĕ.

Микулай астăвать: виçĕмçул, практикăра чухне, çав «акăлчана» вăл темиçе хут та тĕл пулнă. Пĕррехинче, Нинăна вăйăран киле ăсатма кайсан, Георгий Хадаров вĕсен умне пачах кĕтмен çĕртен тухса тăчĕ. Самаях хĕрĕнкĕччĕ пулас хăй.

— Хэлло-оу! — терĕ вăл, хулăн сассине çумăр умĕнхи ула куракла тăстарса. — Тархасшăн каçарăр, эсир хăш енчисем пулатăр çав? Эп сире халиччен ку таврара курманччĕ, — хăй çавăнтах виç-тăватă сăмах акăлчанла хушса хучĕ.

— Шырăн-тупаймансем! — çивĕччĕн касса татрĕ Нина.

— Сенкью, — терĕ лешĕ, пуç тайса. — Сенкью!..

— Сенĕкӳ-шăпăру, атя, тасал çул çинчен! — вăрăм тунана хăваланă пек, пĕррех аллине сулчĕ Нина. — Тупăннă акăлчан!..

— Но-оу... — сăмса витĕр мăнаçлăн ĕнерсе юлчĕ лешĕ. — Гут ба-ай!..

Халь акă Нина — Георгий арăмĕ. «Епле-ха, епле? — пĕр канăç памăсăр пăралать Микулайăн пуçне çак шухăш. — Кăвар чĕреллĕ Нина, тăрăхласа кулма юратакан Нина мĕн пирки çав услапа качча тухнă? Мĕн çитмен ăна?»

Кĕтерук кинеми калашле, кунта Ăçтиçук-Таçук ыйхăламан иккен. Хăех вăл евчĕ пулнă, Нина амăшĕпе тăван мар ашшĕ умĕнче тилĕрен те чеерех йăпăлтатнă: «Эх, чиперкке Нинăна кин тăвас пулсан, алă çинчех йăтса çӳрĕттĕм, — тенĕ вăл. — Патша майри пек тумлантарăттăм, пылпа çу çинче ярăнтарăттăм... Мĕн, пирĕн çук-им? Ачи те ялта пĕртен-пĕр каччă!»

Тĕрĕссипе, Ăçтиçук-Таçука чи малтан килте ĕçлеме вăйпитти çын кирлĕ пулнă. Лаша вырăнне кӳлмелли çын. Тилхепине вăл малашне те хăех тытса пырĕ-ха. Никама та ниçталла та пăркаланма памĕ...

— Виçĕмçул, — тет Кĕтерук кинеми, сĕтел çинчи кашăк-тирĕке пуçтарма тытăнса, — ывăлăм, эс кунтан кайсанах, Нина пирĕн пата темиçе хут та чупа-чупа килчĕ. Кашнинчех: «Хыпар çук-и? Хыпар çук-и?» — тесе йӳтетет. Эс, ара, ман пата пĕр çыру ятăн та урăх çырмарăн. Вăхăту пулмарĕ пуль çав.

«Вăхăту пулмарĕ»... Микулая ниçта кайса кĕме çук намăс. Вăл стена çумĕнчи икĕ салтак çине пăхса илет.

Вĕсем çамрăк агронома кĕретĕнех ӳпкелеççĕ: «Тус-юлташа çакăн пек манмалла-и?»

«Айăплă... Хамах айăплă! — терĕ Микулай хăй ăссĕн, вара пуçтарăнчĕ те урамалла тухрĕ. — Нина манран хыпар кĕтнĕ... Çулăмсăрах çуннă. Юлашкинчен ним тума аптранипе... Тен, мана тарăхнипе... тытнă та çамрăк пуçне тамăк хуранне кайса чикнĕ».

Халь, акă, Кĕтерук кинеми: «Вăхăту пулмарĕ пуль» тесе лăплантарать. Вăхăт мар унта, чун пулман!..

 

9

Çав кунах Микулай колхозри комсомол комитечĕн секретарĕ патне çитме шутларĕ. Калаçса пăхмалла. Çапах та Нина — комсомолка. Эппин, виçĕмçул комсомолкăччĕ, унăн çулĕ иртмен-ха.

Колхоз клубĕ правленирен инçе мар, тӳпемрех уçă вырăнта ларать. Кервен кăна чул çурт. Колхозсем юлашки хут пĕрлешсен купалама тытăннă та ăна пĕлтĕр туса пĕтернĕ. Çавăн чухлĕ тăрăшни харама кайман, клуб халĕ пĕтĕм яла илем кӳрет, унăн шурă стенисемпе пысăк чӳречисем аякранах куçа илĕртеççĕ.

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 ... 38

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: