Йăмра
Çурхи хĕвел пайăркисене хĕрхенмесĕр çĕр питне ăшăтма пуçларĕ. Хĕл ыйхинчен вăранакан çут çанталăк кашнинех тав туса кĕтсе илчĕ тейĕн: юр васкаса ирĕлме, çырмасем шывпа тулма пуçларĕç.
Ял пуçĕнче ларакан йăмра та çут çанталăк парнине хавас пулчĕ. Унăн турачĕсем ыйхăран вăранакан ача пек хĕвеле хирĕç туртăнчĕç. Вăл юратнă турачĕсем хĕллехи сивĕ çилпе авăнчĕç пулсан та хуçăлманнишĕн питĕ савăнчĕ. Акă, курсамăр, мĕн тери яштака та маттур вĕсем. Йăмра кăмăлне туйнă пекех туратсем çурхи лăпкă çилпе хумханма пуçларĕç: юратакан амăшĕн чĕрçийĕ çинче вылякан телейлĕ ача-пăчана аса илтерчĕç вĕсем.
Анчах савăнăç нумая пымарĕ. Çурхи хĕвел çĕр питне ăшăтма васканă пĕр ир йăмра турачĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕр çине ӳкме пуçларĕç. Кашнине çивĕч тимĕр касса ӳкернĕ май йăмран пĕтĕм вулли тăрăх çӳçентерекен сивĕ кайрĕ. Ах, юратса ӳстернĕ турачĕсенчен пĕрре те уйрăлас килмерĕ унăн! Пĕтĕм пурнăç илемĕ вĕсемпе пĕрле ӳксе çухалчĕ тейĕн. Нумайччен хурланчĕ йăмра: ытарайми турачĕсем ӳссе тĕрекленнĕ вăхăта аса илсе ларчĕ.
Ак, савăнăç! Туратсене касса ӳкернĕ алăсемех вĕсене унран инçех те мар чавса лартрĕç. Йăмра хăйĕн суранĕсем çинчен манса юратнă турачĕсене кунран кун сăнама пуçларĕ. Акă виççĕшĕ лайăхах чĕрĕлчĕç. Сăрта лартнисем, вĕсем иккĕн, тымар яраймасăр аспланчĕç: эх, вĕсене унта нӳрĕк çитмест-çке-ха! Йăмран чун ыратăвне сисрĕ-ши çут çанталăк- эрне ытла пĕр чарăнмасăр тенĕ пекех çумăр çуса тăчĕ...
Вăхăт малаллах шурĕ. Çул хыççăн çул иртрĕ. Çинçешке туратсем ӳссе çирĕпленчĕç ĕнте, анчах йăмра вĕсемшĕн кулянман пĕр кун та пулмарĕ. Хĕллехи сивĕсенче шăнса пăлмарĕç-ши, çурхи кун сăрт çинче вылякан ачасем вĕсене хуçса, амантса пĕтермерĕç-ши текен шухăшсенчен пĕрре те хăтăлаймарĕ вăл. Хĕллехи сивĕ, çуллахи ăшă çилсенчен, çуллахи вĕри хĕвелтен те хӳтĕлеме пикенчĕ. Çут çанталăк паракан йывăрлăхсене хăй çине илме тăрăшрĕ, турачĕсем тĕрĕс тĕкел ӳсччĕр кăна!
Ял пуçĕнче ватă йăмра ларать. Тахçанхи илемĕнчен, чĕрĕлĕхĕнчен нимĕн те юлман темелле. Аякран пăхсан ку йывăç хăрнă теме те пулать. Анчах вăл чĕрĕ. Пĕлтĕр кĕркуннехи вăйлă çилсем хыççăн та вăл хуçăлмарĕ. Эй, хăйне кăна шаннă пулсан, кĕркуннехи çилпе мар, çуллахи лăпкă çилпех çĕре ӳкмеллеччĕ. Тавах тĕпренчĕкĕсене. Вĕсем ăна хĕллехи шартлама сивĕре те, çуллахи шăрăхра та, вăйлă çил-тăвăлра та хăйсен пиçĕ турачĕсемпе хӳтĕлерĕç, пурăнас кунĕсене тăсса пычĕç. Пĕтĕм пурнăç илемĕ вĕсемпе пĕрле ӳссе пычĕ тейĕн. Вăл тĕпренчĕкĕсен турачĕсем шавланине ытараймасăр итлерĕ. Ватă йăмра вара вĕсен хӳттинче юратнă турачĕсем ӳснĕ вăхăта аса илсе шăпланчĕ.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...