
Николай Карай (Николай Дмитриевич Дмитриев) 1942 çулта Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлӳ пухнă. Ун хыççăн вăл Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕн сотрудникĕ пулнă, каярах Томск облаçне тухса кайнă та чылай вăхăт ачасене вĕрентсе пурăннă. Тăван çĕршывран инçетре пулсан та, Н.Карай хăйĕн сăввисене республика хаçат-журналĕнче тăтăшах пичетленĕ. Уйрăмах вăл «Çилçунат», «Ялав», «Тăван Атăл» журналсемпе, «Тантăш», «Хыпар» хаçатсемпе тачă çыхăну тытнă. Чăваш композиторĕсем унăн сăввисемпе сахал мар юрă кĕвĕленĕ.
Н.Карайăн паллăрах кĕнекисем: «Ураллă купăс» (1982), «Туссемпе пĕрле» (1985), «Шăллăм» (1987).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Манăн чи юратнă сăвăсенчен пĕри...
Никифор Мранькка çырнă произведенин чĕлх...
Мĕншĕн хускатнă-ха вăл çак шухăша вун ç...
Ват çынсен уйрăлăвĕ, пурнăçа хакласа кал...
Ун куçĕ хупăнсан — пĕр çăлтăр сӳнетех...
Сăмах та çук , пит вăйлă , тахçан вуланă...
Эпĕ те шанса пурăнатăп-ха...
Калав питĕ килĕшрĕ...
Илемлĕ...
Килĕшет)Питĕ "техĕмлĕ" сăвă!Кĕрхи ĕççи в...