Синкерлĕ шăпа


Çак тĕлĕнтермĕш паллашу каçĕ мана тарăн шухăша ячĕ. Хаваслă каччăн сăнарĕ вăхăт-вăхăтпа куç умне тухса тăрса нумайччен асаплантарчĕ. «Эх, сăпайлăскер, — вăрçрăм эп хама хам, — çавăнта яш çынна пĕр путлĕ сăмах тупса калаймарăм та, çын-и вара эп çакăн хыççăн». Мĕнех тăвăн, пулнă, иртнĕ. Çирĕм икке çитрĕм пулин те чăн-чăн юратса курманччĕ. Каччăсемпе çӳреме терĕссипе вăхăт та пулман, ялан ĕçленĕ. Каçсерен урама тухса ларнă пулин те, хамăр ял ачисемпе туслă çеç пулнă, никама та чĕреме уçса паман.

Пурнăç малаллах шăвать. Акă унтанпа виçĕ каç иртрĕ. Паян хĕвел сăртсем хыçне пытансан, эпир тантăшсемпе Çӳлтикаса улăхăпăр тесе калаçса татăлнăччĕ. Çак ăшă янкăр каçсенче пĕрре те килте ларас килмест-çке. Çамрăк чун урамаллах туртать.

Шихвонере уçса хамăн юратнă сенкер кĕпене тăхăнтăм. Ял каччисем çăварĕсене карсах пăрахĕç ĕнтĕ тĕлĕннипе. Йăм-хура хулăм çӳçе çивĕтлерĕм те сенкер хăюпа çыхса пилĕк çинелле усса ятăм. Хам вара тĕкĕр патĕнчен пăрăнма пĕлместĕп. Маруç ман çине тĕлĕнерех пăхать. «Эсĕ, мĕн, качча кайма хатĕрленместĕн пулĕ?» — терĕ вăл кăшт куларах. «Тилпĕрен çимен пуль эпĕ халех арçын мăшкăлĕ пулса пурăнма», — терĕм те хам сăмахран хам хăраса, вăтанса кайрăм. Унтан хуллен кăна: «Кам илтĕр мана, ĕне сăвакана, тата ирттерех те-ха», — тесе хушса хутăм.

Хĕрсем патне çитесси пулмарĕ ман çав каç. Урама тухсанах мана вăйлă алăсем ярса тытрĕç те тĕттĕмелле сĕтĕрме пуçларĕç. Унта «тăрантас» кĕтсе тăрать иккен. Кăшкăрма хăтланни пулăшу памарĕ. Ку арçын Сергей иккенне ăнланса илсен, хирĕçлеме пăрахрăм: «Мĕн пулать те мĕн килет». Сергей мана, хăранипе чĕтрене ернĕскере, çул тăрăх йăпатса пычĕ. «Эпĕ сана, пĕчĕкскер чĕкеçĕме, ĕмĕр тăршшĕпе алă çинче йăтса çӳрĕп, эсĕ мана юрат кăна», — терĕ каччă çине-çине.

Çапла вара, çав çăлтăрлă ăшă каç хĕртен арăм пулса тăтăм. Иртнинче килсе лартса каясси пирки вăл шӳтлемен иккен, мана чăннипех те килĕштерсе пăрахнă. Хăй вара салтакран килнĕ çеç. Серужăн ашшĕпе амăшĕ лăпкă та кăмăллă çынсем. Мана вĕсем, ĕçченскере, пĕрремĕш кунранах хăйсен хĕрĕ вырăнне йышăнчĕç.

Туйне, ĕçки-çикине чăвашсен йăли-йĕркисене тĕпе хурса, сума суса туса ирттертĕмĕр. Серужа чăнахах та юратма пуçларăм. Темшĕн именеттĕмччĕ тульĕк, вăтанаттăмччĕ. Якуркка ялĕнче те ĕçе ферма вырнаçрăм. Ирхине виççĕре ĕнесем патне чупаттăм, каçхине ĕç нумай пирки çурçĕрччен выртмастăмччĕ. Кунне икĕ-виçĕ сехет çеç çывăрнăран япăхса кайрăм. Сергей кутăнлашатчĕ. «Манран тарса çӳретĕн, эпир санпа çамрăк-çке, пирĕн пĕр-пĕрне хытăрах юратмалла, эсĕ вара кăшт сĕртĕнсенех мулкач пек тапса сикетĕн», — тесе кашни кунах ӳпкелешетчĕ. Чăннипех те упăшка çывăрса кайсан тин çумне шăппăн кăна пырса выртаттăм. Вăл вăранса хĕрӳллĕн ыталама тапрансан, вăй пур таран çапăçаттăм, хирĕçеттĕм, яхăнне те ямастăмччĕ.

Юлашки вăхăтра пирĕн хушăмăртан хура кушак каçса кайнă тейĕн. Эпĕ ача кĕтетĕп пулсан та Сергей ман çине ăшшăн мар, сиввĕн пăхать пек туйăна пуçларĕ. Нумай калаçмасть, каçсерен ытла та каçа юлса таврăнма пуçларĕ. Макăратăп, нимĕн тăва пĕлместĕп. Çуратма та вăхăт нумаях юлман ĕнтĕ. Аттепе анне ман çине темĕскер пытарнă евĕр шеллесе пăхаççĕ. «Кинĕм, лăплан-ха, кайса çывăрах, сана пăлханма юрамасть-çке, уншăн ан тарăх, таçта ĕçсе çӳрет пуль ĕнте», — тесе те йăпатаççĕ вĕсем. Çывăрасси пулмарĕ. Сергей çĕрле икĕ сехетре таврăнчĕ. Мăшлата-мăшлата мана вăратасран асăрханса кĕрсе выртнă выртманах çывăрса кайрĕ. Çăварĕнчен пăртак çеç йӳçĕ шĕвек шăрши кĕрет. Ăçта çӳренĕ-ши халиччен? Ӳсĕр тесен — ӳсĕр мар...

Ачана сиен кӳрес мар тесе эпĕ кашнинчех чăтрăм, шăв-шав кăларма тăрăшмарăм. Юн пусăмĕ ӳссе кайса вăхăтсăр çуратас мар тесе асăрхантăм.

Ака уйăхĕнче пирĕн хĕрача çуралчĕ. Ашшĕ сăнлах: кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ, каçăртарах сăмсаллă. Çак пĕчĕкскер айăпсăр чун çурални Сергей кăмăлне уçса ярать пуль тесе шутлани кăлăхах пулмарĕ. Вăл пĕр минута та Олечка патĕнчен уйрăлма пĕлмерĕ, шав унпа калаçатчĕ, юрласа та паратчĕ. Вăл çывăрса кайсан: «Хальте вăранмасть, ну, ыйхă чăпти», — тесе тӳсĕмсĕррĕн ĕçлеме тухатчĕ. Эпĕ те ĕнтĕ халь лăплантăм. Кил-йышра тăнăç пурнăç хуçаланма пуçларĕ. Йăлтах йĕркеллĕ пулмалла, енчен те каçхине Сергей лăпкă çывăрнă пулсан. Манăн çав тери вăйлă ыйхă килетчĕ, вăл вара питĕ вĕриччĕ. Пуçланатчĕç вара çĕрлехи хирĕçӳсем, тавлашусем. Чун-чĕререн каç пултарас килместчĕ...

Олечка пăртак самайлана пуçларĕ ĕнтĕ. Пĕчĕк кашăкран халь ăна пăтă çитеретĕп. Кулать хăй, ахăлтатать. Ашшĕне манран та ачашрах юратать пек туйăнать. Ара, лешĕ пĕтĕм пушă вăхăтне унпа ирттерет те-ха. «Манăн хĕр пĕрчийĕм, кăçукăм, кăçăм» тесе çеç тăрать. Çав вăхăтрах мана асăрхамасть те вăл. Ирĕксĕрех вара хамăн пепкеçĕм çумне кĕвĕçме пуçларăм. Тур каçартăр, мĕнпур айăпĕ те пĕр манра çеçне те питĕ лайăх ăнланатăп-ха. Çапла пулнă пулсан, мĕн тăвăн ĕнтĕ.

Сергей татах киле çĕрлене юлса таврăнма пуçлани мана уртарма пуçларĕ. Пĕр каçхине чăтаймасăр урама чупса тухрăм. Олечка çывăрса кайнăччĕ. Вăхăт вуниккĕ иртнĕ. Çуллахи ăшă каç. Унта та кунта хаваслă çамрăксен янăравлă куллийĕ илтĕнет. Культура çурчĕ енчен илемлĕ кĕвĕ юхса килет. Каччăсемпе хĕрсем ташă каçне васкаççĕ. Çамрăкраххисем «аван-и, Нина аппа» тесе ирте-ирте каяççĕ. Хам çав тери аванмарланатăп. Упăшкине кĕтме тухнă тесе шутлаççĕ пулĕ вĕсем. Çав çавах ума лартнă тĕллеврен пăрăнмастăп. Сергей ăçта пулма пултарнине пăртак чухлатăп-ха. «Чăтса çитет, тӳрех çавăнта каятăп», — терĕм те эпĕ Верук кинемисен çурчĕ еннелле хăвăрттăн утса кайрăм. Пĕтĕм вăй-хал пĕтсе çитрĕ, урасем хама итлемеççĕ. Пуçра иккĕленчĕклĕ шухăшсем явăнаççĕ: «Тен, тăхтамалла», «Сук-çук е паян, е нихăçан та».

Çитрĕм. Пĕр чӳречинчен урамалла тĕссĕр кăна çутă ӳкет. Алăкран кĕррĕс пырса тӳнклеттĕртĕм. Ман телее, кам-тăр шашулккине уçма тухрĕ. Ак тамаша, Верук кинемей иккен, хĕрĕхрен иртнĕ тăлăх хĕрарăм. Эпĕ ăна тӳрех икĕ алăпа та варăм çӳçĕнчен ярса илтĕм. «Туслă çемьене аркатма шут тытрăн-и кĕрт-ами, эпĕ сана тĕрмене ларттаратăп..» — хам мĕн каланине ăнланмасăр эпĕ ăна пӳрте кĕме май памасăр çенĕкрех тăпăлтарса, хĕнесе пĕтертĕм. Вăл çухăрать, ахăрать. Акă тинех шăв-шава илтсе ĕнтĕ шалтан ман «юратнă» упăшка тухать. Пире чарма хăтланать. Ăçта унта мана лăплантарма, çывăха та пырса ан перĕн. Пĕчĕкçеççĕ пулсан та Верук «аппана» кăвакартиччен ватса пĕтертĕм, Сергее те аван лекрĕ. Тинех вăл мана йăтса илсех урама илсе тухрĕ. «Атя-ха киле, чунăм, йăлтах ăнлантарса паратăп», — тет. Эпĕ вара унăн сăмахĕсене хăлхана та чикместĕп. Вĕçĕмсĕр йĕретĕп. Тăруках Серуж аллинчен вĕçерĕнтĕм те çуртăн чӳречисене çĕмĕрме пуçларăм. Никам та чараймасть. Хĕрарăма урса кайсан шуйттан та чараймасть тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Таçтан вăйĕ тухать тата. Верук кинемее ĕмĕрлĕхех намăслантарса хăваратăп ĕнтĕ. Шăв-шава илтсе кӳршисем аялти кĕпи-йĕмĕсемпех сике-сике тухнă. Мĕн пулса иртнине ăнланаймасăр çăварĕсене карса тăраççĕ. Юлашкинчен ним тăвайман енне упăшка мана киле йăтсах кайрĕ. Унсăрăн ыррине кĕтме çук, терĕ пулас.

Тепĕр кун ирхине ĕçе кайса килтĕм те хамăн япаласене пĕр çыхха пухса хутăм. Йĕре-йĕре ачана ĕмĕртетĕп. Хамăн вар-хырăм вара çăвара пĕр чĕптĕм çăкăр яманран каса-каса ыратса каять. Ача тутă пулсан, хам та чăтăп-ха. Килтисем мана лăплантарасшăн кăштăртатаççĕ. Эпĕ вара вĕсене итлеместĕп те. Çăвартан тухакан пĕртен-пĕр сăмах та: «Уйрăлатăп» çеç. Сергее халех правление çакăн пирки каймалла тесен, ман çине чăрр... пăхса илчĕ. «Юрататăп сана, мана пăрахса ан кай... хĕре пурпĕрех парса ямастăп», — тесе йăлăнчĕ. Унăн сăмахĕсене хăлхана та чикмерĕм.

Правление пĕр-пĕрне сăмах хушмасăр утатпăр. Сасартăк вăл мана йăтса илчĕ те хăйĕн çумне хытă-хытă чăмăртарĕ: «Ниçта та хамран ямастăп, илтетĕн-и, ниçта та. Нинук, тăна кĕр, пĕр-пĕрне каçарар, айăпĕ кунта иксĕмĕрĕн те пысăк-çке. Нивушлĕ йăлтах çĕнĕрен пуçлама пулмасть-ши?» Куççуль тумламĕсем пĕрин хыççăн тепри куçран шăпăртатнине эпĕ сисмерĕм те, Сергее хам та ăсран тухасла ыталаса илтĕм. Юрататпăр-çке-ха пĕр-пĕрне, эппин мĕншĕн пирĕн пурнăç пĕр тикĕс çулпа кусмасть. Чăрмавсем сике-сике тухсах пыраççĕ, хамăр телее хамăрах таптатпăр-çке.

Правление çитмесĕрех каялла таврăнтăмăр çав кун. Чăнах та пурнăç хуллен-хуллен майлашăнма пуçларĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеме тытăнтăмăр. Часах пирĕн тепĕр хĕрача çуралчĕ. Ăна Маша ят хутăмăр. Татах хĕр пулнăшăн ашшĕ пĕрре те тарăхмарĕ, çав тери савăнчĕ, пĕчĕк ача пек хĕпĕртерĕ. Сергей куç умĕнчех улшăнса, уçăлса пычĕ. Ĕçрен килсен шав ачасемпе вылятчĕ. Апатне те хăех çитеретчĕ. Ĕнесене суса пĕтерсен киле чупса килеттĕмччĕ. Юратнă упăшкана, ачасене курас килетчĕ.

Çапла çул хыççăн çул иртрĕ. Олечка кăçал 1-мĕш класа каймаллаччĕ ĕнтĕ. Машенька кĕçĕнрех-ха. Йĕркеллĕ пурăннă çĕртенех Сергей питĕ вăйлă чирлесе ӳкрĕ. Тухтăрсем те чи малтанах тĕрĕс диагноз лартма пĕлмерĕç.

Эпĕ ун патĕнчен пульницăран тухма пĕлмерĕм. Çĕрĕ-çĕрĕпе Сергей вырăнĕ патĕнче лартăм. Пĕр кунхине аслă тухтăрĕ мана упăшкана мунча кайса кӳрт терĕ. Серуж вăйсăрланнăçемĕн вăйсăрланса пычĕ, куçĕсем те сӳрĕкленнĕччĕ. Икĕ кун хушшинче çын пĕтсе кайма пултарасса шутламан та.

Мунчара вăл хăйне юлашки хут хытă-хытă, хĕрӳллĕн юратма хушрĕ. Ман çине сӳнсе пыракан куçĕсемпе шанса пăхрĕ вăл. Эпĕ вара... килĕшмерĕм.

— Акă, чунăм, сывалса тухатăн та, ялан пĕрле пулăпăр ун чухне... — терĕм эп çине-çинех. Мĕн тери йăнăшнă эпĕ.

Пульницăна кайсан сестрасем пире иксĕмĕре кăна хăварчĕç. Сергей ман çине малтан пĕрре те пăхмарĕ. Сасартăк йăваш сассипе хăйĕн çывăхнерех чĕнчĕ. «Чупту-ха, мана, Нинук, тен, çăмăлтарах пулĕ», — терĕ те куçĕсене хупрĕ. Эпĕ хытса лартăм. Унтан каллех йăлăнса, чĕнсе пăхрĕ. Эпĕ, ухмах, тухтăрсем пырса кĕрĕç те аван мар пулĕ тетĕп. Вăхăт çурçĕр иртни пирки шутламалла пулнă ĕнтĕ. Çĕрле кам çӳретĕр палатăсем тăрăх. Çав каç вăл манпа урăх пĕрре те калаçмарĕ. Сывпуллашнă евĕр пăхса илчĕ те çывăрса кайрĕ.

Тепĕр кун ирхине ачасене çитерме киле чупса кайрăм. «Аçу часах сывалать ĕнтĕ, сире чуптума хушрĕ», — терĕм.

Çук, çук, хама çакăншăн нихăçан та каçармастăп. Мĕн тери чунсăр та тӳрккес пулнă эпĕ...

Пульницăна каялла чупса çитнĕ çĕре палата умĕнче шурă халатлă тухтăрсем унталла-кунталла хĕвĕшетчĕç. Манăн чĕре ырă мара сиссе сӳлетсе илчĕ. Тĕп врач, эп хытса тăнине асăрханăскер, çирĕп утăмсемпе ман паталла утса килчĕ. «Хăвăра алла илĕр, Нина Артемьевна, шел пулин те мăшăрăра çăлса хăвараймарăмăр...»

■ Страницăсем: 1 2 3

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Елена (2020-02-14 20:27:30):

Калав питĕ килĕшрĕ,шел хĕрарăма, çапах та юлашкинчен хăйĕн телейне ачисенче тата мăнукĕсенче курĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: