«Хусан-Нăрлат» пуйăсăн пĕр вакунĕнче çын лăк-туллиех. Пурте хăйсен вырăнĕсене вырнаçса ларса пĕтнĕ ĕнтĕ. Халь хăшĕ ĕç çинчен, хăшĕ пурнăç çинчен калаçса пыраççĕ. Çамрăксем картла выляççĕ. Тĕк ларма пĕлмен ачасем вакун тăрăх тем шыранă евĕр унталла-кунталла чупкалаççĕ. Ватă çынсем, кунĕпе çӳресе ывăннăран-ши, шăпăрт ларса пыраççĕ. Хутран-ситрен çеç сăмахсемпе перкелешсе илеççĕ.
Мана, хам çамрăк пулин те, пурнăçра нумай çул çӳреме лекнĕ. Вĕçĕмсĕр ăçталла-тăр васкакан çынсене сăнама юрататăп. Кашнинчех мĕн тĕрлĕ çынпа паллашмастăн-ши? Мĕн чухлĕ интереслĕ тĕлпулу.
Хальхинче, çав тери ывăннă пулин те, эпĕ алла çăмăллăн вуланакан кĕнеке тытса лартăм. Грузи халăх писателĕ Нодар Думбадзе çырнă роман мана чăннипех те тыткăнларĕ. Айккинче мĕн пулса иртнине сăнама мар, пуçа çĕклеме те памасть çак тĕлĕнмелле философилле хайлав. Пурнăçăн пур кукăр-макăрĕсем патне те илсе çитерет вăл вулакана. Чĕлхи те çыравçăн яка та çыпăçуллă, пуян...
Вакунра çын нумай пулнăран сывлăш ытла та пăчă, тăвăр. Хутран-ситрен вырăс хĕрарăмĕсем кунта лару-тăру пирки калаçкаласа илеççĕ. «Вĕçĕмсĕр ăçта çӳрет-ши халăх? Ирĕклĕн сывлама та çук», — теççĕ вĕсем кăмăлсăрланса. Çак калаçусем ăнсăртран пуçа пыра-пыра кĕрсен ирексĕрех çак каларăш аса килет: «Эпĕ киле каятăп ĕнтĕ, ыттисем ăçта каяççĕ-ши?»
Мĕн тăвас тетĕн, ку е вăл этем пĕр сăлтавсăрах инçе çула тухман ĕнтĕ. Çитес çĕре вăхăтра çитмелле.
Çапла пирĕн пуйăс хуллен малалла талпăнать. Унччен те пулмарĕ, вакуна ревизорсем пырса кĕчĕç. Билетсем пурин те пур-ши тесе «чăрманса» çӳреççĕ иккен вĕсем. Çапла йĕркипе хитре пăхса пыратчĕç тĕрĕслевçĕсем, сасартăк мана хирĕç ларакан икĕ кинемей тĕлне çитсен чарăнса тăчĕç. Мĕн амакĕ пулнă-ши тесе кĕнекерен уйрăлсах пуçа çĕклесе пăхатăп. Унччен шăпăрт ларса пыракан самаях ватăлма ĕлкĕрнĕ хĕрарăмсем пăлханса ӳкнĕ, мăнтарăнсем ниепле те хăйсен билечĕсене тупаймаççĕ. Йывăр сумкисенчи япалисене урайне силлесе тăкманни кăна, йăлтах урлă-пирлĕ çавăрса пйтерчĕç. Ах та ах, тăваççĕ хăйсем: «Пыли пилеты, пыли. Кута полошили не снаем, сапыли вĕт», — теççĕ хăйсен сумкисемпе япалисен ăшĕнче тăрмаланса. Чăвашсем пуль кусем тетĕп, янăракан хупă сасăсене пачах калаймаççĕ, çемçетеççĕ. Ак, тамаша, мĕн илтетĕп: «Нина, Турăшăн та, ăçта персе чикрĕмер ĕнтĕ çав çĕр çăтман мур билечĕсене? Пуçсем те тунката пек çав, пĕрре те ĕçлемеççĕ. Ах, мăнтарăн кунĕ, ытла та йывăр пулчĕ», — терĕ пичĕ пĕркеленме ĕлкĕрнĕ шуранка сăнлă кинемей теприне. Çакна илтнĕ ревизор, çирĕм пиллĕксенелле çывхарса пыракан тĕреклĕ çан-çурăмлă хитре йĕкĕт, кусене чăн-чăвашла çапла каласа хучĕ: «Юрĕ, эсир хальлĕхе васкамасăр шырăр эппин, ан пăлханăр, тупатăрах, эпĕ тепре кунта килнĕ çĕре.» Вăл проводника темĕскер каларĕ те вакунран васкаса тухса кайрĕ. Эпĕ шак хытса тĕлĕнсе юлтăм. Пĕрремĕш хут çамрăк ревизор (е проводник) пуйăс çинче тăван чĕлхепе, чăвашла калаçнине илтетĕп. Чăнах та, çав сăмахсем хыççăн кинемейсем лăпланчĕç. Хăйсен «çылăхлă» билечĕсене вара пысăках мар хура сумка кесйинчен туртса кăларчĕç. Сăмах çынна вĕлерме те, хавхалантарма та пултарать тени пушă каларăш çеç мар ĕнтĕ, тĕрĕслĕх.
Акă тинех ĕнтĕ вакунра нумай шăв-шав кăларма ĕлкĕрнĕ икĕ чун лăпланса хăйсен вырăнĕсене ларчĕç. Кăмăлĕсем те вĕсен пăртак та пулин уçăлнă пек туйăнчĕ мана.
Мĕнлерех çынсем-ши çак чăвашсем, ăçтан, ăçталла веçтереççĕ-ши тесе эпĕ вĕсемпе хам хăйса сăмах хушма шут тытрăм. Мĕншĕн вĕсен иккĕшĕн те куçĕсем салхуллă та тунсăхлă? Мана уйрăмах вĕсенчен пĕри илĕртрĕ. Çамрăк чухнехи илемлĕ сăнăн йĕрĕсем çак пĕркеленчĕксем витĕр самай аван палăраççĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлетке, хитре сăн-сăпат... Шел, тарăн пĕркеленчĕксем çакăн пек черчен питсене те тарăн йĕрсемпе «чĕркелесе» илемсĕрлетсе пĕтереççĕ.
Унăн куçĕсене курасчĕ сирĕн. Мĕн тери тунсăхлă вĕсем. Кĕрхи сăн çапнă утмăлтурат чечекĕсем евĕр. Вăхăтăн-вăхăтăн вара чарăнмасăр йĕреççĕ пек туйăнать.
— Кинемисем, эсир ăçта çитиччен каятăр? — тесе ыйтсан, иккĕшĕ те ман çине шанмасăр куçĕсене чарса пăхрĕç. Паллах, кĕтмен çĕртен çапла ыйтнăран ĕнтĕ.
— Каясса эпир Нăрлатах каятпăр-ха, хĕрĕм, эсĕ чăваш пулнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр, — терĕç хĕрарăмсем пĕр харăс.
Çапла майпа пирĕн калаçу тевĕленсе те кайрĕ. Малтан хампа кĕскен паллаштарма лекрĕ, кайран тĕрлĕ ыйтусемпе вĕсене калаçтартăм. Вăхăт мĕнле иртни пĕрре те сисĕнмерĕ. Шăкăл-шăкăл калаçу пĕр самантлăха хамăр пуйăс çинче пынине те мантарса ячĕ.
Нина аппа — малалла çапла чĕнĕпĕр çак хайлаври тĕп сăнара — телĕнтермĕш шăпаллă çын иккен. Турă ан хуштăр никама та çавăн чухлĕ хĕн-асап, хура-шур тӳсме, курма. Ăраскалсăр хĕрарăмăн пурнăç утти мана тарăн шухăша ячĕ.
Нина аппана 42 çулхи хĕрарăм тесе никам та калаймĕ. Пĕркеленчĕк пичĕ çине вĕлтĕр-вĕлтĕр анакан шурă çӳç пĕрчийĕсем, хутлам-хутлам пулса пĕтнĕ ĕçре хытнă аллисем, хушăран тарăннăн ахлатса сывласа илни — çаксем пурте ăна 65 çулалла çывхарса пыракан ватă хĕрарăм теме май параççĕ. Ытла та ватă сăнлă вăл. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, пурнăçра пулса иртекен мĕнпур ырри-усалли те çьшнăн пичĕ çинче сăнланать пулсан.
Нина аппан мăшăр куçĕнче вăхăтăн-вăхăтăн çав-çавах шанчăк хĕлхемĕ ялкăшса илет. Эппин унăн пурнăçĕнче мĕнпур ырри-аванни пĕтмен-ха. Пурăнасах пулать.
Çак хĕрарăм хăйĕн çинчен каласа панă майĕпе унăн пылаках мар пурнăçĕ ман куç умне вăйлăрах та уçăмлăрах тухса пычĕ...
Вăрçă хыççăн çуралнă ачасемшĕн лайăххипе начарри çурмаран пулнă ĕнтĕ. Тавах Турра, аттепе аслă пичче вăрçăран тĕрĕс-тĕкелех таврăнса, эпĕ çуралнă çĕре самаях пысăк та хăтлă йывăç çурт хăпартса лартма ĕлкĕрнĕччĕ. Çак ĕçпе çыхăннă тăкаксем, паллах, сахал мар пулнă ĕнтĕ. Ĕне усранăран ĕçме-çимене çитеркелесе, саплаштаркаласа пурăннă. Вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен çемйисене те атте-анне нумай пулăшнă. Пирĕн аттен тата аллисем ылтăнччĕ, платник, тимĕрçĕ ĕçĕсене те вăл хăех тăватчĕ. Эпĕ чи кĕçенни пулнăран, вăл мана ĕçре хытнă аллисемпе чĕрçи çине илсе утюкка сиктеретчĕ. Аннепе те вăрçса мар, шăкăлтатса-юптарса калаçатчĕ. Питĕ аванччĕ ман атте. Каçсерен çеç, вăрçă суранĕсем канăçсăрлантарнипе ахлата-ахлата çывăратчĕ. Ыратнă ĕнтĕ, эмелсем ытлах пулман-тăр. Çав тамăкра çаклатнă чĕре суранне сиплемелли эмел те пулман пуль çав çĕр çинче. Ытла та хăрушă вăрçă витĕр çĕнтерсе тухнă-çке пирĕн аттесем.
Анне ферма ĕне сума çӳретчĕ. Унăн та аллисем суратчĕç. Эпĕ аппасемпе пĕрле мĕн пĕчĕкрен аннене пулăшма тесе мăйракаллă шултра выльăхсем патне çӳреттĕм. Ĕçлени-качки манăн çавăнта пулнă ĕнтĕ. Ĕнесене хăратса çӳренĕ-тĕр, çавă пур. Апла пулин те, анне мухтани чĕрене ыррăн пырса тиветчĕ. «Ĕçчен хĕр ӳсет ман», — тетчĕ вăл алă сыпписене ăшă ĕне сĕчĕпе сăтăркаласа. Пысăкланнăçемĕн аттепе анне патне эпĕ тата та вăйлăрах туртăнма пуçларăм. Ял çыннисем хушшине ытлах тухса çӳремен, темрен ютшăнаттăм, вăтанаттăм. Каччăсем курсан: «Ай, хитре те хитре пӳрнеске ӳсет иккен пирĕн ялта, камăн аллине çакланса ăна телейлĕ тăвĕ-ши?» — тесе йĕкĕлтететчĕç. Хам вара вăтаннипе нар пек хĕрелсе килелле тараттăм. «Пӳрнеске» тенишĕн çилленме сăлтавĕ те пулман, мĕншĕн тесен чăнах та пĕчĕкскерччĕ эпĕ.
Эпĕ вунтăваттăра чухне атте вăрçă суранĕсене чăтаймасăр çĕре кĕчĕ. Мĕн тери пысăк хуйхăччĕ ку пирĕншĕн. Пӳртре пуш-пушă юлнăн, кашнин чĕринче темĕскер татăлса аннăн туйăнатчĕ. Кăмăлĕ те аттен çав тери аванччĕ, чĕлхи-çăварĕ те якаччĕ. Такамăн чĕрине те вăл хăйĕн калаçăвĕпе пусарма, сыватма пултаратчĕ. Çак пысăк çухату хыççăн пирĕн çемье нумай вăхăт хушши тăна кĕреймесĕр пурăнчĕ. Вара хуллен-хуллен лăпланма пуçларăмăр. Мĕн тăвăн, мĕнле йывăр пулсан та пурăнмаллах. Аслă аппасем мана тĕрлеме вĕрентрĕç. Каçсерен вĕсемпе урама тухма хăтланаттăмччĕ те, вăрçса-хăтăрса илетчĕç, пĕчĕккĕ-ха тетчĕç. Эпĕ вара хам çăмха пек лутра пулнишĕн тарăхса, кăмака кĕтессине хутланса ларса йĕреттĕмччĕ. Тĕрĕссипе ун чухне çулĕпе те уявсене тухма çитеймен пулнă-ха ĕнтĕ. Кӳршĕ хĕрачипе вăрттăн çав-çавах çамрăксене курма çӳреттĕмĕр.
Манăн аппасем пĕри те ир качча кайман. Асли акă, астăватăп, çимĕкре качча тухрĕ. Унăн упăшки те çулланнă арçынччĕ, апла пулин те, аппана чун-чĕререн хисеплени куçкĕретехчĕ. Аппана ют çын аллине парас килместчĕ манăн.
Эпĕ, анне чирлекелесе тăнăран вĕçĕмсĕр ферма чупаканскер, вăл саççим ĕçлейми пулсан, шкула çӳреме пăрахсах ĕне сăвакан пулса тăтăм. Хăш чухне ыйхă мĕн иккенне пачах манса каяттăм, тăрăнса ӳкиччен ĕçлеттĕм.
Каярахпа кĕлеткемпе тăпăлкка çеç пулсан та улахсене, каçхи вăйăсене хаваспах çӳреттĕм. Алăра мĕнле ĕç те выляса çеç тăратчĕ.
Савăнмалла пулсан — юрлаттăм-ташлаттăм, ĕçлемелле чухне — çанă тавăрса ĕçлеттĕм.
Килте халь эпир виççĕн çеç. Хĕрĕсем ăшă йăваран çунат сарса вĕçсе тухса кайнă, ывăлĕсем юнашар хăйсен çурчĕсене çавăрнă, тĕреклĕ никĕс тунă. Ман умĕнхи хĕр — Маруç — колхоз правленийĕнче вăй хурать, ĕçрен килсен вырăн çинчен пачах та тăрайман аннене ача пек пăхать. Качча кайма шутламасть та вăл. Килĕшме те ăна пĕрре мар килнĕ. Çук, хăваласа кăларса ярать. Арçынсем вăйлах çиллентернĕ пулмалла ăна пурнăçĕнче. Тен, юратнă каччи халиччен çуралман та-ха. Ун пек, кун пек çинчен калаçма юратмастчĕ вăл. Чĕмсĕртерех пикеччĕ.
Эпĕ пĕр лăпкă та ăшă çуллахи каç хĕр-тантăшсемпе урама тухса ларнăччĕ. Эх, кулатпăр, эх, ахăлтататпăр! Сисмен çĕртен пирĕн тĕле ют ял каччисем килсе тухрĕç. Йăваш та кăмăллăн калаçаççĕ хăйсем. Вăрăм, тĕреклĕ çан-çурăмлă пĕр каччи пирĕн çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те манпа юнашар пырса ларчĕ. Хăй вĕçĕмсĕр сăнать мана. Унăн çулăмлă кăвак куçĕсем айванскере сак çумне пăраласа лартрĕç, тейĕн. Эпĕ чĕнейми-хускалайми пулса тăтăм. «Пĕчĕк чипер хĕрача, эсĕ мĕн ятлă пулатăн?» — терĕ вăл тинех. «Нина», — терĕм эпĕ. Хама мĕнле лăпкă тытма тăрăшрăм пулин те манăн сасă чĕтренсе тухрĕ. Çавăншăн хама ăшра вăрçса илтĕм. Мĕн пăлханать-ха ку хĕр, те юратса пăрахрĕ тесе шутлĕ тата палламан илемлĕ йĕкĕт. «Нина, Нинук, Ниночка, — терĕ каччă ман ята çине-çине каласа, — янăравлă та çепĕç ят. Эпĕ вара Серуж, Сергей ятлă».
Çапла каларĕ те вăл кулса ячĕ. Сăлтавне эпĕ ăнланса илеймерĕм. Каччă вăрăм пулнипе ман çине çӳлтен аялалла пăхса ларни мана кулăшла туйăнса кайрĕ. Çав самантра тата эпĕ хама ытла пĕчĕк пулнăшăн ăшра вăрçса та илтĕм. Мĕн илтетĕп. Сергей ман пата пĕшкĕнерех пачĕ те хăлхаран ачашшăн пăшăлтатрĕ: «Улăхри сарă чечек евĕр чечен хĕр-пике, виç-тăват кунран килетĕп те, акă, алă çине илсе вăрласа каятăп, манран тарса пытанаймăн. Савнине кала, çав самантра ман алă айне ан çаклантăр». Кăна илтсен, эпĕ кулмасăр чăтаймарăм, «Çапла пуль», — терĕм эпĕ вăтанса-хĕрелсе кайса.
Çак тĕлĕнтермĕш паллашу каçĕ мана тарăн шухăша ячĕ. Хаваслă каччăн сăнарĕ вăхăт-вăхăтпа куç умне тухса тăрса нумайччен асаплантарчĕ. «Эх, сăпайлăскер, — вăрçрăм эп хама хам, — çавăнта яш çынна пĕр путлĕ сăмах тупса калаймарăм та, çын-и вара эп çакăн хыççăн». Мĕнех тăвăн, пулнă, иртнĕ. Çирĕм икке çитрĕм пулин те чăн-чăн юратса курманччĕ. Каччăсемпе çӳреме терĕссипе вăхăт та пулман, ялан ĕçленĕ. Каçсерен урама тухса ларнă пулин те, хамăр ял ачисемпе туслă çеç пулнă, никама та чĕреме уçса паман.
Пурнăç малаллах шăвать. Акă унтанпа виçĕ каç иртрĕ. Паян хĕвел сăртсем хыçне пытансан, эпир тантăшсемпе Çӳлтикаса улăхăпăр тесе калаçса татăлнăччĕ. Çак ăшă янкăр каçсенче пĕрре те килте ларас килмест-çке. Çамрăк чун урамаллах туртать.
Шихвонере уçса хамăн юратнă сенкер кĕпене тăхăнтăм. Ял каччисем çăварĕсене карсах пăрахĕç ĕнтĕ тĕлĕннипе. Йăм-хура хулăм çӳçе çивĕтлерĕм те сенкер хăюпа çыхса пилĕк çинелле усса ятăм. Хам вара тĕкĕр патĕнчен пăрăнма пĕлместĕп. Маруç ман çине тĕлĕнерех пăхать. «Эсĕ, мĕн, качча кайма хатĕрленместĕн пулĕ?» — терĕ вăл кăшт куларах. «Тилпĕрен çимен пуль эпĕ халех арçын мăшкăлĕ пулса пурăнма», — терĕм те хам сăмахран хам хăраса, вăтанса кайрăм. Унтан хуллен кăна: «Кам илтĕр мана, ĕне сăвакана, тата ирттерех те-ха», — тесе хушса хутăм.
Хĕрсем патне çитесси пулмарĕ ман çав каç. Урама тухсанах мана вăйлă алăсем ярса тытрĕç те тĕттĕмелле сĕтĕрме пуçларĕç. Унта «тăрантас» кĕтсе тăрать иккен. Кăшкăрма хăтланни пулăшу памарĕ. Ку арçын Сергей иккенне ăнланса илсен, хирĕçлеме пăрахрăм: «Мĕн пулать те мĕн килет». Сергей мана, хăранипе чĕтрене ернĕскере, çул тăрăх йăпатса пычĕ. «Эпĕ сана, пĕчĕкскер чĕкеçĕме, ĕмĕр тăршшĕпе алă çинче йăтса çӳрĕп, эсĕ мана юрат кăна», — терĕ каччă çине-çине.
Çапла вара, çав çăлтăрлă ăшă каç хĕртен арăм пулса тăтăм. Иртнинче килсе лартса каясси пирки вăл шӳтлемен иккен, мана чăннипех те килĕштерсе пăрахнă. Хăй вара салтакран килнĕ çеç. Серужăн ашшĕпе амăшĕ лăпкă та кăмăллă çынсем. Мана вĕсем, ĕçченскере, пĕрремĕш кунранах хăйсен хĕрĕ вырăнне йышăнчĕç.
Туйне, ĕçки-çикине чăвашсен йăли-йĕркисене тĕпе хурса, сума суса туса ирттертĕмĕр. Серужа чăнахах та юратма пуçларăм. Темшĕн именеттĕмччĕ тульĕк, вăтанаттăмччĕ. Якуркка ялĕнче те ĕçе ферма вырнаçрăм. Ирхине виççĕре ĕнесем патне чупаттăм, каçхине ĕç нумай пирки çурçĕрччен выртмастăмччĕ. Кунне икĕ-виçĕ сехет çеç çывăрнăран япăхса кайрăм. Сергей кутăнлашатчĕ. «Манран тарса çӳретĕн, эпир санпа çамрăк-çке, пирĕн пĕр-пĕрне хытăрах юратмалла, эсĕ вара кăшт сĕртĕнсенех мулкач пек тапса сикетĕн», — тесе кашни кунах ӳпкелешетчĕ. Чăннипех те упăшка çывăрса кайсан тин çумне шăппăн кăна пырса выртаттăм. Вăл вăранса хĕрӳллĕн ыталама тапрансан, вăй пур таран çапăçаттăм, хирĕçеттĕм, яхăнне те ямастăмччĕ.
Юлашки вăхăтра пирĕн хушăмăртан хура кушак каçса кайнă тейĕн. Эпĕ ача кĕтетĕп пулсан та Сергей ман çине ăшшăн мар, сиввĕн пăхать пек туйăна пуçларĕ. Нумай калаçмасть, каçсерен ытла та каçа юлса таврăнма пуçларĕ. Макăратăп, нимĕн тăва пĕлместĕп. Çуратма та вăхăт нумаях юлман ĕнтĕ. Аттепе анне ман çине темĕскер пытарнă евĕр шеллесе пăхаççĕ. «Кинĕм, лăплан-ха, кайса çывăрах, сана пăлханма юрамасть-çке, уншăн ан тарăх, таçта ĕçсе çӳрет пуль ĕнте», — тесе те йăпатаççĕ вĕсем. Çывăрасси пулмарĕ. Сергей çĕрле икĕ сехетре таврăнчĕ. Мăшлата-мăшлата мана вăратасран асăрханса кĕрсе выртнă выртманах çывăрса кайрĕ. Çăварĕнчен пăртак çеç йӳçĕ шĕвек шăрши кĕрет. Ăçта çӳренĕ-ши халиччен? Ӳсĕр тесен — ӳсĕр мар...
Ачана сиен кӳрес мар тесе эпĕ кашнинчех чăтрăм, шăв-шав кăларма тăрăшмарăм. Юн пусăмĕ ӳссе кайса вăхăтсăр çуратас мар тесе асăрхантăм.
Ака уйăхĕнче пирĕн хĕрача çуралчĕ. Ашшĕ сăнлах: кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ, каçăртарах сăмсаллă. Çак пĕчĕкскер айăпсăр чун çурални Сергей кăмăлне уçса ярать пуль тесе шутлани кăлăхах пулмарĕ. Вăл пĕр минута та Олечка патĕнчен уйрăлма пĕлмерĕ, шав унпа калаçатчĕ, юрласа та паратчĕ. Вăл çывăрса кайсан: «Хальте вăранмасть, ну, ыйхă чăпти», — тесе тӳсĕмсĕррĕн ĕçлеме тухатчĕ. Эпĕ те ĕнтĕ халь лăплантăм. Кил-йышра тăнăç пурнăç хуçаланма пуçларĕ. Йăлтах йĕркеллĕ пулмалла, енчен те каçхине Сергей лăпкă çывăрнă пулсан. Манăн çав тери вăйлă ыйхă килетчĕ, вăл вара питĕ вĕриччĕ. Пуçланатчĕç вара çĕрлехи хирĕçӳсем, тавлашусем. Чун-чĕререн каç пултарас килместчĕ...
Олечка пăртак самайлана пуçларĕ ĕнтĕ. Пĕчĕк кашăкран халь ăна пăтă çитеретĕп. Кулать хăй, ахăлтатать. Ашшĕне манран та ачашрах юратать пек туйăнать. Ара, лешĕ пĕтĕм пушă вăхăтне унпа ирттерет те-ха. «Манăн хĕр пĕрчийĕм, кăçукăм, кăçăм» тесе çеç тăрать. Çав вăхăтрах мана асăрхамасть те вăл. Ирĕксĕрех вара хамăн пепкеçĕм çумне кĕвĕçме пуçларăм. Тур каçартăр, мĕнпур айăпĕ те пĕр манра çеçне те питĕ лайăх ăнланатăп-ха. Çапла пулнă пулсан, мĕн тăвăн ĕнтĕ.
Сергей татах киле çĕрлене юлса таврăнма пуçлани мана уртарма пуçларĕ. Пĕр каçхине чăтаймасăр урама чупса тухрăм. Олечка çывăрса кайнăччĕ. Вăхăт вуниккĕ иртнĕ. Çуллахи ăшă каç. Унта та кунта хаваслă çамрăксен янăравлă куллийĕ илтĕнет. Культура çурчĕ енчен илемлĕ кĕвĕ юхса килет. Каччăсемпе хĕрсем ташă каçне васкаççĕ. Çамрăкраххисем «аван-и, Нина аппа» тесе ирте-ирте каяççĕ. Хам çав тери аванмарланатăп. Упăшкине кĕтме тухнă тесе шутлаççĕ пулĕ вĕсем. Çав çавах ума лартнă тĕллеврен пăрăнмастăп. Сергей ăçта пулма пултарнине пăртак чухлатăп-ха. «Чăтса çитет, тӳрех çавăнта каятăп», — терĕм те эпĕ Верук кинемисен çурчĕ еннелле хăвăрттăн утса кайрăм. Пĕтĕм вăй-хал пĕтсе çитрĕ, урасем хама итлемеççĕ. Пуçра иккĕленчĕклĕ шухăшсем явăнаççĕ: «Тен, тăхтамалла», «Сук-çук е паян, е нихăçан та».
Çитрĕм. Пĕр чӳречинчен урамалла тĕссĕр кăна çутă ӳкет. Алăкран кĕррĕс пырса тӳнклеттĕртĕм. Ман телее, кам-тăр шашулккине уçма тухрĕ. Ак тамаша, Верук кинемей иккен, хĕрĕхрен иртнĕ тăлăх хĕрарăм. Эпĕ ăна тӳрех икĕ алăпа та варăм çӳçĕнчен ярса илтĕм. «Туслă çемьене аркатма шут тытрăн-и кĕрт-ами, эпĕ сана тĕрмене ларттаратăп..» — хам мĕн каланине ăнланмасăр эпĕ ăна пӳрте кĕме май памасăр çенĕкрех тăпăлтарса, хĕнесе пĕтертĕм. Вăл çухăрать, ахăрать. Акă тинех шăв-шава илтсе ĕнтĕ шалтан ман «юратнă» упăшка тухать. Пире чарма хăтланать. Ăçта унта мана лăплантарма, çывăха та пырса ан перĕн. Пĕчĕкçеççĕ пулсан та Верук «аппана» кăвакартиччен ватса пĕтертĕм, Сергее те аван лекрĕ. Тинех вăл мана йăтса илсех урама илсе тухрĕ. «Атя-ха киле, чунăм, йăлтах ăнлантарса паратăп», — тет. Эпĕ вара унăн сăмахĕсене хăлхана та чикместĕп. Вĕçĕмсĕр йĕретĕп. Тăруках Серуж аллинчен вĕçерĕнтĕм те çуртăн чӳречисене çĕмĕрме пуçларăм. Никам та чараймасть. Хĕрарăма урса кайсан шуйттан та чараймасть тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Таçтан вăйĕ тухать тата. Верук кинемее ĕмĕрлĕхех намăслантарса хăваратăп ĕнтĕ. Шăв-шава илтсе кӳршисем аялти кĕпи-йĕмĕсемпех сике-сике тухнă. Мĕн пулса иртнине ăнланаймасăр çăварĕсене карса тăраççĕ. Юлашкинчен ним тăвайман енне упăшка мана киле йăтсах кайрĕ. Унсăрăн ыррине кĕтме çук, терĕ пулас.
Тепĕр кун ирхине ĕçе кайса килтĕм те хамăн япаласене пĕр çыхха пухса хутăм. Йĕре-йĕре ачана ĕмĕртетĕп. Хамăн вар-хырăм вара çăвара пĕр чĕптĕм çăкăр яманран каса-каса ыратса каять. Ача тутă пулсан, хам та чăтăп-ха. Килтисем мана лăплантарасшăн кăштăртатаççĕ. Эпĕ вара вĕсене итлеместĕп те. Çăвартан тухакан пĕртен-пĕр сăмах та: «Уйрăлатăп» çеç. Сергее халех правление çакăн пирки каймалла тесен, ман çине чăрр... пăхса илчĕ. «Юрататăп сана, мана пăрахса ан кай... хĕре пурпĕрех парса ямастăп», — тесе йăлăнчĕ. Унăн сăмахĕсене хăлхана та чикмерĕм.
Правление пĕр-пĕрне сăмах хушмасăр утатпăр. Сасартăк вăл мана йăтса илчĕ те хăйĕн çумне хытă-хытă чăмăртарĕ: «Ниçта та хамран ямастăп, илтетĕн-и, ниçта та. Нинук, тăна кĕр, пĕр-пĕрне каçарар, айăпĕ кунта иксĕмĕрĕн те пысăк-çке. Нивушлĕ йăлтах çĕнĕрен пуçлама пулмасть-ши?» Куççуль тумламĕсем пĕрин хыççăн тепри куçран шăпăртатнине эпĕ сисмерĕм те, Сергее хам та ăсран тухасла ыталаса илтĕм. Юрататпăр-çке-ха пĕр-пĕрне, эппин мĕншĕн пирĕн пурнăç пĕр тикĕс çулпа кусмасть. Чăрмавсем сике-сике тухсах пыраççĕ, хамăр телее хамăрах таптатпăр-çке.
Правление çитмесĕрех каялла таврăнтăмăр çав кун. Чăнах та пурнăç хуллен-хуллен майлашăнма пуçларĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеме тытăнтăмăр. Часах пирĕн тепĕр хĕрача çуралчĕ. Ăна Маша ят хутăмăр. Татах хĕр пулнăшăн ашшĕ пĕрре те тарăхмарĕ, çав тери савăнчĕ, пĕчĕк ача пек хĕпĕртерĕ. Сергей куç умĕнчех улшăнса, уçăлса пычĕ. Ĕçрен килсен шав ачасемпе вылятчĕ. Апатне те хăех çитеретчĕ. Ĕнесене суса пĕтерсен киле чупса килеттĕмччĕ. Юратнă упăшкана, ачасене курас килетчĕ.
Çапла çул хыççăн çул иртрĕ. Олечка кăçал 1-мĕш класа каймаллаччĕ ĕнтĕ. Машенька кĕçĕнрех-ха. Йĕркеллĕ пурăннă çĕртенех Сергей питĕ вăйлă чирлесе ӳкрĕ. Тухтăрсем те чи малтанах тĕрĕс диагноз лартма пĕлмерĕç.
Эпĕ ун патĕнчен пульницăран тухма пĕлмерĕм. Çĕрĕ-çĕрĕпе Сергей вырăнĕ патĕнче лартăм. Пĕр кунхине аслă тухтăрĕ мана упăшкана мунча кайса кӳрт терĕ. Серуж вăйсăрланнăçемĕн вăйсăрланса пычĕ, куçĕсем те сӳрĕкленнĕччĕ. Икĕ кун хушшинче çын пĕтсе кайма пултарасса шутламан та.
Мунчара вăл хăйне юлашки хут хытă-хытă, хĕрӳллĕн юратма хушрĕ. Ман çине сӳнсе пыракан куçĕсемпе шанса пăхрĕ вăл. Эпĕ вара... килĕшмерĕм.
— Акă, чунăм, сывалса тухатăн та, ялан пĕрле пулăпăр ун чухне... — терĕм эп çине-çинех. Мĕн тери йăнăшнă эпĕ.
Пульницăна кайсан сестрасем пире иксĕмĕре кăна хăварчĕç. Сергей ман çине малтан пĕрре те пăхмарĕ. Сасартăк йăваш сассипе хăйĕн çывăхнерех чĕнчĕ. «Чупту-ха, мана, Нинук, тен, çăмăлтарах пулĕ», — терĕ те куçĕсене хупрĕ. Эпĕ хытса лартăм. Унтан каллех йăлăнса, чĕнсе пăхрĕ. Эпĕ, ухмах, тухтăрсем пырса кĕрĕç те аван мар пулĕ тетĕп. Вăхăт çурçĕр иртни пирки шутламалла пулнă ĕнтĕ. Çĕрле кам çӳретĕр палатăсем тăрăх. Çав каç вăл манпа урăх пĕрре те калаçмарĕ. Сывпуллашнă евĕр пăхса илчĕ те çывăрса кайрĕ.
Тепĕр кун ирхине ачасене çитерме киле чупса кайрăм. «Аçу часах сывалать ĕнтĕ, сире чуптума хушрĕ», — терĕм.
Çук, çук, хама çакăншăн нихăçан та каçармастăп. Мĕн тери чунсăр та тӳрккес пулнă эпĕ...
Пульницăна каялла чупса çитнĕ çĕре палата умĕнче шурă халатлă тухтăрсем унталла-кунталла хĕвĕшетчĕç. Манăн чĕре ырă мара сиссе сӳлетсе илчĕ. Тĕп врач, эп хытса тăнине асăрханăскер, çирĕп утăмсемпе ман паталла утса килчĕ. «Хăвăра алла илĕр, Нина Артемьевна, шел пулин те мăшăрăра çăлса хăвараймарăмăр...»
— Çук, çук, пулма пултараймасть, вăл вилмен, çамрăк вăл, — эпĕ çĕре тĕшĕрĕлсе аннă. Çав самантра хам та Аслă Турра мана хăйĕн патне илме ыйтрăм, ӳкĕтлерĕм. «Хăлхине, пуç мимине юн тулнипе вилчĕ, операци ун пек чухне пулăшайманнине пĕлеттĕмĕрччĕ...» — тенисем çеç ăса пыра-пыра кĕчĕç. Мана кушетка çине илсе вырттарнă иккен. Тăна кĕрсен палатăна чупса кĕтĕм, Сергее морга илсе кайма пуçтарăнаççĕ. Эпĕ ун патне пытăм та тутинчен чуптуса илтĕм. Мĕн вăхăт чуптунине астумастăп, мана тухтăрсем туртса илсе вăйпах пукан çине лартнă.
Сергее мĕнле пытарнине лайăх астумастăп. Куççуль, кăшкăрса макăрни, тутинчен пĕрăснай чуптуни, тупăк хыççăн шăтăка сикни... Пурăнас килместчĕ манăн, çут тĕнчене йăлтах ылхантăм.
Сергее юлашки çула ăсатнă хыççăн эпĕ ухмаха еретĕп пуль терĕм. Никам та ун чухне кирлĕ марччĕ мана: ачасем те, тăван-пĕтенсем те. Çакăр çул пурăнса ĕлкĕртĕмĕр эпир мăшăрпа. Вĕсенчен çурри пĕр-пĕрне ăнланса илесси, вăйлăрах хисеплеме тытăнасси çине кайрĕ. Тин çеç-çке-ха юмахри асамлă юратуллă савнисем пек пурăнма пуçланăччĕ. Арканчĕ, йăлтах, тĕппипе ишĕлсе анчĕ. Мĕншĕн-ха уйрăмах пирĕн тĕле килсе тухрĕ çак нихçан тӳрлетейми инкек? Мĕншĕн, таса Турă, Серужа, çамрăк, çылăхсăр чуна хăвăн патна илсе кайрăн? Эх, мăнтарăн упăшкам, çирĕм тăхăр çул тултарма ĕлкĕртĕн-çке. Ăçта каяс ĕнтĕ халĕ манăн, вăтăрти хĕрарăмăн алăри икĕ ачапа? Пире те хăвăнпа пĕрле илсе каймаллаччĕ.
Çав усал кунтанпа икĕ çĕр каçрăмăр. Эпĕ хамăн умра никама та курмарăм. Мана питĕ йывăрччĕ. Часах икĕ витре илсе урамалла тухса кайнă. Нумай çӳренĕ-и, сахал-и, пĕтĕм кĕлеткемпе сивĕ асфальт çине тĕшĕрĕлсе аннă. Пуç нимĕн те ĕçлемест, шăм-шак вилесле ыратать. Мана такамсем киле çĕклесе кайрĕç.
Кашни туррăн кунне хĕн-асаппа ирттеретĕп: кам эп, мĕншĕн кунта ларатăп, утса çӳрекенсем камсем, пурте ман çине мĕскĕн те айван чĕрчун çине пăхнă пек шеллесе пăхаççĕ. Çак икĕ пĕчĕк хĕрача тата ман çумра кăшкăрса макăраççĕ. Мĕн кирлĕ-ши ĕнтĕ вĕсене? Çук-çук, ман кунтан тухса тармаллах, темле клеткăра усраççĕ-çке...
Çапла майпа эпĕ, çап-çамрăк хĕрарăм, Ульяновскри психпульницăна лекнĕ. Ман ачасене аннепе аппа хăйсем патне илсе кайнă. Мĕн тери начарччĕ пульницăра. Хуллен-хуллен тăна кĕре пуçласан каçсерен кăшкăрса макăраттăм. Нумай-и, сахал-и, психпульницăра мана çур çул ытла хаяр чиртен сыватнă. Яла таврăнсан та-ха нумайăшĕ ман çине ухмах çине пăхнă пек шанмасăртарах пăхатчĕç, мана курсан çур километр таран тавра çаврăнса каятчĕç. Пурăна киле, кам пĕлет, те шеллесе, те таса чĕреренех, малтанхи пекех, ăшшăнрах та калаçма пуçларĕç. Эпĕ чăнахах та сывалса çитнĕччĕ. Пульницăран тухса кайнă чухне «ху çине тăнипе, тăрăшнипе сывалтăн, хĕрĕм», тенĕччĕ мана аслă тухтăр. Урăхла пулма пултарайман та, манăн хĕрачасем тăлăх-туратсем пек ӳсеççĕ-çке. Тăвах, чирлĕ аннепе Маруç аккана, Олечкăпа Машенькăна хăйсене тăлăх туйма паманшăн. Ĕмĕр тăршшĕпе те тав сăмахĕ каласа çитерес çук хама ырă тунă çынсене.
Çапла виçĕ хĕрарăм та икĕ хĕрача кăштăртаткаласа пурăнтăмăр. Эпĕ, килтисем хирĕç пулчĕç пулин те, ĕçе каллех фермăна вырнаçрăм. Çын хуйхăра ĕçпе йăпанать-çке. Манăн та юлташсем тупăнчĕç, хуллен-хуллен суран тӳрленме, туртăнма пуçларĕ. Сергей çав-çавах ман пуçран пĕр самантлăха та тухмарĕ. Вăл вилсен, ун тути çине пухăннă вилĕм шĕвекне йăлтах çавăрса илнĕ-çке эпĕ. Миçе хутчен, ара, вăрахчен чуптумарăм-ши? Тен, çавăнпа та ăсран тайăлнă ун чухне. «Вилĕмрен те аран-аран юлтăн-çке, хĕрĕм», — тенĕччĕ тухтăр. Ман чăнах та пурăнас килмен çав самантра. Шăпа ытла та синкерлĕ килсе тухрĕ.
Пульницăран тухнăранпа пĕр çул çитсен пирĕн пата кӳршĕ ялтан евчĕсем килчĕç. Пĕр хусах арçын авланма шутланă иккен, арăмĕ вилнĕ, тет. Хам çулланнă пулсан та вырăнпах выртакан чирлĕ аннен сăмахĕнчен иртеймерĕм. Тен, чăнахах ачасемшĕн ырă атте пулĕ, терĕм. Вĕсем пĕчĕккĕ-çке-ха.
Ытла та йăнăшнă иккен. Атте тата упăшка мар, арçури евĕр пулса тăчĕ вăл пирĕншĕн. Ним çукран нимĕр пĕçерме юрататчĕ. Нимĕн те килĕшместчĕ ăна. Арçын сăн-сăпатне кутăн та киревсĕр кăмăлĕ пăсса тăратчĕ. Пурăна-киле ман çине алă çĕклеме, хĕнеме тапратрĕ. «Тăр ухмах вĕт эс, унашкал пульницăра ырă çынсене тытмаççĕ, тарса килтĕн пуль-ха», — тесе йĕкĕлтесе, тăрăхласа кулатчĕ. Эпĕ вара, айванскер, унăн кĕпи-йĕмĕсене çуса пурăнатăп, ăна валли тутлă апат пĕçеретĕп.
Виçĕ çул çавăн пек мăшкăла чăтса пурăнтăмăр эпир ачасемпе, пĕр çутă кун та курман. Нимĕнле ачашлăхпа сипетлĕх те çукчĕ унра. Эрех ĕçсе килетчĕ те «Хывăн» тесе кăшкăратчĕ. Итлемесен чĕн пиçиххипе çунтаратчĕ. Виçĕ çул хушшинче ман илĕртӳллĕ ут-пӳрен нимĕн те тăрса юлмарĕ. Ахаль те хуйхă-суйха пула нумай хавшама ĕлкĕрнĕ сывлăх саççим начарланса кайрĕ. Вĕçĕмсĕр Сергей аса килетчĕ. Ун иксĕлми ачашлăхĕпе çепĕçлĕхĕ чуна канăçсăрлантаратчĕç. Мĕн чухлĕ вăрçман пулĕ хама ун чухне вăтаннишĕн, унăн хĕрӳ туйăмсен капланăвне хам çумран сирсе тĕртсе янишĕн. Чавса çывăх та çыртма çук. Юратма пĕлмен çав çамрăк чухне, хам телейрен хам пăрăннă. «Сергей, юратнă çыннăм, мĕншĕн мана асаплантаратăн-ши, илсе кай мана хăвăн патна». Çук çав, эсĕ ачасене шеллетĕн ĕнтĕ. Вĕсене вĕрентсе çын тумалла-çке, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлармалла. Ачасем те ман пек, хĕн-асап ан курччĕр...
«Ылтăн» упăшкам вĕлеретĕп тесе хăратсан, пĕр каçхине çав ылханлă çуртран тартăмăр. Чи малтанах Нăрлат хулине хĕр чухнехи тантăш патне кайрăмăр. Пирĕн телее, Марье килтехчĕ. Мана чылайччен паллаймасăр нушаланчĕ. Куçсем çеç ман ĕлĕкхиллех, тет. Çук çав, вĕсенче те йăлтăракан пĕр хĕлхем те юлман, ытла та сӳрĕкленнĕ. Марьепе упăшки мана Нăрлатри пĕр завода ĕçе вырнаçма, хула хĕрринчи пĕчĕк йывăç çурта туянма пулăшрĕç. Тинех хаш сывласа ятăм. Çумра мана, ачасене хисеплекен юлташсем пулни пире пурăнма хавхалантарчĕ. Капитоновсем пирĕншĕн чи çывăх тăвансем пулса тăчĕç,
Халь пирĕн хула варринче хăтлă хваттер те пур. Урăх качча каймарăм, ун çинчен шутламан та. Хĕрачасем ӳссе çитĕнчĕç. Хĕрсенчен асли Чаллă хулине качча тухрĕ, кĕçĕнни шкул пĕтерсе çав хулари института вĕренме кĕчĕ. Пĕр енчен пысăк савăнăç та, тепĕр енчен уйри тăлăх хурăн пек эп каллех тăр-пĕччен. Кампа калаçса чуна йăпатас-ха ĕнтĕ ман. Хамăн пӳлĕмре çакăнса тăракан Сергейăн сăнӳкерчĕкĕпе вĕçĕмсĕр калаçатăп, унпа канашлатăп. Акă ĕнтĕ хальхинче те эпĕ ӳкерчĕк патне пырса тăратăп: «Юратнă упăшкам, ĕнтĕ хĕрсене çитĕнтертĕм, халь кашни хăйĕншĕн тăма, хăйне хӳтĕлеме пултарать. Сан патна пыма та вăхăт çитрĕ пуль, йышăнатăн-и хăвăн çумна?» «Ан васка-ха, ачасене хăр-тăлăх ан хăвар», — тенĕн туйăнать мана Сергей. Анчах пĕччен пурнăç пурнăç мар-çке...
Нина аппа калаçма чарăнса ассăн сывласа илчĕ. Манăн ăна мĕн те пулин каласа йăпатас килсе кайрĕ. Анчах та эп çак самантра ăнлантăм: «Ăна шеллеме кирлĕ мар, чăннипех те вăйлă çын çеç çакăн чухлĕ хĕн-асапа хуçăлмасăр чăтса ирттерме пултарнă. Ăна вара ĕмĕр тăршшĕпех Сергейĕн нихçан сӳнми юратăвĕ хавхалантарнă».