Хурăн
Пĕррехинче пахчана тухрăм та хурăн патне çывхартăм. Вăл темшĕн хурлăхлăччĕ. Сывлăх сунтăм ăна, анчах вăл нимĕн те чĕнмерĕ.
— Мĕн пулнă сана? — тĕлĕнтĕм эпĕ.
— Мана ачасем кӳрентереççĕ, — терĕ те мана хăй вырăнĕнче пулса курма сĕнчĕ.
— Апла тума май пур-и?
— Паллах, — килĕшрĕ вăл. — Эсĕ çак тĕмрен туртса пăх, вара самантрах хурăн пулса тăрăн. Эпĕ уçăлса çӳрем-ха.
Ăна-кăна нимĕн те шутламарăм, тĕмрен туртрăм та хурăн ăшне кĕрсе лартăм. Унччен те пулмарĕ, пĕр арçын ача мана туртса çапрĕ. Ыратнăран йынăшса ятăм.
— Ха-ха-ха, чеескер, мана уталасшăн. Хĕр ача пек кăшкăрать, — кулать арçын ача. Эпĕ сасăпах йĕретĕп: «Ан тив мана. Эпĕ санăн кӳршӳ Наташа».
Вăл мана сасăран палласа илчĕ те тĕлĕннипе: «Эсĕ унта епле кĕрсе ларнă? Хурăнĕ хăй ăçта?» — терĕ.
Пĕр кайăк килсе ларчĕ. «Уçăлса çӳренĕ чухне хурăнăн чунне тухатмăш вăрласа кайрĕ те çĕр айне вун икĕ çăрапа питĕрсе илчĕ, уççине вун икĕ алăк айне пытарса хучĕ. Ăна çăлас тесен пĕр алăкне ылтăн йĕппе тирмелле, вăл хăех уçăлса кайĕ. Ылтăн йĕп утă купи ăшĕнче. Санăн ăна тупас пулать. Ытти алăкне эсĕ тусусем пулăшнипе уçăн», — тесе ăнлантарчĕ.
Кӳршĕ ачи мана хурăн ăшĕнчен аран-аран туртса кăларчĕ, йĕп шырама кайма хушрĕ.
Каланă çĕре чупсах кайрăм. Такам йĕнине илтрĕм, чарăнма тиврĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, кăткă тус?
— Хир сысни пирĕн çурта аркатать.
Кăткăсене пулăшрăм. Хир сыснине хăваласа ятăм пулин те хăйне кӳрентермерĕм. Йĕкел татса çитертĕм. Вăл, хĕпĕртенĕскер, мана савăнсах тав турĕ.
Малалла чупрăм. Упа утара тустарать кăна. Çырла татса çитертĕм ăна, вĕлле хурчĕсене кӳрентерме памарăм. Ĕçчен хуртсем те тав турĕç мана.
Акă ту патне çитрĕм. Çывăхрах шăши чупса çӳрет. Тем пысăкăш утă капанĕ те юнашарах. Анчах манăн епле йĕп шыраса тупас? Ларатăп йĕрсе. Кăткăсем йăпăртатса çитрĕç те:
— Ан йĕр, ырă пике, эпир сана пулăшатпăр, — терĕç.
Часах йĕп тупса пачĕç. Пĕрремĕш алăкне çав йĕппе уçрăм. Нумайăшне уçма вĕлле хурчĕсем пулăшрĕç, юлашкисене упа хапăл пулчĕ. Хурăн чунне ирĕке кăларсанах тухатмăш сисиччен упа çине ларса пахчана çитрĕмĕр. Хурăн хăй вырăнне вырнаçрĕ, упа килнелле чупрĕ.
— Сана мĕнле тав тумаллине те пĕлместĕп, — тет хурăн.
— Мана тав тума кирлĕ мар. Эсĕ тĕрĕс-текел çитĕнни маншăн чи хаклă парне пулĕ. Яланах чипер пул, яштака ӳс, — ырă сунтăм ăна. — Малашне сана никам та кӳрентермĕ. Эпĕ санăн шанчăклă тусу пулăп.
Кӳршĕри ачасене хурăн епле нуша курни, туссем пулăшнипе ăна çăлма май килни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăм. Пĕрре хĕрхенсе, тепре тĕлĕнсе итлерĕç ман сăмаха вĕсем. Халĕ пахчари хурăна никам та хур кăтартмасть. Савăнса çитĕнет вăл. Кашни çуркуннепех папка çурса ем-ешĕл тум тăхăнать. Вĕçен кайăксем те юратаççĕ ăна. Юрă юрласа савăнтараççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...