Хурăн юрри
К. асăнса
Эпир иккĕн пĕр тĕпрен шăтса тухнă туратсен хуллисем пек пултăмăр. Пĕчиккĕ чух пĕр-пĕрне ытла та пит хавасчĕ эпир: пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнеттĕмĕр, çулçăсемпе çапкаланаттăмăр.
Кайран-кайран иксĕмĕр те пĕр-пĕринчен сирле пуçларăмăр: эс те ӳсен — ак аяккалла каян, эп те ӳсеп — тепĕр еннелле каяп; тепĕр енне каймасан та юрамасчĕ манăн — эс таран. Эпĕ пĕр шит сан еннелле тăсăлсан, эсĕ икĕ шит, пушшех аякка таран манран.
Çапах хамăр пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каламан эпир. Тата пăртак ӳссен, пирĕн иксĕмĕрĕн те туратсем тухрĕç; сан тураттусем ман туратсене перне пуçларĕç. Çил тухсан, час-часах пирĕн туратсем явăнсах каятчĕç. Ман çулçăсем сан çулçусемпе çыпçăнма пăхатчĕç, — анчах эсĕ вĕсене сире-сире яраттăн, ху пăрăнса: е тата, пĕр енчен кулă, хуçăлса каяс пек, манран таçта, хĕнпе, авăнса тараттăн.
Çил иртсе кайсан — каллех екки яраттăмăр. Тӳлек чухне, тен, — пĕлме çук, çил чухне те-и, — пит юрататтăн эс мана. Çапах ху пăрăнма тăрăшаттăн. Эпĕ те сисеттĕм ăна, çапах выляс, пурнас килетчĕ. Сунман-темĕн эпĕ эсĕ ман пантан каясса! Пĕлместĕп. Пит аван пекчĕ мана санпа.
Хам курап, сисеп, сивĕненех эсĕ манран, пăрнан. Ху ăна палăртас мар тетĕн пулсан та, — курнать! Каллех иксĕмĕр аяккалла сирĕлтĕмĕр. Эсĕ мана чĕнместĕн, эп сана пăхмастăп. Пачах иртрĕ пулас.
Сасартăк сан пантан лĕпĕш вĕçсе килет. Тӳрех ман çине. Хам куртăм, пĕлетĕп, эсĕ ăна янă; хаваслантăм. Каллах килĕшрĕмĕр пулас, тетĕп. Каллех тӳрлентĕмĕр. Анчах эсĕ те эпĕ çулçăмăра пĕр-пĕрне тивертме хăратпăр. Вăл вăхăт мар пуль халь, тетпĕр, ăсланнă, пуль, тетпĕр, пĕр-перинчен...
Пирĕнтен аякрах мар йӳç улмуççи ларатччĕ. Пăхап — манран вăрттăн (сисмест, тет пулас мана) йăшт тĕршĕнет кун патне. (Ĕнтĕ сана «эсĕ» теместĕп, — «вăл» теп: маншăн ют пултăн ĕнтĕ эсĕ.) Пырсах кайма хăяймасть, сăмах пĕçереть. Юрать. Пĕлмише переп. Ĕнтĕ хам та сивĕнтĕм унтан, малтан курса тăранмалла мар чипер тусран, юлташран.
Пăхап — пахча хуçи килеть. Тӳрех пирĕн патăмăра утать. Касрĕ те кайрĕ хай илемлĕ тусăма. Ху пĕлен сыпма, улмаллă пулма. Анчах инçе кайса сыпмаре, — çав йӳç улмуççиех кайса сыпрĕ. Хăйне каснăшăн кулянма мар, хавасланчĕ ман хитре юлташ. Ĕнтĕ иккĕмĕш сĕткенĕсем пĕрле çыпçăнчĕç. Пĕр йывăç пулчĕç. Нумай тăмĕç — чечек кăларĕç. Улмисемпе авăна-авăна кайĕ акă.
Ăçта кайрĕ ĕнтĕ ман выляни, юратни, пĕрле ӳсни, шанса пурăнни? Шухăшлап та — пачах ахалех пулнă-мĕн вăл. Пурпĕр эпир ĕмĕр пĕрле ларас çукчĕ. Хăçан та пулсан каясах пулатчĕ ун уйăрăлса. Йӳççине те çилленме май çук — пурпĕр хуçи хăçан та пулсан кайса сыпатчĕ манăн çамрăк кунхи юлташа.
Мĕн тума пĕтĕм шухăша ун çине янă-ши эпĕ? Юратнă-ши?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...