Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ирĕк çилПирĕн çулталăкĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томТантăшсемКĕмĕл кĕперПĕчĕк патшалăхЙытă тĕлĕкĕ

Çеçпĕл Мишшине


Çут çанталăк сана парнеленĕ

Вут сăмах, шĕл-кăварлă чĕре.

Çутине çех тем вăл шелленĕ,

Çамрăклах эсĕ кĕнĕ çĕре.

 

Сăввусем сар хĕвел пек хĕрӳ,

Ĕмĕрсен тăвăлне те тӳсеççĕ.

Апла эс пирĕнпех, ма тесессĕн

Вĕсенче – сан кăварлă чĕрӳ.

 

1969, чӳк.

Çыру


Час çырманшăн ан кӳрен.

Эсĕ асăмрах та,

Уй-хирте халь кунсерен

Эп çыру çыратăп.

 

Плугăм – ручка. Çĕр – тетрадь.

Çут хĕвел – сип шывĕ.

Кил курма. Тен, кин тăвать

Ылтăн хум çĕр-шывĕ?

 

Пуçтах ут пек пуç ухса

Пуплешсен сар пусă,

Çырăва хире тухса

Вулăн, савнă тусăм.

 

1969, юпа.

Ĕлĕкрен çапла


Кăткă – васкаса ĕçлетĕр.

Шăпчăк – юрă кĕвĕлетĕр.

Сар хĕвел çутаттăр. Йывăç ӳстĕр,

Çил тухсассăн вăл кĕрештĕр, тӳстĕр –

Çавăн пек саккунĕ çут тĕнчен.

Çавăн пек вăл пулнă ĕлĕкрен.

 

Çын тени ĕçре вăй хутăр,

Çĕр питне вăл сад пек тутăр,

Пурнăçа, хăй çĕр-шывне юраттăр.

Тапăнсан тăшман – çапса аркаттăр.

Çавăн пек калатчĕ асатте.

Ваттисен сăмахĕ – пирĕнте.

Ĕмĕр çамрăк юлаççĕ


Маншăн халь вĕсем чĕрĕ пулсан

Асатте е атте пулмаллаччĕ.

Урампа иртнĕ чух пуç тайса

Вĕсене манăн çул памаллаччĕ.

 

Анчах çук халь вĕсем… Пулас çук…

Йĕрсем çеç хăйсем хыççăн хăварнă.

Тен, пĕр паттăр пуçне хунă чух

Ун ĕçне вĕçлеме эп çуралнă?

 

Кĕрхи çимĕç пулса татăлаççĕ

Ман çулсем. Чĕрĕк ĕмĕр хыçра.

Ачаран эп тытатăп асра,

Вилнисем ĕмĕр çамрăк юлаççĕ!

Эс пĕлмерĕн


Эс тухмарăн ăна ăсатма,

Катаран, кантăкран пăхса юлтăн.

Çул çине ыр сунса савни мар,

Алă сулчĕ уйри пĕччен хурăн.

 

Вăл шанать пуль çаплах манмасса,

Сан чунна тепĕр яш куç ӳкерчĕ...

Шурă хурăн кăна хумханса

Çул çине кунĕн-çĕрĕн тинкерчĕ.

 

Эс тухмарăн ăна ăсатма,

Каялла килессе те кĕтмерĕн.

Пĕлеймерĕн иккен юратма,

Хурăн евĕр кĕтме пĕлеймерĕн.

Пурнăç тинĕсĕ


Тăвăл тӳснĕ тĕссĕр тинĕс

Кантаратчĕ шăм-шакне.

Ун ытамĕнчи пĕр кимĕ

Çухатсаччĕ хăй çулне.

 

Парăса карăнтармалăх

Çил илменччĕ сывласа.

Анаслатчĕ нӳр çанталăк.

Ку вăл – тăвăл тухасса!

 

Çĕлен пуçлă сăр гагара,

Урмăш сасăллă чарлан.

Чĕмсĕр чулсенчен кăкарнăн

Пытанатчĕç хăвăла.

 

Çулран çĕтнĕ кимĕ çийĕн

Нӳрĕ сывлăша çурса

Вĕçнĕ тăвăл хыпарçийĕ,

Кĕтнĕ тинĕс урасса.

 

Шурă парăс карăнсассăн

Хĕрелен тухăçалла,

Çурла уйăхăн шусассăн

Çил кăтартнă çулпала,

 

Тăвăл çитнĕ, çил çĕкленĕ

Шурă-шурă капансем.

Чуллă çыр ванса тĕпреннĕ,

Путнă халсăр кайăксем.

 

Тăвăл хыпарçи çеç виçнĕ

Ик çунатăн чĕр вăйне.

Тӳпене çĕмренĕн вĕçнĕ,

Чул пек аннă хум çине.

 

Тинĕс чашкăрнă та йӳçнĕ

Çĕпрепе çĕнетнĕ пек.

Кимĕ парăнман, шав ишнĕ

Ишнĕ хăйĕн çулĕпех.

 

Тинĕсе паян пăхсассăн

Савăнмасăр чăтма çук.

Малалла

Тăван килте


Хуларан эп яла таврăнатăп,

Сывă-и, çунат сарнă йăвам!

Куç тулли илемпе савăнатăп,

Аннеме те çитсе ыталам.

 

Пит çинче йăлтăртатрĕ куççулĕ,

Яланхи пек пуçлать хыпăнма.

Сар сĕтелĕ çинче мĕн çук пулĕ,

Шур кулач, çăмарта, çу-хăйма…

 

Ĕмĕте ун чухласчĕ, сисесчĕ,

Кирлĕ мар мана чей пĕрчĕлли,

Шур кулачă вырне ман çиесчĕ

Уйранпа хура çăкăр чĕлли!

 

22.07.1968.

Сĕрме купăсçине


Сĕрме купăсçине –

Пысăк тав.

Çемĕ çырнă çынне –

Пин-пин тав.

Купăс тунă çынна –

Ĕмĕр-ĕмĕр мухтав!

Çуллахи ир


Сенкер тӳпене çут вучахăн

Сап-сар чăмăркка улăхать.

Шевле-аллипе хăй ачашшăн

Кӳлле сиплĕ кĕмĕл сапать.

 

Вăрманĕ, çаранĕ, уй-хирĕ

Сип-симĕс тумне типĕтет…

Каллех çутă кунăн пĕр ирĕ

Килсе кăшт кулать те – иртет.

Уйăм-хирĕм сарлака


Нӳрĕленчĕ типĕ сывлăш,

Кĕç ак çумăр та çăвать.

Ман пуç çийĕн çумăр шывĕ

Шурă пĕлĕтĕн шăвать.

 

- Çул çӳревçĕ, çумăр шывĕ,

Каласамччĕ – ман пĕлес –

Сарлака тăван çĕр-шывăм,

Ăçтисем пулатăн эс?

 

- Итлесем, ман килĕм – Атăл.

Çил – атте. Анне – хĕвел.

Пиччесем вара тăваттăн,

Пурте тĕрĕс те тĕкел.

 

Ячĕсем те пит хăватлă,

Тинĕс, Кӳлĕ, Океан…

- Эй, тăхта. Вĕсем тăваттăн.

Теприне ăçта хуран?

 

- Каçарсам, пытартăм пулĕ

Эс курман тăванăма.

Юлашки – Этем куççулĕ –

Никама та кирлĕ мар.

 

Ĕлĕкрех ăна юхтарнă

Шыв пекех ахаль ĕçчен.

Макăрса чунне пусарнă

Тарăху кӳтсе çитсен.

 

Самани халь сирĕн çĕнĕ,

Тулăх пурнăç, çĕн саккун.

Уншăн çапăçнă та йĕнĕ,

Çиттĕр тенĕ çакă кун.

 

Сывă юл. Каçар. Васкатăп.

Ав атте килет пулас.

Уйăм-хирĕм сарлака та,

Çав-çавах çитсе курас.

 

– Усалпа пире ан асăн,

Çит, эппин, çитес çĕре!

Ӳлĕмрен, çула тухсассăн,

Хăнана кĕрсе çӳре.

■ Страницăсем: 1... 768 769 770 771 772 773 774 775 776 ... 794