Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеСинкерАкăшсем таврăнаççĕАндрей ПеттокиИлле ТăхтиҪул пуҫламӑшӗТаркăн

Лаша


Лапара, çул айккинче

Симĕс курăклăх çинче

Ман лашам мана кĕтет,

Чăтăмсăррăн кĕçенет.

 

Сиксе ларăп ун çине,

Ярса тытăп çилхине:

— Хăвăртрах, лашам, вĕçтер!

Кукамай патне çитер!

 

Кукамайăм ман — Çинкка

Ман валли мăн карçинкка

Хатĕрленĕ пан улми —

Çийĕп ярăп ним юлми.

 

Кулачсем — кăмакинче.

Пӳремеч — сĕтел çинче.

Пулнă кукăлĕ ăнса —

Хăналанăп саванса,

 

Лашана та эп хăналăп,

— Малалла! — тесе çеç калăп:

Килĕп вĕçтерсе калла,

Кучченеç тытса алла.

 

Эп хăналăп туссене,

Кукăльсем сĕне-сĕне.

Пит аван — лаша ман пур,

Вĕçтерсе çӳрет маттур!

Пурнăç пĕрре çеç


Анна Васильевна çывăракан шăллĕ çине темччен пăхса ларчĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ çав çынна: ниепле те манаймасть ашшĕсĕр ӱснĕ хур пурнăçа. Тепĕр чухне аса илет те Иван хĕрĕнкĕ пуçĕпе ачалăхри кӳренӳсене, каять тĕрĕслĕх шырама. Паян та акă вăл ватă учительницăна хăратса пĕтернĕ. Старикки, ним тума аптраса, Анна Василевнăсен килне пырсах тархасларĕ: «Илсе кай-ха шăллуна пирĕн патран. Вăл сана итлет. Ниепле те лăпланмасть вĕт, арăмăн юн пусăмĕ те хăпарса кайрĕ», — терĕ.

Ват çынсен пӱртне кĕрсенех хĕрарăм шăллĕне курчĕ: лешĕ куççуль витĕр чышкипе сĕтеле çапса ĕлĕк хăйне вĕрентнĕ учительницăна вăрçать. «Иван, эсĕ мĕн хăтланатăн?» - хыттăн каларĕ Анна Васильевна ун еннелле. Аппăшĕн сассине илтсен, Иван шăпланчĕ. Шывлă куçĕсемпе ун çине йывăррăн пăхса илчĕ те пӱртрен тухса утрĕ. Тăван тăванах çав. Хĕрарăм урамра ăна хăваласа çитрĕ те килне илсе кайрĕ.

Çапла, çăмăлах пулман пуль çав Ивана. Час-часах вăл аппăшĕ патне пырса хăйĕн кӳренĕвĕсене каласа паратчĕ. Анукпа Иванăн амăшĕсем — пĕртăвансем, иккĕшĕн те пĕршер ача çеç. Пӳрчĕсем те вĕсен ик кил урлă.

«Анук, мĕншĕн манран вĕлтрен ăшĕнче тупнăскер, тесе кулаççĕ?» — ĕсĕклесе ыйтрĕ пĕррехинче ултă çулхи Иван урамран кĕрсен. Ним калама та пĕлмерĕ аппăшĕ ăна ун чухне. Кăштах çитĕнсен, шăллĕ хăех ăнкарчĕ пурне те, анчах çакă чун ыратăвне вăйлатрĕ çеç.

Малалла

Тетте


Амăш пӳрте кĕнĕ-кĕмен:

«Уляна, Анюк, салам!

Иксĕре пĕрер парне,

Акă мăшăр пукане.

Атьăр-ха тумлантарас,

Питĕ хитре, чăвашла,

Савăннипе чăтаймасăр

Юр юрласа ярасла.

Касатпăр та çĕлетпĕр,

Шăрçаласа тĕрлетпĕр.

Ухтиярне шур шĕлепке

Тăхăнтарни килĕшет,

Селимене — кĕмĕл тухья,

Шӳлкеме, саппун, тевет.

Шукăль, капăр пултăр тесен

Тăрмашса ларма тивет», —

Терĕ савнă хĕрĕсене

Ыталаса чуптуса.

«Куç хăрать те, ал тăвать» —

Йăпăр-япăр ĕç пырать. —

Пуканисене вара

Çăпата-ши, атă-ши

Тăхăнтарсан лайăх-ши?

— Çăпатине ăна, хĕрĕм,

Ĕçе кайма сырнă тет,

Уявсенче тапăртатма

Сăран атă пулнă тет.

— Аттене, килнĕ-килмен,

Хамăр çума лартатпăр,

Тăхăнтарса тумлантарсан

Пурте пĕрле карталанса

Вăйă юрри юрлатпăр.

Ҫамрӑк хурӑн


Шурă хурăн, çамрăк хурăн,

Мĕншĕн эсĕ ешерместĕн?

Çут куççуль тăкатăн хурлăн,

Çур кунне савма пĕлместĕн?

— Ирхи шуçăм, каçхи шуçăм

Çутипе халь савăнмастăп:

Усăнайрĕ çамрăк пуçăм,

Кăтра çулçă кăлараймăп;

Пĕр чĕресĕре илĕртрĕ

Ман сĕткенĕн ыр шерпечĕ —

Вăл мана касса амантрĕ,

Çавăнпа йĕреп пĕчченçĕ.

Кӗт кӗтес


Кĕт кĕтес!

Тăват кĕтес

Пирĕн çĕнĕ пурара.

Кĕт кĕтес!

Пĕрер кĕтес

Йышăнтăмăр хамăра.

Варринче —

Петюк пĕччен.

Унăн çук иккен кĕтес.

Кĕт кĕтес!

Вăйă пуçланать каллех.

Кĕт кĕтес!

Тăват кĕтес...

Хăвăрт пул эс, йышăн эс

Тăват кĕтесрен пĕр кĕтес.

Ваҫанка


Выльăх-чĕрлĕх çурт тулли,

Ик анкарти тырпуллă

Ăçта çӳресессĕн те,

Пулас çук вăл çын кулли.

Ун акнă та, çапнă та, —

Тавра ялтан пур çынтан

Вăл пуян та, чаплă та.

 

Тем чул укçи банкăра

Ӳссе выртать хăй тĕллĕн…

Епле халĕ Ваçанка

Пуйса кайнă вăл тĕрлĕн?

Хăш-хăш улпут çĕрĕсем те

Ун кĕсйине кĕреççĕ.

 

Хăшĕ, ăна йăлăнса.

Куççульпелех йĕреççĕ.

Хĕрĕх-аллă çухрăмран

Чул турттарса çурт тăвать,

Ăçтан кăна тухать пуль

Ун çав тĕрлĕ вăй-хăват?

 

Çил арманĕ çилпеле,

Шыв арманĕ шывпала

Çĕрĕн-кунĕн кĕрлеççĕ

Уншăн мĕнпур вăйпала;

Ваçанкашăн çын çеç мар,

Çилпе шыв та ĕçлеççĕ.

 

Çавăнпа та çав ăна

Пурте лайăх пĕлеççĕ.

Пур енчен те ырлăхсем

Шыв пек юхса килеççĕ,

Улпутсем те хăш чухне

Унтан кивçен илеççĕ.

 

Питĕ хытă «пулăшать»

Аптăранă çынсене —

Сĕлĕх пекех сăхать вăл

Чухăнсенĕн кансене.

Ĕçет хырăм кӳпиччен

Малалла

Вӗсем пӗлеҫҫӗ


Тимирязев ячĕпе хисепленсе тăракан ялхуçалăх академинчен вĕренсе тухнă Петров колхоза таврăннă.

— Халĕ çеç пĕчĕкçĕччĕ, урамра чупса çӳретчĕ, ялти шкула вĕренме чупатчĕ. Ял хуçалăхĕн пысăк специалисчĕ пулса таврăнчĕ халь, — тесе калаçнă колхоз правленинчисем.

— Пирĕн ферма выльăхĕсене пăхма вĕренсе юласчĕ. Ĕне фермине пыма чĕнер. Каласа патăр пире мĕнле пăхсан ĕнесене сĕт хуштарма пулать. Ав, выставкăра пĕр ĕнерен талăкра 69 литр çурă сĕт суса илеççĕ, тет, — калаçнă дояркăсем.

— Пирĕн ферма сыснисене пăхма вĕренсе юласчĕ.. Ав, Мускаври выставкăра пĕр ăратлă сысна 26 пăт туртать, тет. Вот сысна-тăк сысна! — калаçнă свинаркăсем.

Петров ĕне фермине курма пычĕ. Фермăна кĕрсенех чарăнса тăчĕ. Пĕр хура ĕнене купарчинчен çапса илчĕ — тусан тухрĕ. Тепĕр ĕнене шыв парса пăхрĕ — ĕни шыва ĕçсе ячĕ, аллинчи туйипе ĕнесем выртнă çĕрте хытса выртакан тислĕке тĕртсе илчĕ те, ĕнесене мĕнле пăхмалли çинчен питĕ кĕскен каласа пама тытăнчĕ:

— Ĕнесене апат лайăх памалла, вĕсене вăхăтра çитерсе вăхăтра шăвармалла, таса тытмалла, — тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне.

Çакна илтнĕ хыççăн Петровăн авторитечĕ пĕтсе ларчĕ. Дояркăсем çапла пăшăлтатса илчĕç:

Малалла

«Кашни каҫах — кайма пуҫтарӑнни...»


Кашни каçах — кайма пуçтарăнни.

Тĕлĕксенче — чĕлтĕртетес пек сывлăш,

Çĕр çырлисем чалт пĕрхĕнес пек шывлă.

Çак тĕнчене савмасăр — кайрăн-и?

 

Кашни каçах — кайма пуçтарăнни.

Улах — кулах! — чунсем вылянă улăх.

Ку тăрăхсем тулли турат пек тулăх.

Сыпса пăхман çĕткен пек — савăнни.

 

Кашни каçах — кайма пуçтарăнни.

Тĕшне пĕлмен сар мăйăр ăшĕ!

Ку тăрăхра мăн тинĕссем те ăшăх,

Мĕн тарăнни — куç — авăр — тарăнни.

 

Çак таврана савсах — каятăн-им?

Ик тĕнчере пĕр-пĕчченех çӳретĕп.

Кĕрхи каçсен куçа çиен йӳçекĕ —

Эп икĕ тĕнчере тăр пĕчченни...

«Мӗн каласси куҫра пулнишӗн...»


Мĕн каласси куçра пулнишĕн

Ӳпкевĕм çук — ан айăпла.

Каçар пĕр туйăмсăр кулнишĕн,

Хăш чух ман кăмăлăм çапла.

 

Куратăн-и, вылянчĕ сывлăш?

Туятăн-и, чĕтрет шăлан?

Çу каçипе кивелнĕ сырăш

Кĕç кайăк сассипе тулать.

 

Кĕр шăршине туятăп мар-и...

Çил çулçă вăййинче асать.

Кунта — сип-симĕс те сап-сарă,

Кунта халь — кăткăс та ансат...

Мечӗк


Тăппи-таппи-тап-тап!

Хытăрах мана эс çап!

Çавăрса çĕре пăрах! —

Пулăп эп хаваслăрах.

 

Тăппи-таппи-тап-тап!

Меллĕрех мана эс çап!

Хĕнесен те эс мана,

Кӳренместĕп эп сана.

 

Тăппи-таппи-тап-тап!

Эп сикмешкĕн юратап.

Эх, çитесчĕ пĕлĕте!

Пурнăçласчĕ ĕмĕте!..

Тăппи-таппи-тап-тап!

Тыт мана!

Атту тарап!..

■ Страницăсем: 1... 72 73 74 75 76 77 78 79 80 ... 796