Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату йĕтесĕКушкă ачиКатӑлнӑ уйӑхÇăлтăрчăксемАкăшсем таврăнаççĕКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеПĕчĕк патшалăх

Сайккапа Суйкка


Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!

Сикрĕ, сикрĕ, сикрĕ Сайкка.

Йĕчĕ, йĕчĕ, йĕчĕ Суйкка:

— Ай! Сикет кĕпер çине,

Тарĕ кĕç вăрман хыçне!..

 

Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!

— Эпĕ сан теттӳ-çке, Суйкка, —

Тет ăна мулкачĕ Сайкка, —

Сикмĕп эп кĕпер çине,

Тармăп эп вăрман хыçне.

 

Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!

Сикрĕ, сикрĕ, сикрĕ Сайкка —

Ыр сăмах итлет, ав, Суйкка:

— Пулăп эп ялан санпа,

Эп санпа — хавас сăнпа!

 

Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!

Санпала пĕрле сикетпĕр,

Юханшыв патне çитетпĕр,

Сикĕпĕр кĕпер çине,

Тарăпăр вăрман хыçне!

 

Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!

Сикрĕ Сайкка, сикрĕ Суйкка,

Сикрĕç, сикрĕç, сикрĕç çуйкăн!

Сикĕç, ак, кĕпер çине,

Тарĕç сĕм вăрман хыçне.

 

Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!

Çитрĕç, ак, кĕпер патне,

Ситрĕç, ак, вăрман патне...

Сикĕç кеç кĕпер хыçне,

Сикĕç, ак, вăрман хыçне...

 

Йăкăлт-якăлт! Йăкăлт-якăлт!

Малалла... Аннесĕр шиклĕ...

Малалла

Кӗске доклад


Чăваш АССР Халах Комиссарĕсен Совечĕпе ВКП(б) обком бюровĕ «Кил вырăнĕсенче сад ĕрчетесси çинчен» йышăннă постановление хăшпĕр колхозсем тĕплĕн сӳтсе явман, кăшт-кашт калаçкаланипех ирттерсе янă. (Çырусенчен.)

Доклад тăвакан çын ӳсĕрсе илчĕ те калама тытăнчĕ:

— Ĕнтĕ çапла, юлташсем! Эпĕ пит кĕске каласа парап.

— Кĕске аван ĕнтĕ. Ытлашши вăрăм тăсса калани итлеме йăлăхтарать,— терĕ тахăшĕ хыçалта ларакансенчен.

— Эпĕ сире партипе правительство «...кил вырăнĕсенче сад ĕрчетесси çинчен» йышăннă постановление пурнăçлас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлемеллине каласа парасшăн,— тесе пуçласа ячĕ вăл. — Вăл постановлени тăрăх кашни хуçалăхăн хăйĕн кил вырăнĕнче 15–20 тĕп йывăç лартса ӳстермелле, кун çинчен эсир ĕнер итленĕ радиопередачăран пĕлетĕр, ун çинчен каламăп. Революци хыççăн симĕс йывăçсем лартнă çĕр талккăшĕ мĕн чул ӳсни çинчен те эпĕ каламăп, — ăна эсир хăвăрпа юнашар ларакан «Шурăмпуç» колхозăн пысăк садĕнченех курса тăратăр. Садсем тупăш кӳни çинчен те каламăп. Ăна эсир Упрам колхозникăн панулми сачĕпе Вăрăм Павăлăн çырла сачĕ пĕлтĕрхи çул мĕн чухлĕ тупăш панинченех пĕлсе тăратăр. Партипе правительство сад ĕрчетекен колхозниксене пулăшу парассине те ĕнерхи радиопередачăран пĕлтĕр — ун çинчен те каламăп. Çимĕç йывăççине чи паха сортлисене суйласа лартма кирли çинчен те каламăп. Мичурин сорчĕсем, анис улмасем çиме пит тутлине пĕчĕк ачасемех аван пĕлсе тăраççĕ. Сад ĕрчетес ĕçе ертсе пыма ăста садоводсем хатĕрлеме кирли çинчен те каламăп.

Малалла

Самана таппи


Тĕрĕслĕх кăвайчĕ чунра сӳнмесен,

Хăюллăн утма мехел çитерсен,

Вăй-хална кура пурнăçа çĕнетсен, —

Сана валли яр уçă çĕн самана таппи.

 

Ырăпа усала уйăрма вĕренсен,

Хытса ларнă чуна сăмахпа çемçетсен,

Хăюлăх тени ултава çĕнтерсен, —

Сан аллунта, ентешĕм, çĕн самана таппи.

 

Эхер пĕри те тепри саккăрла çаптарсан,

Е тата ыр çынна пĕтерме хăтлансан,

Сăмах вăйĕ ӳкнине çĕкленме пулăшсан, —

Тайма пуçăм сана, çĕн самана таппи!

Капӑр тум халь тӑхӑнатпӑр


Тĕслĕх кăтартсам, куян,

Курăнар паян пуян,

Тăхăн капăр кĕпеме

Уявра халь çӳреме.

 

Тĕлĕнĕ атте-анне

Курсанах хĕр-куянне:

— Пирĕн килте пур иккен

Пит хитре куян-пике!

 

Ун валли принц тупмалла,

Лавккана васкамалла!..

Атте куян-принц туянĕ,

Савăнĕ пике-куянĕ.

 

Тяппипе принц пуçран шăлĕ —

Тăхăнтарĕ пуç кăшăлĕ:

— Эс — çураçнă хĕрĕм, — тейĕ,

Хĕр-куянăм хĕпĕртейĕ.

 

Куян туйĕ чаплă кĕрлĕ,

Пит нумай куян-тус вĕрлĕ —

Пăхĕç ман куян çине.

Сăнĕç мана — хуçине.

«Ҫӗр ҫаврӑнни те куҫа курӑнать...»


Çĕр çаврăнни те куçа курăнать.

Эс пăхнине ахалех халь сисетĕп.

Мĕншĕн эс, мĕншĕн пăрахрăн ăна —

Ӳкнĕ çеçке сив çилпе вĕлтĕртетĕ.

 

Вăйсăр эп: чи савакан сăмаха

Мантăм-шим — тек пĕр сăмах каланмарĕ.

Уйăх паян çаврака-çаврака,

Сывлăш халь-халь шĕвелсе кăвакарĕ.

 

Çав кӳлĕри мăшăр акăш туйне

Курнă-и эс е курмасăр та туйнă?

Тен, ку юмах, тухату? Тĕлĕнех.

Кĕçĕр мана çутçанталăк та суйнă.

«Ҫакнашкал пӑхиччен, куҫна тарт айккине...»


Çакнашкал пăхиччен, куçна тарт айккине,

Çакнашкал ман çине урăххи те пăхать.

Шăннă тĕм йынăшать пĕшкĕне-пĕшкĕне,

Хум хума йыхăрать леш енчи улаха.

 

Шăппăн çеç çаврăнам та ларам çурăмпа,

Сăмахна парнелем туйăмсен ирĕкне.

Чул çыран калаçать пăшăлти сасăпа,

Шур чарлан — шухăш пек — вĕçтерет шур тĕкне.

 

Асăрха, асăрха, çавă шурă чарлан

Манни пек туйăмпах сывлăша юратать...

Ăнланман туйăма ăнланса ан чăрман,

Йышăнатăп: пĕрех çав чарлан та хăлат...

 

Тунсăхпа пурăнса йăлăхмарăн-и эс?

Йăлăхтартăм пулсан — ăссăрла йăл кулар.

Ку чăнах та ытла тухатуллă кĕтес,

Ку чăнах та, ĕнен, ăрăмланă хула.

Ҫӑлӑнса юлчӗ


Амăшĕ сурăх çăмне каснине курсан, пулăран таврăннă ывăлĕ тарăхса каять.

— Вăл сурăха атте пусасшăнччĕ. Ма çăмне илетĕн, анне?

— Аçу пусас тенĕрен çăмне илсе юлас терĕм те, — тет амăшĕ ним иккĕленмесĕр.

— Мана пулă тирĕнчен тунă кĕрĕк кирлĕ мар, — тарăхса каять ывăлĕ.

— Ара, кам сана пулă тирĕнчен кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтартасшăн?

— Эсĕ! Çăмне каснă сурăх тирĕнчен тунă кĕрĕк ăшă тытмасть. Ун пек ăшă тытман кĕрĕк пулă тирĕнчен те çĕлетме пулать.

— Ку сурăх тирне аçу заготовительсене парасшăнччĕ. Хамăра кăçаллăха кирлĕ мар вĕт.

— Кĕрĕк пире кăна мар кирлĕ, Хĕрлĕ Çар çыннисене те, граждан ĕçне тăвакансене те, чугун çул çинче ĕçлекенсене те, хуралçăсене те кирлĕ. Çăмне илсе янă сурăх тирĕнчен çĕлетнĕ кĕрĕкпе вĕсем те, пирĕн пекех, шăнаççĕ.

— Апла пулĕ те, государство ăна-кăна пăхакан марччĕ-çке, илекенччĕ,— тет амăшĕ иккĕленме тытăнса.

— Малашне илмеççĕ. Вăрăм çăмлă тирсенчен государство кĕрексем çĕлесе парать.

Амăшĕ вара çăмне иртме çыхса пăрахнă сурăха ирĕке ярать. Халĕ вăл сурăха такам та кĕтӳре палласа илме пултарать, — унăн çăмне ал лаппи чухлĕ илсе янă, ытти çăмне илеймен.

Арçын телейĕ…


(философиллĕ-юптаруллă ирĕклĕ сăвă)

 

Кам вăл – арçын? Кам эсĕ – чăваш арĕ?

Пĕлсех Чăваш Юманĕпе танлаштараççĕ-ши сана?

Çулсем вĕçсе пыруçăн ĕмĕрлĕх кĕрлевĕ,

Иртни тата пуласлăх пăлхантараççĕ-ши чунна?

 

Туссем, пуçа ватар пĕрле: арçын телейĕ…

Мĕнре вăл? Мĕнех телей кӳме пултарĕ арçынна?

Хăçан телейпеле çиçет ун пичĕ-куçĕ?

Хăçан вăл хатĕр çавăрмашкăн тепĕр май Çĕр чăмăрне?

 

Пĕлеп, аслăраххи-ăслăраххи, ак, калĕ:

-Арçын телейĕ – вăрçă çуккинче. Çак тăнăç пурнăçра

Вăрçă кĕрлевĕ мар, ача-пăча шăв-шавĕ

Тата юратнă мăшăр хуçаланччăр сирĕн çуртăрта...

 

Мĕнре е, тен, камра чăн-чăн арçын телейĕ?

Хăçан халь-халь сиксе тухассăн тапать унăн чĕри?

Укçа? Футбол? Сăра? Карьера? Тутлă шашлăк?..

Тен, çĕн машина туянсан? Тĕслĕрен, «Феррари Энцо»?..

 

Теле-е-ей… Куç умĕнче вара — Чăваш Юманĕ…

Чунра – аваллăхран, йăх-тымартан тапса тăран хăват.

Арçын, тен, ывăнмасăр тырă актăр, утă

çултăр, вутă çуртăр? Килес ăру валли çул хывтăр?..

Малалла

Ан манăр каçару ыйтма!


Ытла кĕске-çке пирĕн пурнăç çулĕ,

Ытла та кăткăс çыннăн пурнăç мешехи.

Анчах пепке… Тек асăмра çеç юлĕ

Пулни-иртни… Эх, кăткăс пурăнăç çăмхи…

 

Пурăннă чух кăна, ăнлан, май килĕ

Ыйтмашкăн каçару. Кӳренĕве манма,

Йăнăшсене курма та вăхăт пулĕ.

Ан хăрăр, васкăр каçарма, ырă сунма…

 

Кирлех, кирлех пире атте-аннемĕр пилĕ

Килес ăру валли çĕнĕ çул-йĕр хывма.

Вĕсем кунта чухне манатпăр пулĕ

Кăштах пĕрле пулма, хисеп тума, пăхма.

 

Кайран, тем пек ыйтсан та, шăплăх пулĕ…

Никам та юлмĕ, пулмĕ каçару ыйтма.

Пурăннă чух кăна… синкерлĕх çулĕ

Çук та тейĕн… Ан манăр каçару ыйтма…

 

Хушса юрламалли:

Çынна усал ан сунăр, тусăмсем!

Усал ан тăвăр пĕр-пĕрне, ыр çыннăмсем!

Çут тĕнчене этем тени килет пĕрре,

Пурăнмалла… Каçармалла… Пулар пĕрле…

Çынна усал ан сунăр, тусăмсем!..

Эп — хаваслӑ попугай


Эп — хаваслă попугай,

Калаçатăп эп пĕрмай.

Юрататăп çу кунне,

Çу çĕклет чĕрчун чунне.

Тириль-тириль-тири-ли!

 

Эп — хаваслă попугай,

Калаçсам манпа пĕрмай.

Пулăшсам мана ялан,

Савăнса юрлам ян-ян!

Тириль-тириль-тири-ли!

 

Эп — хаваслă попугай,

Эс манран тарса ан кай!

Эс манпа калаç-юрла!

Чунра пулĕ çут çулла!

Тириль-тириль-тири-ли!

■ Страницăсем: 1... 73 74 75 76 77 78 79 80 81 ... 796