Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Ĕнтрĕк тĕс хула çине
Каçхине çапать.
Суту-илӳ вĕçленсе
Пасар саланать.
Кашни сутуçă васкавлăн
Укçа-тенкине шутлать,
Алăк питĕркĕчне меллĕн
Çăраççипе пăталать.
Кӳршĕри трактир хуçи
Йыхăрать çак халăха,
Эрехĕ-сăри туллии
Сирĕлтерме тунсăха.
Ӳсĕрĕлнĕ купсасем
Пуçăнаççĕ мухтанма,
Çул çинчи йывăрлăхсем
Кирлех çук халь асăнма.
Çавăн евĕр шухăшпа
Сар Иван çула тухать,
Пуçне кайнă самаях
Куçĕ мăч-мач çеç пăхать.
Аса ил-ха Сар Иван
Çамрăк арăм сăмахне:
Тепре ĕçсе таврăнсан
Манăç килĕ пурине.
Ĕçсĕр-хĕлсĕр пасарта
Çӳретĕн çапкаланса,
Сутса янă арманта
Пур-и, çук-и тĕш тырра.
Тимĕрçĕпе икĕ каç
Эсĕ ларнă трактирта.
Сана качча тухнă чух
Куçсем пулнă-ши ăçта?
Чиркĕве мĕнле питпе
Эс хăятăн-ши кĕме?
Намăсна, тен, çухатнă
Те пулман та чĕрӳнте.
Малалла
Çурхи ăшă каçĕ питĕ тĕттĕм, суккăр.
Пĕлĕтсем шăваççĕ, çăлтăрсем те çуккă.
Лăпсăр, çĕтĕк пĕлĕт тек юхать васкавлă.
Кам-ха, кам-ха пĕлĕ, ăçталла васкать вăл?
— Каласамччĕ, пĕлĕт, каласам йăвашшăн, —
Юхан çулăн тĕлĕ паллă-и-ха саншăн?
Тăвансем, ах, итлĕр: пĕлет сас памарĕ, —
Пĕлĕт хурлăх питлĕ, çуккă ун çăварĕ.
Тăвансем, ах, итлĕр: пĕлĕт пек ан пулăр,
Шыври пулă пулăр, шывра выльăр-кулăр.
Çакă çамрăк вăхăт, асăрсенче тытăр,
Иртсе кайĕ хăвăрт, юхса кайĕ хытă.
Юрлăр, выльăр-кулăр, пурнăç юхĕ хытă.
Эсĕр — шыври пулă, ватăлсассăн ыйтăр:
— Пĕтрĕ пурнăç çулĕ... Тек вылянă-кулнă...
Çамрăк вăйăн çăвĕ мĕн уссийĕ тунă?!.
Хурланайса калăр: — Вăйă-кулă çĕттĕр!
Пулăр ĕçшĕн паллă, ишĕр пурнăç витĕр!..
Апла пулсан пирĕн мăлатук пуласчĕ.
Пурнăç — вăхăт ирĕ, тек ăна юсасчĕ.
«Научись говорить «нет». Быть приятным во всех отношениях — тяжёлый труд. Он не каждому по плечу...» (из книги по психологии)
Пĕртте сăвап пулмаç ман пеккине,
Мĕн чуль çынна «Çук!» — терĕм эпĕ,
Кĕртес темерĕм хамăн тĕнчеме.
Ман пулăшас килмерĕ, тимлемерĕм
йĕри-тавра пурнăç мĕнле —
мана ним чухлĕ те тивмерĕ.
Çынпа сăмах тупма пĕлмесĕр,
Мĕн чуль çынна «Çук!» — терĕм эпĕ,
Памашкăн та пĕлмерĕм-çке... илме те.
Мана çăтмах кĕтмеç леш тĕнчере.
Кунта... мĕскер хăварăп çын çинче —
Ӳпкелешӳ, сив кулă е шеллев?
«Ан кил, кĕтместĕп урăх», — терĕн,
шӳтле-мĕнле-и çурмалла,
пĕрне-пĕри савман та, тейĕн, —
мĕн-ма-ха санăн кулмалла?
Е юриех чунна хытартăн,
Йĕрес килсен те пытарса,
вĕлт, çаврăнса кĕçех çухалтăн, —
тата телейсĕр кун çуках.
Кам ăшăтать чун сивĕнсессĕн?
Епле кĕтсессĕн те ахаль...
Салху çилсем вĕрсе иртеççĕ,
хĕлле хĕвелĕ те аял.
Эсир Аптраманкасра пулса курнă-и? Курман-тăк — калам: ку чухнехи район центрĕ вăл. Сăнасарах пăхсан, хуланах аса илтерет. Йывăç пӳртсем те, темиçе хутлă чул çуртсем те пур, пысăк мар заводсен мăрйисем те тӳпенелле кармашаççĕ. Халăхĕ те хулари пекех хитре тумлă. Сăн-питрен те хурлама çук... Анчах алăри пӳрнесем пĕр пек мар çав... Çакна эпĕ хăна çуртне çитсе кĕрсенех туйрăм. Унта мана кăтра çӳçлĕ, тутине писевпе хĕретнĕ çамрăк хĕрарăм кĕтсе илчĕ.
— Вырăн çук, — терĕ вăл кĕскен, мана санавлăн тĕсесе.
— Епле-ха апла? — тĕлĕнтĕм эпĕ. — Ĕçпе килнĕ çын валли те çук-и? Ĕненместĕр пулсан, акă, командировка хучĕ...
— Çук, — хăйĕннех печĕ хĕрарăм. — Эсир пурте çапла калатăр. Хăнана та командировка хучĕпе çӳретĕр.
— Эппин, ăçта каяс-ха ман?
— Епле ăçта? Ĕлĕк, хăна çурчĕ çук чух, ăçта çĕр каçнă? Ыйтса пăхăр, тен, ырă çынсем тупăнĕç? Хă!.. Номер пар ăна... Тупăннă начальник! Епле иртĕхсе кайрĕç ку чухне çынсем...
Тек калаçнин усси пулас çуккине туйса, шăплантăм. Хваттер шыриччен малтан столовăйне кĕрсе тухма шутларăм. Телее, кунта çын нумаях та мар-мĕн. Йĕрки — самообслуживани меслечĕ. Куна стена çине хитре саспаллисемпе çырса хунă плакат та аса илтерет. Çавăнпа, хăвăрт çисе тухма ĕмĕтленсе, тӳрех апат илмелли сентре патне пырса тăтăм.
Малалла
Кукаçийĕм! Кунта пурнăç тулăх,
Чӳхенсе çеç выртать ешĕл улăх.
Пĕлĕт уçă. Сывлăш таса.
Тырă-пулă ӳсет кашласа.
Пултаруллă хастар çутçанталăк
Ырлăхне кăтартать савăнмалăх.
Кунти пек пархатарлă вăрман
Халиччен эп ниçта та курман.
Кутамас та патвар ватă кедр:
Ан ӳркен — мăйăрне шĕкĕлче тăр.
Анкарти хыçнелле çеç тухан:
Пĕрлĕхен, шур çырли, хурлăхан.
Катăркасĕ, паланĕ, пилешĕ —
Виноград тейĕн çав, мур илесшĕ!
И çупкам та çупкам пиçет-çке,
Хĕвелпе хĕрелсе çиçет-çке.
Шăмаккийĕ, серти, пултăранĕ:
Темĕнле выçă куç та тăранĕ!
Пурте пур — чăваша юрăхли —
Ие курăк, хĕрен, хир ыхри...
Аслă шыв хĕррине эс тухатăн,
Таврана куç илмесĕр пăхатăн:
Сĕрĕшсе çитĕнет мăй таран
Йăлăмри тĕтĕреллĕ çаран.
Унта тулă, кунта йĕтĕн-кантăр:
Асатте-асанне те курман-тăр!
Çулсерен тӳпеми мукаçей...
Килсе кур, ан ӳркен, кукаçей.
Эх, ăçта васкать-ши, вăхăчĕ-амакĕ,
эп яла килсеччĕ виç куна кăна, —
килтĕм те васкарăм урама тухмашкăн,
ан ятла, аннеçĕм, калаçман-туманшăн.
Каçĕ ирĕк, çутă, ĕмĕтсем çунатлă,
манăн çамрăк чунăм, çулăмлă чĕре...
юлташсем курсассăн хăнана чĕнеççĕ, —
вăл мĕнле поэт-ха, кăшт ĕçмеç пулсассăн.
Ан çиллен, аннеçĕм, калаçса пулмарĕ,
эп каллех васкарăм шавлă хулана,
уйрăлма çитсессĕн куçăмсем шывланчĕç,
чипер юл, аннеçĕм, савнă ял, Савкаçăм.
Пĕр чипер ирпеле
эп утап хирелле,
ак, курап мал енче
утăмлать чиперкке.
Васкарах эп утма,
ах, тăхтатăп мĕн-ма?
Çак чипер ирпеле
пулчĕ тем чĕреме.
Хам туяп вăтанса,
чиперкке утăмне
чакарать тем тума,
йăл кулать куçĕпе.
Эп çитетĕп хуса,
ак,каласшăн хăйса:
«Ăнсăртран-и вара
тĕлпулатпăр çапла?!»
Килсе ларса чĕрçи çине,
куçна хупса: «Ан тив...» теетĕн,
эп шухă марччĕ халиччен,
сăмахунтан епле иртейĕп.
Сăлтавсăр мар хăрарăм эпĕ:
сана шуйхатасран шиклентĕм,
анчах ан кул вара, пĕлсен...
Сиксех тухать пуль çав чĕре!
Эп шухă марччĕ хĕрсемпе,
пурнаттăм çутă ĕмĕтпе,
ах, çумарах килсем, килсем,
ан хăварах мана пĕччен.
Натюш урамра ачасемпе выляса чупса çӳретчĕ – сисмен те, çанталăк тĕттĕмленсе килчĕ, тăхлан тĕслĕ пĕлĕтсем хĕвел анăçĕнчен йăтăнса тухса хĕвеле хупларĕç те хучç. Урамра тăруках каçхи пек тĕттĕмленсе кайрĕ. Çавра çил çавăрттарма пуçларĕ. «Ури-ури çăпати, çăпати кантри салантăр-р-р!» - тесе кăшкăрса та ĕлкĕреймерĕç ачасем, лешĕ хăйсен патнелле пысăкланăçемĕн пысăкланса, хăвăртрах та хăвăртрах çаврăнса çывхарнине курсан, пурте килелле чăл-пар! саланчĕç. Вĕсем хапха умне чупса çитнĕ çĕре шалкăм çумăр витререн тăкнă пек тăкса ячĕ. Хĕрача самантрах шыва кĕрсе тухнă пек йĕп-йĕпе пулчĕ. Çаплипех шапарса чупса кĕрсе кайрĕ пӳрте.
– Анне! Асанне!..
Тĕлĕнмелле, пӳртре никам та çук! Ăçта кайса пĕтнĕ пурте? Ăçта амăшĕ, ашшĕ ĕçре пулĕ-ха… Асламăшĕ те пулин çак çумăр витĕр ăççта çӳрет-ши тата? Чим-ха?.. Унăн кĕçĕĕ йăмăкĕсемпе шăллĕсем тата?.. Пурте йĕп пек çухалнă…
Урамра çапса çăвакан шултăра çумăр чӳречесене патлаттарать кăна. Унччен те пулмарĕ, чавка пуçĕ пек пăр çума пуçларĕ. Пĕлет-ха Натюш, кун пек чухне пысăк пăрсем чӳрече кантăкĕсене те çĕмĕрме пултараççĕ. Амăшĕпе ашшĕ плащ тăхăнса чӳрече хупписене тухса хупаканччĕ… Хĕрача та çапла тăвасшăнччĕ, амăшĕн плащне те тăхăнса пăхрĕ ĕнтĕ,.. Тухас тесе алăк хăлăпне ярса тытсан хаяр аслати кĕмсĕр-кемсĕр! шатăртатрĕ. Пĕлĕт çурăлса кайрĕ тейĕн! Натюш хăранипе хутлансах ларчĕ. Çат! çатлатрĕ çиçĕм – вĕсен пӳрт тăрринчех пуль, унăн хăлхи янăраса кайрĕ…
Малалла
■ Страницăсем: 1... 76 77 78 79 80 81 82 83 84 ... 796
|
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...