Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗАндрей ПеттокиПепке çуралсан...Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томАсамат кӗперӗ сӳничченХурапа шурăĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш том

«Тăлăх мар ку кайăк, тăлăх мар!..»


Тăлăх мар ку кайăк, тăлăх мар!

Тăлăх кайăк юрлаймасть кун пек!

Юрламасть никам та ăнсăртран,

Киленсе çĕн кун илемĕпе.

 

Юрламасть никам та ăнсăртран...

Манăн та юрлас килет паян!

Апла эп те, эп те тăлăх мар!

Телейли те çук апла манран!..

 

Тăлăх мар ку кайăк, тăлăх мар!

 

25.05.2020

02 сехет те 32 минут

«Пулмасть ĕнтĕ телейлĕ пуласси!..»


Пулмасть ĕнтĕ телейлĕ пуласси!..

Пулмасть ĕнтĕ, кăвайт умне ларса,

Телей çинчен хаваслăн юрласси.

Пулмасть ĕнтĕ телейлĕ пуласси!..

 

Пулмасть ĕнтĕ ыр тĕлĕк курасси!..

Пулмасть ĕнтĕ тĕлĕкĕмре чунтан

«Сана кăна саватăп!» теесси!...

Пулмасть ĕнтĕ ыр тĕлĕк курасси!..

 

Пулмасть ĕнтĕ çын евĕр пурнасси!..

Пулмасть ĕнтĕ, çын евĕр пурăнса,

Çул иртнĕçемĕн канлĕх тупасси.

Пулмасть ĕнтĕ çын евĕр пурнасси!..

 

28.05.2020

03 сехет те 48 минут

Илӗртӳлӗх


Чун тĕпĕнчи çăлкуçăмран

Тухать сăмахăм сăрхăнса.

Таппи вĕри ун çулăмран!

Чĕрем каяс пек çурăлса!

 

Алхаснăн хӳхĕм музăсем —

Хурт пек сĕрлеççĕ пуçăмра,

Хĕлхемлĕ-ӳсĕр куçĕсем,

Туйсем пуçласшăн чунăмра...

 

Мĕн чухлĕ вут — пĕр сăмахра!

Тапраннă ташă çиçĕмсенĕн,

Вĕç-хĕрсĕр ахрăм хăлхара!

Хăв туймасан — ăçтан ĕненĕн?!

 

Анчах ĕнен, юлташ, шансамччĕ, —

Час-час ман çавнашкал пулать.

Эс те ман туйăма туйсамччĕ, —

Вăл ĕмĕр асăмра юлать...

 

Вĕри чун тĕпĕнчи çăлкуçăм

Пуçлать хĕлхем явăнтарма.

Çавна кăна кĕтетĕп, тусăм,

Çав çеç чуна савăнтарма!

Юман


Йĕкĕр-йĕкĕр йĕкĕрпи,

Вăхăт çитĕ — шăкăрпи.

Нӳрĕ пулĕ — тымарпи,

Вĕлтĕр-вĕлтĕр çулçăпи.

Кайăп тӳррĕн ăнтăлса,

Ларăп ирĕк сарăлса.

Эп ӳсетĕп виç çĕр çул,

Эп чăтатăп çич çĕр çул.

Ятăм сумлă халăхра,

Кирлĕ-мĕн хуçалăхра.

Ман кашни турат шутра:

Çирĕп никĕс кил-çуртра,

Шĕвĕр çуркăн — тĕкмере,

Касмăк-сасмăк — нӳхрепре.

Тĕпсĕр çырмари чун


«…Хĕвеллĕ янкăр кун. Варкăш çилĕ те чуна уçăлтармалла сан çумна çулăхать. Аякра пуртă-пăчкă сасси илтĕнет. Тикĕссĕн, ярăнса тухать вăл, пĕр-пĕр çын чунне уçса кĕвĕ калать тейĕн. Хĕрарăм çав еннелле утрĕ. Çывхарса пынă çемĕн Марье аппа ĕçлекенсем хушшинче хăйĕн хĕрне уйăрса илчĕ. Вăр-вар çӳрет, канăçне çухатнă тейĕн. Шурă пурçăн платьйĕпе хăй. Ятне илтсен чĕнекен енне çаврăнать, тем калаçать, тем ăнлантарать. Патне çитсен çеç Марье аппа шурă пӳрт тунине курчĕ. Çурчĕ пысăк пулмалла, туса пĕтернĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ. Шăп çав вăхăтра тĕксĕм çумăр пĕлĕчĕсем капланса килчĕç, çумăр вĕттĕн пĕрĕхе пуçларĕ, вайланса пычĕ. Кăшт вăхăт иртсен тĕксĕмленсе ларнă тавралăх çиçĕм йăлтăртатнипе çуталса илчĕ, тӳпене çурса ярасла аслати сассине пачĕ…»

Марье аппа калинке алăкĕ шалтлатса уçăлса хупăннипе шарт сиксе вăранса кайрĕ. Тул çутăлма пуçланă та иккен. Света каллех ирхи шуçăмпа кăна урамран кĕнипе хĕрарăмăн кăмăлĕ пăсăлчĕ. Итлемест-çке ăна пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, харкашма çеç пăхать. Ĕç патне те çыпăçтараймастăн, апăршана, тĕкĕр çеç пар хĕре, кунĕн-çĕрĕн ун умĕнчен кайма пĕлмест вара. «Текех канса выртас мар. Мур тĕлĕкĕ тата. Виле кăна илсе ан килтĕр ĕнтĕ. Шур пӳрт тунине курсан виле пуласса пĕлтерет тесе калатчĕ те анне. Кунта туса пĕтереймерĕç… Эх, йывăр чире ан килтĕр тата. Юлашки вăхăтра тем шăм-шак суратчĕ-ха. Ураран çеç ӳкес марччĕ…» — йывăр шухăшсенчен хăпас тесе Марье аппа майĕпен кăштăртатса тăчĕ.

Малалла

Ҫил армань


Сăрт тăрринчи çил армань

Вăшăл-вăшăл çунатлă,

Çуначĕсем тĕрĕллĕ,

Тӳпеттейĕ чĕнтĕрлĕ,

Аркийĕсем хăюллă,

Пуставĕсем кăшăллă,

Ырçийĕсем çăнăхлă,

Алăкĕсем сăлăплă,

Пусмийĕсем шур чуллă,

Хӳри вĕçĕ — тĕвĕшлĕ.

«Сире çавах эп юраса пĕтеймĕп...»


Сире çавах эп юраса пĕтеймĕп...

Эпир нихçан та пулас çук пĕр пек.

Эсир çынна ырă сунма пĕлместĕр,

Çăватăр алă — çын куççулĕпе.

 

Сире пачах та эп чăрмантармастăп.

Усал сунмастăп пĕртте эп сире.

Анчах та канлĕ пурăнма памастăп

Сире эп пĕртте темшĕн, чĕмере.

 

Сире пачах та тĕлĕкре курмастăп.

Сирĕнсĕрех ман курмалли нумай.

Телейлĕ пулăр, ăраскаллă пулăр!

Сирĕнсĕр çеç кăштах пурнасчĕ ман!

 

28.05.2020

04 сехет те 15 минут.

«Хирĕçетпĕр те, мирлешетпĕр те...»


Хирĕçетпĕр те, мирлешетпĕр те, —

Пурпĕрех пурăнатпăр пĕрле.

Пĕр-пĕринсĕр юлсассăн, пĕтетпĕр.

Кашниех çакна лайăх пĕлет.

 

Хирĕçетпĕр те, мирлешетпĕр те...

Мĕн тăвас тен, çапла пурнăçсем.

Пурпĕрех пĕр-пĕрне хисеплетпĕр:

Чăвашсем-çке эпир, чăвашсем!..

 

Хирĕçетпĕр те, мирлешетпĕр те.

Тен, пулать ку çапла яланах...

Пĕр-пĕрне ытларах хисеплесчĕ.

Вара пулĕ йĕркеллĕ йăлтах!

 

29.05.2020

20 сехет те 50 минут

Вилтăпри умĕнче тăнă чух


Вилтăпри умĕнче тăнă чух

Çут тĕнче урăхла курăнать:

Пур те пур сан, сан нимĕн те çук.

Пур пекки те — самантлăх кăна.

 

Пĕр самантлăх эс килнĕ кунта.

Анчах, шел, ăнланмапстăн çакна.

Эс шутлатăн: «Йăлтах ман — малта!

Пурăнма эп пуçланă кăна!..»

 

Йăпататпăр ялан хамăра.

Улталатпăр ялан хамăра.

Кун пек чух пурăнма çăмăлрах.

Кун пек чух кăткăсси — ансатрах.

 

Сивлеместĕп эп ку ултава.

Вăл пире вăй парать пурăнма...

Пурпĕрех сана, Пурнăç, тавах!

Тата кăшт пурăнасчĕ-ха ман!..

 

Вилтăпри умĕнче тăнă чух

Урăхла курăнать çут тĕнче:

Пурте пур сан, сан нимĕн те çук.

Пур пекки те — самантлăх кăна.

 

29.05.2020

20 сехет те 33 минут.

Сикчевлӗ кун-ҫул


Пуш уйăхĕн çурринче кăнтăртан ăшă çил вĕрме пуç ларĕ. Тӳпене талккишĕпех карса илнĕ пĕлĕтсем чăл-пар сирĕлчĕç те сар хĕвел çĕр питне хăй ăшшипе çупăрла пуçларĕ. Сывлăш тем вăхăтра улшăнчĕ — çуркунне шăрши сăмсана кӳ кĕрет. Çак куна кĕтнĕ пекех, ав, хура кураксем те вĕçсе килнĕ, шкул тавра лартса тухнă йăмрасем çинче ăмăртсах кранклатаççĕ.

■ Страницăсем: 1... 68 69 70 71 72 73 74 75 76 ... 796