Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

СалампиТанатаКушкă ачиАкăшсем таврăнаççĕТĕлĕнтермĕш юмахсемПĕчĕк патшалăхКуçа-куçăн

Ытла чипер ку лĕпĕш...


– Ытла чипер ку лĕпĕш, - терĕн эсĕ.

– Купăстана хуртлантарать вăл, - терĕм эп.

– Утмăл турат тӳпе пек, - терĕн эсĕ.

– Çум курăкра мĕн чиперри-ши, - терĕм эп.

– Атя пытанмалла вылятпăр, - терĕн эсĕ.

– Ача вăййи кăна ку, - терĕм эп.

 

19.05.1977.

Хĕрĕх хĕлĕх, пĕр кĕсле...


Хĕрĕх хĕлĕх, пĕр кĕсле,

хĕрĕх ăйăр, пĕр кĕсре.

Кĕсле сасси ян-ян-ян,

кĕсре чăннипех пуян.

 

19.05.1977.

Сенкер куçне ак ярăп та вăлта...


Сенкер куçне ак ярăп та вăлта

сан шухăшна

ту-ур-тах! кăларăп,

çатăлтатаканскере

витрене чăмтарăп.

Ун чух пĕлнĕ пулăттăн,

мĕн вăл Атăл,

мĕн вăл витре.

Апла пулсан мана

сăвă çырма пăрах тесе

ан ӳкĕтле.

 

20.04.1977.

Ĕлĕк эпир хамăр та, ах, хамăрччĕ...


Ĕлĕк эпир хамăр та, ах, хамăрччĕ,

Айри утăмăрсем, ах турă, самăрччĕ.

«Т» сас палли çурхи шывпа юхса кайрĕ-çке,

«Е» сас палли хĕвел çинче ĕнсе ларчĕ-çке,

«Л» сас палли кĕрхи çилпе хухса кайрĕ-çке,

«Й» сас палли кăрлач пăрпе шăнса ларчĕ-çке.

Ăçтан «телей» тесе çырса хурам-ха,

ăçтан çынсем пекех ырă курам-ха?

 

08.03.1977.

Тăхлач, эсир хăш кассем?...


– Тăхлач, эсир хăш кассем?

– Кунтисем-ха, кунтисем,

çĕрпе пĕлĕт хушшисем.

– Апла эпир тăвансем?

– Ийя, хăта, тăвансем.

Хĕвел атте ачисем,

çĕр аннемĕр пăчисем.

 

07.03.1977.

Çирĕм питĕ хаклă пулă...


Çирĕм питĕ хаклă пулă,

пурăнатăп, имĕш, тулăх.

Йĕм çинче ман çук тӳмме,

укçам çук ăна илме.

Чăваша ытла мĕн кирлĕ?...


Чăваша ытла мĕн кирлĕ?

Тус-тăван ан пултăр чирлĕ,

Арăм пултăр чăн сарри.

Тата…

эрех,

хаярри.

Юнра чашлать, кашлать хăмла хăвачĕ...


Юнра чашлать, кашлать хăмла хăвачĕ,

Какăрттарать, тухать вăл сăмсаран.

Тăванăм куркама каллех тултарчĕ пачĕ,

хăй шахвăртрĕ,

– Шуçлак та çул паян…

Микула кула-кула...


Микула кула-кула

тухрĕ кайрĕ те тула

килчĕ кĕчĕ – Тур çырлах! –

хальхинче вăл…

тăр урах!

Савса ĕçрĕм пурсăра...


Савса ĕçрĕм пурсăра,

пуçа çавăрчĕ сăра.

Маншăн халĕ пурпĕрех,

ярса парăр

çут эрех!

 

28.02.1977.

■ Страницăсем: 1... 749 750 751 752 753 754 755 756 757 ... 796