Кулма вĕрентнишĕн витĕннĕ кĕлĕ
Аннеçĕм,
сан куллуна вĕреннĕ хыççăн
çак тĕнчере
çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ кулă куртăм эп,
çитмĕл çиччĕшне те
сан куллупа танлаштараймарăм эп.
Йĕлпĕрсе кулнине куртăм эп,
ирĕлсе кулнине куртăм эп,
мăн кăмăлланса кулнине куртăм эп,
йăхлатса кулнине куртăм эп,
хыçăмра кулнине куртăм эп
куçăм умĕнче кулнине куртăм эп.
Сан куллуна аса илсессĕнех
çав кулăсем
хĕвелтен таракан каç сĕмĕ пек
çухалчĕç.
Аннеçĕм, эсĕ вĕрентнĕ кулă мана
туссем тупма пулăшрĕ,
йывăр самантсенче
ыттисене ăшăтма пулăшрĕ,
ĕмĕтсем май туртăнма пулăшрĕ.
Ӳлĕмрен
сан куллупа çуталаймăп эпĕ,
иксĕмĕре ĕмĕр-ĕмĕре
тупăк витĕнкĕçĕ уйăрать,
иксĕмĕр пĕр-пĕрне
икĕ тĕнче хушшинче
ĕмĕр-ĕмĕре çухатрăмăр.
Анчах та санăн куллу
тӳперен хĕвел пулса пăхать,
манăн çан-çурăма
кунсерен ăшăтать.
Çĕрлехи самантсенче çеç
çитмĕл çичĕ тĕрлĕ кулă тапăнать,
йĕлпĕрӳ-кĕвĕçӳ,
йăхлату-ыраттару кулли сырăнать.
Çулталăкра вăтамран
çĕр те, кун та пĕр тан,
пурнăçра та çаплах-ши,
анненни пек ырă кулă та,
хура çĕр пек йăх-ях кулă та
пĕр танах-ши?
Май çук çав,
чĕртĕттĕм хамăн чĕрене,
çакăттăм кăларса
каçхи хунар пек,
юпаран.
Тен, кăштах та пулсан
каç сĕмлĕхне сирме пулăшăттăм,
май çук çав…
Аннеçĕм,
тайăм пуç куллушăн,
тавтапуç.
12.06.1977.
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...