Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеАндрей ПеттокиКăвайт çутисемҪул юлташӗСалампиВатă чĕре — çамрăк чунЙăмраллă ял

Ишлĕ хули


(1220-мĕш çул)

Тахçантан вара ĕнтĕ сĕкĕнеç

Кай енчен килсе пăлхарсем çине.

Анчĕ караппа пилĕк вырăс кнеç,

Тухрĕ йăтăнса çӳл çыран хĕрне.

Инçе мар кунтан Ишлĕне çитме,

Инçе мар унтан таврăнас тесен.

Ишлĕ тавралла çӳллĕех чикме,

Шал енче хӳме икĕ хут иккен.

Ĕнтĕ мĕн тери юхрĕ хĕрлĕ юн —

Хăрамасть хула, парăнмасть пăлхар.

Ĕнтĕ ик енчен пĕтрĕ миçе чун?

Йывăр Ишлĕне — халăх йышлă мар.

Пуртăсем тытса чикмене хирме

Пычĕç вырăссем хай хула патне.

Чĕртнĕ вут йăтса хӳмене чĕртме

Çитрĕç те вĕсем тĕртрĕçĕ вутне.

Малтисем вутпа уçнă çулпала

Утпала килет хумлă-хумлă рет —

Керменпе хула йĕри-тавралла

Ухă-сăнăпа йышлă çар кĕрет.

Хӳмерен иртсен çӳллĕ ур та пур —

Ишрĕç тĕппипе темиçе тĕлтен.

Çапăçсассăн та темĕн пек сатур

Шав тивет чакма йăшнă ишлĕсен.

Ертӳçи вĕсен пĕчĕкçĕ йышпах

Ĕлкĕрчĕ тарма вут-хĕм витĕрех.

Парăнасшăн мар ыттисем çапах:

«Мăшкăл куриччен чунăм пĕттĕрех!»

Малалла

Çулăмсене халĕ...


Çулăмсене халĕ

пӳрнепе сусассăн

манăн, сан, ачун

çитĕ шутлама.

Хушăран хăратăп

сывлама та ассăн,

мăшăрлисене пуçлатăп ăмсанма.

 

Виçĕ теçетке вăл

пирĕншĕн сахал-им,

çынсенчен юлмасăр

пурăнас килет.

Ĕлкĕрме çавах

çитеймерĕ халăм,

çав хатер мĕскер вăл

вăхăта илет?

 

Тупнинчен ытла

çухатаймарăм пулĕ,

пусрĕ пуль вĕлтрен

ман тăван киле.

Мĕн ӳсни-кулни

асăмра çеç юлĕ,

савăнăç хăçан ĕнтĕ,

ман тĕле килет?

 

Çулăмсене халĕ

пӳрнепе сусассăн,

виçĕ çынăнне

пĕр харăс хумалла.

Пурнăçу, тăванăм,

шутласа пăхсассăн,

манăнни пекех,

ăнмарĕ пулмалла.

 

Çирĕм пиллĕкчен

тăлăх арăм пултăн,

çавă ят пирки

мĕн каламалли…

Пĕреххут, иртни

манăçайтăр юлтăр,

иксĕмĕрĕн халь

тата пурнмалли!..

 

Пуласне ăна

пӳрекен çеç пĕлĕ,

паянхи çинчен

шухăшлап та эп,

«Çынсенчен ытла

çухатайрăм пулĕ,

çухатни чухлех, тен,

халĕ тупрăм» - теп.

Ял-йыш шутне суса çӳренĕ май...


Ял-йыш шутне суса çӳренĕ май

вĕрлĕк карта умне çитсе тăратăп.

Вĕлтрен аниллĕ кил карти, ай-яй, –

ӳпне пӳрте кĕрсе тухма хăратăп.

 

«Пурнаççĕ-ши, сывлаççĕ-ши кунта,

тен, мăрьерен тухма пăрахнă тĕтĕм?

Илтменччĕ-ха хыпар ку яхăнта» –

çапла шухăшласа шала эп кĕтĕм.

 

– Кĕме юрать-ши, пур-и кил хуçи?

– Вилмен-ха, ывăлăм, илсе кайма леш манчĕ, –

хуллен сас пачĕ те кăмакаçи,

кăштăртатса унтан пĕр карчăк анчĕ.

 

Эй, ватăлăх, мана та хуçăн-ши,

çаплах пĕкĕрĕнсе ларап-ши эп те?

Ваттийĕ, яшĕ – шутланатпăр çын,

тепле пулсан та, пурнасахчĕ тетпĕр.

 

– Пĕр пӳрт, пĕр çын тесе çырар эппин.

Сахал, сахал пуянлăхĕ ку килĕн…

Сисеп, шывланчĕ куçĕ кинемин,

– Йывăçсене, тен, ывлăм, шута илĕн?

 

Чӳречерен пăхтарчĕ урама,

пӳртĕнченех вăл пулчĕ кăтартасшăн.

– Куратăн-и кашлать ват хурама,

пĕрлешнĕ çул лартса хăварчĕ ашшĕ.

 

Йăмрисене те лартнăччĕ вăлах,

ик çул кил йышĕ хушăннăччĕ харăс.

Малалла

Хĕрлĕ боецсене халал


Çăлтăрсем, çăлтăрсем, кайăк хур çулĕ пек,

Çынсене тем сĕнсе йăл-л! кулаççĕ.

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем, тӳпери çăлтăр пек,

Кĕрешме, çĕнтерме йыхăраççĕ.

 

Куçа хупăп, туссем, питĕ йывăр суран,

Ĕмĕте çеç вилмешкĕн ан парăр.

Пирĕн ĕмĕт çитсен, çĕн тĕнче çуралсан,

Тусăмсем, никама та ан манăр.

 

Ӳкекен çăлтăр пек, тĕнчене çутатса,

Эп сире телей çулĕ кăтартăп.

Сире йывăр килсен, йăлт çунса - вут пулса,

Хам ăшша та сире йăлтах парăп.

Çерçи юрăçă


(чăн пулни)

Вăрман кайăксен пуху пырать,

кун йĕркинчи ыйту пĕрре,

«Хăш кайăк лайăхрах юрлать,

хăш юрă кирлĕрех пире?»

 

Сар кайăк чĕнчĕ, «шăпчăк ăстарах,

çĕр тĕрлĕ сасă кăларать».

«Тăванăм, – тет шăпчăк, – эп марах,

чĕкеç илемлĕрех юрлать».

 

«Чим-чим, – чалт сикрĕ пуçлăхри çерçи, –

мĕн хăтланатăр, айвансем?

Чипер юрра çапла хак параççи,

мĕскер сирĕн шутпа илем?

 

Ăнланмалла,

ăнланмалла юрламалла,

сăмахĕсем те пулччăр пĕр йышши.

Çитет иртĕхтерсе, тек чармалла,

чĕкеçпе шăпчăк – ытлашши.

 

Мĕскер тет «пăчăнтăр» тесе чĕкеç,

тен, пирĕнтен кулать çапла?

Ку шанчăксăр юррийĕ çеç,

пĕр сасăллăн, пĕрле юрламалла»

 

Çерçи хуçа чухне, пуçа усса

юрламалла хорпа, «чав-чав!»

Кайăк тĕнчи пин юрăран пулсан

пурте çерçин юрлаймĕç çав.

 

1977, çĕртме.

Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, шывĕ тарăн...


Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, шывĕ тарăн,

Пусмассерен çип пек авăнать.

Тăван килтен тухсан çул çине,

Ик куçăмран куççуль - пит çине.

 

Аттенех те лаши юр пек шурă,

Таканĕсем çап-çут пăхăртан.

Такан çути юлтăр çул çине,

Ман сас юлтăр - тăван ял çине.

Пӳртре шăп...


Пӳртре шăп.

Уçă чӳречерен

хур ами хăшлатса

чĕпписене хӳтĕлени илтĕнет,

çерем çинче

кăтра путек

амăшĕ тавра сиккелет,

йăмра çинче

курак чĕппи

амăшне чĕнсе çухрашать…

Пӳртре шăп.

Ман çине

стена çинчи сăн ӳкерчĕк

аннеçĕмĕн ăшă куçĕпе

хура хăю айĕнчен

тинкерет.

 

07.05.1977.

 

5.05.1977.

Çуллахи çырă çĕр


Çуллахи çырă çĕр

хĕве хупăннă, хӳхлет,

кĕре ӳтлĕ хура куçлă каç

эрленсе йĕрет,

«Ах, çĕр иртет, çĕр иртет,

илĕм-тилĕм килет, тантăшăмсем.

Таврăнатăп-çке, таврăнатăп,

хĕртен арăм тăваççĕ ирĕксĕр».

Тăмана,

туй арăмĕ пулнăскер,

кĕлет шăтăкĕнчен вăрттăн

каç хӳхлевне итлет,

лăпăс-лăпăс вĕçсе

туй халăхне çитсе пĕлтерет,

«Хи-ик, çĕр иртет, çĕр иртет,

илĕм-тилĕм килет, тăхлачсем.

Çĕр таврăнать,

турра шĕкĕр, тавăрăнать.

Хĕртен арăм тăватпăр-çке ирĕксĕр».

Ӳсĕр ӳхĕ

ӳхĕрет, ахăлтатать,

хĕр çумĕсен, курăксен,

куççулĕ пăчăртанать.

Кашта çинчи ватă автан

чăх çумĕнчен тачлатать,

те хăранăран,

те савăннăран –

çари çухăрса ярать.

çĕр иртет-çке, çĕр иртет,

илĕм-тилĕм килет.

Çĕр тавăрăнчĕ ĕнтĕ, тăвансем,

кун кĕскелсе килĕ ирĕксĕр.

Кунĕ кĕскелĕ те тавăрăнĕ-ха,

çамрăк ĕмĕрсем иртеççĕ

ирĕксĕр.

 

5.05.1977.

Пăлаху


Пурăнать чăваш пин çул

Мăн Çавал тăрăхĕнче.

Кăмрăк, шăмă, кĕл те чул

Тухĕ тĕрлĕ сăрт çинче.

 

Чăн хыпар калать пире

Темĕн чухлĕ çын шăмми.

Кур чӳлмек çинчи тĕрре —

Вăл пĕлтерĕ йăнăшми.

 

Çын вилсен те пичĕпе

Выртнă-мĕн хĕвел енне.

Пӳрт лаша янахĕпе

Çирĕп тытнă никĕсне...

 

Хамăр тенĕ япала

Пуринчен те пахарах.

Кăлармастпăр çĕн йăла,

Пурăнатпăр унсăрах...

 

Çак сăмах çав тапхăрта

Çирĕпленнĕ ахăртне

Мăсăльманлăх Пăлхарта

Çĕклесессĕн хĕç-хăртне.

 

Сĕм вăрманлă Вирьяла

Тарнă-мĕн хăш-пĕр пăлхар.

Шухăшланă-тăр аллах

Çитес çук тесе вăр-вар.

 

Çитнĕ-шим çапах кайран

Хай патша нӳкерĕсем,

Тухăçран е анăçран

Килнĕ-шим вăр-хурахсем —

 

Çĕтнĕ, пĕтнĕ Пăлаху,

Ним çурт-йĕрĕ те юлман.

Çавăнпа та вăл салху,

Кашламасть кунта юман.

 

Хăй пĕтсен те — хурăнташ

Ларнă тухнă çывăха:

Пуçĕпех çĕтмен чăваш,

Малалла

Кĕçĕннисен юрри


Атте-аннемĕре мĕн кирлĕ,

кил картинче выльăх сасси кирлĕ-çке,

пӳртĕмĕрте ача сасси кирлĕ-çке.

 

Пиччеçĕмĕре те, ай, мĕн кирлĕ,

суха тума мăшăр алă кирлĕ-çке,

ака туя тĕрлĕ кĕпе кирлĕ-çке.

 

Пирĕн инкенех те мĕн кирлĕ,

умĕ тулли тарай шăрçа кирлĕ-çке,

пиччеçĕмĕрĕн артакĕ кирлĕ-çке.

 

Пикелĕхри аппаçăма та мĕн кирлĕ,

ытам тулли савни пулни кирлĕ-çке,

тĕкел пурăнăç тĕрекĕ кирлĕ-çке.

 

Пирĕн пек кĕçĕннине мĕн кирлĕ,

çĕрпе хутăшса ӳсни, ай, кирлĕ-çке,

аслисем май туртăнни, хай, кирлĕ-çке.

■ Страницăсем: 1... 750 751 752 753 754 755 756 757 758 ... 796