Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Атăл шывĕ юха тăратьЙăмраллă ялВăрман ачисемЛаохСана ҫырма сӑмах ҫитетЮманлăхра çапла пулнăКатӑлнӑ уйӑх

Ҫимӗп, ҫимӗп теекен


Кулюк кукăль пĕçерет,

Сантăр çисе пĕтерет.

Кулюк турăх кĕверет,

Сантăр ĕçсе пĕтерет.

Çимĕп, çимĕп теекен —

Çичĕ кукăль çиекен,

Çич кăвакал вăртакан,

Пичке шерпет ĕçекен.

Пурпĕрех ав тăранман:

— Парăр, — тет, — тата шăрттан!

Сантăр, Сантăр, Сантăркка —

Утаймасть те мăнтăркка.

Уҫӑп хӑйма юратать


Уçăп хăйма юратать,

Умĕ тăрăх юхтарать.

Ай-ай-ай, ай-ай-ай,

Умĕ тăрăх юхтарать.

 

Алли-ури Мĕкĕтен —

Чикнĕ тейĕн тикĕте.

Ай-ай-ай, ай-ай-ай,

Чикнĕ тейĕн тикĕте.

 

Тимуç вара тап-таса,

Ытараймăн эс пăхса.

Чăнахах, чăнахах,

Ытараймăн эс пăхса.

 

Пирĕн пĕчĕк Варвари

Пит тирпейлĕ, куртăр-и?

Чăнахах, чăнахах,

Пит тирпейлĕ, куртăр-и?

Уйрӑлни


Ароматлă пирусу сан

Пĕр сӳнет те пĕр çунать.

Эс — чĕнместĕн... Ырă тусăм,

Тăвăр пек кăшт ман чуна.

 

Тăвăр, тĕттĕм сирĕн паркăр —

Ни ларма, ни çӳреме.

Калаçар-ха ăшшăн, — лар-ха,

Пусарам эп чĕреме.

 

Пусарам... Вĕри чĕрешĕн

Сивĕ кăмăл хăрушрах.

Эсĕ ав — киле кĕресшĕн...

Мĕн пур пирĕн хушăра?

 

Мĕн пур? — çын каçми вăрман-и?

Е пит çӳллĕ пăрлă ту?..

Уйăрлар эппин тату.

 

Пирусу пек сӳнтер манăн

Ăнăçусăр юрату.

Маннӑ тусӑма


Халь ак, нумай çулсем иртсессен,

Сана тĕл пултăм тепĕр хут.

Чĕрем çунать... Мескершĕн эсĕ

Халь маншăн ют?

 

Телей шырарăм эп. Тĕтре пек

Пĕр ир çухатрăм та сана,

Аса килмерĕн эс пĕрре те

Кайран мана.

 

Аса килмерĕн. Сăвă-юрă

Хыптарчĕ вут ман ăшăма;

Сана манса, ялан кĕлтурăм

Эп пĕр ăна!

 

Телей хĕвелĕ пулчĕ маншăн

Хам çырнă сăвă; çĕршыва,

Юнпа çырмасăр, çук, паманччĕ

Эп хам сăвва!

 

Телейлĕ эп! Анчах салхуллă

Халь ак — сана çухатнипе.

Пĕрлешмĕ манăн пурнăç çулĕ

Санăннипе.

Билет


Çула тухсан эпĕ час-часах, темшĕн, Ги-де Мопассана, тĕрĕсрех каласан, Мопассана хăйне мар, унăн «Пышка» произведенине аса илетĕп.

...Франци çĕршывне Пруссия çĕнтерсе илнĕ. Франци халăхĕ, хăйĕн тăван çĕршывне юратаканскер, Прусси салтакĕсене Францирен хăваласа кăларасшăн çапăçать. Анчах та, пăшал сассинчен хăраса ӳкнĕ Франци буржуазийĕ хăрушăсăртарах çĕре тарса пытанма васкать...

Юрлă-пылчăклă çулпа дилижанс чĕриклетсе-натăртатса пырать... Дилижансри çынсем — буржуазирен пуçласа юхха-хĕрарăма çитиех — французсем. Вĕсем пурте хăйсен тăван çĕршывне юратаççĕ, пруссаксене ылханса вăрçаççĕ. Вĕсем пурте хăйсен тăван çĕршывĕн патриочĕсем.

Анчах та, вĕсен патриотизмĕ дилижансран ансанах çухалать. Вĕсем, хăйсен индивидуаллă интересĕсене сыхлас майпа, чĕрĕ çыннах — француженкăна — Прусси офицерне сутса яраççĕ. Çав хĕрарăм — чăн-чăн патриотка — хакĕпе малалла кайма çул уçаççĕ...

Вăрăм çул вĕсене выçăхтарса çитернĕ — çапах та çулăн вĕçĕ курăнман. Француженка çак выçăхнă çынсене хăйĕн çăкăр-тăварĕпе хăналать... Тепĕр темиçе кунранах çак çынсем француженка хăйсене ырă тунине манса каяççĕ — вĕсем чăх пĕççисене турткаланă чухне пĕр татăк çăкăрсăр тăрса юлнă Пышка тăварлă куççулне çăтса ларать... Анчах та, патриотка виççи буржуйсемшĕн нимĕн те мар — вĕсем ана пĕр тĕпренчĕк те памаççĕ.

Малалла

Хӗр патне ҫырнӑ ҫыру


Халичен эп хĕр патне çырса курманччĕ,

Туйманччĕ юрату мĕн иккенне.

Анчах сасартăк ман чĕрем вăранчĕ

Тĕл пултăм та çĕршывăн пикине.

Вăл — эсĕ. Эп сана чунтан саватăп,

Ман юрату тин çеç-ха вăранса,

Çампа пĕлместĕп нимĕн калама та

Санпа тĕл пулнă чух эп вăтанса.

Мĕнле типтерлĕ эс, ман çут хĕвелĕм!

Сан пĕвӳ-çийĕ йăрăс хăмăш пек;

Сан куçусем çут çăлтăр пек илемлĕ;

Эс ярăнса утатăн акăш пек.

Ĕçе тăрсан та — пит ĕçчен хĕр эсĕ.

Пĕтĕм çĕршыв пĕлет халь сан ятна.

Санпа пĕрле ман ăмăртса ĕçлесчĕ;

Пĕр тĕлĕнтерĕттĕмĕр таврана.

Чĕрем, чĕрем, сиксе тапать, мăнтарăн,

Ăшăм çунать курми çулăмпала.

Пĕр саншăн çеç, пĕр сан çинчен çеç мар-им

Ман ĕмĕтсем, ман шухăшсем ялан...

Çынсем ĕç хыççăн урама тухсассăн

Юрлаççĕ те кулаççĕ вăйăра.

Эп сан çине пăхса сывлатăп ассăн,

Эп шăппăн çеç çӳреп вайă тавра.

Ман мĕн çитмест юрлас, выляс тесессĕн?

Телейлĕ эп — пур çамрăксем пекех.

Тата телейлĕ пулăттăмччĕ, эсĕ

Мана: савни, тесе пĕр чĕнсенех.

Малалла

Георгий Фомирякова — вышкайсăр пысăк та питĕ хăйнеевĕрлĕ ăсталăхĕ умĕнче пуçăма тайса


Геракл пек маншăн эс, Гера!..

Çук, «Улăп» тесен тĕрĕсрех!..

Эс ху халăхна йăлт паратăн!

Пĕрре кăна эс Тĕнчере!

 

Такам та ӳнерçĕ пуласшăн, —

Лексессĕн Илем Тĕнчине,

Анчах та пурне те паман çав

Пĕлсе сăнлама курнине.

 

Эс ху пĕлнĕ пек пурăнатăн

Çак аслă, чечен Çĕр çинче.

Иртни умĕнче пуç таятăн,

Шутлатăн Пуласлăх çинчен.

 

Пуян Чăваш Енĕмĕр пирĕн!

Тек ним те хакли çук унран!..

Эс пур та — пушшех пуянрах вăл!

Çакна эп калатăп чунтан!

 

Геракл пек пул ялан, Гера!..

Çук, «Улăп» тесен, тĕрĕсрех!..

Пĕрре кăна эс пирĕн, тусăм!

Пĕрре кăна эс Тĕнчере!

 

06.08.2020

«Кӑнтӑр тӗлӗ...»


Кăнтăр тĕлĕ. Лăпкă. Шăрăх.

Умри уйĕ — пĕр ана.

Тинĕс евĕр пусă тăрăх

Хумсем лăпкан йăванаç.

 

Ерипен каятпăр. Çулĕ

Тăсăлать инçе, инçе...

Тулă лайăх, тулă çӳллĕ;

Саралса ыраш пиçет.

 

Тинĕс евĕр пусă тăрăх

Куçăмсем таçта çитеç.

Ерипен каятпăр. Шăрăх...

Çул выртать инçе, инçе.

«Улӑхра пухать хӗр ҫӗр ҫырли...»


Улăхра пухать хĕр çĕр çырли.

Чечекпе пĕркенне ешĕл улăх.

Хĕр юрлать: — Килсем, килсем, варли,

Манăн çут хĕвелĕм, савнă тусăм!

 

Килсе кур çуралнă çĕршывна.

Çухрăмсем мĕнех-ха? Эпĕр çывăх.

Кашни ир эп тӳпене сăнап, —

Вĕçсе килĕн эсĕ ырă, сывă.

 

Хĕр юрлать... Илтет кĕрленĕ сас

Ак вĕçсе те çитрĕ хурçă кайăк.

Пĕр самант! вăл, ĕшнене анса,

Çăмăллăн, чĕкеç пек, чупса кайрĕ.

 

Самолет патне ак çывхарать

Хĕр хăюллăн — пусăм хыççăн пусăм...

Ак, кабинкăран кулса тухать

Летчик — хĕрен кĕтнĕ савнă тусĕ!

Хӗр тусӗ


Кăнтăрлахи апат хыççăн Гурдов боеца çыру пырса пачĕç. Гурдов çырăва илсе çавăркаласа пăхрĕ те аллея хĕрринчи тенкел çине ларса вулама пуçларĕ:

«Толя! Майăн юлашки кунĕсенче эпир практикăна тухса каятпăр. Çав майпа майăн çирĕмĕшĕнче эпир хамăр патăрта вечер тума шутларăмăр. Халăх нумай пулать. Пыр — кăвак çӳçлĕ аттемпе паллаштарăп. Веля».

— Тепĕр виçĕ кунтан... Шăпах канмалли кун умĕн. Мĕнле каяс-ши? — шухăшларĕ Гурдов.

Анатолий Павлович Гурдов чаçе пырсанах хăйĕн ăшă кăмăлĕпе, хаваслăхĕпе, пуринчен ытларах çарти дисциплинăна час хăнăхнипе боецсене хăй енне çавăрнă. Гурдов, Совет çĕршывĕнчи ытти çамрăксем пекех, тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ пулнă, уншăн вăл пуçне хума та хатĕр. Вăл вăрçă ĕçне çине тăрсах вĕреннĕ. Хăйне политика тĕлĕшĕнчен те пиçĕхтернĕ. Çарта пурăннă ултă уйăх хушшинче вăл отличниксен шутĕнче тăнă. Çак пахалăхсене пула, вăл часах часть комиссарĕн куçĕ умне пулнă. Вĕсене пĕр-пĕринчен çирĕм пилĕк çул уйăрса тăнă пулин те, вĕсем кĕске вăхăтрах тусланса кайнă: кану вăхăчĕсенче пĕр-пĕринпе ĕмĕрхи туссем пек калаçнă.

Çыру Гурдова икĕ кун хушши шухăшлаттарчĕ. Çак икĕ кун хушшинче унăн кăмăлĕ палăрмаллах улшăнчĕ — вăл, пур боецсемпе те çав тери хавасланса пурăнаканскер, халь кăштах ютшăнарах çӳре пуçларĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 67 68 69 70 71 72 73 74 75 ... 796