Плащ
Кăçалхи Май уявне ирттернĕ хыççăнах, ман издательство ĕçĕпе Урал еннелле тухса кайма тиврĕ. Майăн пĕрремĕшĕнче çанталăк питĕ аван пулчĕ. Урамсенче май костюмĕ тăхăннă çынсем те чылаях курăнкаларĕç. Анчах майăн виççĕмĕшĕнче çанталăк пăсăла пуçларĕ те, эпир Свердловск патнелле çывхарса пынă çĕре çĕршыв лапкам-лапкам çунă çĕнĕ юрпа витĕнсе ларчĕ.
Çанталăк сивĕтрĕ.
Манпа пĕрле пĕр купере ларса пыракан çынсем: пери — Мускавран, студент, практикăна Урала каять, тепри — чукун çул çинче ĕçлекенскер, Курскран Тоболе, киле, отпуска таврăнать, виççĕмĕшĕ — Украинăри парфюмери фабрикĕн снабженецĕ, еврей, Урал таврашнелле фабрика валли темĕн илме каять. Эпĕ вĕсемпе часах çывăххăн паллашрăм.
— Ак япала, эпĕ, лайăх çанталăка шанса, çара пуçăн, пир костюм вĕççĕн тата туфлипе çеç тухрăм, — терĕ студент, канăçсăррăн чӳречерен пăхса.
Эпир пурсăмăр та чӳречерен пăхрăмăр — лапсăркка чăрăшсем хĕллехи пек юр айне пулса ларнă.
— Эсĕр вăрăм çула тухса курман пулмалла, — терĕ хайхи студента чукун çул çинче ĕçлекенни.
— Çук, эпĕ çула час-часах тухса çӳретĕп, анчах виçĕмкун çеç çанталăкĕ питĕ лайăхчĕ-çке-ха!
— Сан Свердловскра мĕн те пулин туянас пулать ĕнтĕ, — тесе канаш пачĕ тахăшĕ.
— Туянасси тармĕ-ха вăл, анчах туянмалли çĕре — магазина мĕнле çитес-ха? Свердловскра вокзал çывăхĕнче кĕпе-тумтир сутакан магазин çук, — кăмăлне пусарса шӳтлеме тытăнчĕ студент.
Эпĕр çанталăк улшăнни çинчен калаçса пынă май, Свердловск–Сортировочнояна çитсе, унта чарăнмасарах иртсе кайрăмăр.
Пассажирсем япалисене пухма тытăнчĕç.
— Итлер-ха, тусăм, — терĕ студента еврей, — ман хампа пĕрле плащ тата пальто пур. Эп сана плащ пама пултаратăп.
— Кайран мĕнле тавăрса парăп эпĕ сире?
— Почтăпа...
Еврейпе студент плащ çинчен калаçса татăлчĕç. Студент ăна хăйĕн адресне çырса пачĕ.
— Çук, мана сирĕн адрес кирлĕ мар, эп сире хам адреса парам, мĕншĕн тесен сирен ман пата посылка яма тивет, — терĕ еврей.
Студент-практиканта эпĕ тепĕр темиçе сехетрен Свердловскран Нижний Тагила каякан поезд çинче татах тĕл пултăм.
— Леш çын манран темĕн тусан та адрес илмерĕ. Эпĕ ăна плащшăн кайран тавăрса памалла укçа та сĕнтĕм — илмерĕ. Пулаççĕ çав ырă çынсем! Çапах та, эпĕ вăл Свердловскра хăш гостиницăра чарăннине пĕлтĕм. Май килсен, плаща темиçе кунранах тавăрса паратăп, — тесе каласа пачĕ вăл мана.
Эп ĕнентĕм.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...