Белорусларан


Сывпуллашни


Арнольд Федорович Смеянович

нейрохирург-академике асăнса

 

Хурланса, çапла Пуховичи калать:

Тăпру сан, ачам, çăмăл пултăр.

Уй-хир хурланать халь, вăрман хурланать.

Кун пек пысăк хурлăх тек çук-тăр.

 

Сăнаççĕ вĕсем сан шап-шур аллуна,

Лăпланнă питне халь сăнаççĕ.

Ялан вилĕме хирĕç тăнă çынна

Вĕсем юлашки хут кураççĕ.

 

Мĕн чухлĕ çынна çăлнă вăл вилĕмрен,

Хăш чух скальпельтен уйрăлмасăр!..

Вăл пулнă ялан вăйлăрах инкекрен,

Ĕçленĕ хăш чух пач канмасăр.

 

Васканă ялан вăл çынна пулăшма.

Тăван çĕршывне вăл юратнă...

Май çук сире, тухтăр, нихçан та манма.

Сан йăл куллуна епле манăн?..

 

Çавах малашне те пулать çуркунне,

Хĕвел çутипе уй киленĕ.

Манмастпăр эпир Смеянович ятне.

Сăнарĕ çӳлте ун хĕмленĕ.