Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

АсаттесемСар ачапа сарă хĕрШăплăхри аслатиИрĕк çилÇут пайăркаКăвайт çутисемСинкер

Кĕрен чечек çыххи


Кĕрен чечек çыххи — шап-шурă юр çинче...

Шанман вăл, тăкăнман, ларман сĕтел çинче!

Ӳкмен вăл ăнсăртран. Пăрахнă пуль ăна.

Мĕн пулнă-ши кунта? Пĕлет пуль хăй кăна!

 

Туяннă-çке ăна парне валли, паллах!

Анчах теме пула вăл пулнă кăлăхах...

Тен, йышăнман ăна, тен, кĕтейни килмен,

Кĕрен чечек çыххи ахаль кунта лекмен!

 

Тен, каçару ыйтма çитмен пуль сăмахсем?

Пĕр каçлăха кăна, тен, пулнă туйăмсем?

Шур юр çинчи сукмак ик еннелле каять.

Кĕрен чечек çыххи кĕçех шанса каять!

 

Тен, сӳннĕ юрату шур юр çинче выртать...

Тен, каçарман чĕре ахăлтатса кулать!

Кĕрен чечек çыххи — шап-шурă юр çинче.

Сипленеймен суран такамăн чĕринче...

Кĕпер


Чунăма йăлт пушатрăм —

Тунсăх çеç чĕрере.

Çунтарса эп хăвартăм

Таврăнас кĕпере.

Каялла таврăнма

Майĕ çук ман паян.

Питĕ тарăн çырма...

Çук кĕпер каçайма.

 

Манса кайăп пуль терĕм...

Ку иккен — çăмăл мар!

Таврăнас ман кĕперĕм

Çийĕнче вут-кăвар!

Çав вута сӳнтерме

Ман пĕччен вăйăм çук.

Тунсăха çĕнтерме —

Сан патна çулăм çук.

 

Тен, сана та пуль йывăр,

Тен, кĕтетĕн мана?

Систерсем мана, йыхăр!

Шанчăк пар ман чуна!

Çунакан кĕпере

Сӳнтерме вăй тупас.

Эсĕ çеç чĕрере!

Таврăнма çул хывас!

Уяр


Хĕрлĕ-хĕрлĕ, чăпар

Пĕчĕкçеççĕ уяр —

Ман пӳрне вĕçĕнчен

Анчĕ курăк çине.

Çумăра сиснĕрен

Хыпаланчĕ килне.

Хĕрлĕ-хĕрлĕ, чăпар

Пĕчĕкçеççĕ уяр

Ав пытанчĕ епле!

Темех мар çурт çукки:

Шăнкăрав чечекки —

Питĕ селĕм ӳпле.

Чечекпипе Чĕвĕлпи


Пăрăва çаран çинчен

Хуса килчĕ Чечекпи.

Пӳрт çамкинчи йăвинчен

Сас парать чĕкеç чĕппи.

— Эпĕ — Чĕвĕл-чĕвĕлпи.

Атя иккĕн калаçар.

— Манăн ятăм Чечекпи, —

Тет хаваслă хĕр ача.

— Тунсăхларăм, Чечекпи.

Пушă вăхăт сан пур-и?

— Пăрăва хупсан, эппин,

Юрлăпăр чĕкеç юрри.

Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке


Хăрушă выçлăх пулнăранпа çичĕ çул иртрĕ, çапах та çынсем ăна манма пултараймарĕç. Кил хуçалăхĕнче мĕнле те пулин инкек сиксе тухать-и, тыр-пула пăр çапса каять-и, мĕн пур ӳсен-тăрана шăрăх çанталăк ĕнтет-и, — ватăраххисем тӳрех синкерлĕ вăтăр виççĕмĕш çула аса илеççĕ.

— Çавăн чухнехи пек херĕп пурнăç килсе тухмарĕ-ши каллех пирĕншĕн? Татах мăян çăкăрĕ пĕçерме пуçлатпăр-ши вара? — теççĕ.

Хумхаç ярса панă хатар вăхăта уйрăммăнах Иштерек çемйи манаймасть. Йывăрччĕ çав ун чух, акăш-макăш йывăрччĕ. Вăй питти çынсемсĕр тăрса юлнă икĕ старикпе пĕр карчăк выçлăх çул хăйсен пĕртен-пĕр ĕнине пусса çирĕç.

— Хам та пĕлместĕп, мĕнле çăлăнса юлтăмăр çав çулхине, — тет вара тăхăр вуннăран иртнĕ Пикпав старик. — Эпĕ пурсăмăр та пĕтетпĕр пулĕ тенĕччĕ. Пӳлĕхçĕ çутă кун парать иккен-ха пире...

Кĕмĕл саслă савни


Кĕмĕл саслă савни — сарă кайăк

Шăратать юрату юррине.

Çăлтăр куçлă пике — çутă уйăх

Шантарать юрату пуррине.

 

Ман савни юррине пуçласассăн

Шăпчăксем лăпланаç вăтанса.

Куçăмран пăхнă май йăл кулсассăн

Çутă уйăх сӳнет пытанса.

 

Каçсерен эп ăна курмасассăн

Тунсăхпа хупланать ман чĕре.

Ытарми савнине тĕл пулсассăн

Çавăрма пултаратăп çĕре!

 

Кĕмĕл саслă савни! Сарă кайăк,

Шăратсам юрату юррине!

Пĕр санпа çеç мана питĕ лайăх.

Эс пурришĕн тавах Туррине!

Кăмăлтан юратсан


Улмуççи пахчине шăпчăксен юррине

Итлемешкĕн тухар-и пĕрле?

Çакă çут тĕнчере юрату пуррине

Ĕненсе юрруна кĕвĕле!

 

Таврара шăпчăксем чарăнми юр юрлаç,

Çил лăпкать улмуççи çеçкине.

Сан çӳхе тутусем илĕртсе йăл кулаç —

Чуптăвассăм килет вĕсене!

 

Çăлтăрсем сӳннĕ май шурăмпуç хĕрелет,

Ирхи сывлăм сарать кĕмĕлне.

Сан çумна таянса тĕлĕрессĕм килет

Итлесе-çке чĕрӳ тапнине.

 

Çулăмпа çунакан чĕрери юрату

Чун савни, эс манран йышăнсам!

Пулас çук нихăçан вăл иртми ырату,

Кăмăлтан пĕр-пĕрне юратсан!

 

Çакă çут тĕнчере юрату пуррине

Ĕненсе юрруна кĕвĕле!

Улмуççи пахчине шăпчăксен юррине

Итлемешкĕн тухар-и пĕрле?

Сарă чăх


Сарă-сарă чăх пур пирĕн.

Какалать вăл касăн-ирĕн,

Сар кĕпи ун пурçăнран,

Шӳлкемийĕ ылтăнран.

 

Уртнă сарă ум çакки.

Хĕм сапать хăлха çакки.

Ах, юрать-ха йăлтăрти

Ылтăн мар ун çăмарти.

 

Питĕ-питĕ хырăм выçрĕ

Мечĕкле вылянă хыççăн.

Сарă чăх çăмартине

Астивес-и, асанне?

Сассăр шăнкăрав


— Шăнкăрав манерлĕ лантăш

Татрăм, — терĕ манăн тантăш.

Сулкаларĕ вăл ăна. —

Янăраттăр вăрмана!

 

Эп те лантăша тăнларăм:

Шăнкăравĕ шарламарĕ.

Ӳкрĕ кĕмĕл пек тумла —

Сассăр йĕчĕ пулмалла.

Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке


Хусана илни Хаяр Иван правительстви тытса пынă тулашри политикăн пысăк ăнăçăвĕ пулнă. Çакă Атăлпа Урал тăрăхĕсене Раççейпе пĕрлештерме май панă, ку вара халăх массисене Раççейрисене те, Хусан ханлăхĕнчисене те тивĕçтернĕ.

«Хусан историйĕ» кĕнекерен

Хăйсен çĕрĕ çинчи хула православи патши аллине куçнине курса ту енчи çынсем пĕрин хыççăн тепри патшапа çар пуçĕсем патне пыраççĕ, тархасласа пуç çапаççĕ: патша вĕсене хĕрхентĕр, çилленме пăрахтăр, Сĕве хули патне пуçтарăнма хуштăр, хирĕç тухса çапăçма чартăр.

Патша вара вĕсене хĕрхеннĕ, çиллине пусарнă, хирĕç тухса çапăçма чарнă, Сĕве хули патне пыртарнă, ылтăн пичет пусса грамота пама кăмăл тунă, виçĕ çуллăха ясакран хăтарнă.

Львов летопиçĕнчен

Раççей тата вырăс халăхĕ — тĕнчери калама çук пысăк кӳлепе, ĕлĕкрен пĕр тĕвĕпе çыхăннă вакрах халăхсен ушкăнĕсене хăй хыççăн ертсе вăл истори çулĕпе пырать. Вырăс халăхĕ умне тухса тăракан историлле заданисене татса пама чăвашсен ăна чĕререн парăнса пулăшмалла, нумай асап курнă питĕ ăслă вырăс халăхĕ вĕсен паттăрла ĕçĕсене, мĕн тери вăй-хал хунине ăнланĕ тата тивĕçлипе хаклĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 36 37 38 39 40 41 42 43 44 ... 796