Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Ан ман мана.
Кунсем сивĕ чухне
Çил хумĕпе килсем ман патăма.
Чухлатăп чунăмпа эс çумрине,
Вут евĕр пĕçертетĕн ăшăма.
Ан мана мана.
Çĕрсем вăрăм чухне.
Сасартăк вăранатăп ыйхăран.
Эс аякра калас сăмахсене
Итлетĕп, пĕр-пĕрне юратнăран.
Ан ман мана.
Килсессен çутă ир.
Хĕвел ăшшипеле эс ачашла куçа.
Калаççĕ: юрату вăл — тунсăх, чир, —
Эс çук чухне пит йывăр яш пуçа.
 Тус тумашкăн хăрамарăм,
Чунăма хушса суйларăм,
Хамăр касри сар хĕре.
Тĕлĕкре те шухăшларăм,
Антăхса кайса куçларăм,
Лăш! сурмарĕ яш чĕре.
Вăтанса, савса шӳтлерĕм,
«Юратап» теме пĕлмерĕм
Чун суйланă пикене.
Туй пуличченех çӳрерĕм,
Йăлăнтарчĕ — ӳкетлерĕм
Мăшăр пулма кĕркунне.
Ĕмĕте кĕç пурнăçларăм,
Савни пулчĕ-тăчĕ арăм.
Тавтапуç ылтăн кĕре!
Ахаль мар ăна юратрăм,
Çĕнĕ çăвăсем çуратрăм,
Чăн-чăн юрату — пĕрре!
Çыру-чĕнӳ
Мăнтарăн Çĕр чăмăрĕ! Чăваш Çĕрĕ! Çав тери шеллетĕп сана. Мĕншĕн тесен эсĕ мана çӳлтен пăхсан пĕр пысăк, çав тери таса мар çӳп-çап шăтăкне аса илтеретĕн. Чăваш çĕрĕ вара хура сĕрĕм кăларса йĕрет. Çӳп-çап шăтăкĕ йĕри-тавра çын евĕрлĕ пĕчĕк кăткăсем хăйсем валли çурт-йĕр çавăрасшăн ăшталанаççĕ, анчах вĕсен çурчĕ ишĕле-ишĕле анать, хăйсем сĕрĕм-тĕтĕмпе чыхăнса антăхаççĕ, ĕнсе каяççĕ те çӳп купи çине ӳкеççĕ. Çавна май çӳп-çап купи тата пысăкланса пырать.
Эпĕ çӳлтен татах та тинкерсе сăнатăп, итлетĕп. Хальхинче мана темле армак-чармак йывăç курăнчĕ. Чавашсен несĕл йываççи-ши? Çук иккен-ха. Ку чĕрĕ йываç куççульпех йерет. Тимлерех пăхатăп. Чăваш йăмри иккен. Мăнтарăн чăваш йăмри…Ĕлĕк ватăсем чăваш çĕрĕ çинче лартса ӳстернĕ, хисепленĕ, юратса пăхса тăнă чăваш йăмри тесе калаймăн ăна халĕ. Пĕтĕмпех урăх: çӳллĕшĕ-сарлакăшĕ те, тымарĕ-хунавĕ те.
— Эсĕ мĕншĕн йĕретĕн, — ыйтатăп çакскертен.
— Ман хуйхăм ĕмĕр-ĕмĕр хампа пĕрле, — терĕ вăл. — Тахçан эпĕ те çамрăк пулнă, юратса та курнă.Савнине тăшмансем шывра путарса вĕлернĕ хыççăн хам та ĕмĕрлĕхех кунта, шыв хĕрне, килсе вырнаçрăм. Çил тухсан савнине юрă юрласа паратăп, чун кӳтсе килсен куççулĕпех йĕретĕп. Çапла, ĕлĕкрех пирĕн йăх та сумлăччĕ, хисепреччĕ: çырма тытаттăмăр, хуралтăсене пушартан сыхлаттăмăр, тутлă шăршă сарса ял илемне кӳреттĕмĕр,-тесе вĕçлерĕ те хăйĕн сăмахне йăмра тата хытăрах куççульленсе йĕме тытăнчĕ.
Малалла
 Мăшăрăм!
Сана телей сунатăп!
Шухăшăм ялан пĕр сан çинче.
Мăшăрăм!
Ман шанчăклă çунатăм!
Çак сăвва çыратăп сан çинчен.
Мăшăрăм!
Сана сывлăх пиллетĕп!
Юрататăп вăйлăрах куллен.
Эп кун-çулăн таппине сисетĕп,
Юрату ан çунтăр вăл хуллен.
Çулсем иртнĕ май çакна туятăп:
Эсĕ маншăн — тăванран тăван...
Мăшăрăм!
Юратăва шанатăп —
Çăлтăр пек хĕмлентĕр вăл ялан.
 Ывăлне вутра çунтарнă палачсем.
Ĕненме пит йывăр çак сăмахсене.
Ман ылхан çунтартăр вĕсене!
Амăшне илсе çитернĕ палачсем:
«Ывăлун кĕлне пуçтар та куркана
Вĕçтерсе яр çилпеле ăна!»
Ывăлĕн кĕлне илсе çитернĕ вăл килне,
Вăл ăна шăварнă куççульне тăкса.
Ывăлĕ, асамлăн чĕрĕлсе тăрса,
Тав тума пуçланă амăшне.
Ĕненес килет ман çакă сăмаха,
Тав тăвас килет ман савнă халăха.
 Тунсăхласа тăрать çап-çамрăк чăраш,
Çуртри илем ăна пĕрре те кирлĕ мар.
Савăнтарас тесе ăна ан тăрăш,
Ун хăйĕн пурнăç, эпĕр кирлĕ мар.
Çĕнĕ çула кĕтсе илеç епле телейлĕн:
Ташлаç, юрлаç, кулаç кунта çынсем.
Смала куççулĕпе йĕрет-çке темшĕн,
Çак чăрăш вăрмана аса илсе.
 Сукмакпа эп утап,
Савние асăнса,
Çунат хушнăн хама.
Курас çук эс, сукмак,
Ман хыççăн пырса,
Ман чунри çулăма.
Ман савни килетех,
Сисетех чĕннине,
Тухса тăрĕ кунта.
Ак илтеп çул çинчех
Ут ури сассине,
Çывхарать вăл кунта.
Çимун тантăшĕсенчен пăрăнарах çӳрет, вĕсемпе ытлашши хутшăнсах каймасть. Тантăшĕсем урамра мечĕк хăваласа чупаççĕ, вăл вара вĕрентекенсем киле панă ĕçсене хăвăртрах туса пĕтересчĕ тесе тапаçланса ларать. Тусĕсем ирсерен физзарядка тăваççĕ, пĕр çур сехет чупаççĕ. Çимунăн вĕсемпе пĕрле чупма вăхăт çукпа пĕрех. Уроксене хăвăртрах туса пĕтерсе амăшне пулăшма васкамалла. Арçын ача кĕнеке вулама çав тери юратать, кăштах пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке тытать. Юлашки вăхăтра ытлашши нумай вулани юрамарĕ пулас, куçĕ те япăхрах кура пуçларĕ, вĕрентекен доска çинче çырса ăнлантарнине ăнланайми пулчĕ, ăнланман вырăнсене килте тепĕр хут вуласа хăйне ăссĕн ăнланма тиврĕ.
Кăçалхи вĕренӳ çулне те арçын ача иртнĕ çулхинчен япăхрах вĕçлерĕ, унччен дневникра ытларах «пиллĕксем» куçа илĕртетчĕç, кăçал «тăваттăсем» нумайрах.
Çимун амăшĕ кроликсем усрать. Вĕсен йышĕ çу каçипе çĕре те çывхарать. Кроликсене пăхма çамăл мар, кунĕпех çитермелле, йăвисене кулленех тасатмалла, шыв ĕçтерме те манса каяс çук.
Амăшĕ Çимуна кашни кунах кроликсене валли курăк çулса килме хушать.
— Эпĕ хам кролик ашне пачах та çиместĕп. Мĕншĕн манăн вĕсене пăхмалла? Кам çиет, çав пăхтăр! — мăкăртатма пăхать арçын ача, çапах та чирлĕ амăшне хĕрхенсе алла çава тытса уялла васкать. Анкарти хыçĕнчи пушă выртакан уйри курăка тахçанах кроликсене çитерсе янă, пахчари çум курăка та çăлса пĕтернĕ, нумай кирлĕ çав йышлă кролик çемйине.
Малалла
 Ап-ап-ап! Ап-ап-ап!
Çанçурăма лăппи лап!
Çапса кăлар чир-чĕре,
Лайăх пултăр ӳт-тире!
Асавпуçсен килĕнче
Пылпа шерпет куç çинче,
Шăртлă милĕк патакки
Нартлаттарать кут çинче!
1995, раштав, 14.
Авăркас, Асавпуçĕнчи
Микула Ефимовсен мунчи.
 Лаппи-лаппи лап çине,
Çын сăмаххи чул çине!
Ăшши лайăх панă чух
Пире сăмах тивес çук!
1990, утă, 6.
Самар, Клевлĕ, Йĕкер.
Валерий Егоров мунчи.
■ Страницăсем: 1... 189 190 191 192 193 194 195 196 197 ... 796
|
Шухăшсем
Struggling to get targeted leads to your...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем