Чăваш çĕрĕ çинчи чăваш йăмри
Çыру-чĕнӳ
Мăнтарăн Çĕр чăмăрĕ! Чăваш Çĕрĕ! Çав тери шеллетĕп сана. Мĕншĕн тесен эсĕ мана çӳлтен пăхсан пĕр пысăк, çав тери таса мар çӳп-çап шăтăкне аса илтеретĕн. Чăваш çĕрĕ вара хура сĕрĕм кăларса йĕрет. Çӳп-çап шăтăкĕ йĕри-тавра çын евĕрлĕ пĕчĕк кăткăсем хăйсем валли çурт-йĕр çавăрасшăн ăшталанаççĕ, анчах вĕсен çурчĕ ишĕле-ишĕле анать, хăйсем сĕрĕм-тĕтĕмпе чыхăнса антăхаççĕ, ĕнсе каяççĕ те çӳп купи çине ӳкеççĕ. Çавна май çӳп-çап купи тата пысăкланса пырать.
Эпĕ çӳлтен татах та тинкерсе сăнатăп, итлетĕп. Хальхинче мана темле армак-чармак йывăç курăнчĕ. Чавашсен несĕл йываççи-ши? Çук иккен-ха. Ку чĕрĕ йываç куççульпех йерет. Тимлерех пăхатăп. Чăваш йăмри иккен. Мăнтарăн чăваш йăмри…Ĕлĕк ватăсем чăваш çĕрĕ çинче лартса ӳстернĕ, хисепленĕ, юратса пăхса тăнă чăваш йăмри тесе калаймăн ăна халĕ. Пĕтĕмпех урăх: çӳллĕшĕ-сарлакăшĕ те, тымарĕ-хунавĕ те.
— Эсĕ мĕншĕн йĕретĕн, — ыйтатăп çакскертен.
— Ман хуйхăм ĕмĕр-ĕмĕр хампа пĕрле, — терĕ вăл. — Тахçан эпĕ те çамрăк пулнă, юратса та курнă.Савнине тăшмансем шывра путарса вĕлернĕ хыççăн хам та ĕмĕрлĕхех кунта, шыв хĕрне, килсе вырнаçрăм. Çил тухсан савнине юрă юрласа паратăп, чун кӳтсе килсен куççулĕпех йĕретĕп. Çапла, ĕлĕкрех пирĕн йăх та сумлăччĕ, хисепреччĕ: çырма тытаттăмăр, хуралтăсене пушартан сыхлаттăмăр, тутлă шăршă сарса ял илемне кӳреттĕмĕр,-тесе вĕçлерĕ те хăйĕн сăмахне йăмра тата хытăрах куççульленсе йĕме тытăнчĕ.
Ытла та кичем те илемсĕр ӳкерчĕк. Йĕри-тавра çӳп-çап купи, сĕрĕм-тĕтĕм тата чуна ыраттаракан хӳхлев. Анчах çак тăрлавсăр картина пĕчĕк кăткă пек хĕвĕшекен çынсене хăйсене курăнмасть пулмалла. Никам та нимĕн те туймасть, çавăнпа вĕсем мĕн пулса иртнине ăнланса ĕлкĕреймесĕрех вилсе пыраççĕ. Шел, ытла та шел…
Мĕнпе тата мĕнле пулăшмалла-ши вĕсене? Йывăр ыйту. «Йăмра пĕтмест чăваш пĕтмесĕр» тени харама кайрĕ-ши? Эпĕ çӳлтен каланине вĕсем илтес те, ăнланас та çук пулĕ. Эй, тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса пăчланакан, чăваш йăмрине хисепрен кăларнă вĕтĕ чунсем, этемсем!.. Чĕнмеççĕ, сас памаççĕ. Вилĕм шăтăкĕнчи пек шăплăх. Каллех шăплăх,сĕрĕм-тĕтĕм, куççуль. Хăçанччен ку? Чăваш йăмрине те уйăх çинчи хĕр патне илсе кайма вăхăт çитсе пырать-ши е Улăп паттăрсенчен пулăшу ыйтмалла?
Тен, эсир вулама пĕлетĕр? Çакна шанса, сире хăтарас тесе хут листине Çӳлтен пăрахатăп. Тĕтĕм-сĕрĕмпе куççуль айне пулмасан кам та пулин тупса вуласа ăнланĕ те ăса кĕрсе чăваш çĕрне ирĕккĕн сывлама, чăваш йăмрине сарăлса ӳссе тĕрекленме майсем туса парĕ. Кăткă пек ĕçчен чăвашăн вăйĕ пысăк тенине илтĕ эпĕ. Чăнахах-ши?
Ют планета çинчен чăваш çĕрĕн асапне курса чăвш йăмрин хӳхлевне итленĕ пĕр пĕчĕк Чĕрĕ чун.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...