Ыраш


Ыраш пуссинче


Ыраш пусси — çырансăр тинĕс

Ун урла туп-тӳрĕ йĕрпе

Ишет сенкер автомашина

Ĕçчен разведчик-катер пек.

 

Ем-ешĕл тинĕс анлă, тарăн,

Кунта вăл ирĕк самана!

Парти райкомĕн секретарĕ

Пăхать те питĕ савăнать.

 

Уй-хир курма юри вăл тухнă

Çак çутă çуллахи ирпе.

Çул хĕрринчи парка çеç ухлĕм

Машннăна пит ерипен

 

Утьăккалла ярăнтарасшăн

Ухлать хăй хумĕсем çинче.

Йĕри-тавра хавассăн, ăшшăн

Кулать, çиçет ирхи тĕнче.

 

Тăван хирте — тăван индустри,

Уй вăйĕ пирĕн алăра!

Герой педаль çине кăшт пусрĕ,

Машина чарăнчĕ вара.

 

Геройăм тухрĕ. Çĕн тырпулă

Пуç тайрĕ çĕнĕ этеме.

Этем хăвачĕ сывă пултăр

Ĕмĕтленме те çĕнтерме!

Ыраш пĕрчи


Эп ывçăма ыраш пĕрчи илетĕп,

Савса пăхатăп пĕчĕкçеç тĕшше.

Шухăшăмпа, ĕмĕтĕмпе кĕретĕп

Эп ун асамлă, куç витми ăшне.

 

Çак пĕрчĕре — хăватлă çĕр сĕткенĕ,

Хĕвел ăшши те ырă çумăрсем

Колхозник вăйĕпе пĕр тĕвеленнĕ

Вĕри ĕçре сипетлĕн хĕртĕнсе.

 

Унта пайтах этем ăсне те хунă, —

Пайтах имленĕ юнпа тар ăна.

Ахальтен мар ырашăн ылтăн хумĕ

Мăнаçлăн та сулмаклăн ярăнать.

 

Ан тив, тата хăватлăрах хумхантăр

Колхоз уй-хирĕнчи çăра тырпул.

Кашни пĕрчех пире хастар вăй патăр,

Тăшман çамкишĕн пуля пултăр вăл!