|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Вӑрнар округӗнчи Эльмен ялӗнче ӗлӗкхи чиркӗве консерваци тӑвасшӑн. Ҫапла культура палӑкне упраса хӑварса ӑна кайран юсаса ҫӗнетме пултарӗҫ. Ҫакна «Культура аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн тӑвасшӑн. Ҫак ялти Хусан чиркӗвне 1825 ҫулта вырӑс классицизмӗпе хӑпартнӑ. Ӑна тума тӑватӑ ялта пурӑнакан ҫынсем пухнӑ. Чиркӗве 1930 ҫулсенче хупнӑ. Унта клуб, минераллӑ удобренисен склачӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Кӑсӑклӑ
Ял пурнӑҫӗ
Таврапӗлӳҫӗ кӗтесӗ
«Раҫҫей патшалӑхне пӗр ҫирӗм ҫул лӑпкӑн аталанма май туса парсан ӑна эсир паллаймӑр та…» Ҫапла хӑюллӑн ҫирӗплетсе каланӑ Раҫҫей империйӗн правительствине ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ертсе пынӑ П.А. Столыпин хӑй пуҫласа янӑ реформӑсем пурнӑҫа кӗрессе ҫирӗп шанса. 1906 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ саккунпа килӗшӳллӗн ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакансене хӑйсем усӑ куракан ана-ҫарана харпӑрлӑха куҫарма ирӗк панӑ. Анчах пысӑк улшӑнусем «ҫӳлтен» килнӗ пулин те хура халӑх ӗмӗртен килекен йӗркесене пӑрахӑҫа кӑларма васкаман. Ҫапах та уйрӑм ялсенче ҫӗнӗлле пурӑнса пӑхас текенсен пӗчӗк ушкӑнсем тупӑнкаланӑ. Ҫакна Чӑваш Республикин истори архивӗнче упранакан ҫӗр планӗ те ҫирӗплетет. Ӑна Ҫӗрпӳ уесенчи Мами вулӑсне кӗрекен Анаткас Татмӑш, Вӑтакас Татмӑш тата Пукӑртан ялӗсен ҫӗрне уйрӑм ҫынсене касса панӑ май хатӗрленӗ. №683 копия |
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() rg.ru сайтри сӑн Комсомольски округӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче карантин тесе палӑртнӑ. Ку – тилӗ виллине пула. Ӑна экспертизӑна панӑ, унти специалистсем тилӗ урнӑ чирпе чирлӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Ветеринарсем чир ан сарӑлтӑр тесе выльӑх-чӗрлӗхе вакцинаци тӑваҫҫӗ. Халӗ ялта чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ ярмӑрккӑсем ирттерме, суту-илӳ тума икӗ уйӑх юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Шупашкар округӗнчи Ишлей ялӗнче пурӑнакан Роговсен ҫемйи юртан тӗрлӗ кӳлепе ӑсталать. Юр кӗлеткесем, Хӗл мучи, Юр пике, чӗрчунсем... Темӗн те тпур вӗсен килӗ умӗнче. Вӗсене Ольга Семенова тата унӑн команди ӑсталанӑ: мӑшӑрӗ, хӗрӗ, виҫӗ ывӑлӗ. Юртан тунӑ кӳлепесем ял ҫынничене кӑна мар, Тюмень облаҫӗнчен хӑнана килнисене те савӑнтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӗпреҫ округӗнчи Хурамал ялӗнче пурӑнакан Николай Квасов кил-ҫуртне юмахри пек илемлетсе лартнӑ. Вӑл аякранах курӑнса, иртен-ҫӳрене илӗртсе ларать. 83 ҫулти Николай Квасов ҫуртне йывӑҫран касса кӑларнӑ эрешсемпе хитрелетнӗ. Кашни детале хӑйӗн чунӗ витӗр кӑларнӑ вӑл. Кил хуҫи каланӑ тӑрӑх, иртен-ҫӳрен килӗ умӗнче чарӑнса тӑрать, сӑн ӳкерӗнет. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Вероника Павлова сюжет ӳкернӗ. Тӗплӗнрех паллашма пултаратӑр: https://vk.com/chuvash_selo?w=wall-163599942_12634. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Тӑвай округӗнчи Чутей ялӗнче пурӑнакан Цырульниковсен килӗ умӗнче чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать. Вӗсем, Ҫӗнӗ ҫул тӗлне урамра капӑрланӑ. Хӗл мучи, Юр пике, Юр кӗлетке, ҫӗлен... Йӑлтах илемлӗ. Килӗ умне «2025» тесе те ҫырнӑ. Вӑл ҫуталса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Канаш округӗнчи Энтрияль ялӗнче пурӑнакансене Хӗл мучипе Юр пике саламлама тухнӑ. Уяв асамҫисем ялта пурӑнакансене ҫитес ҫулта ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ пулма суннӑ. Ҫынсем Хӗл мучипе Юр пикене хаваслӑн кӗтсе илнӗ, вӗсен саламӗсене кӑмӑлтан йышӑннӑ. Ачасем сӑвӑ каласа панӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Хӗл мучи вара пурне те пылак парнесемпе хӑналанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Акчикасси ялӗнче пурӑнакан Елена Патьянова Ҫӗнӗ ҫул тӗлне юртан кӳлепесем ӑсталама юратать. Кӑҫал вӑл ҫитес ҫул паллине, Симӗс Ҫӗлене, хатӗрленӗ. Ӑна симӗс тӗспе сӑрланӑ. Вӗсен килӗ умӗнчен иртсе ҫӳрекенсем ҫак кӳлепепе киленеҫҫӗ.. Елена Александровна чылай ҫул ӗнтӗ юр ҫунӑ-ҫуман тӗрлӗ кӳлепе ӑсталать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫемье архивӗнчи сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи кашни ҫулах Ҫӗнӗ ҫул тӗлне кил умне капӑрлатать. Кӑҫал вӗсем Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне хапхи ҫине чӑваш эрешне ӳкернӗччӗ. Хальхи вӑхӑтра Ивановсен килӗ умӗнче чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать. Вӗсем Ҫӗлен ҫулталӑкне кӗтсе илме хатӗрленнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиел ялӗнче пурӑнакасене шыв ыйтӑвӗ пӑшӑрхантарать. «Каллех ҫук. Хӑҫан пулӗ? Нивушлӗ тума ҫук?» – теҫҫӗ ҫынсем. Пӑчӑрлӑ Пашьел территори уйрӑмӗнче, ҫав шутра Палтиелте те, шыв тарифӗ ҫук. Эппин, ку ыйтӑва пӑхса тӑракан подрядчик те ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
