Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер, ҫӑвӑн 16-мӗшӗнче, __Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче__ Чӑваш чӗлхе комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Пӗлтӗр ҫак комисси пӗрре те пухӑнманнине шута илсен ку самай пӗлтерӗшлӗ пулӑм теме пулать.

Пӗтӗмӗшле 4 ыйту сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах институт директорӗ __Юрий Николаевич Исаев__ Пӗрлехи чӗлхе комиссине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн яваплӑхне куҫарни пирки пӗлтерчӗ. Унччен, асаилтерер, ку тивӗҫе икӗ министерство пурнӑҫлатчӗ — вӗренӳ тата культура министерствисем. Юрий Николаевич чӗлхе комиссийӗн малашнехи ӗҫӗ епле пуласси пирки те чарӑнса тӑчӗ. Вак-тӗвек ыйтусемпе — тӗслӗх вырӑнне ҫыравҫӑсен псевдонимӗсене епле ҫырмаллине татса панине илсе пачӗ — ӗҫлеме шутламанни ҫинчен каларӗ. Комисси малашне министерствӑсенче мар, институт яваплӑхӗнче пулнӑран вӑл ҫивӗчрех ыйтусем тӑратма шутлани пирки пӗлтерчӗ.

Иккӗмӗш ыйтура Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ пулчӗ. Геннадий Дегтярёв ӑсчах вӑл епле иртни пирки тата ҫитес ҫул ӑна мӗнлерех йӗркелеме шутлани пирки (сӑмах май, диктанта чӗлхе комиссине шантарса парасшӑн) каласа пачӗ. Ҫитес ҫул Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырассине районсенчи тата хуласенчи вӗренӳ пайӗсене те хутшӑнтарасшӑн иккен. Ку шухӑш кӑҫал та пулнӑ, анчах вӑхӑт ҫителӗклӗ пулманнине пула йӗркелесе ҫитереймен. Пӗтӗм чӑваш диктантне хӑш кун ҫырасси пирки те тавлашса илчӗҫ. Культура министерствинче тӑрӑшакан Казаков Сергей Димитриевич пӗлтернӗ тӑрӑх диктант ҫырасси Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче иртекен митинга та чӑрмав кӳрет имӗш — вӗсем пӗр вӑхӑтра иртеҫҫӗ иккен. Тавлашакансем митинг шайӗ чакни пирки, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ чӑвашсене ытларах пӗрлештерни пирки калаҫрӗҫ. Диктанта маларах ҫырма сӗнекенсем те пулчӗҫ. Ҫавах та пӗтӗмлетӳ тӑваймарӗҫ, Юрий Николаевич вара мӗнпур сӗнӳсене института килсе пама ыйтрӗ. Ку ыйтура ҫавӑн пекех диктант текстне конкурс ирттерсе суйлама сӗнчӗҫ. Пӗтӗмӗшле ку сӗнӳпе килӗшрӗҫ теме юрать, анчах тектсне никама кӑтартмасӑр ирттермелле терӗҫ. Ҫавӑн пекех вырӑссем хыҫҫӑн кайма кирлӗ марри пирки те сӑмах хушрӗҫ, уйрӑмах «Тотальный диктант» ята тата «диктатор» (чӑв. ~~диктант вулакан~~) калкӑласа мар, чӑваш чӗлхи ҫине таянса йӗркелемелли пирки каларӗҫ. Ку тӗлӗшӗнчен, паллах, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» ят вырӑссенче килӗшӳллӗрех пулни каламасӑрах паллӑ.

Виҫҫӗмӗш ыйтура орфографи йӗрки тавра калаҫрӗҫ. Кунта сӑмах __Яковлев Пётр Яковлевич__ илчӗ. Вӑл орфографи ыйтӑвӗпе апла-капла выляни чӑваш чӗлхин шайне ӳстерменнине пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех ку ыйту пирки калаҫнӑ чухне теорине тӗпе хурса ӗҫлемелли пирки каларӗ. Ытти тӗрӗк халӑхӗсен опычӗпе те паллашма сӗнчӗ. Пӗтӗмлетӳ тунӑ май комисси пайташӗсенчен ытларах пайӗ гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш Республикин Элтеперне, Патшалӑх Канашӗн Пуҫлӑхне, Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне, Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателне __/comments/2085.html|хурав панӑ ҫырупа__ килӗшни пирки, орфографи ыйтӑвӗ тавра пӗр-ик конференци-ҫавра сӗтел ирттерме йышӑнчӗҫ.

Тӑваттӑмӗш ыйтура Г.И. Фёдоров хатерленӗ «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантару словарӗн» алҫырӑвне пичете тӑратассине сӳтсе яврӗҫ. Георгий Иосифович ҫак пысӑк ӗҫе 45 автор листи таран туса ҫитересшӗн. Хальхи вӑхӑтра — 42 автор листи. Танлаштарма: нумай пулмасть тухнӑ М.И. Скворцов хатӗрленӗ вырӑсла-чӑвашла словарь пӗр кӗнекин калӑпӑшӗ 62 автор листипе танлашать. Георгий Фёдоров ытларах литература тӗпчевҫи пек палӑрнӑ пулин те чи малтанах ӑслӑлӑх сукмакӗ ҫине чӗлхеҫӗ пек кӗме шутланӑ, темине те фразеологине суйланӑ пулнӑ. Анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула унӑн литература пайне суйлама тивнӗ. Хальхи вӑхӑтра вара, фразеологи словарӗ питӗ кирлӗ пулнине шута илсе, ӑҫчах 30 ҫул каялла тума пуҫланӑ ӗҫе туса ҫитерме шут тытнӑ. Чӑваш чӗлхи комиссийӗн пайташӗсем ку сумлӑ ӗҫе пичетлесе кӑларма укҫа-тенкӗ тупма йышӑнчӗҫ.

Ӗҫ планӗнчи «Тӗрлӗрен» пайра тепӗр ыйту тӑратрӗҫ. 1990 ҫулта Чӗлхе сакунне йышӑннӑранпа ӑна пурнӑҫлама уйӑрнӑ укҫана ӑҫта тӑкакланине тишкерме вӑхӑт ҫитнине палӑртрӗҫ. Ку тӗлӗшпе вӗренӳ министерстви, Чӑваш кӗнеке издательстви тата ытти учрежденисемпе ведомствӑсем информаципе тивӗҫтерессе шанчӗҫ.

Комисси ларӑвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле тӑрса сӑн ӳкерӗнчӗҫ.

__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/157507/|**Сӑнсем**__ (8)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне финанс операцийӗсене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ. Мӗнле те пулин ӗҫе укҫа хывас тетӗр пулсан шӑпах ҫакна пурнаҫламалли вӑхӑт. Кил-терӗшри ӗҫсемпе аппаланӑр - халӗ вӗсем ывӑнтармӗҫ. Фитотерапи усӑллӑ пулӗ. Эрне вӗҫӗнче кӗтмен хыпарсем илетӗр.

Кӑрлач, 19

1919
106
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1923
102
Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1924
101
Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
96
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи