Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан йӑли-йӗркине, кӑмӑл-сипет пуянлӑхне капашсӑр хаклакан мӗнпур ҫыншӑн пысӑк уяв пулчӗ тенине ӳстерсе каланӑн йышӑнмасса шанатӑп. Ара ӗнер СССР халӑх артистки __Вера Кузьмина__ 90 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ-ҫке.

Пӗр шутласан, тӑхӑр теҫетке ҫула кам ҫитнине пӗлмесен тем тӗлӗнмелли ҫук та пек туйӑнӗ. Калӑн, юбилей. Калӑн, 90 ҫул. Турра шӗкӗр, ҫав ҫула ҫитекенсем ҫук мар-ха. Анчах ӗнерхи юбилей хӑватлӑран та хӑватлӑ, мухтавлӑран та мухтавлӑ, пысӑкран та пысӑк ҫыннӑн — СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан пулчӗ-ҫке. Календарьпе пӑхсан унӑн ҫуралнӑ кунӗ чӳк уйӑхӗн 16-мӗшне тивет. Тӑван, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче, юбилей каҫне ӗнер, чӳкӗн 23-мӗшӗнче, ирттерчӗҫ.

Этем тени хӑй пурнӑҫне тӗрлӗрен пурӑнса ирттерет. Ҫук, ҫакна эпӗ начар тесшӗн мар-ха. Ачамӑрсемпе тӑванӑмӑрсен асӗнче ятӑмӑра хӑварни те паха. Ҫапах та тепӗр ҫын, тен, ҫак тӗнчери эпир ӑнланма пултарайман хӑват пил панипе-ши, кун-ҫулне ытти пин-пин ҫынтан расна ирттерет. Халӑхшӑн тейӗттӗм те, анчах теприсем кӑна сӑмах илемӗшӗн калани вырӑнне хурса йышӑнасран шикленетӗп. __Антер Хусанкай__ лингвист, профессор (вӑл Вера Кузьминапа Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн ывӑлӗ пулнине палӑртма кирлех те мар-тӑр, мӗншӗн тесен кӑна пӗлмен чӑваш ҫук-тӑр) уявра тӗлӗнмелле тӗрӗс шухӑш каларӗ: Вера Кузьминична тӑван __Енӗш Нӑрваш__ (вӑл ял __Тӑвай районне__ кӗрет) ҫӗрӗн темиҫе тумламне илсе тинӗс тунӑ. Расналӑх пирки маларах эпӗ калама пӑхрӑм та, этемпе этем пурнӑҫӗн уйрӑмлӑхӗ шӑпах ҫавӑнта. Е тата аслӑ вӗрентекенӗмӗр __Иван Яковлев__ шухӑшне тӗпе хурса ҫапла та калама юрать: тепӗр расналӑх — юратса тусан пӗчӗк япала та (кунта пӗчӗк роле те темеллеччӗ пулӗ-ха. Анчах Вера Кузьмина вылякан пӗр роле те пӗчӗк теейместӗн. Пӗрремӗшӗнчен, сцена ҫинче 66 ҫул вылянӑ вӑхӑтра миҫе спектакльте вӑл тӗп роле вылянине шутласа кӑларма та ҫӑмӑл мар. Иккӗмӗшӗнчен, капашсӑр пысӑк мар роле те хӑй хӑвачӗпе вӑл урӑх шая ҫӗклет) пысӑкланни. Кунта вӑрттӑнлӑхӗ ансат. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи __Валерий Яковлев__ калашле, роле Вера Кузьмина ӑспа выляни.

Уяв каҫӗнче саламӗ те, танлаштарӑвӗ те нумай пулчӗ. Тӑхӑр теҫеткере пулин те сцена ҫинче малтанхиллех вылякан, анчах сцена ҫине тухиччен малтанхиллех, тахҫанхиллех хумханакан ҫынна саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ __Юрий Попов__, республикӑн культура министрӗ __Вадим Ефимов__ тата ытти тӳре-шарапа хӑна пырса ҫитрӗ. Вӗсем пӗри тепринчен хитре сӑмах каларӗҫ. Тӑван халӑхшӑн амӑшӗн сӑнарӗ евӗр пулнине, ҫӗршыври наци театрӗсемшӗн пӗлтерӗшлине те, пӗр ӗмӗрхи юбилее пӗрле уявласса шаннине палӑртрӗҫ. Виҫесӗр пултарулӑх пирки калаҫнӑ май Эстонирен килнӗ хӑна аса илнӗ пӗр саманта илсех кӑтартас килет. Вӑл Вера Кузьмина унти ҫӗре __Борис Чиндыковӑн__ пьесипе лартнӑ «Хура чӗкеҫ» монодрамӑпа пулнине каласа кӑтартрӗ. Вӑл спектакле курманнисене пӗлтерем: асӑннӑ спектакльти Хура Чӗкеҫ сӑнарӗ урлӑ хайлав авторӗ тӑван халӑмӑрӑн йывӑр кун-ҫулне уҫса панӑ. Спектакле курма Эстони ҫӗрӗн хӑватлӑ артисчӗсенчен пӗри (шел те, ятне ас туса юлаймарӑм) кӗрсе тухма шантарнӑ-мӗн. Хӑй урӑх ӗҫпе пит васканине кура 10 минутлӑха тенӗ вӑл. Анчах хайхи, 10 минутлӑха тесе кӗнӗ ҫын, спектакль вӗҫлениччен ларнӑ. «Сире чӑвашларан куҫарса памаллаччӗ те ӗнтӗ, ӑнланмарӑр пуль», — тенӗ-мӗн спекталкь хыҫҫӑн унта пурӑнакан хайхи чӑваш Эстони сценин ҫӑлтӑрне. Лешӗ вара Вера Кузьмина пек артист вылянӑ чух спектакле чӗлхе пӗлмесӗр те ӑнланма пулать тесе хуравланӑ.

Уяв каҫӗ пирки нумай каласа кӑтартма пулать. Анчах кирлех-ши? Уява лекеймен ҫыншӑн ун пек юбилейра пулайманни чӑн ҫухату тесе кӑна вӗҫлес-тӗр…

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=top&id=2654980|**Сӑнсем**__ (33)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 06

1897
128
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
86
Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
86
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1996
29
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
20
Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем