Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, производство йӗркелӳҫи, 1964-2007 ҫулсенче «Ланинская искра» колхозӑн председателӗнче вӑй хунӑ __Аркадий Павлович Айдак__ вилсе кайнӑ.

Сывпуллашу ыран, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ял клубӗнче 12:00-13:00 сехетсенче иртӗ.

**__Айдак Аркадий Павлович__** 1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче __Етӗрне районӗнчи__ __Чурпайра__ ҫуралнӑ. 1961 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ __Чӑваш патшалӑх педагигика институчӗн__ историпе филологи факультечӗн вырӑс-чӑваш уйрӑмне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1960 ҫулта __Кӗскетӳсем_ПСҪЛКС__ Чӑваш обкомӗн вӗренекен ҫамрӑксен инструкторӗ, 1961 ҫулта — ССКП Етӗрне райкомӗн пропагандисчӗ, ПСҪЛКСӑн Етӗрне райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. 1962 ҫулта «Ленинская искра» (чӑв. «Ленин хӗлхемӗ») колхозӑн пӗрремӗш парторганизацийӗн секретерӗнче тӑрӑшнӑ.

1964 ҫултанпа вара 43 ҫул «Ленинская искра» колхозӑн председателӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл ертсе пынипе колхоз пӗтӗм СССРӗпе чапа тухнӑ. Аркадий Павлович колхоз ертӳҫинче ларнӑ вӑхӑтра 270 гектар ҫӗнӗ варман лартнӑ, 84 гектар лаптӑклӑх 64 пӗве хывнӑ, «Ачак» этно-ҫутҫанталӑк паркне тата юланутҫӑсен шкулне (35 юланут) уҫнӑ, шкулсем, клубсем, санаторий туса лартнӑ.

Аркадий Айдака СССР халӑх депутатне (1989), Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн депутатне (1085) суйланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл районти тата ял совечӗсен депутачӗ те пулнӑ.

Чылай орденсемпе чысланӑ ӑна: Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Хисеп орденӗпе. СССР ВДНХ ылтӑн медалӗпе тата ытти медальсемпе наградӑланӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ (1994), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ (1997), Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1979), РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1985), Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ ҫӗрйӗркелӳҫи.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 25

1913
113
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
57
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
56
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем