Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пысӑк ҫынра пурте пысӑк пулмалла теҫҫӗ: туйӑмӗсем те, шухӑшӗсем те, ӗмӗчӗсем те, тӗллевӗсем те, ӗҫӗсем те — пурте-пурте. Юрий Спиридонов тӗлӗшпе илес пулсан ҫак каларӑш 100 проценчӗпех тӳрре тухать. Вӑл кӗлеткипе те боевиксенчи хӑватлӑ та харсӑр киносӑнара аса илтерет, ӗҫӗсемпе те тахҫанах палӑрнӑ. Юрий Николаевич пуҫӑнакан ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ, пахалӑхӗ, курӑмлӑхӗ пирки иккӗленмелле мар, тӑвас ӗҫе вӑл тӗплӗ те ӑмсанмалла лайӑх тума хӑнӑхнӑ. Ю. Спиридоновӑн ҫынна пулӑшасси малти вырӑнта тӑрать: ачасене, уйрӑмах «йывӑр» теме хӑнӑхнисене, спортсменсене, чӑваш культурин ӗҫченӗсене тӗрек парсах тӑрать вӑл.

Юлашки ҫулсенче Ю.Спиридоновӑн пурнӑҫӗнче кино пысӑк вырӑн йышӑнма пуҫларӗ. Чи малтанах вӑл каскадер пек Раҫҫей телевиденийӗнчи паллӑ «Улицы разбитых фонарей», «Менты», «Каменская» сериалсенче ӳкерӗннӗ, каярах «Краповый берет» («Белорусфильм», режиссерӗ — Андрей Голубев), «Человек войны» (Раҫҫей, режиссерӗ — Алексей Муратов) сериалсенче тӗп рольсенче пӗрне калӑпланӑ. «Белорусфильм» (режиссерӗ — Андрей Голубев) ун пирки автобиографиллӗ «Путь доброты» фильм та ӳкернӗ, унта Юрий Николаевич тӗп роле вылянӑ. Малаллахи плансем пирки те кӑштах каласа пачӗ сӑмахташӑм: Грегор Гардюшян ӳкерекен боевикра ӳкерӗнме йыхравлаҫҫӗ ӑна (Армен Джигарханян калӑплакан сӑнарӑн хӗрне Сомали пирачӗсем вӑрлаҫҫӗ, Ю.Спиридоновӑн сӑнарӗ кӗрекен ушкӑнӑн пикене ҫӑлмалла) тата Югославири Приштина хулинчи пулӑмсене тӗпе хурса ӳкерекен фильмра (Раҫҫей десантникӗсем ҫинчен пулӗ, Ю.Спиридонов прапорщик сӑнарне вылӗ) курасшӑн. Ҫавӑн пекех Голливудри пӗр кинокомпанипе пӗрле Пелевин романӗ тӑрӑх ӳкерекен фильмра вӑл продюсер тата актер пек хутшӑнать. Тепӗр пӗрлехи проект: «Чӑвашфильмпа» «Белорусфильм» ӳкерме палӑрт-нӑ «Башня» фильм (унта тӗп роле Владимир Гостюхин выляма килӗшнӗ).

Ҫапла, Юрий Спиридонов тӑрӑшнипе __Шупашкарта__ «Чӑвашфильм» киностуди уҫнӑ. Юрий Николаевич каланӑ тӑрӑх, ку Чӑвашри 1-мӗш профессиллӗ киностуди. Унчченхи чӑваш киновӗсене е Мускав, е Питӗр, е Хусан киностудийӗсем ӳкернӗ пулнӑ, халӗ пӗтӗм аппаратура хамӑрӑн пулать, ҫавӑнпа та пахалӑхӗ енчен Чӑвашра ӳкернисене Раҫҫей прокатне сӗнме те намӑс пулмӗ. «Чӑвашфильм» ӳкерме палӑртнӑ пӗрремӗш картина «Обочина» («Ҫул хӗрри») ятлӑ. Юрий Николаевич сценарине кӗскен ҫеҫ уҫса пама килӗшрӗ: «Фильм — «йывӑр» арҫын ача ҫинчен. Вӑл __Красноармейски районĕнчи|Красноармейски районӗнчи__ __Упири__ ачасен ҫуртӗнчен тарать те __Шупашкара__ ҫул тытать. Ҫул ҫинче унпа темӗн те пӗр пулса иртет: юратса та пӑрахать вӑл, усал ҫынсен аллине ҫакланать, ырӑ ҫынсене те тӗл пулать. Фильмри тӗп герой сӑнарӗ — пӗр ача шӑпи кӑна мар, пуҫтарнӑ сӑнар. Чылай ҫын ку фильма курсан хӑйӗн ачалӑхне, ҫамрӑклӑхне аса илӗ. Пирӗн тӗллев — фильма мӗн пуҫласа вӗҫне ҫитиччен пӗр сывлами пӑхмалла тӑвасси».

Сӑмах май, тӗп сӑнара Юрий Николаевичӑн ывӑлӗ Роман калӑплӗ. Ытти рольсене кам выляссине кастинг ирттерсе палӑртӗҫ, вӑл ҫитес вӑхӑтрах «Салют» культура керменӗнче иртмелле. Фильма йӑлтах Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче (Санкт-Петербургра ҫеҫ темиҫе минутлӑх ӳкерме палӑртнӑ) ӳкереҫҫӗ, апла тӑк «массовкӑра» вырӑнти халӑх пулӗ, урӑхла каласан, нумайӑшӗ киноэкран ҫине лекӗ. Чылай роле паллӑ Раҫҫей артисчӗсем калӑплӗҫ — Сергей Чугин («Драма на охоте»), Максим Коновалов («Любить по-русски», «Бумер»), Ольга Арнтгольц («Живой», «Слуга государев»), Анатолий Кот («Солдаты», «Маргоша»). «Пирӗн фильма анлӑ проката кӑлармалла, паллӑ ятсемсӗр «сутма» йывӑртарах пулӗ, — Мускаври артистсене чӗнни маркетинг тӗлӗшӗнчен кирлӗ утӑм пулнине пытармасть Юрий Николаевич. — Сӑмах май, вӗсем чӑвашсен пӗрремӗш фильмӗнче тӳлевсӗрех выляма килӗшрӗҫ».

Юрий Спиридонов «Ҫул хӗрри» пӗлтерӗшлӗ фильм пуласси пирки пӗрре те иккӗленмест, ӑна Берлинти кинофестивальте кӑтартма ӗмӗтленнине те пытармасть вӑл. Ҫакӑн пек ҫирӗп шанма ӑна фильм ӳкерме профессионалсен ушкӑнӗ тимлени пулӑшать. Тӗпрен илсен, фильмпа Чӑвашри талантсем ӗҫлӗҫ: сценарине, сӑмахран, Юрий Тя-Сен, Вячеслав Оринов (вӗсемех режиссерӗсем) тата Юрий Спиридонов хӑй ҫырнӑ, кӗввине те __Шупашкар__ ачиех кӗвӗленӗ.

Ҫакна та каласа хӑварасшӑн: фильм малтанласа вырӑсла тухать, кайран ӑна чӑвашла куҫарасшӑн.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ака, 30

1909
115
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
110
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
95
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та