Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче полици отрячӗ — офицерсем, ЧР ШӖМӗн тӗрлӗ подразделенийӗсен салтакӗсем — Ҫурҫӗр Кавказа командировкӑна тухса кайнӑ.
Хӑшӗ-пӗри унта пӗрре кӑна пулман. Ҫӗнӗ отряд Кавказра ҫур ҫул пулнӑ отряда ылмаштарӗ. Кусен тӗллевӗ те ҫавнашкалах пулӗ: вырӑнти полицие общество йӗркине, хӑрушсӑрлӑхне сыхлама пулӑшасси.
Полицейскисене Ҫурҫӗр Кавказа ертӳҫӗсем, тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем ӑсатнӑ. ЧР ШӖМӗн министр тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Андрей Тимофеев отряда тепӗр ҫур ҫултан пурте киле чӗрӗ-сывӑ таврӑнма ӑнӑҫу суннӑ.
Андрей Тимофеев каланӑ тӑрӑх, хӗсмет вӑхӑтӗнче пирӗн отряд тӗлӗшпе Чечня Республикин ертӳлӗхӗ енчен ӳпкелешӳ хальччен пулман.
Ентешӗмӗрсем Ҫурҫӗр Кавказра сирпӗнекен, наркотик хатӑшӗсене шырама ятарласа вӗрентнӗ йытӑсемпе пулӗҫ. Отряда вырӑна ҫитиччен ЧР ШӖМӗн министрӗн ҫумӗ, шалти службӑн полковникӗ Олег Яковлев ӑсатнӑ.
Ҫак уйӑхра Чӑваш Енре хӗҫпӑшаллӑ салтаксем, ҫар техники, ишмелли хатӗрсем тата авиаци кӗпӗрленнине курма тивӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫакӑ республикӑра масштаблӑ ҫар вӗрентӗвӗ иртнипе ҫыхӑннӑ.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енӗнри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентӗве Контртеррористла операцисене ертсе пыракан оперативлӑ штаб йӗркелет. Вӗрентӗве Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӗркелӗҫ. Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама ҫар техникине, ишмелли хатӗрсене тата авиацие явӑҫтармалла.
Ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мелӗсене пӑхӑнмалли, вӗренекенсене чӑрмантармалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Аякри Ҫурҫӗрте «Етӗрне» ятлӑ карап пурри пирки ЧНК сайчӗ хыпарлать. Вӑл Полярный хула портӗнче тӑрать, унта хӗсметре чӑвашсем тӑраҫҫӗ иккен.
Карапа 2001 ҫулта Етӗрне хули шефланӑ пулать. Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин делегацийӗ Мурманск облаҫне кайса килнӗ, вӗсем Ҫурҫӗр флотне кӗрекен «Етӗрне» карап ҫинче пулнӑ, унӑн командипе тӗл пулса калаҫнӑ.
Паянхи кун карап ҫинче пӗр чӑваш каччи ҫеҫ хӗсметре тӑрать иккен. Вӑл Сергей Тимофеев, Етӗрне хулинчен.
Мускавра Патшалӑхӑн хӳтӗлев наци центрне тума палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫитес ҫул вӗҫне туса пӗтерме шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ центра вӑрҫӑ тухас-тӑвас пулсан валли тесе хатӗрлесшӗн иккен. Кун пирки ҫӗршывӑн ҫар хӳтӗлевӗн министрӗ Сергей Шойгу журналистсене пӗлтернӗ.
Центра тӗп хулари Фрунзе ҫырма хӗрри ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Сухопутнӑй ҫарсен тӗп командованийӗн ҫуртӗнче йӗркелӗҫ. «Унта эпир Оборона министерствин тӗп офисене тӑвасшӑн. Анчах вӑл пӳлӗмсен шучӗшӗн тата вӗсен пахалӑхӗшӗн тӗп шутланмӗ, хӑйӗн ӗҫ тӑвас енӗпе тӗп пулса тӑрӗ», — тенӗ Шойгу. Унта ядерлӑ вӑй-хӑват управленине, ҫар управленине тата хӗҫпӑшаллӑ ҫарсен кулленхи ӗҫне йӗркелесе тӑракан ценртсем вырнаҫмалла-мӗн.
Патшалӑхӑн хӳтӗлев наци центрӗ ҫӗршывӑн ытти хӑҫ-пӑшаллӑ вӑйсен центрсен ӗҫне те йӗркелесе тӑмалла. Центра хальхи вӑхӑтри компьютер оборудованийӗпе тата программӑсемпе тивӗҫтермелле. Кунсӑр пуҫне унта вертолет лартмалли вырӑн та пулӗ.
Ҫак эрнере Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Сергей Митюшин генерал-майорпа тӗл пулнӑ. Митюшин Раҫҫейӗн федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Сарӑту тата Самар облаҫӗсенчи Погранчик управленине ертсе пырать. Ҫак должноҫе ӑна кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче шанса панӑ.
Халӗ генерал-майор регионсен пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулма тӗллев лартнӑ иккен.
Моряксене асӑнса Комсомольскинче палӑк уҫни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ун пекки Патӑрьелте те пур. Халӗ, ав, Шупашкар хулинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Моряк пулнисем Шупашкар хулинче, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенче уйрӑмах йышлӑ-мӗн.
Палӑка «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче вырнаҫтарӗҫ. Никӗсе Ҫарпа Тинӗс флочӗн кунӗнче янӑ. Ку мероприятие флот ветеранӗсемсӗр пуҫне тӳре-шара та хутшӑннӑ. Пӗрремӗш чула хума ӗнерхи моряксене тата кадет шкулӗн вӗренекенӗсене шаннӑ. Палӑка ҫитес ҫул уҫма палӑртаҫҫӗ.
Ҫапла лӑплантарать паян «Lenta.ru» портал. Унччен вӑл вунҫичче ҫитсен яшсене повестка пама пуҫлассине хыпарланӑччӗ. Сӑмах май, ун пирки виҫӗм кун эпир те ҫырнӑччӗ.
Вунҫиччӗре повестка парса хатӗрлени ҫар ретӗнчен пӑрӑнакансемпе кӗрешме пулӑшасса шаннаҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑччӗ ун чух. Халӗ, акӑ, тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Раҫҫейӗн Генштабӗнче 17-ре повестка парассине сас-хура вырӑнне хураҫҫӗ-мӗн. Ҫартан пӑрӑнакансемпе кӗрешме вара урӑхла майсем пур иккен. Вӗсене патшалӑх тата муниципалитет службине илмессипе хӑратаҫҫӗ. Ун пек саккун ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗмелле имӗш.
Ҫара кайма яшсене повесткӑна ӳлӗмрен 17 ҫултах пама тытӑнӗҫ. Ку шухӑш патне Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерстви ҫитсе тухнӑ иккен. Анчах ку вӑл салтака та ҫав вӑхӑтра пуҫтарса каяссине пӗлтермест.
Вунҫичче ҫитсен яшсене ҫар комиссариатне чӗнеҫҫӗ. Ун чух вӗсене ҫар учетне илеҫҫӗ тата ятарлӑ ӗнентерӳ хутне тыттараҫҫӗ. Малашне вара ҫав хутпа пӗрле повестка та пама шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапла туни хӗсметрен пӑрӑнакансен йышне чакарма май парасса шанаҫҫӗ иккен. Халӗ 250 пин каччӑ ҫар ретне тӑрассинчен пӑрӑнать имӗш.
Хӳтӗлев министерстви пӗлтӗр призыв пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн яшсене ҫар комиссариатне чӗнессе кӗтмесӗрех ҫитмелли, пымасан пуҫиле майпа явап тыттарас йӗрке йышӑнтарас шухӑш та сӗнсе пӑхнӑ иккен. Анчах ӑна ҫӗршывӑн правительстви ырламан. Хальхинче вара Хӳтӗлев министерстви яшсем медтӗрӗслев витӗр тухнӑ хыҫҫӑн ҫар службине юрӑхли ҫинчен йышӑну тунӑ хыҫҫӑнах вӗсене повестка парса ярасшӑн. Уведомленин ҫӗнӗ тытӑмне ӗҫлеттерсе ярасси пирки халӗ Генштабра пуҫ ватаҫҫӗ-мӗн.
Темиҫе ҫул каялла салтака кайман яшсене арҫын вырӑнне те хуман. Хӗрсем те ун пек «юрӑхсӑр» каччӑсемпе калаҫсах кайман. Сывлӑх енчен хавшаннӑ пулин те яшсем салтака каясшӑн ҫуннӑ. Хальхи саманара вара ку ыйту тавра лару-тӑрӑ самай синкерлӗ.
Сӑмахран, Канаш районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче пурӑнакан яш-кӗрем ҫар хӗсметне хытах каясшӑн мар пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл 2009–2012 ҫулсем хушшинче хӑйӗн патне военкомат ярса панӑ ятарлӑ чӗнӳ хучӗсене шута илмен, комитета пилӗк хутччен кайман, кайманнин сӑлтавӗ те ун пулман.
Йӗрлев комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫ-пуҫа пула Канаш районӗн суд ларӑвӗнче хайхи каччӑна салтака каймалли яваплӑхран тарса ҫӳренӗшӗн 50 пин штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шел пулин чӑннипех те каччӑсем хушшинче хӑйсен кӑмӑлӗпе салтака каяс текенсен шучӗ иртнӗ ҫулсенчен самай пӗчӗк. Ку лару-тӑрӑ мӗнле сӑлтавпа ҫыхӑнни — чӑннипех те кӑсӑклӑ. Ҫар хӗсметне тухмалли вӑхӑт тахҫанхи пек 2 ҫул та мар — ҫулталӑк ҫеҫ, ҫапах яш-кӗрем тӗрлӗ мелсемпе усӑ курса салтака каяссинчен хӑтӑлма хӗмленеҫҫӗ.
Ҫапла, ҫапла... Пирӗн депутатсем ӗҫсер лармаҫҫӗ, ҫӗнӗ саккунсем начасах шутласа кӑлараҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе арҫынсемпе хӗрарӑмсен ирӗклӗхне пӗр шайра хакламалла, хӗрарӑмсен те ҫар хӗсметне кайса килни пӑсмасть.
Паянхи кун ятарлӑ саккунпа килешӳллӗн ҫар хӗсметне 18-27 ҫулхи каччӑсене илсе каяҫҫӗ. Депутатсем вара хӗрсене хӗсмете ярасси ҫинчен ятарлӑ хутне хатӗрленӗ те, ӑна хӳтӗлев министерствине яма та ӗлкернӗ пулнӑ. Ҫапах та депутатсен йышӑнӑвӗ тӑрӑх хальлӗхе хӗрсене ҫара хӑйсен кӑмӑлӗпе ҫеҫ илсе кайӗҫ.
Ҫав хушӑрах Шупашкар хулинчи Чӑваш Енӗн ҫар комиссириачӗн пуҫлӑхӗ Олег Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх ҫар хӗсметне кайма кӑмӑллӑ хӗрсене Пирогов урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра ятарлӑ хут пама хатӗр. Вӑл хутпа хӗрсем Ҫыхӑну ҫар университетне е Питӗрти медицина ҫар академине вӗренме кайма пултараҫҫӗ.
Ҫар хӗсметне хӗрсен каймалла-ши е ҫук? Ку ыйту чӑнах та тавлашаллӑ. Тем тесессӗн те вара мӗн пур хӗрарӑм тӗллевӗ вӑл ҫемье ҫавӑрса, ачасене тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстересси. Арҫынсемпе тан пӑшӑл тытса, ҫар вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпченни вара кирлӗх-ши?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |