ЧР ШӖМӗн пресс-служби каллех ултав ҫинчен пӗлтерет. Каллех шӑнман пар ҫине лартса янӑ… Хальхинче ултавҫӑсен аллине Элӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм лекнӗ. Хурах — «Америка ҫарӗн салтакӗ» имӗш.
Пӗччен пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ӗмӗтри арҫыннипе паллашу сайтӗнче паллашнӑ. Хайхискер хӑйне Афганистанра ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать-мӗн, Америка ҫарӗн салтакӗ.
Виртуаллӑ юрату тӑватӑ уйӑха тӑсӑлнӑ. Унтан «салтак» хӗрарӑм патне хӑнана пыма шантарнӑ, анчах ҫула тухма укҫа ҫук-мӗн. «Чун савни» хӗрарӑма тӑкака саплаштарма ыйтнӑ.
Хӗрарӑм нумай шухӑшласа тӑман — «салтак» кӑтартнӑ шут ҫине 12 500 доллар куҫарса панӑ. Анчах… арҫынран кун хыҫҫӑн сас-хура пулман — ҫухалнӑ. Хӗрарӑм кӑштах кӗтнӗ хыҫҫӑн кун пирки полицейскисене пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма йывӑр. Вӗсем хӗрарӑм укҫана Раҫҫей тулашне куҫарнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ултавҫа йӗрлеме май ҫук. Ют ҫӗршыври тӳлев тытӑмӗ вӑрттан информацие пӗлтерме хирӗҫ.
Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарти пасарсенчен пӗринче пӗр арҫын 100 доллӑрлӑ купюрӑсемпе сутуҫӑсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Унта вӑл ҫи-пуҫ тата ура тӑхӑнмалли туяннӑ. Таваршӑн арҫын суя долларпа татӑлнӑ.
Пасарти сутуҫӑсене улталакан арҫын пӑхма 35 ҫулсенче тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫӳллӗшӗ 170 сантиметра яхӑн иккен. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыранӑ май арҫын мӗнле ҫи-пуҫ тӑхӑннине те ҫырса кайнӑ: тирлӗ капюшонлӑ круткӑпа, хура шӑлаварпа, хура пушмакпа пулнӑ иккен. Пуҫне хурапа шурӑ йӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ.
Суя доллар тыттарса хӑварнӑ арҫынна палласа илекенсене йӗрке хуралҫисем хӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче пӗр усламҫӑна суд пиллӗк ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма тата 1 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Айӑплава арҫын ҫынсене ҫурт-йӗрсӗр тӑратса хӑварнӑшӑн тивӗҫнӗ. Хӑйӗн хура ӗҫне вӑл эрех ӗҫме юратакансене хаяр шӗвекпе хӑналанӑ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ теҫҫӗ. «Хура» риелтор 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пӗр арҫынна ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ хыҫҫӑн хӑйне 800 пин тенкӗпе хваттер сутса яма, укҫана илни ҫинчен хут ҫырма ӳкӗте кӗртнӗ. Лешӗ килӗшнӗ. Туянаканни ултавҫӑн арӑмӗ пулнӑ. Тепӗр арҫынна хваттер сутни пирки килӗшӗве ӳсӗрле хайхи лешӗ ӳсӗр чухне алӑ пустарнӑ. Ҫапла иккӗн хваттерсӗр тӑрса та юлнӑ. Ултавҫӑн авӑрне лекнисен шутӗнче тепӗр арҫын та пур иккен. Кунсӑр пуҫне хваттерсене ылмаштарма шут тытнӑ икӗ хӗрарӑм та шар курнӑ. Вӗсенчен пӗри нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ, тепри 145 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
«Хура» риелтор Ҫӗмӗрле хулин админситрацийӗнче ӗҫлекен икӗ тӳре-хӗрарӑмпа та пӗр чӗлхе тупнӑ. Вӗсене сӗтев сӗнсе хайхискер хӑйӗн мӑшӑрне аукционта ҫӗнтерме пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем килӗшнӗ. Сӑмах май каласан, хайхисене суд 6 тата 5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, патшалӑх службинче ӗҫлеме чарма йышӑннӑ.
Тӗлӗнмелле пек те, анчах Канаш районӗнчи Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ тӑнлавран пӗрре янклаттарса янипе пуҫ мимине чӗтретме пултарнӑ. Ахаль-махаль ҫыннӑнне те мар, йӗрке хуралҫине. Тата урамри пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре те мар — шалти ӗҫсен пайӗнче. Вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав.
Каччӑна йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта ӳсӗр ҫӳренӗшӗн тытса чарнӑ-мӗн. Протокол ҫырма тесе хӑйсемпе пӗрле лартса кайнӑ. Полици ҫуртне ҫитсен каччӑ чӑрсӑрланнӑ — пакунлисенчен пӗрне тӑнлавран пӗрех туртса панӑ. Лешӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла шар курнӑ. Шур халатлисем сурана сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ.
Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑ качча пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние икӗ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ.
Шупашкарти Калинин районӗнче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын хӑйӗн йӗкӗреш тӑванне пӗр черкке шурӑ эрехшӗн мӑйӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе тирсе пӗтернӗ. Суранланнӑ арҫын тепӗр кунне пульницара вилсе кайнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр тӑвансем сӗтел ҫинче ларнӑ пӗр черкке шурӑ эрех пирки тавлашса-хирӗҫсе кӗрсе кайнӑ. Вӗсенчен пӗри, шар кураканни, ҫуттине ҫавӑрса хунӑ иккен. Черечӗпе вара унӑн пулман-ши — тепри ҫавӑншӑн урсах каять. Часах иккӗш хирӗҫсе каяҫҫӗ. Черккесӗр юлни алла ҫӗҫӗ ярса илет те тӑванне темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикет. Нумаях пулмасть суд пулса иртнӗ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен пулин те епле йышӑнни паллӑ: тӑванне суранлатнипе вӗлернӗ арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатмалла тунӑ.
Хаҫатсенче «кафере ӗҫлеме официантсене шыратпӑр» текен пӗлтерӳ хыҫҫӑн кайса чӑвша хӗрарӑмӗсем Самар хулинчи преступниксен аллине лекнӗ. Унта вӗсене ирӗксӗр лартса кайнӑ имӗш. Лере хайхисене хӑйсен ӳтне сутса пурӑнма хистенӗ. Тарма хӑтланакансене тытса пырнӑ, хӗненӗ иккен. Преступниксен аллине чӑваш хӗрӗсем кӑна мар, Самартан та, Чӗмпӗр облаҫӗнчен те лекнӗ. Пӗтӗмпе 27 пикерен кая мар пулнӑ теҫҫӗ.
Интим салонне Толльятти хӗрарӑмӗ, 32 ҫулти Наиль Нурдинова текенскер пуҫарнӑ пулать. Йыша тата темиҫе ҫын кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри йӗрке хуралҫисен ушкӑн пирки информацие пӗлтерме килӗшнӗ. Ӑна ултӑ ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупса хума йышӑннӑ. Ыттисене тӑхӑр ҫултан пуҫласа виҫҫӗччен кирпӗч шутлама ӑсатнӑ. Икӗ преступника тӗрмене хупмасӑр явап тыттарнӑ. Ушкӑна пухнӑ хӗрарӑма 11 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑ.
«Выҫӑ хырӑм хыр тӑрне хӑпартнӑ», — текен каларӑш ахальтен мар ӗнтӗ ҫӳрет халӑхра. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ирчкассинче пулса иртнӗ пулӑм ҫакна тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Унта иккен виҫӗ шкул ачи утара ҫаратнӑ пулнӑ. Кун ҫинчен авӑнӑн 9-мӗшӗнче республикӑри ШӖМ управленийӗ пӗлтернӗ.
Ведомство тӗпчевӗсемпе килешӳллӗн Ирчкасси ялӗн пӗр ҫынни темиҫе ҫул тӑршӗ вӗлле хурчӗсене ерчетет. Ялтан инҫех мар унӑн 500 яхӑн вӗлле те пур. Пуҫтарнӑ пыла 50 ҫулхи арҫын вырӑнтах, пысӑках мар будкӑра тасатнӑ пулнӑ.
Нумаях пулмасть, каҫхи хурала ирттернӗ чухне вӗлле хурчӗсене ерчетекен будка ҫӑраҫҫине ҫӗмӗрнине тата алӑк юрӑхсӑрланнине асӑрханӑ пулнӑ. Шала кӗрсессӗн вӑл пыл шучӗ чакнине асӑрханӑ, ытти вара пӗтӗмпех хӑйӗн вырӑнӗнче пулнӑ.
Полици ӗҫченӗсем пыла юратакансене тепӗр кунах шыраса тупнӑ . Вӗсем иккен Ҫӗмӗрлери коррекци шкулӗнче вӗренекен пӗр тӑван 12, 10, 8 ҫулхи пиччӗшсем пулнӑ. Пыл тутанас шухӑш вӗсен пуҫне кӳршӗ ялтан тарӑннӑ чухне кӗнӗ имӗш.
Паянхи кун шӑпӑрлансене хирӗҫ пуҫарса янӑ администрацилле ӗҫе ятарлӑ инспекци тӗпчет.
«Инкекпе синкек хушши пӗр утӑм анчах», — халӑхра ҫак каларӑш ахальтен мар ҫӳрет. Пӗр чарсӑр ҫынна ӳпкелеме тытӑнсан ват кинемей инкек тухасси ҫинчен мар шутланӑ ӗнтӗ. Йӗркипе каласа парар-ха.
Акан 10-мӗшӗнче, вӑхӑт ҫурҫӗрелле шунӑ чухне Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче 31 ҫулхи арҫын тип ҫу ыйтма хӑй паллакан 73 ҫулхи ват ҫын патне уттарнӑ. Хӑй вара унччен самай «хӗренкеленнӗ». Кинемей арҫына ҫупа тивӗҫтерме хирӗҫ пулман, анчах та каҫхи хӑнана вӑл ниҫта ӗҫлеменнишӗн, стакан тип ҫу туянма та укҫа ӗҫлесе илме пултарманнишӗн ӳпкелеме тытӑннӑ.
Сыпкаланӑ арҫынна ват ҫын сӑмахӗсем кӑмала кайман пулас. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле ялан чиксе ҫӳренӗ ҫӗҫҫе илнӗ те карчӑка сахалтан та 22 хутччен мӑйран, кӑкӑртан чышнӑ. Ват ҫынна нумай кирлӗ мар — вӑл ҫавӑнтах вилсе выртнӑ.
Ҫак тискер ӗҫ-пуҫшӑн вӗлерекене суд йышӑнӑвӗпе 10 ҫуллӑх тата хушма 1 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатмалла тунӑ.
Вӑрӑ-хурахсем аптраса ҫитнӗ пулмалла тейӗн, мӗншӗн тесен хӑйсен тискер ӗҫесене кӑнтӑрла та пурнӑҫлама хӑяҫҫӗ. Ӗнерхи кун, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ятне-шывне тӗпчесе пӗлеймен арҫын урампа утса пыракан 60 ҫулхи хӗрарӑмӑн ылтӑн вӑчӑрине татса тарнӑ.
— Хӗрарӑм Женя Крутов урамӗнчи 9-мӗш ҫурт хӗррипе утса пынӑ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен ун патне арҫын чупса пынӑ, вара хӗрарӑм мӑйӗнче ювелир хатӗрне татса чупса тарнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ хӗрарӑма 10 пинлӗх шар кӳнӗ, — пӗлтерет Раҫҫей ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пай пуҫлӑхӗ Александр Алексеев.
Хӗрарӑмсен те хӑйсене асӑрхануллӑрах тытмалла ӗнтӗ. «Турра та шан, ху та сыхлан» тесе ахальтен каламан. Ылтӑн, кӗмӗл йышши капӑрчӑксене урамра, обществӑлла транспортра сахалрах ҫакса ҫӳремелле. Вӑрӑ-хурах ҫывӑрмасть — вӗсене пулах хӑлхасӑр юлни нимӗнле укҫа-тенкӗ те саплаштарас ҫук.
Этем хӑйӗн пурнӑҫ ҫулӗнче мӗн кӑна тӳссе ирттермест ӗнтӗ. Нуши те ыррипе ҫума ҫумӑн пырать. Инкекӗ те килсессӗн ӑнсӑртран килет. Пурнӑҫра яланах килекен пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене чӑтса ирттерме вӑй-хал кирлӗ, тепӗр ҫынна пур вӑхӑтра та инкекрен хӑтарма хатӗр пулмалла. Турра шӗкер, ун йышши ҫыннисем паянхи кун та пур.
Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 16:00 сехетсенче Гагарин кӗпер ҫулӗ тӑрӑх техникумран килекен хӗр ҫине ӑс-тӑнне пӗр-пӗр шухӑшпа минретнӗ ҫын тапӑннӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа инҫех мар 18-ҫулхи каччӑ асӑрханӑ, вӑл тӳрех хӗре пулӑшма чупнӑ. Хӗр ҫине тапӑннӑ арҫын каччӑран тарса пытаннӑ, ӑна вара кайран полицайсем тытнӑ пулнӑ-мӗн.
Тӗпчев управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх 46-ҫулхи арҫын ҫине пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |