Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт йӑтӑнма тытӑнсан пӗр хушӑ шавларӗҫ те халӗ кӑшт лӑпланчӗҫ. Ара, унти ҫынсене урӑх ҫӗре пурӑнма куҫарчӗҫ, ҫурта ишсе антарса ҫӗннине хӑпартма йышӑнчӗҫ.
Кунашкал лару-тӑру кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑран унти ҫынсен хӑварт кӑна пӳлӗмсенчен тухса кайма тивнӗ. Ара, ҫурт ишӗлме пуҫласса никам та кӗтмен вӗт. Ҫынсен япали-мӗнӗ йалтах унта юлнӑ. Пӗр хушӑ вӗсен пурлӑхне бомжсем «тапӑнни» пирки те пӗлтернӗччӗ-ха. Ара, хуҫасӑр япала кама ан илӗрттӗр? Юрать, ҫурт тавра хурал тӑратрӗҫ.
Халӗ Ленин район администрацийӗн сайчӗ кун пек хыпар пӗлтерет: Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннисене хаклӑ япалисене илсе тухма ирӗк панӑ. Чӳречесемпе алӑксене те кӑларса илме юрать-мӗн.
Ҫак ӗҫе пушӑн 14, 15, 21, 22-мӗшӗсенче 9–17 сехетсенче тума пулать. Анчах япаласене кашни хӑй тӗллӗн, пулӑшусӑр, илсе тухать. «Алӑксемпе чӳречесене кӑларса илсен ахаль те ҫирӗп мар ҫурт малалла йӑтӑнмӗ-ши?» — пӑшӑрханаҫҫӗ «Ҫыхӑнура» канашлури ҫынсем.
Пурлӑха регистрацилеме кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен хакланнӑ. Уйрӑм ҫынсен унччен 1 пин тенкӗ тӳлемелле пулнӑ тӑк, халӗ вӗсен 2 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Организацисемшӗн те хак хӑпарнӑ: 15 пин тенкӗрен 20 пине ҫитнӗ.
Саккун кӑларакансем патшалӑх пошлинине хӑпартнипе пӗрле ҫӑмӑллӑхсем те пӑхса хӑварнӑ. Регистрацилеме тӗнче тетелӗ урлӑ заявлени парсан хак пӗрре виҫҫӗмӗш пай чухлӗ йӳнӗрех ларӗ. Пурлӑха регистрацилени пирки ҫӗнӗ йышши свидетельство пама тытӑнасси пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
Пурӑнакан уйрӑм ҫурта тата ун ҫумӗнчи харпӑрлӑха илес тесен халӗ ҫӑмӑллатнӑ майпа усӑ курма пулать. Ҫак йӗрке дача амнистийӗ ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшỹллӗн пулса пырать. Ҫӑмӑллӑхлӑ майпа 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен анчах усӑ курма пулнине аса илтерет тӑвайсен «Ял ӗҫченӗ» район хаҫачӗ.
Ку саккунпа усӑ курса ӗлкӗреймесен суда тухса ку пурлӑх сирӗн пулни ҫинчен ӗнентерме тивӗ. Судра ӗҫе пӑхса тухнишӗн, паллах, пошлина тỹлемелле. Унсӑр пуҫне ҫуртӑн проекчӗ, строительство ӗҫӗсенче пурнӑҫлама (ҫурта хуть хӑҫан тунӑ пулсан та), ҫурта хута яма ирӗк илни кирлӗ пулать. Ҫуртӑн проектне тума сахал мар укҫа тỹлемелле, ӑна тӗрлӗ енлӗ тӗрӗслеттермелле. Пӗр сӑмахпа, ҫурт свидетельствине илес тесен темиҫе тӗрлӗ инстанцие ҫите лекӗ. Ҫавӑнпа та ҫӑмӑллатнӑ майпа усӑ курса куҫман пурлӑх свидетельствине халех илме тӑрӑшмалла, кайран ҫакӑ ӗҫсене тума 2-3 хут хаклӑрах пулӗ.
Канаш районӗнчи Пайкилт ял тӑрӑхӗн ҫыннисем хӑйӑра саккунсӑр майпа кӑларни пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ. Документсемпе килӗшӳллӗн, ҫав вырӑнсенче ҫӗре нихӑҫан та чавман, ҫӗр пуянлӑхӗ пирки пӗлмен те. Министерство ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗслев ирттернӗ.
Ҫур ӗмӗр каялла кунта колхоз ветеранӗсен кану бази пулнӑ. Унтан ӑна ачасене панӑ. Сывлӑха ҫирӗплетмелли «Спутник» лагерь ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗччен ӗҫленӗ. Унтан вырӑнти тӳре-шара ҫурт ванчӑкӗсемпе ялсенчи ҫул-йӗре сарнӑ. Халӑх ҫӑва ҫулне лайӑхлатма, шӑтӑк-путӑка пӗтерме ыйтнӑ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Аркадий Григорьев каланӑ тӑрӑх, фундамента ҫӑва ҫулӗ ҫине сарнӑ. Хӑйӑр таран чавса ҫитсен вӑл та хута кайнӑ. Халӑх шухӑшӗпе, ӑна сутма тытӑннӑ.
40 соткӑна 2 метр тарӑнӑш чавнӑ, тӑм патне ҫитнӗ. Аркадий Григорьев каланӑ тӑрӑх, шӑтӑка якатса пушар тухсан усӑ курмалли пӗве тӑвасшӑн. Шухӑш лайӑх-ха, анчах официаллӑх пирки маннӑ. Хӑйӑр — ҫӗр пуянлӑхӗ, ӑна кӑлармашкӑн лицензи кирлӗ.
Кӑларнӑ хӑйӑр 1500 кубла метрпа танлашнӑ. Административлӑ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кунашкал тӗслӗх пӗлтӗр те пулнӑ.
Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Кун пек пӗтӗмлетӗве асӑннӑ ведомствӑн порталӗнчи хыпарсенчен пӗринче палӑртсах каланӑ.
Пурлӑха тухӑҫлӑ усӑ курас вӑхӑт иртсен ӑна утилизацилеҫҫӗ. Анчах кун пек йышӑнӑва ахаль ҫын тумасть — ыйтӑва татса пама экспертсене шанаҫҫӗ.
Пурлӑхпа тухӑҫлӑ усӑ курассишӗнех ӑна пӗр хуҫаран тепӗр хуҫа аллине параҫҫӗ иккен. Маларах асӑннӑ министерство ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫапла туни уставра палӑртнӑ ӗҫ-хӗле рационаллӑ усӑ курма май парать. Ансатрах каласан, пӗр патшалӑх учрежденийӗ пӑрахӑҫланине тепри ним мар усӑ кураять.
Кӑҫалхи 4 уйӑхра 91,2 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫман 11 единица пурлӑха тата 179,9 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫакан 155 пурлӑха (этем чӗлхипе каласан, ку вӑл транспорта пӗлтерет) пӗр балансран тепӗр баланс ҫине куҫарнӑ.
Пурлӑха параканнисем ытларах чух республикӑн Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем иккен.
«Енчен пурлӑха (ҫурт-йӗре, сооружение, машинӑна тата ыттине) хӑйӗн тӗллевӗпе кӑна мар, урӑх енпе те, сӑмахран, производство зданине — склад вырӑнне, трактора — хӑш чухне груз турттарма, ҫӗре вара хутра палӑртнӑ пек кӑна усӑ курмалла», — тесе ӑнлантарса панинчен пуҫланӑ республикӑн Пурлӑх министерствин сайтӗнчи черетлӗ информацирен пӗрне. Унта сӑмах ҫӗре пӗр категорирен теприне куҫарасси пирки пырать.
Чӑн та, ҫӗре тӗллевлӗ усӑ курмалла. Пусӑ ҫинче, тӗслӗхрен, вӑрман ӳстерме юрамасть. 2005 ҫултан пуҫласа 759 лаптӑка, пурӗ 1861 гектар, ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗртен промышленноҫ е урӑх тӗллевӗлли ҫине куҫарнӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта уйрӑмах нумай: маларах асӑннӑ лаптӑкран 87 процентне юлашки виҫӗ ҫулта куҫарнӑ.
Пӗлтӗр кӑна ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 241 лаптӑка куҫарасси пирки 114 ходатайство шута илнӗ. Урӑх тӗллеве куҫарнисенчен Патӑрьел, Канаш, Красноармейски, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче пурӗ 209,5 гектар ҫӗре ҫурт-йӗр тума куҫарнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн башнисене вырнаҫтарма Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрмар районӗсенчи 4 лаптӑка 0,07 гектара ҫӗнӗ статус панӑ. Цифра телекуравӗн радиотелевидени станцийӗсем валли Вӑрмарта Шупашкар районӗсенчи 0,08 гектар ҫӗре куҫарнӑ.
Чӑваш Енре пурлӑх хуҫисем ытларах чухне хӗрарӑмсем иккен. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ хыпарлать. Вӗсене мӗнпур хваттерпе ҫурт-йӗр, ҫӗр участокӑн, ытти пурлӑх пурӗ 615,6 пин штук тивет иккен. Арҫынсен харпӑрлӑхӗнче вара — 575,1 пин кӑна.
Хӑш хулапа районта лару-тӑру еплине тишкернӗ те, этемлӗхӗн черчен ҫурри ҫине ҫыртарнӑ пурлӑх Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Канаш, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах нумаййине асӑрханӑ. Куславкка, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче хӗрарӑмсен пурлӑхӗ арҫынсеннинчен пушшех те самай-мӗн. Кунта асӑнман ытти районта вара арҫынсем ҫине ҫыртарни нумайрах иккен.
Нумаях пулмасть «Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин типографийӗ» акционерсен уҫӑ обществин акцийӗсене сутса янӑ. 100 проценчӗпех.
Типографие туянас шухӑшлисем малтанласа пилӗккӗн пулнӑ иккен. Анчах аукциона виҫҫӗшне кӑна явӑҫтарнӑ. Ыттисен, ахӑртнех, конкурс условине твиӗҫтермен.
Сутлӑха кӑларнӑ 31,4 пин акцин номинал хакне 3,14 миллион тенкӗпе хакланӑ. Тепӗр майлӑ каласан. Пӗр хаклӑ хут хакӗ 100 тенкӗпе танлашнӑ. Сутлӑха кӑларнӑ типографин пуҫламӑш хакне аукционта 12 миллион тенкӗпе палӑртнӑ. Унтан пысӑкрах хак сӗнекен пулманнине кура ӑна ҫав хакпа сутса янӑ. Ҫапла вара типографи хуҫи «ТендерКанц» тулли мар яваплӑ общество пулса тӑнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви 2014–2016-мӗш ҫулсенче федераци харпӑрлӑхӗнчи Чӑваш Енре вырнаҫнӑ патшалӑхӑн унитарлӑ виҫӗ предприятине приватизацилеме шухӑшлать.
Приватизацилемеллисен йышӗнче — РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин харӑсах икӗ предприятийӗ: Шупашкарти тата Канашри протезпа ортопеди предприятийӗсем. Шупашкарти тепӗр предприяти те, вӑл дезинфекци тӑвассипе ӗҫлет, маларах асӑннӑ списока лекнӗ.
2014–2016-мӗш ҫулсенче «Проммеханизация» акционерсен уҫӑ обществин администраци ҫурчӗн иккӗмӗш хутне приватизациелме шухӑшлаҫҫӗ. Ку ҫурт Сӗнтӗрвӑрринче, Нахимов урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра, вырнаҫнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче ҫурт тӑвӑмӗнче усӑ курмашкӑн хӑйӑр кӑларма пулать. Ҫутҫанталӑкӑн ҫак пуянлӑхӗпе усӑ курма ирӗк пама ятарлӑ конкурс ирттерсех палӑртнӑ. Ӑна республикӑн Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерстви йӗркеленӗ.
Конкурса ултӑ предприяти хутшӑннӑ: «КарьерМ», «Эткер», «ТехноСити», «Элегант», «Водоканал», «Комсомольскагропромхими» тулли мар яваплӑ обществӑсем. Хӑйӑра илме «Комсомольскагропромхими» тивӗҫнӗ. Унпа вӑл 25 ҫул усӑ курайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |