Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче хӗллехи Олимп вӑййисем иртмелле. Аса илтерер, унта Чӑваш Енри икӗ спортсмен хутшӑнӗ: Татьяна Акимова биатлонистка тата Лана Прусакова фристайлистка.
Татьяна Акимова нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хӗрарӑмсен спринтне хутшӑнӗ. Тупӑшу 13 сехет те 15 минутра пуҫланӗ. Биатлонисткӑсен 7,5 километра чупма тивӗ. Пӗрне-пӗри хӑваласа ҫитмелли ӑмӑртӑва хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нарӑсӑн 12-мӗшӗнче тухӗҫ, уйрӑм тупӑшӑва — нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, масс-старта — нарӑсӑн 17-мӗшӗнче.
Слоуп-стайл ӑмӑртӑвӗ нарӑсӑн 17-мӗшӗнче иртӗ. Унта Лана Прусакова хутшӑнӗ.
Хӗллехи Олимпиадӑна чӑваш спортсменӗсем 42 ҫул хутшӑнман. 2014 ҫулта Сочире иртнӗ вӑййа Елена Муратова могулистка ҫеҫ ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командипе кайнӑччӗ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 15-мӗшӗччен Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче иртекен хӗллехи Олимп вӑййисенче Чӑваш Ен ятне икӗ спортсмен хӳтӗлӗ.
Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хутӗнче Олимп вӑййисене хутшӑнма тӗнчере ят-сум ҫӗнсе илнӗ Татьяна Акимова биатлонистка вӗҫӗ. Унсӑр пуҫне биатлон ӑмӑртӑвӗсене Ульяна Кайшева, Антон Бабиков тата Матвей Елисеев хутшӑнӗҫ. Раҫҫейрен чи йышлӑн вара фристайлистсем ӑмӑртӗҫ. Пурӗ — 22 спортсмен. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш Еншӗн вӑй виҫекен Лана Прусакова.
Палӑртса хӑвармалла, хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнакансен списокне Раҫҫейри 169 спортсмен кӗнӗ, вӗсем Олимпиада медалӗсене ҫӗнсе илессишӗн спортӑн 15 тӗсӗнче ӑмӑртӗҫ. Анчах пирӗн спортсменсен Раҫҫей ялавне вӗлкӗштерме май пулмӗ.
Раҫҫей спортсменӗсем ҫитес ҫул иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнӗҫ-и? Ӗнер Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗ ҫак ыйтӑва татса панӑ. Шел те, комитет пирӗн спортсменсене хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк паман. Эппин, чӑвашсем те унта каяймӗҫ.
Комитетӑн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ларӑвӗ Лозаннӑра иртнӗ. Ҫапах допингпа усӑ курман спортсенене ӑмӑртӑва хутшӑнма ирӗк панӑ, анчах нейтраллӑ ялавпа кӑна. Олимп вӑййисене чӑваш спортсменӗсем те кайма пултарнӑ. Сӑмахран, унта хутшӑнма Татьяна Акимова биатлонистка хатӗрленнӗ.
Аса илтерер: хӗллехи Олимп вӑййисем Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчханра иртӗҫ.
2008 ҫулта Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисенче чӑрмавлӑ 3 пин метрлӑ дистанцире пирӗн ентеш Татьяна Архипова фниша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Раҫҫей спортсменки Екатерина Волкова йышӑннӑ. Анчах ӑна тӗрӗсленӗ те допинг пурри палӑрнӑ. Ҫавна май унӑн пӑхӑр медальне каялла илнӗ, наградӑна Татьяна Архиповӑна парӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президенчӗ Дмитрий Шляхтин пӗлтернӗ тӑрӑх, Екатерина Волковӑн медалӗ килнӗ ӗнтӗ, Раҫҫейри Олимп комитечӗ ҫитес вӑхӑтра ӑна пирӗн ентеше парӗ.
Сӑмах май, Вӑрмар районӗнчи Карӑк Ҫырма ялӗнче ҫуралнӑ Татьяна Архиповӑн (хӗр чухнехи хушамачӗ – Петрова) ку пӑхӑр медаль – иккӗмӗш. Вӑл 2012 ҫулта Лондонра иртнӗ Олимп вӑййисенче те марафонра виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе биатлон енӗпе тӗнче шайӗнче ят ҫӗнсе илнӗ Татьяна Акимова ҫитес ҫулхи Олимпиадӑна хутшӑнайӗ. Хыҫа юлнӑ биатлон тапхӑрӗ уншӑн ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Тӗнче кубокӗнче вӑл икӗ хутчен медале (ҫав шутра ылтӑн та пур) тивӗҫрӗ, Тӗнче чемпионатӗнче хутӑш эстафета командинче бронза лекрӗ.
Ҫак эрнере Татьяна Акимована Олимп вӑййине хатӗрленмелли хӗрарӑмсен биатлон командине кӗртнӗ. Раҫҫей спортсменкисенчен йышра ҫавӑн пекех — Екатерина Юрлова-Перхт, Ирина Старых, Дарья Виролайнен, Виктория Сливко, Светлана Миронова, Ирина Услугина тата Ольга Подчуфарова.
Нумаях пулмасть Татьянӑна тата унӑн мӑшӑрне Вячеслава (вӑл та биатлонист) Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йышӑннӑччӗ.
Пӗлтерер, 2018 ҫулхи Олимпиада Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче нарӑс уйӑхӗн 9–25-мӗшӗсенче иртӗ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Ене футбол енӗпе РФ тава тивӗҫлӗ тренерӗ Валерий Газзаев килет. Вӑл кунта футбол тренерӗсемпе тӗл пулӗ.
Паллӑ тренер 40 ҫулти тата аслӑрах ҫынсен хушшинче иртекен хӗллехи ӑмӑртӑва ҫитсе курӗ. Вӑл «Труд» стадионта 12 сехетре пуҫланать.
Ҫав кунах Валерий Газзаев вырӑнти футбол тренерӗсемпе курнӑҫӗ. Вӗсем регионти футбол аталанӑвне сӳтсе явӗҫ.
Сӑмах май, Валерий Газзаев — 1980 ҫулта иртнӗ Олимп вӑййисен пӑхӑр призерӗ. Вӑл халӗ РФ Патшалӑх Думин Спорт комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри хӗллехи спорт тӗсӗсен кунне ирттерӗҫ. Уявӑн тӗп лапамӗ «Олимпийский» стадионти каток пулӗ. Унта нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра спорт уявӗ иртӗ. Унпа килӗшӳллӗн хӗллехи спорт тӗсӗсемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗсене паллӑ спортсменсем ертсе пырӗҫ.
Ӑсталӑх класӗсем хыҫҫӑн фейерверк ярӗҫ, пӑр ҫинче ташӑ каҫӗ иртӗ. Унтах ҫынсем конькипе ярӑнӗҫ.
Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче вара Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче «Шупашкарти электроаппарат савучӗн» йӗлтӗр эстафети иртӗ. «Вертикаль» ту йӗлтӗр спорчӗн центрӗнче ҫынсем ярӑнӗҫ.
Сӑмах май, кунашкал спорт мероприятийӗ пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш хут иртет. Ӑна пӗрремӗш хутчен 2014 ҫулти Олимп вӑййисене халалласа йӗркеленӗ.
Челепи облаҫӗнче слоупстайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш унта ҫӗнтернине пӗлтерме питӗ кӑмӑллӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Лана Прусакова хӗрсен йышӗнче мала тухнӑ. Унӑн тренерӗ — республикӑри 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлекен Никита Васильев.
Тепӗр ентеш Дмитрий Мулендеев пӗрремӗш тапхӑрта иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш тапхӑрта — виҫҫӗмӗш вырӑн. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев 2018 ҫулта Кӑнтӑр Корейӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма пултарӗҫ. Сӑмах май, Лана пӗлтӗр Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ.
Татьяна Архипова марафонистка 2008 ҫулта Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисенче 3 пин метрлӑ дистанцире финиша 4-мӗш ҫитнӗ. Ун чухне виҫҫӗмӗш вырӑна Курскри Екатерина Волкова тухнӑ.
Анчах халӗ Екатеринӑн медальне чӑваш спортменкине Татьяна Архиповӑна парасшӑн. Волковӑн организмӗнче Пӗтӗм тӗнчери антидопинг организацийӗ усӑ курма чарнӑ препарат — туринабол — тупнӑ.
Ҫакна Татьяна Архиповӑн тренерӗ Михаил Кузнецов ырламасть. Унӑн шухӑшӗпе, кукӑль вӗрилле тутлӑ. Унтанпа 8 ҫул иртнӗ-ҫке-ха. Халь тин иртнине мӗншӗн пӑтратас? «Юлашки икӗ ҫулта Раҫҫей спортсменӗсем тӗрлӗ провокацие лекеҫҫӗ», — тенӗ тренер.
Сӑмах май, Татьяна халӗ тренировкӑсенче. Ку уйӑхра вӑл Кисловодск хулине сбора кайӗ.
2018 ҫулта Корейӑри Пхенчханра хӗллехи Олимп вӑййисем иртӗҫ. Унта кайма пултаракан спортсменсене укҫа парса хавхалантарӗҫ.
Ҫак кунсенче Иван Моторин премьер-министр чӑваш спортсменӗсене стипенди парасси пирки распоряжение алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ спортсменсем 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗччен уйӑхсерен 30 пин тенкӗ стипенди илӗҫ.
Ҫав йыша Татьяна Акимова биатлонистка, Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑ кӗнӗ. Резерва кӗнӗ спортсменсем уйӑхсерен 15 пин тенкӗ илӗҫ. Вӑл йышра — Лана Прусакова фристайлҫӑ тата Вячеслав Акимов биатлонист.
Пур стипендиат та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |