Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ 6,4 хут ӳснӗ. Кун пирки республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хыпарлани тӑрӑх Чӑвашстат пӗлтернӗ.
Пирӗн республикӑри Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче 29,1 пин ҫынна шута илнӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенчинчен 6,4 хут нумайрах. Маларах асӑннӑ хисепрен 27,5 пинӗшӗ ӗҫсӗр шутланаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне илсен пӗр ваканси пуҫне 1,7 ҫын тивет. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче, шел те, пысӑк квалификациллӗ вакансисем сахалтарах.
Чӑваш Енре пурӑнакансем те пурнӑҫ таппипе тан пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахӑмӑр — тӗнче тетелне тухни пирки.
Паян, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Раҫҫейре Интернет кунне палӑртаҫҫӗ. Тӗнче тетелне пирӗн республикӑра пурӑнакансенчен 68 проценчӗ кунсерен тухать. Ку вӑл — пӗлтӗрхи кӑтарту. Цифрӑсене Чӑвашстат 2019 ҫулта ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх пӗлтернӗ.
Халӑхӑн 67 проценчӗн килте компьютер пур. 72 проценчӗ вай-фай ҫыхӑну урлӑ интернета кӗрет.
Тӗнче тетелне кӗрекенсенчен пысӑк пайӗ, 57 проценчӗ, смартфон урлӑ кӗрет, компьютер урлӑ — 42 процент, ноутбук урлӑ — 28 процент, планшет урлӑ — 10 процент, смарт-тв урлӑ — 9 процент, приставкӑсем урлӑ — 1 процент.
Чӑвашстат ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, статистика органӗ кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенчи республикӑри демографи лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ.
Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, ҫуралакансен хисепӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен пирӗн тӑрӑхра 142 ҫын ( 3,8%) сахалланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вилекенсен шучӗ 33 ҫын нумайрах. Ҫапла вара вилнисен шучӗ ҫуралнисенчен 44,5% йышлӑрах (2019 ҫулхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче ҫак хисеп 38,1% пулнӑ).
Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ҫуралнисенчен 1252 ача (мӗнпур ҫӗн кайӑкран 35,0%) — ҫемьери пӗрремӗш пепке, 1277 ача (35,7%) — иккӗмӗш, 781 ача (21,8%) — виҫҫӗмӗш, 269 ача (7,5%) — тӑваттӑмӗш е ун хыҫҫӑнхи.
Маларах асӑннӑ тапхӑрта ҫулталӑка ҫитмен 10 ача вилнӗ.
Мӑшӑрланакансен йышӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 79, е
6,3% сахалланнӑ, уйрӑлакансен йышӗ 314 тӗслӗх, е 24,5% чакнӑ.
Кӑҫалхи икӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 1743 ача ҫуралнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенчинчен 110 ача сахалрах. Республикӑра 2531 ҫын вилнӗ. Ҫакӑ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 48 ҫын сахалрах. Ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен 45,2 % сахалрах.
Халӑхӗн самай пайӗ юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула нумай вилет. Ун пеккисене кӑҫалхи икӗ уйӑхра 1038 ҫынна шута илнӗ. Усал шыҫҫа, тулаш сӑлтавсене, сывлӑш ҫулӗсен, апат ирӗлтерекен органсен чирӗсене, инфекци чирӗсене пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс ҫулталӑка ҫитичченхи виҫӗ ача вилнӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑвашстат пӗлтернӗ.
Чӑвашстат лавккасенчи апат-ҫимӗҫ хакӗсене тӗрӗсленӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки эрнере республикӑра ҫӗр улми, кишӗр хакланнӑ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне ҫӗр улми – 8,8 процент, купӑста – 4,6 процент, сухан 4,3 процент хакланнӑ. Кӗрпе таврашӗн хакӗ те ӳснӗ. Уйрӑмах – хура тулпа вир. Астӑватӑр пулӗ: нумаях пулмасть ҫынсем хура тула черет тӑрсах туянчӗҫ. Хура тул хакӗ – 4,1 процент, вир 3,5 процент хӑпарнӑ.
Чӑвашстат палӑртнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пекех сысна ашӗн, ҫӑмарта, сахӑр, тӑвар, ҫӑнӑх, рис, пан улми хакӗ хӑпарнӑ. Ытти ҫимӗҫ хакӗ е 2 процент хакланнӑ, е унчченхи пекех юлнӑ.
ЧР Ӗҫлев министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑҫал чухӑнлӑхпа кӗрешес ӗҫ малалла пырӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та палӑртмалла: республикӑра чухӑнсен йышӗ чакнӑ, 8300 ҫын ку йышран тухнӑ. Ҫапах кунпа кӑна лӑпланасшӑн мар - ҫак ӗҫе вӑйлатма та палӑртнӑ.
Чӑвашстат малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра чухӑн пурӑнакансем сахалланнӑ. Кӑҫал шутланӑ тӑрӑх, 2018 ҫул вӗҫнелле чухӑнлӑх шайӗ, 2017 ҫулпа танлаштарсан, 0,6 процент чакнӑ, ку кӑтарту 17,8 процентпа танлашнӑ.
Ҫапла майпа Чӑваш Енре 8300 ҫын лайӑхрах пурӑнма тытӑннӑ. Чухӑнсен йышӗнче хальлӗхе 219 пин ҫын шутланать.
Шупашкарӑн ҫитес ҫулсенчи социаллӑ аталану прогнозне тунӑ. Ҫак хисепе ӗненес тӗк, 2024 ҫулта Чӑваш Енӗн тӗп хулинче 519 пин ҫын пурӑнмалла.
Кӑҫал Шупашкарта 507,6 пин ҫын пурӑннине палӑртнӑ, 2020 ҫулта - 510,2 пин ҫын, 2024 ҫулта 519,1 пин ҫын пурӑнмалла-мӗн. Чӑвашстат Шупашкар хула округне тата Шупашкал хулине уйӑрса ҫын шутне шутланӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑн тӗп хулинче 495 пин те 317 ҫын пурӑннӑ, хула округӗнче вара – 505 пин те 800 ҫын.
РФ Патшалӑх Думи виҫҫӗмӗш вулавра Ӗҫ кодексне улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫӗнӗлӗх ялта ӗҫлекен хӗрарӑмсене пырса тивет. Малашне вӗсен эрнере 36 сехет ҫеҫ ӗҫлеме тивӗ.
Ӗҫ укҫине вара малтанхи пекех, эрнере 40 сехет ӗҫленӗ пек, тӳлӗҫ. Кунсӑр пуҫне вӗсен ӗҫ условийӗсемпе килӗшӳллӗн ӗҫ кунне пайланӑ тӑк ытларах тӳлев илме право пур.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, саккун вӑя кӗрсен унччен пулнӑ ӗҫ укҫине пӗчӗклетме юрамасть.
Палӑртмалла: Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи карлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 452 743 ҫын ялта пурӑнать, вӗсенчен 225 728-шӗ – хӗрарӑмсем.
«Правда ПФО» интернет-кӑларӑм Чӑвашстат курӑмлатнӑ статистикӑна пичетленӗ: Чӑваш Республикинчен пӗлтӗр 21 пин те 59 ҫын куҫса кайнӑ, пирӗн пата 15 пин те 734 ҫын килсе тӗпленнӗ.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑран куҫса каякансенчен ытларахӑшӗ Раҫҫейӗн ытти регионӗнче пурӑнма тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах ют ҫӗршывсенче тӗпленнисем те пур: унашкаллисен йышӗ 2337 ҫын. Ҫапла майпа Чӑваш Енри миграци чакӑвӗ 5325 ҫынпа танлашнӑ. 2017 ҫулпа танлаштарсан 2218 ҫын ытларах.
Пирӗн пата пурӑнма куҫнисен пысӑк пайӗ — Раҫҫейӗн урӑх регионӗнчен. Чикӗ леш енчен 2191 ҫын куҫса килнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнакансен йышӗ ӳснӗ, Етӗрне, Патӑрьел тата Вӑрнар районӗсенче вара чакнӑ.
Чӑвашстат кӑҫал Чӑваш Енре мӗн чухлӗ ҫын ытти региона тухса кайнине шутланӑ. Хисеп пӗчӗкех мар.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче республикӑран 17 пин ытла ҫын кайнӑ. Вӗсенчен 15209-шӗ ытти регионта тӗпленнӗ. Пӗлтӗр унашкаллисем 14254 ҫын пулнӑ. 1895 ҫын вара чикӗ леш енне пурӑнма куҫнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Ене ытти регионтан 11622 ҫын пурӑнма килнӗ. Тепӗр 1678 ҫын пирӗн тӑрӑха ют ҫӗршывсенчен ҫитнӗ. Эппин, кӑҫал республикӑра миграци чакӑвӗ 3804 ҫынпа танлашнӑ (пӗлтӗр 2347 ҫын пулнӑ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |