Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӗмен облаҫӗ

Культура

Красноармейски районӗнчи халӑх кӗвви-ҫеммин «Хавал» ансамблӗ (илемлӗх ертӳҫи —– Николай Никоноров) ҫак уйӑхӑн 1–5-мӗшӗсенче Тӗмен чӑвашӗсем патӗнче пулнӑ. Унта ушкӑн ҫавӑнта иртнӗ Чӑваш культура кунӗсене хутшӑннӑ. Уява Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсем тӗпленни 100 ҫул ҫитнине халалланӑ пулнӑ.

Халӗ вара республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов ячӗпе тав ҫырӑвӗ килнӗ. Ӑна Тӗмен чӑвашӗсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи А.Архипов шӑрҫаланӑ. Унта вӑл Красноармейски районӗнчи «Хавал» ансамбль Тӗмен чӑвашӗсене савӑк кӑмӑл парнеленине палӑртнӑ.

 

Чӑвашлӑх Ҫӗпӗр чӑвашӗсем ҫинчен Г.Дубров каласа парать
Ҫӗпӗр чӑвашӗсем ҫинчен Г.Дубров каласа парать

Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн черетлӗ анлӑ ларӑвӗ муниципалитетӑн бюджет тытса тӑракан Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӗнче иртрӗ. Ӑна пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Георгий Тусли уҫрӗ. Ларӑва правлени пайташӗсемсӗр пуҫне районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ шкул ачисем, тӑван ен историйӗпе культури енӗпе наукӑпа тӗпчев ирттернӗ ҫамрӑксем, вырӑнти ҫыравҫӑсем хутшӑнчӗҫ.

Ларура ҫак ыйтусене пӑхса тухрӗҫ: Чӑваш Наци Конгресӗн VIII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисем ҫинчен, Тӗмен чӑвашӗсем патӗнче иртнӗ «Чӑваш культурин кунӗсем» ҫинчен тата районти шкул ачисем хушшинче чӑвашлӑха упраса хӑварасси тата вӗсен пултарулӑхне аталантарасси ҫинчен.

Пӗрремӗш ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗн делегачӗ Виталий Михайлов тухса калаҫрӗ. Вӑл конгресс съезчӗ мӗнле иртни тата унта йышӑннӑ резолюцисен пӗлтерӗшӗ ҫинчен туллин ӑнлантарса пачӗ. Пухӑннисем ЧНК кӑларса тӑракан «Чӑваш тӗнчи» хаҫатра пичетленнӗ резолюцисемпе паллашрӗҫ тата конгресс ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ кӗнеке-альбомпа паллашрӗҫ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru/
 

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ В.А. Васильев Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗре тухса кайнӑ чӑвашсем пирки тӗпчесе пӗлнӗ иккен.

Вӑл Тӗмен облаҫӗнчи Нижнетавдински районӗнчи виҫӗ ялти — Пӗчӗк Хуторти, Пысӑк Хуторти тата Канашри — чӑвашсемпе кӑсӑкланнӑ. Ӑна Тӗмен тӑрӑхӗнчи О.Н. Тангаев журналист тата облаҫри чӑвашсен «Тӑван» общество организацийӗн вице-президенчӗ В.П. Тимофеев нумай пулӑшнӑ-мӗн.

Чӑваш Енрен Ҫӗпӗр тӑрӑхне ҫынсем Атӑлҫи тӑрӑхне 1921 ҫулта пырса ҫапнӑ выҫлӑх вӑхӑтӗнче тухса кайнӑ иккен. Унта кайнисенчен ытларахӑшӗ — хальхи Элӗк, Вӑрнар тата Красноармейски районӗн территорийӗнче пурӑннӑ чӑвашсем-мӗн. Йышлӑ куҫса кайнӑ тапхӑр вара ял хуҫалӑхне коллективизациленӗ вӑхӑта лекнӗ. Чӑваш Енри техникумсене тата аслӑ шкулсене пӗтернӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа унта ӗҫлеме янипе те Ҫӗпӗр тӑрӑхне пирӗн партисем лекнӗ.

Тӑван халӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи «Тантӑш» фольклор коллективӗ те нумай ӗҫ туса ирттерет иккен. Ӑна йӗркелесе яни ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӗрӗк ӗмӗр ҫитет.

Малалла...

 

Инкекӗн ӳкӗрчӗкӗ
Инкекӗн ӳкӗрчӗкӗ

Иртнӗ кунхине, ҫурҫӗр иртни икӗ сехет тӗлнелле, Тӗмен облаҫӗнчи ҫул ҫинче инкек сиксе тухнӑ пулнӑ. Пӑтӑрмахра пирӗн ентӗшсем, Шупашкарта пурӑннӑ 59 ҫулсенчи икӗ арҫын вилнӗ. Вӗсенчен пери «Ауди 100» урапапа, тепри «Лада Калинӑпа» пынӑ пулнӑ.

Инкеке лекнӗ арҫынсем Ханты-Мансийск автономи округне урапа туянас тӗллевпе кайнӑ имӗш. Ҫӗнӗ «Аудипе» хуҫаланнӑ хыҫҫӑн арҫынсем икӗ машинпа килелле ҫул тытнӑ. Ҫул-йӗрте тухнӑ инкек сӑлтавӗ вара ҫӗнӗ урапан шофер айӑпӗнче. Вӑл хирӗҫ пыракан ҫурприцеплӑ «Камаз» ҫине пырса ҫапӑннӑ. Тиев машини ҫӑнӑх турттарнӑ, ҫаврӑнса ӳкнӗ хыҫҫӑн вӗсем хыҫалта пыракан «Калина» урапана хупласа хунӑ.

Тӗмен облаҫӗнчи ҪХПИ тытӑмӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӑмӑл машин водителӗсем йывӑр аманнине пула васкавлӑ пулӑшу ҫитичченех вилнӗ. «Камаз» шофёрӗ вара, пиҫихиппе ҫыхӑннӑскер, пӑтӑрмахра вӑйлӑ аманман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63416.html
 

Пӗлтӗрхи чунҫӳревре
Пӗлтӗрхи чунҫӳревре

Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кашни ҫул Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне ҫула тухать. Пӗлтӗр вара Дагестана ҫул тытнӑ пулсан, кӑҫал Алтай тӑрӑхне ҫитсе килесшӗн.

Чунҫӳрев-2012 ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пуҫланӗ. Маршрут: ШупашкарХусанӖпхӳ–Курган–Омск–Барнаул–Горноалтайск — малалли ҫул каялла. Ҫӗр каҫма палӑртнӑ вырӑнсем: Пушкӑртстанра, Омск облаҫӗнче, Тутарстанри чӑваш ялӗсенче. Тутарстанри чӑваш ялӗсенче концерт та кӑтартма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра кайма шутлисен йышӗ — 45 ҫын. Хутшӑнма кӑмӑлланисем Тӗменпе Сарӑту облаҫӗсенчен те пур. Горноалтайск хулинчи чӑвашсем те пулӗҫ.

Горноалтайскра выранти халӑхӑн Эл-Ойын уявне хутшӑнӑпӑр, хулара уҫӑлакан пӗрремӗш этнопаркра юпа лартӑпӑр, така пусса чӳк тӑвӑпӑр, чӑвашла ятсем йышӑнӑпӑр.

Каяс кӑмӑл пулсан сирӗн карас телефонӗн 8-927-667-93-23 номерӗпе шӑнкӑравламалла (Олег Цыпленков). Ҫул хакӗ — 8 000 тенкӗ. Ҫынсен шучӗ нумайлансан икӗ автобуспа та кайма май пулӗ — кун пирки пӑшӑрханас ҫук.

 

Тӗмен тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем хӑйсен обществӑлла пӗрлешӗвне — «Тӑван» ассоциацине туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа хулари Наци культурисен «Строитель» керменӗнче пысӑк уяв пулчӗ. Вырӑнти чӑвашсем хӑнасене наци апачӗпе сӑйларӗҫ, хӑйсен аллипе ӑсталанӑ япаласен куравне йӗркелерӗҫ. Уява Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» ансамблӗ те хутшӑнчӗ, курма килнисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ. Тӗмен облаҫӗн правительстви ячӗпе пухӑннисене национальнӑҫсен ӗҫӗсен комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Хоменко саламларӗ. Чӑвашсем Раҫҫейре тата регионта чи йышлӑ халӑхсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ вӑл. Официаллӑ ститистика тӑрӑх, Тӗмен облаҫӗнче 13 пин чӑваш пурӑнать. Тӑван енрен аякра пулин те, вӗсем халӑх культурине упраса пыраҫҫӗ, тӗрлӗ наци ҫыннисем хушшинчи туслӑха ҫиреплетеҫҫӗ, — терӗ Виктор Хоменко.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.tumentoday.ru
 

Тӗнчипех саланнӑ ентешсене пӗр кӗрекене пуҫтарас, чуна пырса тивекен сасӑллӑ чӑваш юрӑҫисене тупса палӑртас тӑллевпе ЧР Культура министерствипе Чӑваш наци конгресӗ ҫулсеренех Пӗтӗм тӗнчери чӑваш эстрада юррисен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсне йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пушӑн 25-26-мӗшӗсенче 12-мӗш хут иртӗ. Уява хутшӑнас, килсе курас текенсене Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменне 18 сехет тӗлне йыхравлаҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта шӑпах уявпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Конгресс президенчӗ Геннадий Архипов фестиваль регионсен хушшинчи культура ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетес ӗҫре те пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл конкурсра Тутарстан, Пушкӑртстан республикисенче, Чӗмпӗр, Свердловск, Тӗмен облаҫӗсенче, Красноярск енре пурӑнакан чӑваш ҫамрӑкӗсем те тупӑшма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.

Президиум пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫакна палӑртмалла: пушӑн 23-24-мӗшӗсенче конкурса хутшӑнас текенсене итлесе пӑхӗҫ.

Малалла...

 

«Чӑваш пики» ӑмӑрту Шупашкарта кӑна мар, ытти регионсенче те иртеҫҫӗ — черет Тӗмен облаҫе ҫитнӗ!

Чӑваш пики ятне ҫӗнсе илессишӗн пурӗ 16-25 ҫулхи 7 хӗр хутшӑннӑ. Вӗсенчен пӗри Шупашкартан та пулнӑ иккен, теприсем вара — Тӗмен облаҫӗн тӗрлӗ районӗсенчен.

Хӗрсен пурӗ хӑйсене 7 конкурсра палӑрмалла пулчӗ: хӑйсем ҫинчен каласа пачӗҫ, пултарулӑхпа тата ӑспа мала тухма тӑрӑшрӗҫ. Паллах, капӑр тумпа сцена тӑрӑх та утса тухма тиврӗ.

Чӑваш пики ятне ҫиччӗшӗ те илме тивӗҫ пулин те жюрин пӗрине суйлама тиврӗ — кӗркунне Шупашкара, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнма, Анастасия Анисимова, Канаш (кунта сӑмах Шупашкартан кӑнтӑрта вырнаҫнӑ хула пирки мар, Тӗмен облаҫӗнчи ял пирки) хӗрӗ, кайӗ.

Мӗнех, ӑнӑҫу сунар!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://tyumen.rfn.ru/rnews.html?id=68495
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ