Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗпӗре кайнӑ чӑвашсем пирки тӗпчесе пӗлнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 26.08.2013 22:08 | 1726 хут пӑхнӑ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ В.А. Васильев Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗре тухса кайнӑ чӑвашсем пирки тӗпчесе пӗлнӗ иккен.

Вӑл Тӗмен облаҫӗнчи Нижнетавдински районӗнчи виҫӗ ялти — Пӗчӗк Хуторти, Пысӑк Хуторти тата Канашри — чӑвашсемпе кӑсӑкланнӑ. Ӑна Тӗмен тӑрӑхӗнчи О.Н. Тангаев журналист тата облаҫри чӑвашсен «Тӑван» общество организацийӗн вице-президенчӗ В.П. Тимофеев нумай пулӑшнӑ-мӗн.

Чӑваш Енрен Ҫӗпӗр тӑрӑхне ҫынсем Атӑлҫи тӑрӑхне 1921 ҫулта пырса ҫапнӑ выҫлӑх вӑхӑтӗнче тухса кайнӑ иккен. Унта кайнисенчен ытларахӑшӗ — хальхи Элӗк, Вӑрнар тата Красноармейски районӗн территорийӗнче пурӑннӑ чӑвашсем-мӗн. Йышлӑ куҫса кайнӑ тапхӑр вара ял хуҫалӑхне коллективизациленӗ вӑхӑта лекнӗ. Чӑваш Енри техникумсене тата аслӑ шкулсене пӗтернӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа унта ӗҫлеме янипе те Ҫӗпӗр тӑрӑхне пирӗн партисем лекнӗ.

Тӑван халӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи «Тантӑш» фольклор коллективӗ те нумай ӗҫ туса ирттерет иккен. Ӑна йӗркелесе яни ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӗрӗк ӗмӗр ҫитет.

Экспедици вӑхӑтӗнче пухнӑ материала профессор университетӑн Этнографи музейне, Чӑваш наци музейне тата Электронлӑ тата кинодокументсен патшалӑх архивне пама шухӑшлать иккен.

Сӑнсем (7)

#Тӗмен облаҫӗ, #Пӗчӗк Хутор, #Пысӑк Хутор, #Канаш, #Элӗк районӗ, #чӑвашсем, #Вӑрнар районӗ, #Красноармейски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем