Ӗнер, акан 13-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма культура ҫуртӗнче «Канаш ен пики — 2012» ӑмӑрту иртрӗ.
Тавҫарулӑхпа ӑсталӑх, ӑспа илем ӑмӑртӑвне кӑҫал 15 пике хутшӑнчӗ, «чи-чи» пулас ӗмӗтпе ӑнтӑлса кашни хӑйне тавҫӑруллӑрах, ӑслӑрах, ӑстарах кӑтартма тӑрӑшрӗ. Пилӗк пайра тупӑшма тиврӗ — «Паллашу», «Ӑс-тӑн ӑмӑртӑвӗ», «Пултаруллӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх апачӗ», «Чӑваш стилӗ». Пахалавҫӑсем хӑйсен пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫак паллӑ пулчӗ:
♥ Канаш ен пики – 2012 — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки Лариса Яковлева (Ҫӗнӗ Чӑлкасси ял тӑрӑхӗ);
♥ Хӳхӗм пике — Ирина Михайлова (Атнаш ял тӑрӑхӗ);
♥ Ҫепӗҫ пике — Марина Иванов (Ухман ял тӑрӑхӗ);
♥ Ӑс пике — Алиса Сергеев (Сиккассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ);
♥ Куракансем кӑмӑлланӑ пике — Диана Григорьева (Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗ).
Тунтикун, юпан 31-мӗш кунӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Художник Анатолий Миттов. Дорога в гору» (чӑв. Анатолий Миттов ӳнерҫӗ. Тӑвалла ҫул) кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Ку кӑларӑм (208 стр.) паллӑ чӑваш ӳнерҫин пурнӑҫне тата унӑн пултарулӑхне сӑнласа кӑтартать. Статьясенче эсир хальхи куҫпа пӑхса унӑн ӗҫӗсене ҫыракансем епле хак панипе паллашайратӑр. Кӗнеке ӳкерчӗксемпе те пуян. Хӑшне-пӗрне пӗрремӗш хут пичетленӗ.
Анатолий Миттов — чӑвашсен паллӑ ӳнерҫи. 1932 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче (тепӗр ҫул 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвӗҫ) Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1971 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
1952 ҫулта Шупашкарти ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1961 ҫулта И. Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтӗнче пӗлӗвне ӳстернӗ.
Сивӗ... Сивӗ ҫанталӑк... Сивӗ ҫанталӑк ку ӑшӑ чӳк уйӑхне кӗтмен-ҫитмен пек килсе кӗчӗ, пӗр самантрах хӗл кунӗ тавралӑха хӑй аллине илчӗ. Хӑй ҫинчен асаилтерчӗ. Хӗл ҫитрӗ. Урамра та, календарьпе те. «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума та вӑхӑт ҫитрӗ. Унпа паллашнӑ май вӑл сире кӑшт та пулин ӑшӑтатех тесе шутлатпӑр. Сивӗ хӗл сивви те туйӑнмӗ...
Кӑҫалхи ӑмӑрту епле иртни самай пирӗн кӑмӑла кайрӗ. Малтанхисене вӗренӳ министерстви хутшӑнатчӗ пулсан, кӑҫалхи йӗркелӳҫӗсен шутӗнче вӗсем пулмарӗҫ. Вӗсене те ҫӑмӑлрах пулчӗ пулӗ, пире те ку самай ирӗк пачӗ. Вӗсем пӗлтернине кӗтмесӗр пӗтӗмлетӗве эпир паянах, раштавӑн пӗрремӗш кунӗнчех, пӗлтерме пултаратпӑр! Пурӗ 140 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ытларах та ярса пачӗҫ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрине, ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳсӗр пулнӑран, йышӑнма май пулмарӗ. Чылайӑшӗ эпир фантастика конкурсне ирттерни ҫинчен манса кайнӑ пулас — пӗр чӗптӗм те пулин тупма май ҫуккӑччӗ. Эпир вӗсене йышӑнтӑмӑр, анчах та хайлавӗ темле чаплӑ пулсан та вырӑн памарӑмӑр.
