Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Канаш ен пики – 2012» — Лариса Яковлева!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.04.2012 19:51 | 2591 хут пӑхнӑ

Ӗнер, акан 13-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма культура ҫуртӗнче «Канаш ен пики — 2012» ӑмӑрту иртрӗ.

Тавҫарулӑхпа ӑсталӑх, ӑспа илем ӑмӑртӑвне кӑҫал 15 пике хутшӑнчӗ, «чи-чи» пулас ӗмӗтпе ӑнтӑлса кашни хӑйне тавҫӑруллӑрах, ӑслӑрах, ӑстарах кӑтартма тӑрӑшрӗ. Пилӗк пайра тупӑшма тиврӗ — «Паллашу», «Ӑс-тӑн ӑмӑртӑвӗ», «Пултаруллӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх апачӗ», «Чӑваш стилӗ». Пахалавҫӑсем хӑйсен пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫак паллӑ пулчӗ:

Канаш ен пики – 2012И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студентки Лариса Яковлева (Ҫӗнӗ Чӑлкасси ял тӑрӑхӗ);

Хӳхӗм пике — Ирина Михайлова (Атнаш ял тӑрӑхӗ);

Ҫепӗҫ пике — Марина Иванов (Ухман ял тӑрӑхӗ);

Ӑс пике — Алиса Сергеев (Сиккассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ);

Куракансем кӑмӑлланӑ пике — Диана Григорьева (Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗ).

Малалла вара Ирина Михайловӑпа Лариса Яковлевӑн республика шайӗнчи «Чӑваш пики – 2012» ӑмӑртӑва хутшӑнса Канаш районне тивӗҫлӗ кӑтартмалла пулӗ. Кӑҫал вӑл Шупашкарта акан 26-мӗшӗнче иртӗ! Ӑнӑҫу сунар вӗсене!

Сӑнсем (44)

#Канаш районӗ, #Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗ, #Анаткас Уҫырма, #Шупашкар, #Чӑваш пики, #ӑмӑртусем, #Сиккасси, #Ухман ял тӑрӑхӗ, #Атнаш ял тӑрӑхӗ, #Ҫӗнӗ Чӑлкасси ял тӑрӑхӗ, #ЧППУ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем