Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламланӑ май 8-16 ҫулсенчи ачасене воспитани паракан ҫемьесене пулӑшасси пирки каланӑ. Ҫак ӳсӗмри шӑпӑрлансемшӗн те пособи парӗҫ. Анчах ӑна сахал тупӑшлӑ ҫемьесем ҫеҫ илейӗҫ.
Ку ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫланма тытӑнӗ. Заявленисене вара ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнӗҫ. Ӑна Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ пама пулать. Пособи парассине ырласан тӳрех икӗ уйӑхшӑн укҫа килӗ.
Пособин ҫуррине пама йышӑнсан вӑл 526,5 тенкӗпе танлашӗ. Тупӑша кура 75%-не ырласан – 7824,75 тенкӗпе. Пособин 100 проценчӗ – 10433 тенкӗ.
Шупашкарти Алькеш поселокӗнче пурӑнакан чикансем РФ Президентӗнчен Владимир Путинран пулӑшу ыйтнӑ. Хула администрацийӗ вӗсене хӑваласа ярса ҫурчӗсене ишсе антарасшӑн-мӗн.
Чикансем ӗнентернӗ тӑрӑх, суйлавччен вӗсене шыв туса пама шантарнӑ. Суйлав иртсен вара колонкӑсене илнӗ, вӗсем халӗ ҫук.
40 ҫул каялла хула администрацийӗ баронсене ҫӗр тара панӑ. Халӗ вара килӗшӳ срокӗ тухнӑ. Ҫавна май чикансене ҫав лаптӑка пушатма ыйтнӑ, вӗсен ҫурчӗсене ишсе антарасшӑн-мӗн.
Президент патне ҫырнӑ ҫырура чикансем вӗсене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫуртсенчен кӑларса янине ҫырнӑ. 500 ҫын урамра тӑрса юлӗ. Вӗсенчен 300-шӗ - ачасем.
"Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вырӑна пушатмасан пире 50-100 пин штраф ҫырса параҫҫӗ. Ачасем шкула ҫӳреҫҫӗ, вӗсен пурӑнмалли вырӑн пулмӗ. Эпир нумай ыйтмастпӑр, пире хамӑр ҫуртсенчех хӑварччӑр ҫеҫ. Эпир кунта ӳснӗ, кунтах ватӑлнӑ..." - теҫҫӗ чикансем.
РФ Президенчӗ Владимир Путин педофилсене тӗрмене пурнӑҫӗ вӗҫленичченех хупасси пирки саккун алӑ пуснӑ. Кун пирки РБК пӗлтерет.
Унччен 14 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене мӑшкӑлланӑ рецидивистсене ҫеҫ тӗрмене ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Ҫӗнӗ саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, 18 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене мӑшкӑлланӑ рецидивистсене мӗн виличчен тӗрмене ӑсатӗҫ.
Анчах кунашкал преступление пӗрремӗш хут тунӑ ҫынсене те йӗплӗ пралук леш енне ӗмӗрлӗхе ӑсатма пултарӗҫ. Анчах ку – преступник аллинчен темиҫе ача шар курнӑ, кунсӑр пуҫне тепӗр хӑрушӑ преступлени тунӑ пулсан.
Ыран РФ Президенчӗ Владимир Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерет. Вӑл Мускавра Манежра пулӗ.
Чӑваш Енрен унта каймашкӑн икӗ ҫын аккредитациленнӗ. Вӗсем – Наци телерадиокомпанийӗн ӗҫченӗсем: директорӑн информаци политики енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Вадим Муравьев тата Юрий Марков телеоператор.
Пресс-конференцине 507 ҫын хутшӑнӗ. Кӑшӑлвируса пула унта хутшӑнакансен йышне ытти ҫулхинчен сахалрах тума тивнӗ.
Пресс-конференци ыран 12 сехетре пуҫланӗ. Ӑна «Россия-1», «Россия-24», «НТВ», «Пӗрремӗш канал» телеканалсемпе тата «Маяк», «Вести ФМ», «Раҫҫей радиовӗ» радиостанцисемпе итлеме пулать.
Пӗлтӗртенпе Чӑваш Ене Ашшӗн кунне паллӑ тума тытӑннӑ. Ӑна юпа уйӑхӗнчи юлашки вырсарникун уявлама йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейре Ашшӗн кунне уявласси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ӑна юпа уйӑхӗнчи виҫҫӗмӗш вырсарникун паллӑ тума палӑртнӑ.
Раҫҫейре те Ашшӗн кунӗ пулнӑ май ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра ку уява пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ачасем валли хатӗрленӗ вакцинӑна регистрациленӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗлекенскер «Спутник М» /«Гам-КОВИД-ВакМ»/ ятлӑ.
Ӑна «Спутник V» вакцинӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӑл икӗ компонентлӑ, иккӗмӗш укола пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн 21 кунран тӑваҫҫӗ. Ку вакцинӑна 12-18 ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. 12-15 ҫулсенчи ачасене ашшӗ-амӑшӗ алӑ пусса ирӗк парсан ҫеҫ прививка тӑваҫҫӗ. 15-17 ҫулсенчисен вара хӑйсен хут ҫырма ирӗк пур.
«Спутник М»-па раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче вакцинацилеме тытӑнаҫҫӗ. Ҫав кунах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2 ҫултан пысӑкрах ачасем валли вакцина хатӗрлемешкӗн тытӑнма сӗннӗ.
Татьяна Голикова вице-пермьер юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен Раҫҫейре канмалли кунсем тума сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑну тунӑ. Ҫак кунсенче канмалли кунсем пулӗҫ. Кӑшӑлвирус енчен йывӑр лару-тӑруллӑ регионсенче юпан 23-мӗшӗнченпех кану кунӗсем тума сӗннӗ. Унашкаллисен чӳкӗн 7-мӗшӗ хыҫҫӑн та каникула тӑсма ирӗк пур.
Владимир Путин канмалли кунсенче те ӗҫченсен шалӑвӗ ҫавӑн пекех сыхланса юлмаллине каланӑ.
Ҫӗршывӑн вице-премьерӗ Татьяна Голикова Раҫҫей ҫыннисене юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен кантарасшӑн. Ку сӗнӳпе вӑл Владимир Путин Президент патне тухас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Ҫакӑн пирки вӑл кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн президиумӗн паянхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗршыв Правительствин Председателӗн заместителӗ каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионта кану кунӗсене юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнченех йышӑнмалла.
РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин хӑйӗн заместителӗ сӗннипе килӗшнӗ. Ку ыйтӑва ыранхи канашлура Владимир Путин патне ҫитерӗҫ.
Чӑваш Енре инфекци корпусне хута яма палӑртнӑ. Ӑҫта пулӗ вӑл? Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнче. Унта юмансем ӳсеҫҫӗ.
Хальлӗхе проекта РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе ҫирӗплетеҫҫӗ. Инфекци корпусӗ Республикари клиника пульницин йышӗнче пулӗ. Ҫавӑн пекех унта сиплевпе диагностика, амбулатори, патологоанатоми корпусӗсене уҫмалла.
Олег Николаев Элтепер пульницӑна 2023-2024 ҫулсенче тума тытӑнассине пӗлтернӗ. Пӗлтӗр ӑна хута яма вӑл РФ Президентӗнчен Владимир Путинран 24 млрд тенкӗ ыйтнӑ.
Раҫҫейре те, Чӑваш Енри пекех, Ашшӗн кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, уява юпа уйӑхӗнчи виҫҫӗмӗш вырсарникун паллӑ тӑвӗҫ.
Кӑҫал Ашшӗн кунӗ юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗ ҫине лекӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре уява пӗлтӗр паллӑ тума тытӑннӑ. Анчах пирӗн патра ӑна юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Пӗлтӗр пӗрремӗш хутчен паллӑ тунӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине пула ачасем унта хутшӑнман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |