Чӑваш Енри юрист Сергей Ванюков РФ Президентне хирӗҫ Аслӑ суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева должноҫран кӑларнӑ чухне унӑн прависене пӑснӑ.
Анчах юрист тавӑҫ тӗлӗшпе ҫав кунах хурав илнӗ: суд йышӑнма хирӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӑл харпӑр ҫӑхав панӑ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче суд ансатлатнӑ формӑпа иртнӗ. Суд унӑн заявленине пӑхса тухман.
«Эпӗ кун пеккине кӗтнӗ, кун валли хатӗрленнӗ. Малашнехи утӑмсем пирки хальлӗхе пӗлтерместӗп», - тенӗ Сергей Ванюков юрист.
Сӑмах май, Михаил Игнатьев Владимир Путина хирӗҫ панӑ тавӑҫа Аслӑ суд утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ыран, пӑхса тухӗ.
Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тухса калаҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ валли лайӑх хыпар – 16 ҫул тултарман кашни ачашӑн каллех укҫа парӗҫ.
Ку тӳлев хальхинче пурин валли те пӗр пек пулӗ – 10 пин тенкӗ. Унччен 3 тултарман ачасене виҫӗ уйӑх 5-шер пин тенкӗ панӑ, 3-16 ҫулсенчи ачасене – 10 пин тенкӗ.
Ҫемье унчченхи тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗнче илнӗ пулсан заявлени тепре ҫырмалла мар, укҫа ахалех куҫӗ. Ыттисен Патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан порталта заява памалла.
Паян Республика тӳремӗнче ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева халалласа баннер ҫакнӑ. Ҫакна Денис ятлӑ арҫын тунӑ. Вӑл унта паян 10 сехетренпе пулнӑ.
Денис ҫак баннера Михаил Васильевича дожноҫран кӑларнӑ хыҫҫӑнах тунӑ-мӗн, анчах унпа халӑх ҫине тухма хӑюлӑх ҫитереймен. Халӗ вӑл экс-Элтепер вилнӗшӗн хурланса баннера Ленин палӑкӗ умне вырнаҫтарнӑ. Унта «Михаил Васильевич! Эсир пирӗн, эпир сирӗнпе!!! Михаил Васильевич! Народ Чувашии Вас благодарит, уважает и ценит за выполненный труд!» тесе ҫырнӑ.
Денисӑн шухӑшӗпе, Михаил Васильевича должноҫран кӑларни – тӗрӗсмарлӑх. Вӑл Аслӑ суда Владимир Путин тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратса ҫынсен хӑйсен правишӗн кӗрешмеллине кӑтартнӑ тесе шутлать.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ — Конституци сасӑлавӗ. Ун чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин кану кунӗ пулассине пӗлтернӗ.
Ҫапах хӑшӗ-пӗри ӗҫе тухӗ. Вӗсене вара сак куншӑн пысӑкрах тӳлӗҫ. Ыттисен вара ӗҫ укҫи ҫавӑн пекех сыхланса юлӗ. «Ҫынсен утӑ уйӑхӗнчи ӗҫ укҫи чакмалла мар», - тенӗ Федераци канашӗн социаллӑ комитет пуҫлӑхӗ Инна Святенко. Вӑл канмалли тата ӗҫлемелли мар кунсенче шалу тӳлессине РФ Ӗҫ кодексӗн 153-мӗш статйинче палӑртнине каланӑ.
Аса илтерер: Конституци сасӑлавӗ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртмеллеччӗ. Анчах пандемие пула сасӑлава каярах куҫарма тивнӗ.
ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев Асла суда тавӑҫ панӑ, вӑл хӑйне Элтепер должноҫӗнчен вӑхӑтсӑр кӑларни тӗрӗс мар пулнине ҫирӗплетесшӗн.
Тавӑҫри ответчик – Раҫҫей президенчӗ. Ку хыпара РБК пӗлтернӗ, кунашкал информаци Аслӑ судӑн сайтӗнче тухнӑ-мӗн. РБК журналисчӗсем Михаил Игнатьевпа ҫыхӑнма тӑрӑшнӑ, анчах лешӗ хуравламан.
Тавӑҫа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче панӑ. Суд ларӑвне ҫӗртмен 30-мӗшӗнче палӑртнӑ. РБК ваккачӗ Руслан Коблев каланинчен: «Президентӑн нормативлӑ право акчӗсем тӗрӗс мар пулнине тӑтӑшах ҫирӗплетесшӗн, шанчӑкран тухнӑшӑн отставкӑна янине калакан хушу тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратни юлашки 20 ҫулта пулман. Чылай чух кун пек тавӑҫпа тухмаҫҫӗ, тата япӑхрах пулассине ӑнланаҫҫӗ». Коблев каланӑ тӑрӑх, Аслӑ суд, ахӑртнех, ҫынна шанманни президентӑн ирӗкӗ пулнине палӑртӗ. «Анчах кайран темӗнле те ҫаврӑнса тухма пултарать. Кунашкал тавӑҫ ҫак ҫын уголовлӑ право тытӑмӗнче мӗн тунине шырамалли сӑлтав та пулаять», - хушса хунӑ РБК ваккачӗ.
Аса илтерер: РФ президенчӗ Чӑваш Ен Элтеперне кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче шанчӑкран тухнӑ тесе отставкӑна янӑ.
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ парачӗ ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртет. РФ хӳтӗлев министрӗ Сергей Шойгу кун пирки канашлура пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех «Вилӗмсӗр полк» та пулӗ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме сӗннӗ. Ҫак кун Тинӗс ҫар флочӗн уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Владимир Путин президент Ҫӗнтерӳ ячӗпе иртекен парада ирттерме хатӗрленме хушнӑ. Ҫӗртмен 24-мӗшне ахальтен суйламан-мӗн. 1945 ҫулта ҫак кун Хӗрлӗ лапампа Мускав ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ, Ленинграда тата Сталинграда хӳтӗленӗ, Европӑна ирӗке кӑларнӑ салтаксем парада тухнӑ.
Анчах Владимир Путин кӑшӑлвирус сарӑлнӑ вӑхӑтра питӗ асӑрхануллӑ пулмаллине каланӑ, Шойгуна кун пирки тӗплӗн шутлама хушнӑ.
Парадра куракансем пулӗҫ-и е ҫук-и - хальлӗхе паллӑ мар.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин килте хамӑр тӗллӗн лармалли вӑхӑта ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен тӑсни пирки пӗлтернӗ. Владимир Владимирович кӑшӑлвирус ыйтӑвӗпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта пӗтӗм кӗпӗрнаттӑра чӗннӗ.
Президент палӑртнӑ тӑрӑх, хальлӗхе вирус сарӑлас хӑвӑртлӑха кӑштах чакарма май килнӗ. Анчах чи хӗрӳ самант иртсе кайман-ха. Вӑл ку инфекци ерес тапхӑр хӗрӳленсе пынине каланӑ.
Халӑх ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗччен килте ларӗ. Ҫу уйӑхӗн 6, 7 тата 8-мӗшӗсем те – ӗҫлемелле мар кунсем, анчах шалу пӗрех тӳлемелле.
Чӑваш Ене республика прокурорне ларма пултаракан ҫын килнӗ. Вӑл – Андрей Фомин, Владимир облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗскер.
ЧР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Андрей Фоминпа тӗл пулнӑ. Андрей Фомин унччен Крымра ӗҫленӗ, вӑл Олег Алексеевича хӑйӗн опычӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Ен прокурорӗн кандидатурине Раҫҫей тӗп прокурорӗ Игорь Краснов сӗннӗ. Акан 16-мӗшӗнче вара ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсене Андрей Фомин кандидатурине йышӑнма сӗннӗ. Вӗсем ырланӑ, кун хыҫҫӑн ҫакна РФ президенчӗ ҫирӗплетмелле.
Коронавирус сарӑлнӑ май ваттисене килте ларма сӗнеҫҫӗ. Чӑваш Енре 60 ҫултан асӑраххисем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ватӑ ҫынсене ҫак чир уйрӑмах ернине шута илсе вӗсене килте ларма сӗннӗ. Анчах лавккана каймалла-ҫке-ха. Мӗн тумалла? Нимеҫӗсем пулӑшӗҫ.
Палӑртмалла: республикӑра 60 ҫултан аслӑ 200 пин ытла ҫын пурӑнать. Вӗсене пулӑшас тӗллевпе правительство ҫак ӗҫе нимеҫӗсене явӑҫтарнӑ. Ватӑ ҫынсене пулӑшу кирлӗ тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8-800-201-32-60. Нимеҫӗсем вӗсене апат-ҫимӗҫ, эмелсем илсе килсе парӗҫ.
Каласа хӑварар: РФ Президенчӗ Владимир Путин сӗннипе Чӑваш Енре пурӑнакнсенчен чылайӑшӗ килте ларать, урама тухмасть.
Коронавирус сарӑлнине кура РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршывра пурӑнакансене пӗр эрне ӗҫе тухмасӑр канма сӗннӗ. Кун пирки сайтра пушӑн 26-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Владими Владимирович сӗннипе чылайӑшӗ пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа акан 5-мӗшӗччен ӗҫе тухмӗ, килте ларӗ. Ку улшӑнусем общество транспортне те пырса тивеҫҫӗ – вӑл вырсарникунхи графикпа ӗҫлӗ. Эппин, Шупашкарта транспорт йышӗ ахаль чухнехинчен сахалрах пулӗ.
Владимир Путин кунашкал йышӑнӑва коронавируспа чирлисен йышӗ тӑрук нумайрах пуласран тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |