Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Куба кӗвви-ҫемми янӑранӑ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине Ирӗклӗх утравӗ ҫинчи ӑстасем тухнӑ.
Филармонире пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт ирттерме хавхалантарни — Питӗрти параппанҫӑ Данил Прокопьев. Концерта вӑл солопа илем кӳнӗ. Джаз тӗнчинче ӑна ҫапса каламалли инструментсен «SPb Percussion Club» шкулне йӗркелекенӗ тата перкусси ҫинчен «Community DRUM» Раҫҫейри пӗрремӗш журналӑн соучредителӗ евӗр пӗлеҫҫӗ иккен.
Питӗре тухса кайиччен Данил Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тата Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ консерваторире вӗреннӗ. Профессиллӗ сцена ҫинчи пултарулӑхне туптама Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи симфони оркестрӗнче пуҫланӑ. Унтах ҫамрӑк арҫыннӑн амӑшӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Зинаида Прокопьева тата ашшӗ – чӑваш халӑх артисчӗ Юрий Прокопьев ӗҫленӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗн, чӑваш халӑх артисчӗн Владимир Семёновӑн юбилей каҫӗ иртрӗ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл 75 ҫул тултарнӑ.
Пулас артист Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл яштака та вӑр-вар, ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ. Ӑна саламлама ӗнер тӑван тӑрӑхӗнчисем те пырса ҫитнӗ. Ленинградри театр училищинче пӗрле вӗреннӗ Михаил Боярский тата Сергей Паршин артистсем тата ыттисем саламлӑ телеграммӑсем янӑ. Анатолий Аксаков депутат ячӗпе те саламларӗҫ.
Юбилей каҫӗнче «Чунӑм, Лиза-Акулина» кӑтартрӗҫ. Унта артист Григорий Муромский боярин ролӗнче вылярӗ.
Елчӗксем хӑйсен сумлӑ ентешне Олег Мустаева асра тытса «Янра, хут купӑс!» фестиваль ирттернӗ.
Олег Мустаев тележурналист, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи пулнӑ. Унӑн ятне асра тытас тесе ентешӗсем регионсем хушшинчи фестиваль йӗркелеме йышӑннӑ. Унта Чӗмпӗр хулисӗр пуҫне Пенза, Челябинск, Хусан, Мускав, Питӗр хулисенчен, Тутарстанпа хамӑр республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхран 50-а яхӑн купӑсҫӑ пырса ҫитнӗ.
Чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗрупраҫӗ 18 медаль ҫӗнсе илнӗ. Питӗрте иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗпе первенствинче мас-рестлерсем ҫавӑн пек палӑрнӑ.
Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗнче пӗр ылтӑн, виҫӗ кӗмӗл, тӑватӑ бронза медаль ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш кунхине – тата те 10 медаль.
Турнирта ҫӗнтернӗ Алина Алексеева Кӑркӑстанра иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Илья Лазарев, Виктория Яковенко, Лия Иванова тата Николай Ушаков Грузире иртекен Европа чемпионачӗпе первенствине тухса кайӗҫ.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей шайӗнче иртекен XXVIll «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестиваль иртнӗ.
Фестиваль-конкурса кӑҫалхипе 23-мӗш хутчен ирттереҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхне Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Чӑваш Енри, Питӗрти, Чӗмпӗр, Пенза тата Оренбург облаҫӗсенчи 19 маттур юрӑҫ кӑтартса панӑ. Ҫамрӑк юрӑҫсене малтан тӑван тӑрӑхӗсенче суйласа илнӗ, унтан финалистсем Шупашкарта пуҫтарӑннӑ.
Конкурсра хутшӑнакансен пурте чӑвашла юрланӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче пирӗн ҫӗршывра автокредит илекенсен йышӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи икӗ уйӑхпа танлаштарсен ку цифра 31,9 процент ӳсне. Ҫак енӗпе Чӑваш Ен ҫӗршыври 30 лидер-регион хушшине лекнӗ.
Ростов облаҫӗнче цифра 76,2 процент ӳснӗ, Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗнче — 36,1 процент, Чӑваш Республики — 31,9 процент, Самар облаҫӗ — 31,6 процент, Воронеж облаҫӗ — 29,6 процент. Лидер-регионсенчен малти виҫӗ вырӑнта Мускав, Мускав облаҫӗ тата Питӗр.
Чӑваш Енри хӗрарӑм кутамккара бомба тесе хӑратнӑ. Мускавран Санкт-Петербурга вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ самолётра пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Бортпроводниксем ӑна кӗтмен ҫӗтен тӗрӗслеме йышӑннӑ. Ҫапла тума вӗсене пассажирсенчен пӗри хӑйӗн рюкзакӗнче бомба тесе калани хистенӗ.
Хӗрарӑма часах самолётран илсе тухнӑ. Ҫула кайма пуҫтарӑннӑ ҫав этем: «Шӳтлерӗм», — тесе тӳрре тухма хӑтланнӑ.
«Смартавиа» авиакомпанин Мурманскран Мускава килме тухнӑ рейсӗнче те ун пек «шӳтлекен тупӑннӑ». Вӑл ҫын Чӑваш Ен арҫынни пунӑ. 34 ҫулти пассажир тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче Василий Димитриев историк ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «В поисках кладов истории» (чӑв. Истори пуянлӑхне шыраса) курав уҫӑлӗ. Вӑл Василий Димитриевич ӗҫӗсемпе тата унӑн япалисемпе паллаштарӗ, чӑваш халӑх истоорине учёнӑй епле курнине уҫӑмлатса парӗ.
Василий Димитриев пирки ӗҫтешӗсем чӑваш медиевистикин патриархӗ тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл чӑваш тӗнчин вӑтам ӗмӗрне тӗпченӗ. Архивсемпе вулавӑшсенче нумай ларса вӑл ҫӗнӗ фактсене, документсене асӑрханӑ. Сӑмахран, феодализм тапхӑрӗнчи чӑвашсен историйӗпе паллаштаракан документсене Мускаври, Питӗрти архивсенче тупнӑ. Ҫавсене тӗпе хурса Шупашкар пирки пуҫласа хӑҫан асӑннине пӗлме пултарнӑ.
Шупашкарта Ӳнер музейӗнче Петр Егоров архитектора халалланӑ курав ӗҫлет. Вӑл раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, раштавӑн 23-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Курав «Петр Егоров – пирӗн вӑхӑтри ҫын» ятлӑ. Вӑл 18-мӗш ӗмӗрте Питӗрте пултарулӑхпа аппаланнӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче ҫак хулара плэнер иртнӗ, унта Шупашкарти студентсемпе вӗрентекенсем, Мускаври тата Питӗрти академи живописецӗсем хутшӑннӑ. Плэнерта 15 ӳнерҫӗ 150 яхӑн картина хатӗрленӗ, вӗсене Ӳнер музейӗнчи куравра курма пулать.
Петр Егорович 1731 ҫулта Курмӑш (Етӗрне) уесӗнче ҫуралнӑ. 1789 ҫулта Питӗрте вилнӗ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри – Ҫуллахи сад карти (вӑл унӑн авторӗсенчен пӗри), Христос ҫуралнине халалласа лартнӑ чиркӳ (Питӗр).
Юпа уйӑхӗнче Питӗрте Ленинграда хӳтӗленин тата блокадин патшалӑх мемориал музейӗнче чӑвашсемпе паллаштарнӑ.
«Народы СССР в освобождении Ленинграда» (чӑв. Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннӑ СССР халӑхӗсем) проектпа килӗшӳллӗн «Чуваши на защите Ленинграда» (чӑв. Ленинграда хӳтӗленӗ чӑвашсем) культурӑпа ҫутӗҫ мероприятийӗ иртнӗ. Ӑна блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Асӑннӑ пулӑм 1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Ленинграда хӳтӗлесе СССРти миллиона яхӑн тӗрлӗ халӑх ҫынни паттӑррӑн вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |