Муркашри поликлиникӑна 2024 ҫулта тума тытӑнасшан. Хальлӗхе проект документацине хатӗрлеҫҫӗ, ӑна туса пӗтернӗпе пӗрех.
Модернизаци программипе килӗшӳллӗн, Муркашри ҫӗнӗ поликлиникӑна 2024-2025 ҫулсенче тумалла. Халӗ вара вырӑнти поликлиника темиҫе ҫуртра вырнаҫнӑ. Кун пирки районти тӗп пульница Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Хӑш-пӗр ҫурчӗ кивелсе те кайнӑ ӗнтӗ. Тӗп корпусне, икӗ хутлӑскере, 1980 ҫулта хута янӑ, иккӗмӗш корпусне вара – иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчех. Хӑш-пӗр уйрӑм стационар ҫуртӗнче вырнаҫнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫӗнӗ поликлиника тума тытӑнмалла.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи композиторсен союзӗн президенчӗ, музыковед, композитор, чӑваш халӑхӗн патриочӗ Николай Зимин куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Николай Александрович 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркашра ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, Чулхулари (ун чухне вӑл хула Горький пулнӑ) М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи музыковедени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Николай Зимин – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри музыка пӗрлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, А. Талвир литература премийӗн лауреачӗ.
Вӑл 100 ытла музыка произведенийӗпе аранжировка авторӗ, профессилле тата халӑх музыкипе 500 ытла публикаци ҫырнӑ.
Николай Александровичпа ыран, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти ритуал пулӑшӑвӗнче (Граждан урамӗ, 19-мӗш ҫурт) 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Муркашра автостанци хупӑннӑ. Халӗ ҫынсем общество транспортне уҫӑ тӳпе айӗнче кӗтеҫҫӗ. Сивӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра та урамра тӑма тивет.
Пӗр хӗрарӑм видео ӳкерсе район администрацийӗн пуҫлӑхне ку ҫитменлӗхе татса пама ыйтнӑ. Муркашра ике автостанци, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те ӗҫлемест.
Администраци ӑнлантарнӑ тӑрӑх, автостанци хуҫи вырӑнти влаҫа судра выляса янӑ, ҫавна май унӑн хупӑнма тивнӗ. Транспорт министерстви район администрацине ҫыру янӑ, унта муниципалитет автостанци валли урӑх вырӑн тупмаллине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ «Т2 Мобайл» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫавна май кӑҫал Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ялсене лайӑх пахалӑхлӑ ҫыхӑну ҫитерӗҫ.
Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ Чӑваш Енӗн экономика пӗлтерӗшлӗ районӗсенче радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн сетьне тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗ, LTE/5G ҫыхӑнӑва тӑвас проектсене те хутшӑнӗ.
«Т2 Мобайлпа» килӗштерсе ӗҫлени — ҫыхӑнӑвӑн игфрастурктурине аталантарма май паракан черетлӗ утӑм», – тенӗ республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина.
Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ ҫитес вӑхӑтра районсенчи штата чакарассине пӗлтернӗ.
Шӑмӑршӑра, Елчӗкре, Элӗкре, Тӑвайра, Сӗнтӗрвӑрринче, Вӑрмарта, Красноармейскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Етӗрнере тата ытти хӑш-пӗр ҫӗрте территорири ӗҫ вырӑнӗсене пӗтерӗҫ. Ҫапла вара пулӑшу илме малашне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Канашри, Патӑрьелти, Муркашри тата ытти ҫӗрти районсем хушшинчи инспекцисене кайма тивӗ.
Налукҫӑсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, штата чакарас юхӑм Мускавранах килет. Прогреса чараймӑн, компьютерсем ҫынсене хӗссе кӑлараҫҫӗ. Налук тӳлекенсем чылай ыйтӑва хӑйсен уйрӑм пӳлӗмӗсем урлӑ татса параяҫҫӗ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Хӗвел ҫинче ҫынсем анранӑ тӗслӗхсем те нумайланнӑ. Юрать, унашкаллисене вӑхӑтра пулӑшу парса пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Муркашра 64 ҫулти хӗрарӑм хӗвел ҫинче чылай вӑхӑт пулнӑ та ӑна япӑх пулса кайнӑ, тӑнне ҫухатнӑ. Иртен-ҫӳрен ҫакна курсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем пӗрремӗш пулӑшу парсан пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе республикӑра хӗвел ҫинче шар курнӑ тӑватӑ ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Астӑвӑр: ҫынна хӗвел ҫинче япӑх пулса кайсан ӑна сулхӑна илсе каймалла, шыв нумай ӗҫтермелле.
Муркашра 71 ҫулти арҫын 5 ҫулти ачана машинӑпа таптанӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 17 сехетре Коммуналлӑ урам картишӗнче пулса иртнӗ.
5 ҫулхи хӗрачапа кукашшӗ (тен, аслашшӗ-тӗр. Вырӑсла «дедушка» тесе ҫырнӑ) ача пахчинчен таврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ача ҫине «ГАЗ-2752» автомобиль пырса кӗнӗ. Унӑн рулӗ умӗнче 71 ҫулти арҫын пулнӑ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Микроавтобус водителӗ инкек вӑхӑтӗнче урах пулнӑ.
Николай Никитин ывӑлӗпе пӗрле «Шупашкар – Муркаш» маршрутпа пассажирсене илсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем 2000-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ашшӗпе ывӑлӗ палӑртнӑ тӑрӑх, телей укҫара мар. Вӗсем кашни 5 ҫулта пассажирсене тӳлевсӗр ӗҫлемелли кун тӑваҫҫӗ. Хальхинче вӑл тӑваттӑмӗш хут иртнӗ. Ку акци паян пулнӑ. Ашшӗпе ывалӗ кунӗпех ҫынсене тӳлевсӗр илсе ҫӳренӗ. Пӗтӗмпе 61 рейс тунӑ, 20 автобус ҫӳренӗ.
Ашшӗпе ывӑлӗшӗн ку тӑкаклӑ, ҫапах ӳкӗнмеҫҫӗ вӗсем. Вӗсен маршручӗсемпе кунне вӑтамран 750-800 ҫын ҫӳрет.
Юнкӑра пурӑнакан Александра Викторова кӑмӑллӑ. Шупашкара кайса килме 140 тенкӗ кирлӗ. Тӳлевсӗр илсе ҫӳренӗ чухне вӑл маршрут хуҫине ҫӑкӑрлӑх укҫа куҫарса парса тав сӑмахӗ калать.
Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗсенче тӳре лини ирттернӗ, ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Тӗрлӗ ыйтӑва хуравланӑ вӑл. Тӗслӗхрен, ҫынсем Муркашра тротуарсене тасатманни пирки ыйтнӑ. Олег Николаев хӑй юр хырма юратни пирки каланӑ, Муркашри тӳре-шараран ку лару-тӑру пирки кӑсӑкланма шантарнӑ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗрпе тивӗҫтересси пирки те калаҫнӑ. Малашне ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне пӗр хутчен тӳлев парасси пирки шутлаҫҫӗ, ку проекта пӑхса тухаҫҫӗ.
Пӗр амӑшӗ пӗчӗк ачасене сӗт юр-варне тӳлевсӗр парассипе кӑсӑкланнӑ. Олег Алексеевич хӑй те нумай ачаллӑ ашшӗ пулнине, хӑй вӑхӑтӗнче юр-вара тӳлевсӗр панине астунине каланӑ. Кун пирки тӳре-шара шухӑшласа пӑхӗ.
Олег Николаев халӑх ыйтӑвӗсене 1 сехет ҫурӑ ытла хуравланӑ.
Муркашра пурӑнакан 42 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл йӗкӗреш пӗртӑванне вӗлернӗшӗн явап тытнӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 20 сехетре вӑл пӗртӑванӗпе хваттерте пулнӑ. Хайхискер, ӳсӗрскер, унпа хирӗҫсе кайнӑ та ҫӗҫӗ ярса тытнӑ, ӑна чикнӗ. Пӗртӑванӗ йывӑр сурана пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Суд арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |