Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыракансем авточупу йӗркеленӗ. Вӗсем ҫула пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ. 219 кунта 10 пин километра парӑнтарма, 27 хулана ҫитме палӑртнӑ. Проекта хутшӑнакансем ҫав вӑхӑтра Владивосток, Уссурийск, Хабаровск, Биробиджан, Благовещенск, Чита, Улан-Удэ, Иркутск, Красноярск, Кемӗр, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ялуторовск, Курган, Челябинск, Ӗпхӳ, Ижевск, Хусан, Шупашкар, Пенза, Саранск, Чулхула, Ярославль, Вологда, Питӗр, Нарва, Таллин хулисенче пулӗҫ.
Шупашкара ушкӑн пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехете ҫитмелле. Виҫӗ «ГАЗ» автомобильпе вӗсем «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчи стоянкӑна пырса чарӑнӗҫ. Вӗсемпе тӗл пулма кашнинех май пур. Курма пыракансемпе проекта хутшӑнакансем тӗрлӗ акци ирттерӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Красноярск крайӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиада пуҫланнӑ. Унта пирӗн тӑватӑ спортсменка вӑй виҫет: Лана Прусакова, Кристина Кускава, Алексей Петров тата Дмитирий Мулендеев.
Лана Прусакова слоуп-стайл дисциплинӑра ӑмӑртса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Финала пӗтӗмпе 6 спортсменка хутшӑннӑ. Лана 87 балл пухса ыттисенчен ирттернӗ. Кӗмӗл медале Мускав хӗрӗ ҫӗнсе илнӗ, пӑхӑр медале вара хрантсус спортсменки тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев — фристайлҫӑсем. Кристина Кускова вара — йӗлтӗрҫӗ, Алексей Петров — биатлонист.
Красноярск хулинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ XXIX Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиадӑра Чӑваш Енӗн тӑватӑ спортсменӗ вӑй виҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ_.
Пирӗннисенчен ӑмӑртӑва чи малтан Кристина Кускова хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗлтӗрпе тупӑшакансем персьютра 5 тата 10 километра ирӗклӗ мелпе чупнӑ. Пирӗн ентешӗмӗр ҫиччӗмӗш вырӑна тухнӑ. Апла пулсан Кристина Кускова XXIX Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиадӑра чи вӑйлӑ 10 йӗлтӗрҫӗ шутне лекнине эпир хӑпартлансах пӗлтеретпӗр.
Аса илтерер, Чӑваш Республикинчен кӑҫалхи хӗллехи Универсиадӑна Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑсем, Кристина Кускова йӗлтӗрҫӗ тата Алексей Петров биатлонист хутшӑнаҫҫӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Красноярск хулинче XXIX Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиада пуҫланнӑ, унта Чӑваш Енӗн тӑватӑ спортсменӗ вӑй виҫет. Кун пирки республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи Универсиадӑра ӑмӑртмашкӑн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ ушкӑнне Чӑваш Республикинчен тӑватӑ спортсмен кӗнӗ. Ҫапла майпа Универсиада ӑмӑртӑвӗсене Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев фристалҫӑсем, Кристина Кускова йӗлтӗрҫӗ тата Алексей Петров биатлонист хутшӑнаҫҫӗ.
Палӑртса хӑвармарни вырӑнлӑ пулмалла, кӑҫалхи Универсиадӑра 50 ытла ҫӗршывран килнӗ 3 пине яхӑн спортсмен тупӑшать, вӗсем медальсен 76 комплектне ҫӗнсе илессишӗн хӑйсен ӑсталӑхне 11 тӗрлӗ спортра кӑтартӗҫ.
«Coca-Cola» пылак шыв кӑларакан фирма Сурхурине халалласа хӑйӗн фирмин грузовкӗсене Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулине ӑсатать. Кӑҫал та вӑл ҫапла тӑвас тенӗ. Шупашкар «Coca-Cola» списокне пӗлтӗр те лекмен, кӑҫал та грузовик Чӑваш Енӗн тӗп хулине кӗмӗ.
«Coca-Cola» Шупашкара тиркемеллипех тиркет тени ҫапах та тӗрӗс мар. 2016 ҫулта унӑн грузовикӗ Шупашкара кӗнӗ. Техника сӑлтавне пула ун чухне пӗр машина ҫеҫ Шупашкара ҫитейнӗ. Апла пулин те вӑл йывӑр лару-тӑрури ачасене уява пухнӑ.
Ҫулталӑк каялла Сурхури караванӗ 69 хулапа пысӑк центрсене кӗнӗ. Кӑҫал вара 12 хулана ҫеҫ ҫитме палӑртнӑ. Списока Красноярскпа Дон ҫинчи Ростов вӗҫлӗҫ. Кӑҫал марафонӑн йӗркине улӑштарнӑ. Ытти ҫул машинӑсем ача ҫурчӗсенче, интернат-шкулсенче, пульницӑсемпе реабилитаци центрӗсенче чарӑннӑ. Халӗ вӗсем ачасене тӗрлӗ ҫӗре илсе кайса кӑтартма тӗллев лартнӑ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи Абан районӗнчи Восток поселок пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Ҫак ял ятне панин историйӗ те кӑсӑклӑ. Марина Тумаланова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Андриян Николаев «Восток-3» караппа космоса вӗҫнӗ хыҫҫӑн 1963 ҫулта ҫакӑнта пурӑнакан чӑвашсем поселок ятне улӑштарма ыйтса ҫырнӑ. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ». Унччен вӑл вырӑна Чӑваш нацийӗ тенӗ иккен.
Ял уявӗпе саламлама вырӑнти тӳре-шара, юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ. Красноярскри чӑвашсен наци-культура автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов та ентешӗсем валли парнесем хатӗрленӗ. Тӳре-шара та, сӑмах май, пушӑ алӑпа ҫитмен. Инҫетри чӑвашсем тӑван ялӑн пӗр ӗмӗрхи юбилейне хаваслӑн та чыслӑн уявланӑ, юрласа та ташласа савӑннӑ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине (хӑйсем ӑна вырӑсла «президент» теҫҫӗ) Геннадий Храмова Туслӑх орденӗпе чысланӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Геннадий Храмов — Красноярск тӑрӑхӗнчи Халӑхсен ассамблейин пайташӗ те.
«Общество ӗҫӗнче хастар тата чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленишӗн» панӑ Туслӑх орденне пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ентешӗмӗр кӑкӑрӗ ҫине кӗпӗрнаттӑр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Усс ҫакса янӑ.
Геннадий Храмов ертсе пыракан чӑвашсен автономине регионти 25 пуҫламӑш организаци кӗрет иккен. Халӑх организацийӗсенчен вӑл облаҫри чи пысӑккисенчен пӗри пулнине Красноярск край кӗпӗрнаттӑрӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан управленийӗн пуҫлӑхӗ Роман Баринов кӑмӑлтан палӑртнӑ.
Иртнӗ шӑматкун, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, Раҫҫейре Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявларӗҫ. Ҫавна май ҫӗршыври кашни тӑрӑхра концертсем иртрӗҫ. Ҫав шутра — Красноярск хулинче те. Красноярск енӗнчи «Енисей» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх вырӑнти чӑвашсен хорӗ те ҫак уява хутшӑннӑ. Вӗсем халӑх умӗнче «Ҫурхи вӑрманта» юрра шӑрантарса панӑ. «Ах, юратупа выляма кирлӗ мар, Юрату вӑл, юрату вӑл, вӑйӑ мар» сӑмахсене Красноярск ҫыннисем хаваслӑн итленӗ, хӑлхисене чикнӗ.
Халӑх пӗрлӗхӗн кунне Раҫҫейре 2005 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Ӑна 1612 ҫулта пулса иртнӗ пулӑма халалланӑ. Вӑл вӑхӑтра Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский тӗрле халӑха пухса Мускавран поляксен ҫарне хӑваласа янӑ. Паянхи уявӑн тӗп шухӑшӗ — халӑх пӗрлӗхне сума суни.
«Ҫурхи вӑрманта» юрӑ вара Константин Евруков юрӑҫ репертуарӗнчен. Авторӗсем паллӑ мартан халӑх юрри шутланать.
Красноярск крайӗнчи патшалӑхӑн ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем ӑсталанӑ наци пуканисен куравӗ уҫӑлӗ. «Кукла в национальной одежде» (чӑв. Наци тумӗллӗ пукане) курав чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫлесе кайӗ.
Унта вырӑс, украин, тутар, нимӗҫ, поляк, белоруҫ, эрмен, кӑркӑс, долган, эвенк, ненец, якут тата ытти халӑх пуканисене кӑтартӗҫ.
Хитре наци тумтирне кӑтартакан курава ҫамрӑк та пултаруллӑ ал ӑстисене палӑртас, Красноярск крайӗнчи наци нумай енлӗхӗпе (унта 150 ытла наци пурӑнать) паллаштарма йӗркелеҫҫӗ.
Ӑмӑртӑвӑн финалне чӑваш пукани те тухнӑ. Татьяна Каримован пукани —
ҫиччӗмӗш номерлӗ. Уншӑн сасӑлас тесен ҫак каҫӑпа пӑхмалла: http://ddn24.ru/news?id=238. Сасӑлама страницӑн аялти пайне куҫмалла.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономийӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ.
Инҫетри йӑхташӑмӑрсем автономин кӑҫалхи ӗҫне тишкернӗ май автономи президенчӗ Геннадий Храмов каласа кӑтартнине тимлесе ирттернӗ. Сакӑр уйӑхра епле ӗҫленине тишкернӗ май Красноярск чӑвашӗсем ҫӑмрӑксемпе тата ачасемпе ӗҫлессине вӑйлатма йышӑннӑ. Килес ҫулхи пирки те вӗсем халех шухӑшлаҫҫӗ: ӗҫ планӗ проектне пӑхса тухса ӗнерех ҫирӗплетнӗ.
Иккӗмӗш ыйтупа вара Чӑваш наци конгресӗн вуннӑмӗш, юбилейлӑ, сьездне делегатсем суйланӑ. Унта хутшӑнма В.Е. Разманова, О.В. Ровда, Г.И. Храмов тивӗҫ тесе йышӑннӑ.
Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ май ҫулталӑк вӗҫлениччен Раҫҫейӗ халӑх художникне, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникне Владимир Мешкова асра тытса астӑвӑм турнирӗ ирттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |