Чӑваш Енри педагогсем Раҫҫейре иртекен тӑван чӗлхе учителӗсен ҫӗршыври съездне хутшӑнаҫҫӗ.
Съезда Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Александр Степанов, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мш вӑтам шкулти Оксана Ильина, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасене вӗрентекен 2-мӗш шкулти Ираида Матьянова тата Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулти Алёна Ядрицова тухса кайнӑ.
Мероприятире педагогсем «Тӑван чӗлхе тата тӑван литература», «Тӑван чӗлхе тата тӑван чӗлхепе литература вулавӗ» предметсене вӗрентессине, ҫак ӗҫ пахалӑхне ӳстерессине сӳтсе явӗҫ.
Йӗпреҫ поселокӗнче хӗрарӑмпа ачана шар кӑтартнӑ 30 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви шутланӑ тӑрӑх, ҫак арҫын юпа уйӑхӗнче курайманнипе арӑмне тата унӑн 14 ҫулти ывӑлне хӗненӗ. Хӗрарӑм пусмӑра чӑтайман - кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ.
Арҫын следстви вӑхӑтӗнче решетке хыҫӗнче ларӗ.
Йӗпреҫ поселокӗнче кафе ҫуннӑ. Вӑл – «Пельменнӑй». Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Маресьев урамӗнче вырнаҫнӑ кафе юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче кӑнтӑрла ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӗпелти индукци плитине сиенлетнӗ. Пушар мӗншӗн тухнӑ-ха? Электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран. Хальлӗхе кафе мӗн чухлӗ тӑкак тӳснине шутламан.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1264 пушар тухнӑ. Вӗсенче 49 ҫын вилнӗ, 70-ӗн аманнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗсене суйлакан конкурс комиссийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнусене алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ официаллӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, Вӑрнар тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсен пуҫлӑхӗсене палӑртмалли пӗр комисси ӗҫлӗ; Элӗк, Красноармейски, Муркаш, Етӗрне округӗсемпе — тепӗр комисси, Куславкка тата Вӑрмар округӗсемпе — виҫҫӗмӗш комисси.
Йӗпреҫре ял хӗрарӑмӗсем конкурса пуҫтарӑнӗҫ. «Сельская женщина — тебе слава и честь» (чӑв. Ял хӗрарӑмӗ, сана мухтав та чыс) я панӑскер юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 18 сехетре райцентрти Культура аталанӑвӗн центрӗнче пуҫланӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ялта пурӑнакан, чӑвашла пӗлекен (кун пирки конкурс пирки хыпарланинче асӑрхаттарса хӑварнӑ) хӗрарӑмсем хутшӑнӗҫ.
Конкурса хутшӑнакансен хӑйсен тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртӑвне кӑтартса пама тивӗ.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансем "Йӗпреҫ - Березовка" ҫула пӳлсе лартнӑ. Мӗншӗн тесен халӑх чӑтса ывӑннӑ: М-12 трассӑна тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен йывӑр тиевлӗ машинӑсем ӑна пӑсса пӗтернӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, кӗҫех ҫӑмӑл машинӑсем кӗрсе ҫӳрейми пулӗҫ.
Унччен ку ҫула юпа уйӑхӗн варриччен юсаса пама шантарнӑ. Анчах халӗ ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫеҫ теҫҫӗ.
Халӑх ҫула пӳлнӗ хыҫҫӑн подрядчике предписани панӑ, унта гейдер илсе килнӗ. Подрядчикӑн халӗ ҫул ҫине вӗтӗ чул сармалла. Ҫак участока М-12 трассӑна туса пӗтерсен тин тӗплӗ юсӗҫ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ фотоӗҫсен «Чӑваш тӗнчи» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Аса илтерер: конкурс материалӗсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑннӑ.
«Ӑста ҫӗршывӗ» номинацире Пӑрачкаври «Юмах» ача пахчин воспитателӗ Ольга Нагаева, Шупашкрати 59-мӗш вӑтам шкулти Галина Абрамова вӗрентекен, Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Мария Иванова, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Поляночка» ача пахчин воспитателӗ Наталья Мартьянова ҫӗнтернӗ.
Ытти номинацире те темиҫешер ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ.
Йӗпреҫ районӗнче 37 ҫулти арҫынна явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ачи ҫинчен манса кайнӑ.
Тӗпренчӗкӗсене пулӑшман ашшӗ-амӑшне саккун явап тытарма ирӗк парать. Йӗпреҫ арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хайхин 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен тытӑнса алимент парӑмӗ ҫур миллиона яхӑн (403 пин) тенкӗ пухӑнса кайнӑ. Судра арҫын айӑпа йышӑннӑ. Ӑна ҫулталӑк хушши ӗҫлеттерсе юсантарма, ҫав вӑхӑтра ӗҫ укҫин 10 процентне патшалӑх валли тытса юлма йышӑннӑ.
Ӗнер каҫхи 10 сехетре «Энӗш» автоҫулӑн 79-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пурте – ҫамрӑк.
Авари Чакаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, Канашран Йӗпреҫе каймалли ҫул ҫинче, пулнӑ. ВАЗ-2112 машина «Форд Фокуспа» ҫапӑннӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире икӗ каччӑн тата пӗр хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енри шкулсенчи ачасем чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тутар чӗлхипе тата литературипе, мордва чӗлхипе тата литературипе регион тата халӑхсем хушшинче олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗшӗн вӗсен вӗрентекенӗсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Хӑш-пӗр учителе 100-шер пин тенкӗ преми парӗҫ, хӑшӗсене — 50-шар пин тенкӗ. Вӗсем Патӑрьел, Йӗпреҫ, Улатӑр, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Комсомольски районӗсенчи шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |