
Кӗҫех ТНТ каналпа чӑваш каччи ӳкерӗннӗ сериала кӑтартӗҫ.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин ҫӗнӗ кинопроекта хутшӑнать.
Хальхинче вӑл «Тля» сериалта ӳкерӗнӗ. Сериал режиссерӗсем – Сэм Литовчин тата Артем Гончаров.
Тӗп рольсене Владимир Тяптушкинсӑр пуҫне Дмитрий Журавлев, Анна Хилькевич, Борис Хвошнянский, Андрей Пынзару вылӗҫ.

Елчӗк округӗнче пурӑнакансем Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов патне йышӑнӑва кайсан тин хӑйсене тахҫантанпах канӑҫ паман ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Кун хыҫҫӑн «Елчӗк – Курнавӑш» ҫула юсама тытӑннӑ.
Тӗрӗслев ирттерсен ҫул ҫинче чӑнах та шӑтӑк-путӑк нумай пулнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура вырӑнти администраци тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ҫапла пӑр вырӑнтан тапраннӑ: ҫула саплама тытӑннӑ. Ку ӗҫе «Эльбрус» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫланӑ.
Подрядчик ӗҫе палӑртнӑ вӑхӑтран маларах вӗҫленӗ. Анчах тӗрӗсленӗ те – асфальт пӗр вырӑнта 5 см мар, 4,8 см кӑна пулнӑ. Прокуратура ыйтнипе ҫулӑн ҫак пайне йышӑнассине вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ.

Чӑваш Республикинче кӑҫал ҫӗрулми ӑнса пулнӑ, ӑна вӑхӑтра пӳлмене кӗртнӗ. Пӗтӗмпе республикӑра 121,5 пин тонна ҫӗрулми туса илнӗ.
Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 7,2 процент нумайрах. Тухӑҫӗ фермерсемпе ял хуҫалӑхӗсене чӑннипех те савантарнӑ: пӗр гектартан вӑтамран 297,4 центнер ҫӗрулми пуҫтарнӑ. Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, 18 процент нумайрах.
Ҫӗрулми нумай ларатссипе кӑҫал Патӑрьел тата Комсомольски округӗсем малта пулнӑ. Вӑрмар тата Елчӗк округӗсем вара чи пысӑк тухӑҫ туса илнӗ.

Чӑваш Республикинче кӑҫал ҫӗрулми ӑнса пулнӑ, ӑна вӑхӑтра пӳлмене кӗртнӗ. Пӗтӗмпе республикӑра 121,5 пин тонна ҫӗрулми туса илнӗ.
Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 7,2 процент нумайрах. Тухӑҫӗ фермерсемпе ял хуҫалӑхӗсене чӑннипех те савантарнӑ: пӗр гектартан вӑтамран 297,4 центнер ҫӗрулми пуҫтарнӑ. Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, 18 процент нумайрах.
Ҫӗрулми нумай ларатссипе кӑҫал Патӑрьел тата Комсомольски округӗсем малта пулнӑ. Вӑрмар тата Елчӗк округӗсем вара чи пысӑк тухӑҫ туса илнӗ.

Елчӗк районӗнче пурӑнакан Социализма ӗҫ геройӗ, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑхӗн хисеплӗ ҫынни Николай Панкратов 85 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна саламлама вырӑнти тӳре-шара пырса ҫитнӗ.
Сумлӑ йышра Елчӗк тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, республикӑн вице-премьерӗ — Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев, республикӑн агромромышленность комплексӗн ветеранӗсен канашӗн председателӗ Василий Шадриков, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Надежда Алтынова, «Комбайн» хуҫалӑх ертӳҫи Гурий Федоров, «Победа» общество ертӳҫи Николай Головин пулнӑ.

Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккелте пурӑнакан пенсионера санитари авиацийӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ. Ку унӑн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнӑ.
78 ҫулти арҫын аритмипе аптӑранӑ. Район больницинчи тухтӑрсем ӑна Шупашкара Республикӑри кардиологи диспансерне илсе кайма йышӑну тунӑ.
Пациента вертолетпа Шупашкара пӗр сехетрех илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, пациента машинӑпа илсе ҫитерме вӑхӑт ытларах кирлӗ пулӗччӗ.

Пирӗн ентеш, Елчӗк округӗнче ҫуралса ӳснӗ Давид Крысов, Хусанта ММА енӗпе иртнӗ ӑмӑртура кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Тупӑшӑва 16 регионти 350 спортсмен хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш 18-20 ҫулсенчи ҫамрӑксен хушшинче вӑй виҫнӗ. Вӑл финала тухнӑ. Анчах, шел те, Пермь хулинчи спортсмена темиҫе балл кӑна выляса янӑ. Ҫапла вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Елчӗкре Афалек Энтепе ( Олег Фёдорович Андреев) сӑвӑҫӑн асӑну каҫӗ иртнӗ. Вӑл пурӑннӑ пулсан 75 ҫул тултаратчӗ иккен. Мероприятие Елчӗкри вулавӑшра ирттернӗ.
«Пиртен пилӗк ҫул каялла уйрӑлса кайнӑ поэтӑн ячӗ, шел пулин те, республикипе янраса тӑракан ят мар: ӑна нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ ҫав... Анчах вӑл питӗ ҫепӗҫ лирик, пултаруллӑ сӑвӑҫӑн чӗлхи илемлӗ. Вулама сӗнетӗп», — тесе ӑшшӑн хыпарланӑ мероприятире пулса курнӑ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Афалек Энтепе вӗрентекен пулнӑ май Аслӑ Пӑла Тимеш вӑтам шкулӗнче хими, Энтепере нимӗҫ чӗлхипе чӑваш литератури вӗрентнӗ. Шкул директорӗнче те ӗҫленӗ, комсомолта та тимленӗ, парти райкомӗн секретарӗ те пулнӑ. Сӑвӑҫ чунӗллӗскер вара чунне ҫав енӗпе уҫнӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Шкулти чи лайӑх апатланмӑш» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари апатланмӑшсен хушшинче Шупашкарти 64-мӗш шкул ҫӗнтернӗ, ялсен хушшинче вара – Елчӗк округӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗ. «Шкулти апатланмӑшри чи лайӑх повар» номинацире Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Палтиел шкулӗнчи Алина Муллова палӑрнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем республика чысне Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗҫ. Вӑл Ленинград облаҫӗнчи Гатчина хулинче юпа уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче иртӗ.

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин каллех кинопроектра ӳкерӗнет. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Анчах хальлӗхе Владимир мӗнле проекта хутшӑннине каламан, вӑрттӑнлӑхра хӑварнӑ. Сӑнӳкерчӗксене пӑхсан вара Владимир ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлакан фильмра ӳкерӗннине тавҫӑрма пулать.
Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара ҫуралса ӳснӗ.
