Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Театроведени науки. Чӑвашсене кирлӗ-и вӑл?

  08.06.2021 11:04 | 3891 хут пӑхнӑ

Кӑҫалхи ҫурла (август) уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче театроведени науки пуҫланса кайни 55 ҫул ҫитет. Уяв, теес килет те, калама вара хал ҫитмест.… Театроведени науки ХIХ-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче Германире пуҫланса кайнӑ. Берлин университетӗнче литература уйрӑмӗнче ӗҫлекен Макс Герман ҫӗнӗ наука — театроведени науки — шутласа кӑларать. Унччен театрсенчи спектакльсене пьеса енӗпе пахаланӑ, пьеса — спектаклӗн тӗп шӑнӑрӗ шутланнӑ. Театрта лартакан спектакльсене хакласа Макс Герман литературовед хӑй статйисенче пьесӑпа спектакль хушшинчи пысӑк уйрӑмлӑхсене палӑртать.

Малалла...

 

Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ – Чӑваш кӗнеки кунӗ

  02.06.2021 10:14 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 4705 хут пӑхнӑ

1769 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Ӑслӑлӑх академийӗн типографийӗнче Вениамин архиепископ (Василий Пуцек-Григорович) Хусантан ярса панӑ чӑваш чӗлхин грамматикине 600 экзеплярпа пичетлеме йышӑннӑ. Кӗнеке сутлӑха тухни ҫинчен 1769 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Санкт-Петербургские ведомости» хаҫатӑн 41-мӗш номерӗнче хыпарланӑ. Ҫак куна ҫӗнӗ стиле куҫарсан ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ пулать. Чӑваш кӗнеки ҫынсем (вулакансем) патне ҫитнӗ кун вӑл. Кӗҫех тӗрлӗ хаҫат-журналта кӗнеке пирки ҫырнӑ хаклавсем пичетленеҫҫӗ, вӑл ҫут тӗнчене килнине ют ҫӗршыв тӗпчевҫисем те асӑрхаҫҫӗ.

Малалла...

 

«Шуйттан чури». Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвӗ

  26.05.2021 21:52 | 5627 хут пӑхнӑ

«Нарспи» поэма авторӗ К.В. Иванов, хӑй ҫырма палӑртнӑ произведенисенчен, 1907-мӗш ҫулхи тетрадӗнче «Шуйттан чури» ятлӑ виҫӗ пайлӑ трагедине кӗртнӗ. Поэт пулас трагеди планне те хатӗрлесе ҫитернӗ, кашни пайӗнче хӑй мӗн ҫинчен ҫырассине йӗркеленӗ, произведенин малтанхи пӗрремӗш пайне (пиччӗшӗ укҫашӑн шӑллӗне вӗлернине) сӑвӑ формипе калӑплама та ӗлкӗрнӗ. Ҫав сыпӑка кура, эпир поэтӑн пулас «Шуйттан чури» произведени мӗнле жанрта, мӗнле виҫепе пулмалла пулнине куратпӑр. Константин Иванов хӑй пултарулӑхӗнче драматурги жанрне те аталантарма пултарса («Икӗ хӗр» сӑвӑ, «Нарспи» поэмӑри ашшӗпе амӑшӗ тата Нарспи сцени) вӑл драмӑлла пысӑк трагеди ҫырма хатӗрленни паллӑ.

Малалла...

 

Николай Никольский – ҫутта кӑларуҫӑ, ӑсчах-энциклопедист

  19.05.2021 11:03 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 4070 хут пӑхнӑ

Ҫу, 19: Н.В. Никольский профессор ҫуралнӑранпа 143 ҫул

1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Никольские Хусан кӗпӗрне земство управин председательне суйлаҫҫӗ. «Тап-таса» ученӑй, «тап-таса» педагог, тин кӑна общество ӗҫне лекнӗскер (паллах, хӑйӗн яри кӑмӑлӗпе), нарӑсри демократиллӗ революци идейисемпе хавхаланса кайнӑскер, чи нумай нациллӗ, тӗнчери тӗп тӗнсенчен (конфессисенчен) иккӗшӗ – христианлӑх тата ислам сарӑлнӑ, ҫут ҫанталӑк (язычество) тӗнне сыхласа хӑварнӑ, тахҫан хӑйсен патшалӑхлӑхӗ (тӗнче цивилизацийӗнче хӑй вӑхӑтӗнче паллӑран та паллӑ вырӑн йышӑннӑ Атӑлҫи-Кама Пӑлхар, Хусан ханлӑхӗ) пулнӑ халӑхсемлӗ, пуян традициллӗ, университетлӑ Хусан кӗпӗрне земство управин председателӗ пулса тӑрать.

Малалла...

 

«Инкеклӗ телей» тата «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ»

  14.05.2021 13:39 | 5213 хут пӑхнӑ

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗ ҫӗршывӗ ҫине фашистла Германи ешкерӗ тапӑнса килни 80 ҫул ҫитет. Ҫак вӑрҫӑ нуши-асапне фронтри ҫапӑҫусенче тӳссе ирттерсе сыхланса юлнӑ ӑру паян кунран-кун сахалланса та сахалланса пырать, «вӑрҫӑ ачисен» ӑрӑвӗ те – халь чи аслӑ ҫынсем. Анчах вӑрҫӑ историйӗ пире паян та калаҫтарать, шутлаттарать, унпа ҫыхӑннӑ асап йӗрӗ паянхи кун та пирӗн пурнӑҫ асӗнче. Патшалӑх архивӗсенче ҫӗнӗ документсене алла тытса вулама май килнипе вӑрҫӑ историйӗпе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ тӗпчев ӗҫӗсем ҫырӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ темипе ҫӗнӗ кинофильмсем ӳкерӗнеҫҫӗ, следопытсен ӗҫӗ-хӗлӗ вӑрҫӑра вилнӗ чылай салтак виллине йӗрлесе тупса ӑна тӑван ҫӗре илсе килсе пытарма пулӑшать, нумаях пулмасть вӑй илнӗ «Вилӗмсӗр полк» акци халӑха пӗрлештерсе кашни киле пырса ҫапнӑ вӑрҫӑ нуши ҫинчен калаҫтарать, театрсенче вӑрҫӑ темипе лартнӑ спектакльсем кун ҫути кураҫҫӗ.

Малалла...

 

«Кашни ҫын вӑл – хӑй тӗнче»

  11.05.2021 13:44 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 3988 хут пӑхнӑ

Ҫапла ят панӑ чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кибеч хӑйӗн тин ҫеҫ пичетленсе тухнӑ кӗнекине, урӑхла каласан, сӑвӑласа ҫырнӑ роман-хроникине. Ку вӑл ҫӗнетсе ҫырнӑ иккӗмӗш кӑларӑм ӗнтӗ.

Мӗнле сӑлтава пула тепӗр хут пичетлерӗр тесе ыйтсан, автор ҫапла хуравларӗ: «Пӗрремӗш кӑларӑм хӑвӑрт саланса пӗтнӗ хыҫҫӑн ҫак кӗнекене ӑҫта туянма пулать текенсем те пулчӗҫ. Вулаҫҫӗ курӑнать. Пурнӑҫ малалла шуса пынӑ май хушса ҫырмаллисем те тупӑнчӗҫ. Кӑшӑл вирусӗ те алхасать. Президент патне янӑ ҫырусем пирки сӑмах тапратни те ытлашши мар пуль»,– терӗ автор.

Малалла...

 

Чувашские имена Москвы

  08.05.2021 19:10 | 5319 хут пӑхнӑ

Если приехать в стольный град Москву по автостраде, повернув влево от МКАД (Московской кольцевой автомобильной дороги) по Новоухтомскому шоссе (это до пересечения Рязанского и Лермонтовского проспектов), доехать до Каскадной и, опять повернув влево, проехать между 5 и 6 переулками, наткнешься на Чебоксарскую улицу. Это Косино-Ухтомский район Восточного административного округа столицы, известного как Люберцы. Если ехать поездом, то можно сойти на станциях Ухтомская или Косино.

Я давно не был там. В последний раз гулял по знакомой улице Чебоксарской 15 декабря 2000 года.

Малалла...

 

Ҫӑлкуҫа сыхлакан Шупаш

  02.05.2021 22:45 | 5306 хут пӑхнӑ

«Ҫыхӑнура» порталта ӗнер пӗр кӑсӑклӑ статья вырнаҫтарнӑччӗ, вӑл пирӗн сайт хӑнисемшӗн те интереслӗ пулӗ тесе эпир ӑна чӑвашла куҫарас терӗмӗр. Ӳкерчӗксене те, текстне те унтанах, «Ҫыхӑнура» порталтан, илнӗ.

1986 ҫулта, унтанпа нумай ҫул иртрӗ ӗнтӗ, Пионерсен керменӗ хыҫӗнче, Трусиха* юханшывӗн ҫырма тӑвайккинче, хула ҫыннисем валли питӗ чаплӑ канмалли вырӑн йӗркелесе панӑ пулнӑ.

Малалла...

 

Чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхӗ: 150 ҫул

  23.04.2021 20:11 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 5203 хут пӑхнӑ

«Чӑваш халӑх сайчӗн» вулаканӗсене Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн сӗнекен ҫак статьяна мӗнле те пулин ӑнлантарса пани кирлех мар-тӑр. Тимлӗ вулакан хӑех ӑнланать. Статья авторӗ А. И., ахӑртнех, Александр Иванович Иванов. «Чӑваш энциклопедийӗнчен:

ИВАНОВ Александр Иванович [2.11. 1897, с. Яншихово-Норваши Цивил. у. (ныне Янтиков. р-на) — 13.5.1942, Архангел. о6л., лагерь ГУЛАГа] — журналист и деятель культуры. В 1918–19 6ыл сотрудником газеты «Канаш» в Казани. После образования Чуваш. автоном. обл. активно сотрудничал в чуваш. газетах и журналах, нередко пользовался псевдонимом Ванюшке.

Малалла...

 

Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑвашлӑх пур!

  12.04.2021 19:18 | 7569 хут пӑхнӑ

Чӑваш публицисчӗн сӑмахӗ

Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш халӑх сайчӗн корреспонденчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта хӑнара пулнӑ. 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче «Турист» магазин вырнаҫнӑ 9 хутлӑ ҫуртӑн картишӗнче пӗр микроавтобусӑн хыҫалти кантӑкӗнче чӑвашла ҫырнине асӑрхарӑм. «Folkswagen» минивэн ҫинче «Турӑпа пӗрле» тесе ҫырнӑ.

Эпӗ савӑнтӑм. Апла чӑвашлӑх Ҫӗнӗ Шупашкарта пур тесе.

1960 ҫултан пуҫласа ҫак ҫамрӑк хулапа химкомбинат ҫӗкленӗ чух, унта СССРӑн тӗрлӗ ҫӗртен нумай чӑваш мар ҫынсем ӗҫлеме те пурӑнма килчӗҫ.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, ... 50
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...