Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Владимир Егорович Харитонов — поэт-лирик, проза ӑсти тата юрӑҫ

  28.02.2018 14:58 | 8863 хут пӑхнӑ

Владимир Егорович Харитонов поэт, юрӑҫ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитет

 

Авторсем:

Васильева Вера Вениаминовна, Петрова Светлана Валерьяновна, Пӗтӗмӗшле пелӳ паракан Упи вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем

 

Владимир Егорович Харитонов пурнӑҫ ҫулӗ

Владимир Егорович Харитонов — паллӑ поэт-юрӑҫ, 60-мӗш ҫулсенче палӑрнӑ ҫыравҫӑ. Чӑваш поэчӗн ачалӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑчӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 1933-мӗш ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Пайсупин ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ.

Малалла...

 

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем

  20.12.2017 11:20 | 14544 хут пӑхнӑ

Иван Егоровӑн виҫӗ кӗнекеллӗ «Ҫут тӗнче» романӗ 2004 ҫултах пичетленнӗ-мӗн, анчах эпӗ ӑна халӗ тин тытса вулама пултартӑм. Вуларӑм та, хамӑн шухӑша ҫырсах хурас терӗм.

Иван Егоров (Пурис Иванӗ, 1943 ҫ.ҫ. ячӗ чӑваш литературине Сениэль ячӗпе пӗрле кӗрсе юлчӗ. Михаил Сениэль (1940-2014) поэт — унӑн пиччӗшӗ, илемлӗ сӑмахлӑх ҫулӗпе ертсе пыраканӗ. Вӗсем иккӗшӗ те пурнӑҫа сӑмах хӑватне ӗненсе, ӑна чунпа парӑнса ирттерчӗҫ. Самана пӑтранса кайнӑ хыҫҫӑн та тӑван сӑмахран сивӗнмерӗҫ, выҫӑллӑ-нушаллӑ пурӑнсан та ҫыру ӗҫӗнчен пӑрӑнмарӗҫ.

Малалла...

 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

  06.12.2017 16:30 | 9368 хут пӑхнӑ

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.

Ӑҫтарах-ши Усал Хӗвел татти?

Руслан Михайлов, вӑлах Evil Sun, вӑлах Усал Хӗвел, мусӑк ӗҫне пуҫӗпех 2007–2008 ҫулсенче кӗрсе кайнӑ, ун чух вӑл альтернативлӑ кӗвве кӑмӑлланӑ, ҫав вӑхӑтрах мусӑк пур тӗсне те тивӗҫлипех йышӑнса хакланӑ.

Малалла...

 

Пултаруллӑ ҫыравҫӑн кивелми тӗнчи

  22.11.2017 13:38 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 5896 хут пӑхнӑ

(Л.Н. Сачковӑн юбилейӗ ҫитнӗ май)

 

Хур кайӑксем карталанса вӗҫетчӗҫ,

Алӑ сулса ӑсатрӑм вӗсене.

Кӗрхи ҫанталӑк куҫҫульпе йӗретчӗ,

Текерлӗк ҫеҫ шыратчӗ савнине...

 

...Хуркайӑксен вӗсен хӑйсен ҫул терчӗ.

Алӑ сулсах ӑсатрӑм вӗсене.

Паян сив хӗл ҫил вӗҫтерсех хӳтерчӗ

Ман чунӑмри аса илӳ йӗрне.

(Сачкова Л.

Малалла...

 

В Чебоксарах работает выставка «Савнӑ Шупашкар» – 2017

  23.08.2017 18:31 | 5996 хут пӑхнӑ

В чебоксарском Центре современного искусства (ЦСИ ЧГХМ) на Президентском бульваре,1, на заливе, недавно открылась выставка Союза чувашских художников (СЧХ) «Савна Шупашкар» (Любимые Чебоксары).

Творческий смотр чувашского национального изобразительного искусства проходит в августе ежегодно. Он приурочен Дню города.

Вернисаж открыл председатель СЧХ, заслуженный художник ЧР Валентин Фёдоров.

Как всегда эмоционально выступал заслуженный художник России Праски Витти:

— У чувашского союза по-прежнему нет своего помещения, телефона!

Малалла...

 

Хӗрарӑм телейӗ

  01.08.2017 11:59 | 5594 хут пӑхнӑ

Кӳршӗ картишӗнчи хӑнӑхнӑ сасса Василиса вӗчӗрхенсе итлерӗ. Шак-шак! Кӑштӑрт-кӑштӑрт! Михаля татах ҫӗнӗ ҫуна ӑсталать пуль-ха, е колхоз урапине юсать. Ӗҫсӗр лармасть арҫын. Пуртӑ пӗр кӗвӗллӗ выляни тата вӑрӑм сава шуни Василисӑна пӗр харӑсах илемлӗ кӗвӗ евӗр те, мӑшӑрӗпе кӗрешме чӗнекен сигнал пек те туйӑнчӗ.

Пурне те пӗлессишӗн вӗтӗленекен кӑмӑл хӗрарӑма сак ҫинчен антарчӗ, урисем вара имшер те шӑмӑ-шакӑллӑ кевтине хӑйсемех кӳрши патне илсе ҫитерчӗҫ.

- Аграфена, санӑн мӑшӑру татах мӗн те пулсан ӑсталать-им?

Малалла...

 

Фарида сасси

  19.07.2017 19:33 | 9999 хут пӑхнӑ

Тахӑш вӑхӑтран пуҫласа чӑваш эстрадин уҫлӑхӗнче Фарида сасси янраса кайрӗ.

Чӑваш Енти Патӑрьел районӗнче Начар Упи текен ял пур (Темшӗн ӑна "Красномайск" текен сӑнсӑр ятпа улӑштарнӑ та халиччен те чӑн ята каялла тавӑрман....).

Асӑннӑ ялта ӗлӗкренпех тутарсем пурнакан кӗтес пур. Ҫав кӗтесе Тутаркасси теҫҫӗ. Официалла хутсенче те ҫаплах ҫырӑнать: улица Татарская. "Хыпар" хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хальхи вӑхӑтра мӗнпурӗ 8 кил.

Малалла...

 

Чӗремӗрсенче упранайнӑ ӗмӗрти ырӑпа Теветкелӗн таса сассин пӗрлӗхӗ

  11.07.2017 19:31 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 5484 хут пӑхнӑ

Эх, ҫухалсах ӗлкӗреймен ӗмӗтсен пире хитрен пиллекен ытарайми тӗнчийӗ... Ҫав ахах-мерченлӗ ниепле хакпа виҫейми тупра пире малашлӑх ҫулӗпех уттарать, пурнӑҫ епле пулмаллине тата пулмалла маррине куллен ытарлӑн вӗрентсе калать. «Эпир хамӑр ӗмӗрте кил-йышри ҫичӗ сыпӑка курма тивӗҫ: хамӑра, атте-аннене, асатте-асаннепе кукамай-кукаҫине, вӗсен ашшӗ-амӑшне, ачамӑрсене, мӑнуксене, вӗсен ачисене. Йӗркеллӗ, илемлӗ, сывлӑха упраса пурӑнайсан этем ӗмӗрӗ ҫакна валли ҫитет...» (В.Аванмарт).

Малалла...

 

Чӑваш гимнӗ пирки

  20.06.2017 20:34 | 10127 хут пӑхнӑ

Чӑваш Гербӗ пирки статья ҫырса кӑлартӑм. Халь вара Чӑваш Гимнӗ прки сӑмах хускатас терӗм.

Кунта ак Чӑваш Гимнне телефон ҫине вырнаҫтарас пирки сӑмах пырать.

Хамӑрӑн гимн пирки унчченех тӗрлӗ ҫынсем каланӑ шухӑшсене аса илтерес килчӗ.

Герман Лебедев тата Илле Тукташ ӑсталанӑ хайлав — чӑннипе Чӑваш Республики тӗлӗшпе пулман малтан. Кайран та ку авторсем унта урӑх шухӑш кӗртмен.

Малалла...

 

Старое чувашское кино — в массы!

  21.04.2017 14:12 | 10418 хут пӑхнӑ

Посчастливилось присутствовать на показе чувашского фильма 1930 г. «Священная роща» (Киремет кати) в кинотеатре Сеспель. Впечатления остались очень хорошие. Благодаря магии кино впервые увидел ожившую чувашскую историю! Раньше много видел старых фотографий и в музеях некоторые элементы деревенской культуры. Но это совсем не то!...

Хотелось отметить два момента…

Во-первых, старые образы ожили, появились эмоции и движения. Дышащие жизнью крестьянские дома, яркие массовки, реальные чувашские типажи и характеры… Ничто так не даст возможность окунуться в ту прошлую жизнь, как в кино снятом в то же время!

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 06

1900
125
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1936
89
Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1944
81
Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...