Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Света Петрова: Владимир Егорович Харитонов — поэт-лирик, проза ӑсти тата юрӑҫ

Света Петрова28.02.2018 14:588826 хут пӑхнӑ

Владимир Егорович Харитонов поэт, юрӑҫ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитет

 

Авторсем:

Васильева Вера Вениаминовна, Петрова Светлана Валерьяновна, Пӗтӗмӗшле пелӳ паракан Упи вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем

 

Владимир Егорович Харитонов пурнӑҫ ҫулӗ

Владимир Егорович Харитонов — паллӑ поэт-юрӑҫ, 60-мӗш ҫулсенче палӑрнӑ ҫыравҫӑ. Чӑваш поэчӗн ачалӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑчӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 1933-мӗш ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Пайсупин ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ тухнӑ вӑхатра Володя 9 ҫулта пулнӑ. Ашшӗ, Якур, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 1942-мӗш ҫулӗнче Мускав патӗнче пуҫне хурать. Амӑшӗ чирлесе ӳкет. Ҫемьере пилӗк ача. Володя виҫҫӗмӗш пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче нуша-асапне нумай тӳснӗ пулас ҫыравҫӑ. Апла пулсан та ҫамрӑк ачан пуплесси, шӳтлесси, ташӑ-юрӑпа туслашасси пӗтмен. Пулас поэт шкулта вӗреннӗ ҫулсенче, каникул кунӗсенче кӗтӳ кӗтнӗ, ҫитӗннисемпе юнашар тӑрса ака-суха тунӑ. Ҫамрӑклах «Нарспи»поэмӑна пӑхмасӑр калама пӗлнӗ. Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай, Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Сергей Есенин сӑвви-поэмисене тарӑшса вуланӑ.

Сӑмах май, мӑшӑрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Шупашкарти оперӑпа балет театрӗн юрӑҫи — Елена Ивановна Белова.

Пӗлӳ пухнӑ вырӑнсем

1941-1951-мӗш ҫулсенче Турханти пуҫламӑш тата Упири вӑтам шкулта вӗренет.

1951-1953-мӗш ҫулсенче чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн историпе филологи факуьтетӗнче ӑс пухать, анчах та сывлӑхӗ начаррипе вӗренӗве пӑрахать.

1957-мӗш ҫулта Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вокал уйрӑмӗнче пӗлӳ пухать.

Хусанти консерватори ҫумӗнчи юристсен студийӗнче пӗлӳлӗхне ӳстерет.

Ӗҫленӗ вырӑнсем

1953-1955-мӗш ҫулсенче Пайсупин тата Алманч ялӗсенче клубра ӗҫлет.

1955ҫулта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне юрӑҫ пулса ӗҫлеме вырнаҫать.

1963-1981-мӗш ҫулсенче Чӑваш патшалӑх телевиденипе радиовещани комитетӗнче музыка пайӗн редакторӗ пулса тимлет. Каярах телевидени студийӗнче литреатурапа музыка программин редакторӗ (17 ҫул).

1975-1980 — ЧАССР писателӗсен правленийӗн членӗ.

Ҫӗр-шывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче

Владимир Харитонов ҫул ҫӳреме юратнӑ. Республикӑра вӑл ҫитсе курман ял ҫук та пулӗ. В. Харитонов Мари Эл, Мӑкшӑ, Пушкӑртстан ҫӗрӗсенче йӗркеленӗ чӑваш литературин кунӗсене хутшӑннӑ, Украинӑра, Белорусире пулнӑ.

Киевра, Минскра, Ярославльте, Хусанта, ытти ҫӗрсенче янӑранӑ унӑн уҫӑ сасси.

Литературӑри пултарулӑхӗ

1953-мӗш ҫулта унӑн привайхи сӑвви Красноармейски районӗн хаҫатӗнче «Ирхи юрӑ» ятпа пичетленсе тухнӑ. Ун чухне вӑл машинӑпа трактор станцийӗнче ӗҫленӗ.

Ентешӗмӗр ҫуралнӑ вырӑна, Мӑн Ҫавалпа Матьшу тӑрӑхне, унти хастар ӗҫченсене мухтаса сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ ҫырнӑ: «Тӑван кил», «Тӑван ялта», «Тӑван хирсем, ҫуралнӑ ял», «Тӑван тавралӑх», «Эпӗ унта Ҫавал пулса кӗрем» тата ыттисем те вулакансене ҫывӑх. Владимир Харитонов 1981-мӗш ҫултанпа поэт профессионал. «Тав»(1968) – унӑн пӗрремӗш сӑвӑ кӗнеки. Унтанпа ҫыравҫӑ чылай сӑвӑ-кӗнеке кӑларма пултарчӗ. Акӑ вӗсем: «Шухӑш» (1973), «Чун хавалӗ» (1978), «Туслӑх ҫаврӑмӗ» (1983), «Атӑльенсем – телей ҫыннисем» (1990) тата ытти те.

Ачасене халалланӑ сӑвӑ кӗнекисем вара ҫаксем: «Тумлам» (1971), «Уяр кун» (1977), «Уҫланкӑра» (1981), «Уяв умӗн» (1991).

Чӑвашларан вырӑсла куҫарнӑ сӑвӑ кӗнекисем: «Раздумье» (1979), «Золотая пчёлка» (1987).

Сӑвӑҫӑн илемлӗ сӑввисене вырӑсла, украинла, белорусла, азербайджанла, пушкӑртла, тутарла, мӑкшӑ, пӑлхар тата ытти халӑх чӗлхисем ҫине куҫарса пичетленӗ. Куҫаруҫӑ ӗҫӗпе В.Харитонов хӑй те сахал мар ӗҫлесе вырӑс тата тӗрлӗ халӑх сӑввине чӑвашла пичетлеме пултарнӑ.

Владимир Харитоновӑн илемлӗ тӗнчи

Ҫыравҫӑ тематики анлӑ, тавра курӑмӗ сарлака. Вӑл хӑйӗн творчествинче, тӗп шухӑша тарӑнрах та нумай енлӗрех уҫса парас тӗллевпе, тӗрлерен мелпе тата халӑх фольклорӗнчи паха тӗслӗхсемпе усӑ курнӑ. «Чун-чӗре позицийӗ тӗлӗшӗнчен пӑхсан поэтӑмӑр яланах ырра шанса пурӑнатчӗ. Ан тив, ачалӑхӗ выҫӑллӑ-тутӑллӑ иртнӗ пултӑр, ҫамрӑклах ашшӗсер юлнӑ пултӑр, вӑтам шкул хыҫҫӑнах хӑй те чӗре чирӗпе чирленӗ пултӑр, Владимир ҫавах пурнӑҫра та, поэзире те Ҫеҫпӗлле хурҫӑ шанчӑкпа хавхаланса пурӑнатчӗ, сӑвӑсенче нишлӗ те имшер шухӑшсене нихҫан та ҫывӑха ямастчӗ. Ку ҫирӗплӗх унӑн кашни кӗнекинчех уҫҫӑн курӑнса тӑрать», — тет чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер [12].

Поэтӑн тӗп вырӑнта тӑракан теми — хальхи вӑхӑтри, хамӑр таврари пурнӑҫ: ҫӗр-шыв илемӗ, ӗҫченсен пултарулӑхӗ, ытарайми туслӑх, ҫынсен ырӑ кӑмӑл-туйӑмӗ тата ытти ҫутӑ курӑмсем. Уйрӑмах эпир ача-пӑча валли ҫырнӑ «Уяв умӗн» кӗнекине тишкертӗмӗр. Автор унта пурӗ 21 сӑвӑ кӗртнӗ. Вӗсене пурне те хӗресле рифмӑпа ҫырнӑ. 8 сӑвӑра чӗр чуна сӑнласа панӑ: «Тузик», «Ҫерҫи», «Ула такка», «Куккук», «Упа ҫури» тата ыттисем те. Ҫак сӑвӑсенченех поэт чӗрӗ чунсене епле юратса сӑнланине курма пулать. Ҫут ҫанталӑка сӑнлаканнисем 7 хайлав: «Аслати», «Тумла ташши», «Сар хӗвел», «Ҫуркунне парни». Йывӑҫ-курӑка сӑнлани 4 сӑвӑра тӗл пулать: «Улмуҫҫи», «Яштака хырсем». Илемлӗх мелӗсенчен ытларах эпитет («хура тӗксӗм пӗлӗтсем»[17, 5 с.], «сар хӗвел»[17, 10 с.]), метафора («чӑн савӑнӑҫ»[17, 3 с.]), сӑпатлантару («ҫулсисем чӗтреҫҫӗ»[17, 2 с.]) тӗл пулать. Тӗп вырӑнта ҫут ҫанталӑк лирикипе ҫырнӑ сӑвӑсем.

«Тӑван кил» сӑвӑра тӑван кил, ял, район, чӑваш ҫер-шывӗ мӗнле хаклине кӑтартать:

Ҫӗр анне, сана хӗрӳн савсассӑн,

Ҫурҫӗрте те чуншӑн пулмӗ сивӗ...

Ют ҫӗре-и, хӑть ӑҫта кайсассӑн

Савнӑ кил — тӑван Совет ҫӗршывӗ [19, 6 с.].

Поэтӑн сӑввисенче хамӑр ҫӗр-шывӑн илемне те кӑтартас килет. Ӑна вал ирхи Атӑл сӑвӑра лайӑх ҫырса кӑтартнӑ:

Тӳлек чухне лӑпкать сӑпка пек.

Ҫиллес чухне — хаяр сӑнран...

Хумсем ҫунас пек: «Куо ан ватӑл!»

Чарлан шыв ҫийӗпе вӗҫет... [19, 10 с.].

Владимир Харитонов кӳршӗ халӑх ҫыннисемпе те туслӑ пурӑнмаллине палӑртать «Парне те парӑм» сӑввинче:

— Ман енче ҫук ылтӑн, нефть уҫҫи те, —

Тесе ҫырнӑ эс пӗр сӑвӑра.

— Халӑху маттур. Ҫавна мӗн ҫитӗ! —

Туслӑх ылтӑнран та хаклӑрах. [19, 43 с.].

 

“Чӑваш литературин антологийӗ (ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем)»хайлавсен пуххине Владимир Харитонов хайлавӗсене те кӗртни чуна савӑнтарчӗ. Ку ентеш чуна тыткӑнламалли сӑвӑсем ҫырнине хӑех ҫирӗплетсе парать.

Паллӑ юрӑҫ

В.Е. Харитоновӑн сӑввисем питӗ кӗвӗллӗ. Филипп Лукин, Аверий Токарев, Аристарх Орлов-Шуҫӑм, Геннадий Маркианов композиторсем В. Харитоновӑн сӑввисене ҫийӗнчех асӑрхаса юрра хывнӑ.

Владимир Егорович Мефодий Денисов, Тамара Чумакова, Зоя Ананьева, Трофим Серов пек паллӑ юрӑҫсемпе те, ҫамрӑкраххисемпе те куллен ҫыхӑну тытатчӗ. Хамӑр ентеш Илья Степанов композитор унӑн «Ӗҫ хыҫҫӑн – вӑйӑра», « Ан кӗттерччӗ, тусӑм», « Яту сан асӑмрах» сӑввисемпе юрӑсем кӗвӗленӗ. « Аставатӑп-ха, пӗррехинче В. Харитоновпа пӗрле хор валли тесе «Ӗҫ хыҫҫӑн – вӑйӑра» юрра хатӗрлерӗмӗр. Ҫавӑн чухне ентешӗм чӑваш радиора музыка редакторӗнче ӗҫлетчӗ. Вӑл ҫине тӑнипе ӑна радиокомитет хорӗ юрларӗ», — тесе аса илет Илья Степанов [13].

Сӑвӑ ҫырнисӗр пуҫне Владимир Егорович паллӑ юрӑҫ та. Унӑн хӑйне евӗрле уҫӑ та илемлӗ сасси пурне те илӗртнӗ. Филипп Лукинӑн «Тусӑм, тухсам Атӑл хӗррине», Александр Сергеевӑн «Шупашкарӑн лӑпкӑ каҫӗсем», «Уя тухрӑм» тата ытти юрӑсем халӑх асӗнче паян кун та янӑраҫҫӗ. Вӑл юрлакан юрӑсем Чӑвашрадио фонотекинче халӗ те упранаҫҫӗ, час-часах эфира тухаҫҫӗ. Унӑн еткерлӗхӗнче 50 юрӑ ытла шутланать.

Юлашкинчен ҫапла пӗтӗмлетсе калас килет. Поэзи — асамлӑ япала. Унӑн асамлӑхӗ – ӗмӗрхи чӗрӗлӗхре. Хавхалануллӑ шухӑш-кӑмӑлпа каланӑ сӑмах нихҫан та вилмест, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӑрусен чун-чӗрине кӗрсе вырнаҫать. Ҫавӑн пек асамлӑх пӳрнӗ Владимир Харитонов поэт-юрӑҫ еткерлӗхне.

В. Е.Харитонов пурӑннӑ пулсан 2018-мӗш ҫулта 85 ҫул тултаратчӗ. Чӗре чирӗпе чирленӗ сӑвӑҫ 1990-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. 57 ҫулта ҫеҫ пулнӑ вӑл. Тӑван ҫӗр-шывӑмӑра, тӑван халӑхӑмӑра чун-чӗререн юратнӑ Владимир Егорович.

В. Харитонов ЧАССР тата СССР писателӗсен Союзӗн членӗ. Ӑна ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемшӗн Чӑваш обком партийӗн грамотипе тата писательсен союзӗн грамотипе чысланӑ.

Усӑ курнӑ литература:

1. Алка А. Е. Ырӑ ҫул. // Харитонов В.Е. Шухӑш [Текст] : [сӑвӑсем] / Владимир Харитонов. Шупашкар, 1973. – 81- 84 с.

2. Афанасьев П. Харитонов Владимир Егорович // Афанасьев П. Писатели Чувашии/ П.Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – с. 463-464.

3. Владимир Харитонов: [библиографическая справка]: Буклет. – 4 с.

4. Егоров П. Ӗмӗрӗмӗ манми тӑванӑм / П. Егоров //Хыпар. – 1998. – Авӑн, 12.

5. Егоров П. Шӑллӑм ҫинчен / П.Егоров // Ялав. – 1993. – 3№. – 18 с.

6. Егоров П. Асран кайми тӑванӑм / П.Егоров // Ял пурнӑҫӗ. – 1993. – Пуш, 25.

7. Ефимов Г. Тӑван кӗтесре манмаҫҫӗ ӑна / Г. Ефимов // Ял пурнӑҫӗ. – 1993. – Пуш, 25.

8. Иванова И. Мал ӗмӗтпе пурӑнатчӗ. / И. Иванова // Ял пурнӑҫӗ. – 1998. – Пуш, 26.

9. Ларионов Н. Юлташӑм ҫинчен. / Ларионов Н. // Ял пурнӑҫӗ. – 1993. – Авӑн, 18.

10. Никифорова А. С. Асран кайми ентешӗмӗр / Никифорова А.С. – 2003. – Пуш, 21

11. Родионов В.Г. Харитонов Владимир Егорович / В.Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 384.

12. Сементер Ю. Ентешӗм ҫинчен/Сементер Ю.//Ял пурнӑҫӗ. -1993. - 25 пуш. – 2 с.

13. Степанов И. Ҫывӑх тусчӗ вӑл. /Степанов И.//Ял пурнӑҫӗ. -1993. – 25 пуш. – 2 с.

14. Трофимов Г.Ф. Харитонов Владимир Егорович / Г.Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 437.

15. Харитонов Владимир Егорович // Красноармейский район. Люди и судьбы: [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 88.

16. Харитонов Владимир Егорович // Трак ен. – Красноармейски, 2000. – 198-199 с.

17. Харитонов В. Е. Уяв умӗн:сӑвӑсем / В. Харитонов. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. – 12 с.

18. Харитонов В.Е. Уҫланкӑра: сӑвӑсем / В. Харитонов. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. – 15 с.

19. Харитонов В.Е. Шухӑш [Текст] : [сӑвӑсем] / Владимир Харитонов. Шупашкар, 1973. – 88 с.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 8762.2.9728
2018.03.05 14:15
Agabazar
Мĕншĕн Пайссупын ялне Мамçа Упи теме пăрахнă.

Мамçа Упи тени кама килĕшмен тата мĕншĕн?

Ку Харитонов пирки: пединститута сывлăх хавшанăран вĕренсе пĕтереймен тенĕ. Чăн та çапла-ши?

Çыннăн консерваторире вĕренме сывлăхĕ çитнĕ те, пединститутра вĕренме сывлăхĕ çитеймен иккен.
Ун пек пулма пултарать-и?

Хусан консерваторийĕнче юрист пулма мар, юрăçа вĕреннĕ пулĕ.

Ман килте В.Харитонов Мефодий Денисов пирки çырнă пĕчĕкçĕ кĕнеке пурччĕ. "Ĕметĕмĕр çитсе пынăран" ятлă пек астăватăп.

тавтапуç лайăх статья кăларнăшăн

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем