Нумай пулмасть пӗр ҫынпа калаҫма тӳр килчӗ. Сӑмах искусствӑллӑ интеллект пирки пулчӗ. Ӑна ӗненес-тӗк, ку япалана этем мар, темле ҫӳлти хӑват пире парнеленӗ.
Хам ку енӗпе сахал мар вӑй хунӑран ӗҫ-пуҫ мӗнле аталанса пынине питӗ лайӑх чухлатӑп. Ҫавна пула ҫак ҫынна ӗнентерме тӑрӑшрӑм. Ҫук, ниепле те фактсене шута илесшӗн пулмарӗ. Америкӑри паллӑ институтсен профессорӗсем ҫапла калаҫҫӗ тесе хӑйӗннех печӗ.
Тен, ҫав профессорсем темскер калама та пултарнӑ пуль — ӑсчахсем час-часах нейротетелсем епле шутласа кӑларнине тӗпӗ-йӗрӗпех сӑнаса пӗтерме ҫукки пирки калаҫаҫҫӗ.
Паян пӗр хайлав вуланӑ май кӑсӑклӑ саспалли куҫа тӑрӑнчӗ. Вӑл ҫакнашкалтарах: «ꈊ». Унпа усӑ курса каомодзи (яппунла 顔文字 — «пит-сӑнар») йӗркеленӗччӗ. Ку мана самай кӑсӑклантарса ячӗ те Дипсикран (вӑл ялан уҫӑ тӑрать, чылай чухне хӑвӑрт хуравлать) мӗнле чӗлхери саспалли пулнине ыйтса пӗлес терӗм. Ҫапла май вара Йи (Yi) текен чӗлхе пирки пӗлтӗм.
Ку чӗлхе тибет-бирман чӗлхисен йышне кӗрет-мӗн, унӑн алфавичӗ ҫавнашкал пиктограммӑсенчен тӑрать. Вӗсен йышӗ питӗ пысӑк, пӗр пин ытла (1164 теҫҫӗ).
Ҫӗнетнӗ ГигаЧат ИИ-Пулӑшуҫӑ Раҫҫей тата СНГ ҫӗршывӗн 30 ытла халӑх чӗлхипе усӑ курса текста ӑнланас тата ҫырас пахалӑхне ӳстерчӗ. Вӗсен шутӗнче тутар, пушкӑрт, чӑваш, удмурт, якут, бурят, осетин, чечен, кабардин-черкес тата ыттисем те. Тӗплӗн суйласа илнӗ вӗрентӳ даннӑйӗсемпе тивӗҫтернине пула хуравсен пахалӑхне ӳстерсе кашни чӗлхешӗн уйрӑм модель шутласа кӑларма май пулчӗ. Пӗтӗм тӗнчери ытти чӗлхесене шута илсе ГигаЧат пурӗ 40 ытла чӗлхепе усӑ курса тӗрлӗ тӗллевсене пурнӑҫлама пултарать.