Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -15.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валерий Алексин: Пӗр сӑмахӗ - пин ылтӑн

Валерий Алексин23.12.2025 13:081724 хут пӑхнӑ

Ираида Вдовинӑна, чӑваш юррисене пухакана тата юрлакана, вулакансенчен чылайӑшӗ ҫак сӑнӳкерчӗкре палласа илчӗ пулӗ. Мускаври "Мелодия" фирма кӑларнӑ виҫӗ пластинкӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче кашни килте тенӗ пекех ҫавӑрттаратчӗҫ, юрӑҫ сасси Чӑвашрадиопа кун сиктерсе тенӗ пек янӑратчӗ. 1985 ҫулта вӑл пухнӑ 222 юрра уйрӑм кӗнекен те пичетлесе кӑларнӑччӗ.

Кӑшт маларах Чӑваш телевиденийӗ Ираида Вдовина пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен киноочерк ӳкерме пуҫланӑччӗ. Сценари авторӗ пулнӑ май Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Туҫа ялне ҫитсе килтӗм. Ку вӑхӑт тӗлнелле Ираида Григорьевна вырӑнти ӑстасенчен ҫырса илнӗ юрӑ тетрачӗсене    Шупашкарти архивсене панӑччӗ ӗнтӗ. Анчах халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсемпе такмаксене хӑҫан тата камран ҫырса илнине лайӑх ас тӑватчӗ. Хӑй Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей салинче ҫуралса ӳснӗ май кунти ватӑ ҫынсенчен илтнӗ юрӑсене уйрӑмах хаклатчӗ, вӗсене мӗнле илемлетни пирки каласа пани пухнӑ материала самай пуянлатрӗ.

Киноушкӑнпа яла килсен хӗрарӑмсене пуҫтарса вӑл вӑйӑ карти туса кӑтартрӗ, "Чечек те татас килет ман", "Кумма, кумма, ӑсатса яр", "Чей ӗҫесчӗ пылпала" тата ытти юрӑсене кинокамера умӗнче шӑрантарчӗ, юрра-ташша пултарасси ӑратран-ӑрата куҫса пыни пирки каласа пачӗ.

Паллӑ юрӑҫӑ "хӑнасене" лайӑх пӑхма пӗлетчӗ. Эпир тӑнӑ ҫӗре сӗтел ҫинче тутлӑ апат пӑсланса ларатчӗ. Ҫырма хӗрринчи хӑрах урамри икӗ хутлӑ чул ҫуртра вырӑн пурин валли те ҫитетчӗ. Мана валли верандӑра тӗк тӳшек сарса панӑччӗ. Пахчари йӑмра ҫине кураксем ҫӗр каҫма килсе вырнаҫатчӗҫ, вӗсен «хорне» итлесе ҫывӑрса каяттӑм. Кӑвак ҫути килнӗ-килмен ҫав «хор» мана ыйхӑран вӑрататчӗ.

Шупашкарти телевидени 1984 ҫулта ӳкернӗ ҫирӗм минута пыракан "Пӗр сӑмахӗ - пин ылтӑн" киноочерка нумаях пулмасть Интернетра курма пулатчӗ. Шел, темле сӑлтава пула такам ӑна кӗскетнӗ, икӗ минута пыракан юрӑ сыпӑкне кӑна хӑварнӑ.

 

Валерий Алексин

Сӑнӳкерчӗкре: Валерий Алексеев журналист, Ираида Вдовинӑпа ун мӑшӑрӗ Василий Васильевич, ҫутӑ паракан (шел, ун ятне-шывне маннӑ); иккӗмӗш ретре: Геннадий Исаев сасӑ операторӗ, Виталий Анишин водитель, Юрий Диделев кинооператор.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

х // 3000.76.3861
2026.01.13 11:39
Осипов – истори кандидачĕ. Теми: Тури чăвашсен туйĕ. ЭТНОГРАФИ.
Леонид КЕВЕР // 7344.6.1217
2026.01.19 12:51
Статья интереслӗ!
Ираида Вдовина чӑннипех мухтава тивӗҫлӗ! Александр Осипов тӗпчевҫӗ
те питӗ маттур.Валерий Алексеевпа
Арсений Тарасов журналистсене те уйрӑммӑн тав тумалла.
АрсениЙ Тарасов // 3433.20.0207
2026.01.19 17:53
ЯЛТАН ҫырнине хуравласа. И.Вдовина патӗнче хӑҫан пулнине астусах каймастӑп.Пысӑк передача та туман, ахӑртнех.В.Алексинӑн фильмӗ хыҫҫӑн ун патне кайса тӗплӗн ӳкерме кирлех пулман ӗнтӗ тата ҫав фильм хыҫҫӑн вӑл ҫулталӑкранах вилнӗ темелле.Эпир В.Алексинпа вӑл вӑхӑтра пӗрлех ӗҫленӗ.Унӑн питӗ капитальнӑй фильм вӑл. Эпӗ хамӑн "Кӗтрет ҫути" текен ярӑм валли (Вдовина пекех интереслӗ, пултаруллӑ ҫынсем ҫинчен) ӳкерме пултарнӑ.Ҫурчӗн пӗрремӗш хучӗ е путвал пулнӑ вӑл (питӗ тасаччӗ, ӑшӑччӗ, эпир хӗлле пулнӑ пулмалла), унта ун чухне пӗр-пӗр архива лекнӗ пекех туйӑннине астӑватӑп.Вӑл ялта эп ахаль те пулкаласа: ҫак ял ячипе Володя Васильевпа университет хыҫҫӑн В.Станьялӑн Кӑнтӑр поселокӗнчи хваттерӗнче 2 ҫул пурӑннӑ, Володьӑн пиччӗшӗ Юра Станьялӑн тӑванӗсен хӗрне качча илнӗ, амӑшё шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ. Александр Осиповсем И.Вдовина ячӗпе ирттерекен "Ай, юрлар-и" фестиваль ирттерме пуҫласан унта ӳкернӗ те, пӗр ҫӗнтеруҫине (ҫамрӑк хӗрачаччӗ) Ф.Павлов училишине экзаменсӗрех вӗренме илнӗ пек те илтнӗччӗ.
Agabazar // 2318.82.1837
2026.01.20 09:57
Agabazar
Ĕнтĕ кунта Ираида Вдовинана çав-çавах путвала та нÿхрепе сĕтĕрни сисĕнет.

Анчах та В.Алексин юлташ илсе кăтартнă фотосăн (вăл суя япала мар пуль тетĕп) çакна çирĕплетеймест.
Алексин // 1355.31.0651
2026.01.23 15:42
Ираида Григорьевна Вдовина пурӑннӑ ҫурт Чӑрӑш Туҫара паян кун та ларма кирлӗ. Ун ҫине асӑну хӑми ҫапсан аван пулмалла. Ҫуртӑн аялти хутне котельня тата тӗпел кукри евӗрлӗ тунӑччӗ, тен, унта путвал та пулнӑ. Кун пек йӗркепе тунӑ ҫуртсем Чулхула облаҫӗнчи ялсенче е пӗчӗк хуласенче халь те чиперех лараҫҫӗ.
Agabazar // 2377.12.2562
2026.01.25 13:20
Agabazar
Алексин, эс луччĕ леш ху кăтартнă фотосăна ăнлантарса пар. Чÿрече, курăнаканни, нормаллĕ çÿллĕшĕнче. Вăл пĕрремĕш хутăн пулма кирлĕ. Эппин кунта пĕрремеш хутпа путвала ниепле те арпаштарма май çук.

Енчен те курăнакан чÿрече «иккĕмĕш хут» текеннин пулсан — пачах урăхла истори.
Арсений Тарасов // 3433.20.0207
2026.01.28 21:34
Agabazar, эс пасарланса ларма ку ята тӗрӗсех илнӗ пуль-ха та, ҫапах та пӗр-пӗр "Тал-пиҫен"е "Вӗлтӗрен" илнӗ пулсан тӳререх пулатчӗ-тӗр: чӗпӗтме, вӗтелеме юрататӑн.Кун пек иньекци кирлӗ те пуль, анчах чылай чухне темӑна анлӑлатас-тарӑнлатас чухне чараксӑр качака пек айккинелле сӗтӗрсе каятӑн.И.Вдовинасен кил-ҫурче мӗнле пулни (кермен-и, ахаль ҫурт-и) пӗлтерӗшлех мар пуль, упранса юлнӑ пулсан унта музей тума ҫук-и тесе сӑмахламалла.Халӗ Чӑвашра питӗ туризм пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Глава та, Госдума депутачӗ Салаева та. Ҫӗрпӳпе Сӗнтӗвӑрри, Куславкка - туризм маршручӗсене хывмалли тӑрӑхсем. Килен-каянсене кӑтартмалли кунта нумай.хулисем те авалхисем, музейсем те ҫук мар. Космонавтӑн та, Лобачевскин те пур.Пугачев та Сӗнтӗрвӑрри таврашӗнчех Атӑл урлӑ каҫнӑ, Раҫҫей патшисем кунти ҫулсемпе ҫӳренӗ, Пушкинӗ те Ӗсмелте почта ҫуртӗнче ҫӗр каҫнӑ.Сентерварринчех кунти палла унерҫӗсен (Овчинников, Ф.Осипов(?), хальхи пите паллё А.Рыбкин, Ҫӗрпӳре чечексене тӗлӗнсе каймалла хитре ӳкерекен Русь ӳнерҫӗ пурӑнатчӗ).Дверининӑн пуканисен музейӗ те кӑсӑк пулмалла.
Agabazar // 2310.98.5057
2026.01.30 09:20
Agabazar
Ну мĕнле япала вăл темле Акапасартан хăраса пурăнасси?

Акапасартан та хăраса пурăнма пуçласан — тĕнче пĕтрĕ вара.

Лобачевский пирки те вара ан та шарла. Çунса кайнă ун çурчĕ. Карачра пулнă вăл. Ларнă-ларнă та, çунса кайнă.

Куславкка хулин варринче вара Лобачевский çурчĕ нихçан та пулман.

И.Вдовина çурчĕ пирки те телĕнмелле калать А. Тарасов.

Пĕр енчен — ниме те пĕлтермест имĕш епле пулни (кермен-и, ахаль ҫурт-и...) . Тепĕр енчен — музей тумалла иккен. Мĕн тăван музейпе, енчен саншăн пурпĕрех пулсан?

Авă Куславккара (Слободкăра мар) новодел пекки майлаштарнă вĕт.

Ĕнтĕ И.Вдовина хăй вилнĕ пулсан та. ун çурчĕ кама та пулсан куçнă пуль. Калапăр, Пётр Николааеич Осипов (драматург, мусăкçă, тухтăр) çуртне хăй чĕрĕ чухнех ялти медпункт валли парнелесе хăварнă пулнă. Çавна май чилай çул лешĕ йĕркеллех ларнă.

Медпунктне урăх тĕлте вырнаçтарсан çеç проблема сиксе тухнă

Лобачевский чаплă математик пулнипе çеç мар чăвашсемшĕн хаклă. Вăл нумай çул хушши Хусан университетне ертсе пынă. Унта вара чылай чăваш вĕреннĕ — 19-мĕш ĕмĕртех. Çав чăвашсем хушшинче Хусан университетĕнче Лобачевскирен маларах вĕреннисем те пур (эп пĕрне пĕлетĕп).

Николай Максимов // 1544.72.3141
2026.01.30 13:45
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.
АрсениЙ Тарасов // 3433.20.0207
2026.01.30 23:45
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем